Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » Шетмĕ Михали асаилĕвĕ

Чаппан вăрçинчен хăтăлнă паттăр
31.05.2010, 15:58
Илларион Григорьевич лашине  шӑварса витене хупрӗ те, апат пама лӑпӑ йӑтса пахчана  тухрӗ. Лӑппа ҫемҫе утӑ тултарса, ӑна йӑтса кӗрсе йӑмраран тунӑ курите ҫине хучӗ. Унтан лашине мӑйран ачашларӗ. Лаши чӑмӑр кӗлеткеллӗ, хитре. Юратать Лариван выльӑх пӑхма. Унӑн кил умӗнче те темӗн чухлӗ йывӑҫ ÿсет. Арӑмӗпе иккӗшӗ вӗсем виҫӗ хӗр пӑхса ҫитӗнтереҫҫӗ. Паян амӑшӗ килте ҫук-ха. Вӑрманкас Шупуҫне ашшӗ-амӑшне курма кайнӑ. Паян килмелле-ха вӑл.
Лариван ҫапла шухӑшласа пӳрте кӗчӗ. Нумай та вӑхӑт иртмерӗ — такам кантӑкран хытӑ шаккарӗ. Лариван ҫавна илтсе тумтир тӑхӑнмасӑрах урам алӑкӗ умне тухрӗ. Шаккир иккен. Хӑй Микулай ятлӑ-ха вӑл, ялта темшӗн ӑна ҫапла хушма ятпа чӗнеҫҫӗ.
— Мӗн пулнӑ?
— Сана  канцелярине пыма хушаҫҫӗ, — терӗ те вӑл, хӑвӑртрах пӑрӑнса ҫырманалла анса кайрӗ.
Мӗн пулнӑ теме те ӗлкӗреймерӗ Лариван, Шаккир чылай аякра ӗнтӗ.
Чӗннӗ ҫӗре каяс тесе Лари­ван пӳрте кӗрсе кӗрӗк тӑхӑнса урама тухрӗ. Курах кайрӗ: ҫырман тепӗр енчен анаталла, пахча карти ҫуммипе ушкӑн халӑх кӗпӗрленсе анать. Хӑйсен аллисенче кашниннех сенӗк е ры­чаг. Унчченех илтнӗччӗ-ха вӑл: Алманчпа Упи тӑрӑхӗнчи пуян куштансем коммунистсемпе вӗсем майлисене вӗлерме тухаҫҫӗ тенине. Кусем ҫавсем мар-и? Вилӗмрен хӑрамасть-ха вӑл. Анчах вӗсем умне пӗччен тухса ахаль вилес килмест. Вилес пулсан та ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн кӗрешекен халӑхпа пӗрле вилмелле. Апла пулсан унӗн хальлӗхе хура ҫӑхан ушкӑнӗн­чен мӗнле пулсан та хăтăлса юлмалла. Ҫапла шухӑшласа вӑл, унталла-кунталла пӑхкаласа пытанмалли вырӑн шырарӗ. Тин асӑрхарӗ: хӑйсенчен пӗр кил урлӑ кӳршӗ Тимоххин пысӑк кӗлечӗ ларать. Ӑна шурӑ капмар чулсем ҫине вырнаҫтарнӑран, унта кӗрсе выртма май пуррине тавҫӑрса илчӗ те вӑл, хӑвӑрт пытанчӗ. Сенӗксемпете рычагсемпе хӗҫ-пӑшалланнӑ пӑлхавҫӑсем хӑйсем патне кӗрсе кайнине лайӑхах курса юлчӗ. Вӗсем унта, кил хуҫи çуккипе, таҫта та шырарӗҫ. Пӗри маччана хӑпарса пӑхрӗ, тепри тӗп сакайне анчӗ — ҫук. Унтан пахчана тухса, утӑ купине салатрӗҫ. Кил хуҫи ҫук та ҫук.
Ларивана тупайманнипе пӑлхавсӑсем пушшех тарӑхса кайнӑ пулас, ҫиллессӗн калаҫни илтӗнет. Вĕсен хушшинче Ла­риван куршӗри Йӑкӑнат Филимончпа Ефим Петрович сассине те илтсе юлчӗ.
—Айтӑр часрах Танӑша васкар, унсӑрӑн эпир Ефим Оси­повича та хамӑртан вӗҫертӗпӗр, — теҫçӗ.
