Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » С. И. Железин асаилĕвĕсем

Категоринче миçе статья: 9
Миçе статья пур: 6-9
Страницăсем: « 1 2


Сортла: Кунпа
1986 ҫулта пирӗн республикӑри пилӗк районти парти райкомӗн пӗрремӗш секретарӗсене партин Чул хулари аслӑ шкулне вӗренме илсе кайрӗҫ. Унта ытти республикӑсемпе облаҫсенчен те 5—6-шар ҫын пынӑччӗ. Пӗрремӗш лекцие кӗрсе лартӑмӑр та лектор каланине ҫырса пыма пуҫларӑмӑр кӑна, пирӗн хыҫра ларакансенчен пӗри руч­ка манса юлнӑ тесе кулянса каларӗ. Манӑн кӗсьере тата тепӗр ручка пурччӗ те ӑна патӑм. Тӑхтавра эпир унпа калаҫса кайрӑмӑр. Вӑл Мари Эл Республикинчи партии Морки райкомӗн пӗрремӗш секретаре Юрий Иванович Сабанцев пулчӗ. Ҫавӑнтанпах эпир унпа районсем хушшинче туслашса пурӑнма калаҫса татӑлтӑмӑр. Курсран таврӑнсан эпир туссем чӗннипе Моркине делегаципе тухса кайрӑмӑр. Пирӗн делегаци йышёнче хамӑр районти ял хуҫалӑх управленийӗн пуҫлӑхӗ М. В. Васильев тата райпо председателе И. В. Васильев пулчӗҫ. Унта вӗсем пысӑк канашлура пирӗн районпа туслашса пурӑнма килӗшрӗҫ. Каярахпа Морки районӗн делегацийӗ те пирӗн пата килсе кайрӗ. Вӗсем "Большевик", "Россия" колхозсемпе "Сельхозтехника" пӗрлешӗвӗнче пулса ӗҫлӗ калаҫусем ирттерчӗҫ. Ҫавӑн хыҫҫӑн унти хуҫалӑхсем пирӗн патӑртан ҫӗр улми вӑрлӑхӗ илсе кайрӗҫ, "Большевик" колхозӑн строителӗсем йывӑҫ материалӗсем кӳрсе килчӗҫ. Ҫапла пулчӗ моркисемпе туслӑ пурнӑҫ тытассин пуҫламӑшӗ.- Вӑл ҫулсенче ҫӗр-шывра ял хуҫалӑхӗнче бригадӑпа ҫемье подрячӗ пирки питӗ ҫивӗч калаҫатчӗҫ. Мари Республикинче ку енӗпе аван ӗҫлеме пуҫланине шута илсе, вёсен опычӗпе паллашма эпир районти хуҫалӑхсен бухгалтерӗсемпе экономисчӗсене икӗ автобус ҫине лартса унта кайса кштӗмӗр.
С. И. Железин асаилĕвĕсем | Миçе хут пăхнă: 476 | Хăçан: 31.05.2010 | Комментарисем (0)

