Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » С. И. Железин асаилĕвĕсем

С.И.Железин аса илет. Вĕçĕ
20.08.2010, 20:03
Районӑн 75 ҫулхи историйĕнчи чи паллӑ самантсенчен пӗри вӑл 1988 ҫулта района Раҫҫейри социализмла ӑмӑртура пӗрремӗш вырӑна тухнӑ ятпа партии Тӗп Комитечӗн, РСФСР Министрсен Совечӗн, ВЦСПСӑн тата ВЛКСМ Тӗп Комитечӗн ялавӗпе укҫан преми парса чыслани пулчӗ. 1980-мӗш ҫулсенче пирĕн районта чӑннипех те ял хуҫалӑхӑн пур отраспӗсемте чылай пысӑ тата ырă ӗҫсем туса ирттернӗ. Хуҫалӑхсенче тӑпра пулӑхне лайăхлатас енӗпе нумай ӗҫленӗ. Уй-хире органикӑллӑ удобренисем сухапакан пӗр гектар ҫӗр ҫине 7-8-шар тонна кӑларнӑ. Вӑл çулсенче, паллах, выльӑх шучӗ те нумай пулнӑ. Акӑ мӑйракаллӑ шултра выльӑхсен хисепӗ 15-16 пин , сыснасен 20 пин пуҫа яхӑн ҫитнӗччӗ. Ҫакӑн чухлӗ выльӑха усрама тата тӑрантарма ҫӗнӗрен витесем тумалла тэта выльăх апачĕ ҫителеклĕ таран хатӗрлемелле пулнӑ. Ҫитӗнӳсене тӑвас тӗллевпе вӑл ҫулсенче партипе совет органӗсенче вӑй хуракансем ҫьнсемпе ӗҫлессине яланах малти вырӑна хунӑ, ку енӗпе тӗрлӗ формӑсемпе тата майсемпе усӑ курма тӑрӑшнӑ. Уйрӑмах ҫынсем, коллективсем хушшинчи ӑмӑртӑва сарса пыма, вӑл мӗнле пулса пынине пухусенче тата канашлусенче пӑхса тухнӑ. Район центрӗнчи куль­тура ҫуртӗнче хуҫалӑх ертӳҫисен отчечӗсене итлесе ларма тата художество пултарулӑх коллективӗсен концерчӗсене пӑхса ларма питӗ кӑмӑллӑччӗ. 1986 султа ҫакӑн пек мероприятине Галина Поликарповна Касихина та килсе курса питӗ тӗлӗннӗччӗ. Вӑл ҫулсенче кашни хуҫалӑх пӗр-пӗринпе тупӑшса ӗҫлеме килӗшӳ тунӑ. Кунсӑр пуҫне Трак енти хуҫалӑхсем Ҫӗрпӳ районӗнчи совхозсемпе ӑмарту йӗркеленӗ, куршӗсен  паха опыте алла илнӗ. Ҫакӑ икӗ ене те тӑрӑшса ӗҫлеме хавхалантарнӑ. Ӑмӑртакан хуçалӑхсенчи ферма ӗҫченӗсемпе механизаторсем те хӑйсем хушшинче килӗштерсе ӗҫлессине йӑлана кӗртнӗччӗ. Вӗсем тӗл пулса калаҫнӑ чухне эпӗ те питӗ савӑнаттӑмччӗ. 1988 ҫулта пире ҫӳлерех асӑннӑ ялава панӑ чухне Ҫӗрпӳ районӗн делегацийӗ  те килсе саламланӑччӗ. Кӳршӗсене эпир ӑшшӑн кӗтсе илтӗмӗр, савӑнӑҫлӑ митинг туса ирттертӗмӗр. Вӑл ялав халӗ рай­центи историпе краеведени музейӗнче упранать. Питех те шел, асӑннӑ музей йӗркеллӗ ӗҫпеменни мана ҫеҫ мар, вуншар ҫынна шухӑшлаттарать. Иртнӗ ҫулхи июлĕн 18-мӗшӗнче, ӗҫ ҫи умӗн, "Янмур-зино" тата "Ыраш" агрофирма" ертуҫисем Э. Петровпа В. Ва­сильев йӗркеленипе Трак енре пирвайхи хут "Уй-хир кунне" ирттерчӗҫ. Ҫак мероприятие ӗҫ ветеранӗсен пысӑк ушкӑнӗ - тĕрлĕ ҫулсенче хуҫалăхсене ертсе пынисем, вӗсенче тӑрӑшнӑ тӗп слециалистсем хутшӑнчӗ. Унта манӑн та пулма тӳр килчӗ. Эпир ун чухне "Заря", "Гигант", "Янмурзино", "Досаево" хуçалăхсен, "Ыраш" агрофирмӑн", Е. Степанова уйрӑм предпринимателĕн  уйӗсене ҫитсе куртӑмӑр. Шел район администрацийĕнчен никам та пулмарӗ. Уйсем тӑрӑх ҫуренӗ чухне манӑн А. Л. Львовпа пĕрле пулма тур килчӗ. Эпӗ унпа 1965 ҫулта пирвайхи хут паллашнӑччӗ. Ун чухне Анатолий Львович "Герой" колхо­за ертсе пыратчӗ. Мана чӗрӗк ӗмӗр хушшинче Красноармейскипе Ҫӗрпӳ районӗсенчи яваплӑ ӗҫсенче вӑй хуракан 100-шер ытла ертӳсӗпе тӗл пупса калаҫма тивнӗ. Ҫирӗплетсех калатӑп, Анатолий Львович хӑйӗн сӑпайлӑхӗпе тата тавракурӑмӗпе мана чӑннипех тӗлӗнтеретчӗ. Мӑн Ҫавалӑн леш енчи уйӗсене пӑхса ҫӳренӗ чухне А. Л. Львовӑн ӑшӑ куҫёсем тата яланах куларах калаҫнисем
мана 1965-1969 ҫулсене аса илтерчӗҫ. Вӑл профессийӗпе пе­дагог, 80 ҫул урла каҫнӑ пенси­онер, асаннӑ мероприятире вӗҫне ҫитичченех пулчӗ.