—Ăна вӗҫертмӗпӗр-ха, унта пирӗн шанчӑклӑ ҫынсем пур, Ленькӑпа Назар пире улталас ҫук,—тет пӗри.
Пӑлхавҫӑсен кӗшӗлтетнӗ сассисем илтӗнми пулсан, Ла­риван кӗлет айӗнчен тухрӗ те, шухӑша путрӗ: киле кӗрес, пӑлхавҫӑсем каялла таврӑннӑ чух каллех пырса тӗрӗслӗҫ. Ҫук, килте ларма юрамасть текех, ӑҫта та пулсан кунтан инҫерех тармалла. Анчах ӑҫта каймалла-ха? Вӑл  киле кӗрсе лар­ма шутламарӗ. Ҫӗр хута ҫуранах Ҫӗрпӳ хулине васкарӗ.
Ҫак хушӑра пӑлхавҫӑсен Танӑша ҫитмелле те пулман. Ефим Осиповича Ленькӑпа На­зар халӑхпа пӗрле Еремкке ҫырми пуҫӗнчи ҫул ҫинче ҫурӑм хыҫӗнчен чышкӑпа чыша-чыша килни курӑннӑ. Ефим Осипови­ча ҫул ҫинчех тискеррӗн ҫапса пăрахаҫҫе те каялла таврăнаҫсӗ.
Лариван Григорч (Илларион Григорьевич Илларионов) тул ҫутӑлнӑ вӑхӑталла Ҫӗрпӳ хули­не чиперех ҫитнӗ. Вӑл унта ми­лици уйрӑмне кӗрсе хӑйне милицире ӗҫлеме илме ыйтнӑ. Кӗрнекпӗ те маттур арҫынна пӗр сӑмахсӑрах йышӑннӑ. Ҫапла майпа вӑл милицие ӗҫлеме кӗнӗ. Лариван Григорч чунне парса вӑрӑ-хурахсене хирӗҫ кӗрешме тытӑнать. Ҫавна кура ахаль милицирен ӑна тэта аслăрах звани парса чыс тӑваҫсӗ. Пӗррехинче Лариван хӑйӗн ӗҫ пулӗмӗнчен тухнӑ чухне алӑк умӗнче ялти Иван Колбасов тӑнине асӑрхасан тӗлӗнсех каять. Мӗн шыраса ҫӳрет вӑл кун­та? — тӗлӗннӗ вӑл. Колбасовӗ ӑна нумай шухӑшласа тӑма ирӗкпамасӑр, тӳрех урайне ӳксе уринчен ыталаса илет.
— Каçар мана, Лариван Гри­горч, тархасшӑн каçар, —тет вӑл йӑлӑнса.
— Ман сана мӗншӗн каҫармалла? — нимӗн ӑнланмасӑр тӗлӗнсе пӑхать ун ҫине милици тумне тӑхӑннӑ Лариван.— Мӗн айӑпа кӗнӗ эсӗ ман умра?
— Вӑн пӗррехинче яла пӑлхавҫӑсем килсен, Мефодий Краснова канцеляринчен сӗтӗрсе тухрӗҫ те, ӑна хӗнесе юр айне туса хӑварчӗҫ. Юрать ҫавӑн чух Краснов Петки унӑн сӑмси тӗлӗнче юр ирӗлнине асӑрхаса унтан кӑларса пурте илсе кӗрсе ҫӑлса хӑварчӗ. Вӑл пулман пулсан пӗтетчӗ ыр ҫын,  — хӗрхеннӗ пек пулса йӑпӑлтатнӑ Колбасов.— Ҫавӑн чухне пӑлхавҫӑсем мана курчӗҫ те эсӗ хӑш урамра пурӑннине ыйтсан, эпӗ каларӑм. Вӗсем сана та вӗлересшӗн пулĕ тесе шухӑшламан эп. Ҫавӑ ҫеҫ. Тар-хасшӑн каçар, Лариван Григорч Тархасшӑн каҫар. Ахаль каҫармастӑн пулсан мӗн ыйтатӑн ҫавна паратӑп. Мӗн кирлӗ сана, сурӑх, укҫа тесен укҫа, е тырӑ кирлӗ сана?
—Э, апла эсӗ пулнӑ-ха ман тӗле кӑтартса яраканни! Юрӗ, эппин, пӗр пӑт ҫӑнӑх илсе пыр­са пар,—терӗ ӑна Лариван.