1962 ҫулта пирӗн района Ҫӗрпӳ районӗпе пӗрлештернӗ. 1964 ҫулта эпир ҫемьепе Ҫӗрпӗве куҫса килтӗмӗр. Эпӗ районӑн ял хуҫалӑх управленийӗнче ӗҫлеме пуҫларӑм. Парти райкомӗнче иртекен пӗр канашлу хыҫҫӑн мана КПСС райкомӗн иккӗмӗш секретарӗ Василий Владимирович Самаркин хӑй кабинетне чӗнсе кӗртрӗ. Вӑл Красноармейски районне ҫӗрпусемпе пӗрлештернӗ ҫул унта парти райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ. В. Самаркин манӑн мӑшӑр Трак районӗнчи Ҫырмапуҫ ялӗнчен пулнине пӗлсен питех те савӑнчӗ. 1964 ҫулхи апрель уйӑхӗнче эпир унпа, маншӑн пирвайхи хут официаллӑ йӗркепе, Красноармейски ялне килсе кайрӑмӑр. Вӑл райцентрти вӑтам шкула А. Д. Попов патне кайрӗ, эпӗ "Победа" колхоз правленине. Ун чухне колхоз председателӗнче Д. А. Алексеев ӗҫлетчӗ. Вӑл вӑхӑтра хуҫалӑх правленийӗн предсе-дателӗн кабинетӗнче бригадирсемпе ферма заведующий-ӗсен канашлӑвӗ иртетчӗ. Эпӗ вӗсенё хампа паллаштарнӑ хыҫҫӑн унти лару-тӑрупа интереслентӗм. Мана Давыд Алексеевич кӑмӑла кайрӗ. Д. Апексеев хӑйне лӑпкӑ тытрӗ. Канашлу хыҫҫӑн эпир председательпе чылайччен калаҫса лартӑмӑр. Каярах эпӗ культура ҫуртне кайрӑм, унта мана В. В. Самаркин кӗтетчӗ. Каҫ енне Ҫӗрпӗве таврӑннӑ хыҫҫӑн парти райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ И. И. Мешков патне кӗрсе Красноармейскине кайса килни ҫинчен каласа патӑмӑр.
Ҫав ҫулхи апрель уйӑхӗнче манӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи "Динамо" хуҫалӑха каймалла пулчӗ. Унти правлени ҫуртне пырса кӗрсен пӗр пӗчӗкрех хӗрарӑмпа калаҫса кайрӑмӑр. Вӑл унта агрономра ӗҫленине пӗлсен манӑн калаҫу ҫур акине хатӗрленес ыйтусем тавра пулчӗ. Сӑмах май "Хӑвӑр ӑҫти-сем?" тесен "Красноармейски енчисем, мана Зоя Аркадьевна тесе чӗнеҫҫӗ", терӗ. Ҫапла паллашрӑмӑр эпир 3. Аркадьевапа. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи агрономсем хушшинче пысӑк авторитетпа палӑратчӗ
С. И. Железин асаилĕвĕсем | Миçе хут пăхнă: 430 | Хăçан: 07.04.2010 | Комментарисем (0)

(Малалли).
Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ Трак тӑрӑхне те пысӑк нушапа терт илсе килчӗ. Пирӗн районтан 1941—1945 ҫулсенче пынӑ хаяр вӑрҫа 6030 ҫын хутшӑннӑ. Ҫапӑҫусенче 2162-ӗн пуҫ хунӑ, 104 ҫемье килӗсене икӗ е унран та ытларах ҫынна кӗтсе илеймен. Вӗсен ҫутӑ сӑнарӗ умӗнче эпир яланах пуҫ таятпӑр, пире мирлӗ тупе парнеленӗшӗн тав тӑватпӑр. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи лару-тӑру пирки "Трак ен" кӗнекере тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Хаяр вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул эпӗ 7 ҫулта пулнӑ, ҫавӑнпа та аттепе аслӑ пиччене фронта илсе кайнӑ самантсене халӗ те питӗ лайӑх астӑватӑп. Юратнӑ атте фронтран йывӑр аманса таврӑнсан ҫулталăк та пурăнаймарё, пичче Мускав патӗнчи Серпухов хули ҫывӑхӗнче ӗмӗрлӗхех куҫне хупрӗ. Эпир, вӗтӗр-шакӑр, ватӑ ҫынсемпе танах тӑван хуҫалӑхра тӑрмашнӑ. Паллӑ ӗнтӗ, пирӗн ачалӑх питех те нушаллӑ иртрӗ. Эпӗ тӗлӗнетӗп, ҫав ҫулсем темле йывӑр пулнӑ пулсан та, эпир савӑнӑҫлӑччӗ. Пирӗнтен кашниех шкул тата техникум-институт вӗренсе пӗтерсе ҫӗр-шыва юрӑхлӑ ҫын пулас ӗмӗтпе пурӑннӑ. Вӑрҫӑ хирӗнче аслисем мӗнле нуша курман пулӗ. Вӗсем ҫав тапхӑрта тÿснӗ самантсем ҫинчен каласа панине итлесе ларнӑ чухне куҫçуль тухать. Мана фронтран ыррӑн-сыввӑн таврӑнса фермӑсемпе уйсенче, стройкӑсенче, шкулсемпе культура учрежденийесенче чунне парса ӗҫлекенсемпе тӗл пулнӑ самантсем тӑтӑшах аса килеҫҫӗ. Эпӗ Упи еннелле кайсан ЧР тава тивӗҫлӗ механизаторӗпе С. Лукинпа, Карай тӑрӑхӗнче М. Сергеевпа, Алманч енчё В. Егоров, А. Мокеев механизаторсемпе канашламасӑр, алӑ тытмасӑр иртмен. Вӗсем тата районти вуншар тракторист чунне парса ӗҫленӗ, вӗсем тӑрӑшнӑ уйсенче ҫулленех пыюӑк тухӑҫлӑ тыр-пул, ҫӗр улмипе тымар ҫимӗҫ туса илнӗ.
С. И. Железин асаилĕвĕсем | Миçе хут пăхнă: 506 | Хăçан: 04.03.2010 | Комментарисем (0)

