Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » Тĕрлĕ асаилÿсем

Категоринче миçе статья: 20
Миçе статья пур: 16-20
Страницăсем: « 1 2 3 4


Сортла: Кунпа
Аяларах ЧАССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ И.И.Пашкеева Красноармейски район больницине уçнăранпа 75 çул çитнине паллă тунă чухне калама хатĕрленĕ сăмаха пичетлетпĕр. 

"Манăн калас сăмахăм"
Хисеплĕ ĕçтешсем тата чĕннĕ çынсем! 
Красноармейски район больницине уçнăранпа 75 çул çитнĕ ятпа саламлатăп. Пурне те 100 çул пурăнма, юбилее лайăх кăтартусемпе кĕтсе илме, ялан çирĕп сывлăхлă пулма, хурлăхпа чир-чĕре пĕлмесĕр пурăнма, çемьере телей, ăнăçу, халăх сывлăхне сыхлас ĕçре, мирпе çĕр çинчи телейшĕн кĕрешме ăнăçусем сунатăп. 
75 çул — историшĕн пысăк вăхăт мар, 53 çул манăн ĕçре пĕр самантрах иртсе кайрĕ. Мĕн кăна курмарăм пулĕ: пĕртен пĕр пассажир пулса 1955 çулхи августăн 15-мĕшĕнче Шупашкар-Красноармейски автобусăн пĕрремĕш рейсĕпе килтĕм, 1955 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче ĕçе кÿлĕнтĕм. 
1957 çулта райсовет ĕçтăвкомĕн ларăвĕнче Красноармейски тĕп больницин тĕп врачĕн сиплев енĕпе ĕçлекен çумне çирĕплетрĕç. 
Пĕтĕм пурнăç — истори. Эпĕ ахаль çемьерен тухнă. Чи лайăх паллăсемпе Хусанти медицина институтĕнчен вĕренсе тухрăм, Куславккара, Кÿкеçре, Çĕрпÿре ĕç сĕнчĕç пулсан та, яллă вырăнта вăй хутăм. Республикăри сывлăха сыхлас ĕçе хамăн пурнăçа патăм, ĕçтешсем пулăшнипе ÿсĕмсем турăм. Сывлăха сыхлас ĕç министрĕнчен пĕрремĕш тава 4 çултан илтĕм, тепĕр 5 çултан ЧАССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотине пачĕç, тепĕр 11 çултан иккĕмĕш Хисеп грамотине, 14 çултан "ЧАССР тава тивĕçлĕ врачĕ” ята, 1976 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне, 30 çултан вара "РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ” ята тивĕçрĕм, ЧАССР Ĕç Мухтавĕн Кĕнекине кĕртрĕç тата ытти наградăсемпе чысларĕç. 
Ю. А. Князевăн "Перекличка” кĕнекинчи "Дело, которому служишь” статйине кĕме тивĕçрĕм: унта виçĕ ача çуралнин тĕслĕхĕсене тата Супар ялĕнчи хĕрарăма матка çурăлнă хыççăн килте операци ирттернине çырса панăччĕ. 
Тĕрлĕ асаилÿсем | Миçе хут пăхнă: 476 | Хăçан: 30.04.2011 | Комментарисем (0)