—Эсӗ киле хӑҫан пыратӑн, ҫавӑн чухне илсе пырса леҫсе паратӑп.
— Юрӗ, тепӗр шӑмат кун пыратӑп яла, — тесен тин уйрӑлчӗ унран каҫару ыйтма пынӑ ҫын.
Унтан тем аса илчӗ те Ла­риван: "Тӑхта-ха, — терӗ. — Тырру нумай пулсан ял Советне кайса пӗлтер. Патшалӑх валли илсе кайччӑр. Эпир ӗнер анчах выҫӑпа аптранӑ чӑваш ачисене çӑлса хӑварас тесе пуйӑспа икӗ вакун Мускав облаҫне ӑсатрӑмӑр,"  — ку сӑмахсене уйрӑмах хыттӑн каларӗ Лариван.
Кӗтнӗ пекех шӑмат кунхине чӑнах та Лариванӑн яла каймалла килсе тухрӗ. Ӗҫӗ акӑ мӗнре: Танӑшри Ефим Осипович коммуниста вӗлер­ме хутшӑннӑ Ленькӑпа Назар пирки милици уйрӑмне усал хыпар ҫитнӗ.
Вӗсене иккӗшне те килӗсенчен тытса тухса вырӑнтах пер­се пӑрахмалла иккен. Ку зада­ние пурнӑҫлама шалти ӗҫсен пайӗн пуҫлӑхӗ Яратайкин май­ор Лариванпа тепӗр лейтенанта хушрӗ. Вӗсем хаваспах килӗшрӗҫ.
Танӑш ялне ирех виҫҫӗн пырса кӗчӗҫ. Пӗри Кӗҫӗн Шетмӗ ял Совет председателĕ Антон Сергеевич Сергеев, типшӗмрех вӑрӑм ҫын, иккӗшӗ Ҫӗрпурен килнӗ Лариванпа тепӗр милици­онер. Антон Сергеевич ялти тепӗр икӗ арҫынна чӗнсе тухрӗ те, вӗсем пӗрле малтан Ленькӑна, унтан Назара аллисене на­ручник тӑхӑнтартса урама илсе тӳхрӗҫ. Вӗсем ял хӗрринчи об­зор ҫаранӗ патне ҫитсе чарӑнчӗҫ. Кунта, тем хушӑра, ытти ҫынсем те пухӑнчӗҫ.
— Юлташсем! — терӗ Ан­тон Сергеевич тытӑнчӑклӑрах сассипе. — Паян эпир тӳрӗ чунлӑ Ефим Осипович Осипов коммуниста вӗлерме хутшӑннӑ икӗ ҫынна айӑпласа персе пӑрахма килтӗмӗр. Пӗри акӑ, Леонид Степанович Степанов, тепри Назар Иванович Иванов, вӗсем иккӗшӗ те Ефим Осипо­вич вилӗмӗшӗн айӑплӑ.
Ҫак хушӑра пӗри халӑх хушшинчен кӑшт маларах тӳхрӗ те:
— Тӗрӗс! Вӗсене иккӗшне те пӗр хӗрхенмесӗр персе пӑрахмалла. Еххӗм пире краҫҫын валеҫсе панӑ вӑхӑтра тытса кайрӗҫ вӗсем, — тесе кӑшкӑрчӗ.
Унтан Антон Сергеевич, кобурӑсенчи наганӗсене кӑларса сылтӑм алӑпа пеме хатӗр тытнӑ милицисем енне ҫаврӑнса, ҫын вӗлерекенсене персе пӑрахма пуҫӗпе сулса паллӑ пачӗ. Унччен те пулмарӗ, Лариванпа тепӗр милиционер малтан Ленькӑна, унтан Назара пӗр харӑс наганран икшер хут кӗрслеттерчӗҫ. Ҫапла майпа Ленькӑпа Назарӑн та пурнӑçӗ татӑлчӗ. "Ҫав кирлӗ вӗсене", — терӗҫ хӑшӗ-пӗрисем.
Ӗмӗр вӑрӑм, кун кӗске,
Кун кунласа ÿсрӗмӗр.
Пурӑнмашкӑн йывӑр-çке, —
Тем те курса тÿсрӗмӗр.
Кам хушнă: alex-net |
Миçе çын пăхнă: 788 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024