Сергей Иванович Железин Трак ен тăрăхĕнче 1965-1973 çулсенче районти ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕнче, 1973-1975 çулсенче район Совечĕн ĕç тăвакан комитечĕн председателĕнче, 1980-1990 çулсенче КПСС парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче тăрăшнă.
Чӑваш АССР Ӗҫ Тӑвакан Тӗп Комитечӗн Президиумӗ 1935 ҫулхи январӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле, Тӑвай тата Трак районӗсене туса хурасси ҫинчен йышӑну кӑларнӑ. Ăна Раҫҫейӗн Ӗҫ тӑвакан Тӗп Комитечӗн Президиумӗ ҫав ҫулхи январӗн 25-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ.
Трак районне Ҫӗрпӳ, Элӗк тата Вӑрнар районӗсенчи ялсене кӗртнӗ. Район центрӗ пулма Малти Трак ялне ҫирӗплетнӗ. Район центрӗ республикӑн тӗп хулинчен — Шупашкартан 58 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.
Вӑл ҫулхине районта 26 ял Совечӗ, 108 ял пулнӑ, ҫын шучӗ 32 пинтен иртнӗ.
1935 ҫулхи февралӗн 8-мӗшӗнче районти парти организацийĕн пӗрремӗш пухӑвӗ пулса иртнӗ. Унта парти райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулма Е. Я. Майрина суйланӑ.
Каярахпа тӗрлӗ ҫулсенче парти райкомӗн пӗрремӗш секретарӗн тивӗҫӗсене Н. М. Семенов, В. М. Свешников, М. Т. Тихонов, В. М. Шиверов, Г. В. Сахалкин, Н. Г. Григорьев, Ф. С. Дмитриев, А. Е. Мустакова, В. В. Самаркин, А. Д. Попов, А. П. Петров, Г. П. Касихина, С. И. Железин, Л. А. Журавлев тата Н. С. Семенов пурнӑҫланӑ.
1935 ҫулхи мартӑн 7-мӗшӗнче советсен районти пӗрремӗш сьезчӗ пулса иртнӗ. Унта районӑн ӗҫ тӑва-кан комитечӗн председателӗ пулма П. И. Липатова суйланӑ. Ун хыҫсӑн ҫакдолжноҫ-ра В. И. Игнатьев, Н. Ф. Виноградов, А. М. Краснов, И. А. Александров, В. 0. Осипов, М. Г. Гринев, Г. Ф. Федоров, А. Д. Попов, Т. С. Тимофеева, В. М. Михайлов, С. И. Железин, Г. П. Касихина, Л. К. Констанатинов, А. П. Никитин тӑрӑшнӑ. 1996 ҫултанпа районти хӑй тытӑмлӑх пуҫлӑхӗн должноҫне С. А Николаев пурнӑҫлать.
С. И. Железин асаилĕвĕсем | Миçе хут пăхнă: 600 | Хăçан: 05.02.2010 | Комментарисем (0)

1-5 6-9
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024