Анатолий Львович 1969-1976 ҫулсенче Чатукасси вӑтам шкул директорӗнче тӑрӑшрӗ. Вӑл çулсенче районти мӗн пур шкулсен директорӗсем хушшинче А. Л. Львов яланах пысӑк хисепреччӗ.
2010 çула пирӗн ҫӗр-шывра  "Учитель ҫулталӑкӗ" тесе йышӑннӑ. Пирӗн республикӑра унӑн сфициаллӑ старчӗ январĕн виҫҫӗмӗш вунӑ кунлӑхӗнче пулнӑ. Вӑл кун Правительство ҫуртӗнче республикӑра приоритетлӑ наци проекчӗсене пурнӑҫлас тӗлӗшпе ӗҫлекен Канаш ларӑвӗ иртнӗ. Унта Н. В. Федо­ров ҫапла каланӑ: "Вӗрентӳ" наци проекте зпӗ пӗрремӗш вырӑна лартатӑп. Пӗтӗмпех ҫирӗп пӗлупе лайӑх воспитанирен пуҫланать. Халӑх пурнӑҫне лайӑхлатасси, сывлӑхне ҫирӗплетесси,  республика эю-номикине ӑнӑҫлӑ аталантарасси вӗсенчен килет".
Пирӗн районта ӗлӗкренех шкул никӗсне ҫирӗплетес ыйту яланах тӗп вырӑнта пулнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗшҫулӗсенче Яманакпа Янкасра, 70-мӗшсенче Карайпа Кушкă, 80-мӗшсенче Еншик Чуллӑра, Чатукассинче, Мӑн Шетмӗре, Алманчра, Пикшикре ҫӗнӗ шкул ҫурчӗсем хута кайнӑ. Сакӑр вуннамӗшсенчех Трак гимназийӗпе райцентрти иккӗмӗш вӑтам шкул ҫурчӗсене ҫӗкленӗ.
Районти мӗн пур шкулсенче ӳсекен ӑрӑва тарӑн пӗлÿпе тӗрӗс воспитани парассишӗн кашни вӗрентекен ҫине тӑнӑ. 1984 ҫулхи декабрьте пирӗн районти шкулсен пурлӑхпа техника никӗсне пуянлатас, вӗрентупе воспитани ӗҫне лайӑ-хлатас, шкулсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрлес тӗлӗшпе тунӑ усӗмсемшӗн РСФСР Ҫут ӗҫ министерствипе вӗрентуре прсфсоюзӗн Тӗп Комитечӗн ялавне ҫӗнсе илнӗ. Паллӑ ӗнтӗ, ку пысӑк ҫитӗнӳ вӑл ҫулсенче шкулсен ҫамрӑк дирекгорӗсем тӑрӑшнинчен чылай килнӗ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш çулӗсенче райĕҫтӑвкомӑн вӗрентӳ пайӗн заведующийӗ  Дмитрий Ермолаевич Иванов та шкулсене аталантарас  тесе чылай тӑрӑшнӑ. Вӑл район ҫыннисем умӗнче пысăк авторитетпа палӑратчӗ. Районта ирттерекен тӗрлӗ мероприятисенче тунӑ доклачӗсемпе тухса калаçнисене эпир пурте тимлӗн итлеттӗмӗр.
Халӗ пичетленекен сӑн ӳкерчӗк ҫинче Е. А Лемм меллӗрехтӑманнипе Н. И. Правдина хыҫӗнче сӑнӗ кӑия кӑна курӑ-нать. Елизавета Алексеевна Красноармейскинчи вӑтам шкул директоре пулма 1983 ҫулта тытӑннӑ. Унӑн пурнӑҫ шăпи питех те йывăр килнĕ. Мӑшӑрӗ, Валентин Никифорович, 1974 ҫулта автоаваринче ӗмӗрлӗхех куҫне хупать. Е. А Лемм 37 ҫулта икӗ ачипе тӑпӑха юлать. Хакпӑ ҫыннине Çӗмӗрле районӗнчи тӑван Хутар ялӗнче пытарнӑ  чухне Вова ывӑлӗ кӑшкӑрса макӑрни халӗ те куҫ умӗнчех. Пирӗн те Михаил Прохоровичпа иксӗмӗрӗн ун чухне куҫсенчен куҫҫуль шӑпӑртатса анчӗ.
Юлашки 10-15 ҫул хуш­шинче шкул тытӑмӗнче питех те пысӑк, ырӑ улшӑнусем пулса иртрӗҫ. Республика еруҫи Н. В. Федоров ЧР Патшалӑх Канашне янӑ ҫырӑвӗнче ҫапла каланӑччӗ: "Раҫҫейӗн Вӗренту министерствин хаклавӗ тӑрӑх, чӑваш ачисен 92 проценчӗ паян тӗнчери чи çÿплӗ стандартсене тивӗҫтерекен шкулсенче вӗренет". Халӗ пирӗн районта та ҫулланнӑ ҫынсем шкулсене кӗрсе курсан чӑннипех те тӗлӗнеҫҫӗ. Наукӑпа техника ҫитӗнӗвӗсем кашни шкултах куҫ умӗнче.
Кам хушнă: mixaj_58 |
Миçе çын пăхнă: 555 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024