Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » С. И. Железин асаилĕвĕсем

С.И.Железин аса илет. 5-мĕш пай
31.05.2010, 13:08
Эпӗ пёррехинче "Известия депутатов трудящихся" журналта ун чухнехи Ленинград хула Совечӗн яланхи комиссийӗсем ҫинчен ҫырнӑ аатьяпа паллашрӑм. Тепӗр кунах вӗсем патне пырса курма ыйтса ҫыру ятӑм. Часах хӑнасенчен от­ветлă çыру килчӗ. Тепӗр тапхӑртан районтан йёркеленё делегаци Ленинградра пулса  курчӗ, паха опыта паллашрӗ. Унӑн йышне Трак енри мен пур ял совет ӗҫ тӑвкомӗн председателӗсем кӗнӗччӗ. Унтан таврӑнсан советсенчи яланхи комисси членӗсемпе анлӑ семинар-канашлу ирттертёмёр. Каярахпа, райсовет ӗҫтӑвкомӗн секретаре В. Гордеева вёсемпе тёрлёрен мероприятисем ирттерчё, вăл ыйтӑва сессинче сутсе яврӑмӑр.
  1970—1980-мӗш ҫулсенче райӗҫтӑвком ирттерекен мероприятисене В. Гордеева секретарьпе тепёр инструктор йёркелесе пыратчӗҫ. Вал тапхӑрта сессисем, граждансен пухӑвӗсем тэта депутатсен отчечёсем йышлӑ халӑхпа иртетчӗҫ. Фермӑсенчи хӗрлӗ кӗтессенче, мехпарксенчи механизаторсен ҫурчӗсенче тӑтӑшах занятисем, лекцисем тата тӗрлӗрен калаҫусем йӗркелесси ҫирӗп йӑлана кӗнӗччӗ. Совет органӗсен ӗҫченӗсем клубсенче, шкулсенче тата медицина учрежденийӗсенче пулса сиксе тухнӑ ыитусемпе йывăрлăхсене ҫийӗнчех татса пама тӑрӑшнӑ. 1973—1975 ҫулсенче ял совет ӗҫтӑвкомӗн председателӗнче ӗҫленӗ К. Филимонов, В. Вла­димирова,  П. Иванов, А. Миро­нова, А. Андреев, Н. Андреева, Д. Александров тэта ыттисем те районта иртекен мероприятисене яланах активлӑ хутшӑнатчӗҫ, вӗсем ял ҫыннисем хушшинче хисепреччӗ.
Вӑл ҫулсенче ҫӗр-шывра пысӑк фермӑсем ҫеҫ мар, комплекссем тӑвас ӗҫсем пуҫланнӑччӗ. "Прогресс" колхоз председателе Н. В. Петров Молдова Республикинчен лю­церна вӑрлӑхӗ шырама килнё представительпе паллаштарчĕ. Вӑл хӑйсем патӗнче сысна ком­плексĕ туса лартни ҫинчен ка-ласа пачӗ те пире пырса курма чӗнчӗ. Эпир часах парти райкомён пёрремёш секретарёпе А. П. Петровпа районти хуҫалӑх ертуҫисене асӑннӑ республикӑна илсе кайса килтӗмӗр  те пӗр тӑхтаса тӑмасӑр сысна комп­лексĕ  тума пуҫларӑмăр.
Стро­ительство ӗҫӗсем питӗ йывӑррӑн пычӗҫ, мӗншӗн тесен унта ӗҫлеме ҫынсем ҫитместчӗҫ. Андрей Петрович кашни эрнерех планерка ирттеретчӗ, хуҫалӑхсем "Союз" ком­плекса ҫӗклеме миҫе сын уйă­рнине ҫырса пыратчӗ.
Пӗррехинче А. П. Петров "Звезда" колхоз председательне М. И. Илларионова асăннӑ стройкӑна пёр ҫын та яманшӑн критикленӗччӗ, Михаил Илла­рионович вара Андрей Петро­вича хирӗҫ каларё. Парти райкомӗн пёрремёш секретаре ӑна хуҫалӑхсем стройкӑна миҫе çын уйăрнине палăртакан тетраде персе пачӗ, вӑл асӑрхамасӑр  питренех лекрӗ. Ун çии­чен М. И. Илларионов партин Чӑваш обкомне евитленёччё.
1974 ҫул пирёншён паллӑ самант: икё хут Совет Союзён Геройёпе, СССР летчик-космонавчёпе А. Г. Николаевпа тел пулни асра юлчӗ. Вӑл ҫулхине партии облаҫри конференцийё пулнӑччӗ. Унта пирён делега­ции Андриян Григорьевичпа тэта республика пуҫлӑхӗсемпе сӑн ӳкерчӗк тума май килнёччё. Андрей Петрович, пирён райо­на ӗҫлеме киличчен партии Сӗнтӗрвӑрри райкомӗн иккӗмӗш секретарӗнче ӗҫленӗ май, Анд­риян Григорьевичпа час-часах тӗл пулнӑ. Сӑн ÿкерчёк тунӑ хыҫҫӑн А. Г. Николаевпа чылай калаҫса тӑтӑмӑр. Вӑл Трак тӑрӑхӗнче тӑванӗсем пурӑнни пирки каларӗ, кунта килсе курма шантарчӗ. Хӑйӗн сӑмахне тытрё Андриян Гри­горьевич. Вал пирён района килсе кайнӑ пирки республи­ка хаҫатӗнче те материал пичетленнёччё.
Эпӗ республикӑри тата ҫӗр-шыври паллӑ ҫынсемпе тӗл пулнӑ самантсене халӗ те ма-наймастӑп.
1973 ҫулта ман пата Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх ми-нистрӗн ҫумӗ Е. И. Василье­ва шӑнкӑравларӗ. Евлалия Ивановна Васильева 7—8 кун маларах пирён района килсе кайнӑччӗ. Ун чухне эпир унпа иксӗмӗр чылай хуҫалӑх уй-хирӗсенче пултӑмӑр. Ана Ленин ячӗллӗ хуҫалӑх уйёсем питех те килӗшнӗччӗ. Е. Ва-сильевана республикӑн Аслӑ Канашӗн Председателе С. М. Ислкжов хӑй патне чённё те вал кун Шупашкара килнё А. Г. Егоров академика, СССР Аслӑ Канашён депутатне, хайле перле пёр-пёр района илсе кайма каланӑ. А. Егоров ӑсчах уйсене кайса курасшӑн пулнӑ. Евлалия Ивановна пирён района асӑнсан Семен Матвеевич ҫакӑнпа килӗшнӗ. (Малалли пулать).
Кам хушнă: alex-net |
Миçе çын пăхнă: 475 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024