Кăçал январьте район больницине уçнăранпа 75 çул çитрĕ.
Малти Тракра (ун чухне Красноармейски çавăн пек ятлă пулнă) пĕрремĕш сывлăх учрежденийĕ 1924 çулта уçăлнă. Вăл фельдшер пункчĕ пулнă. Йывăр вăхăт пулнă ун чухне. Районта шăнтакан чир (малярия), шатраллă тата вар-хырăм тифĕ, кĕçĕ чирĕ вăйлă сарăлнă. Ун чухне районта 32 пин çын пурăннă пулсан, 40 проценчĕ трахома чирĕпе аптăранă. Ачасем ытларах дифтерит, хĕрлĕхен тата скарлатина чирĕсемпе чирленипе вилнĕ.
Чăваш автономи правительстви йышăнăвĕпе 1936 çулта 10 вырăнлă стационар уçăлнă, тепĕр çулталăкран вырăнсен хисепĕ 15-е çитнĕ. Вĕсене пĕр тухтăр пăхса тăнă. 1952 çул тĕлне районта 50 койка вырăн, 15 фельдшерпа акушер пункчĕ, колхозсенче ача çуратмалли уйрăмсем 4, трахома чирĕпе кĕрешес пунктсем 35 пулнă. Район территорийĕнчи 108 яла тарăн çырмаллă, пĕчĕк юхан шывлă вырăнсене пула медицина пулăшăвĕ пама йывăрлăх кÿнĕ. Çак вăхăт тĕлне 10 тухтăрпа вăтам медицина ĕçченĕсем 85 çын ĕçленĕ.
1960 çулта больницăра 85 койка вырăн, унсăр пуçне Карайпа Мăн Шетмĕре 40 вырăнлă участок больницисем ĕçленĕ.
Колхозсенче ача çуратмалли çуртсене хупсан 1957 çулта 20 вырăнлă ача çуратмалли уйрăм уçăлнă, унăн заведующийĕ çамрăк акушер-гинеколог И. Пашкеева пулса тăнă.
Тĕрлĕ асаилÿсем | Миçе хут пăхнă: 387 | Хăçан: 08.02.2011 | Комментарисем (0)

Ăна ку енче тăван хуçалăх историне пухакан тата çыракан çын пулнипе лайăх пĕлеççĕ. Хăй вăхăтĕнче рационализаторла сĕнÿсем парассипе те палăрнă вăл. 1982—1985 çулсенче ĕçе çăмăллатма май паракан унăн вунă сĕнĕвне автор свидетельстви парса çирĕплетнĕ.
Кунта сăмах Пикшикри Çамрăксен урамĕнчи 6-мĕш çуртри 1-мĕш хваттерте пурăнакан Николай Иванович Иванов пирки пырать.
Ун килĕнчи икĕ пÿлĕмри икĕ шкаф истори темипе çырнă кĕнекесемпе, ал çырăвĕсемпе, тăван тăрăха сăнлакан материалсемпе тулса ларнă тесен те йăнăш пулмĕ.
— 1965 çулта, ун чух эпĕ "Большевик” колхозри пуçламăш комсомол организацийĕн секретарĕнче ĕçлеттĕм, пире Шупашкарти "Химтекстильмаш” завода экскурсине илсе кайрĕç. Унта курса çÿренĕ вăхăтра мана "Пирĕн çинчен çыраççĕ” альбом интереслентерсе ячĕ. "Нивушлĕ кăна хамăр патра йĕркелесе яма çук?” текен ыйту пуçа пăралама пуçларĕ. Унтан таврăнсан вара пирĕн колхоз, тăрăх çинчен республикăри изданисемпе район хаçатĕнче пичетленĕ материалсене касса илсе пухма пуçăнтăм. Вĕсем çине хăçан тата хăш хаçатра çырнине паллă туса пынă паллах, — тет паян çав вăхăта каялла тавăрса кил хуçи. — Пикшик ял тăрăхĕн администрацине хамăр тăрăхпа çыхăннă материалсенчен хатĕрленĕ 15 альбом парнелерĕм-ха…
Çак ĕçе халĕ те пăрахăçламан Николай Иванович. 1995 çул хыççăн тухнă статьясемпе заметкăсенчен çĕнĕ альбомсем хатĕрлет.

Тĕрлĕ асаилÿсем | Миçе хут пăхнă: 436 | Хăçан: 14.12.2010 | Комментарисем (0)

Тăван шкул… Нумай çул иртнĕ пулсан та асран тухмасть Красноармейскинче вырнаçнă вăтам шкул. Халĕ вăл Трак чăваш-нимĕç гимназийĕ. 
1955 çул. Хальхи пек ас тăватăп, сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ сивĕрех çанталăк килнĕччĕ. Ял вĕçĕнчи икĕ хутлă йывăç шкул калитки умне çитсе тăтăм. (Ун чухне шкула аннесем ăсатасси йăлана кĕмен). Вăтанса, именсе шкул умнелле утма хăратăп. Ман патне пĕр çамрăкрах учитель пычĕ те ман ята ыйтрĕ. Эпĕ каларăм .
Çапла эпĕ 1-мĕш "а" класс вĕренекенĕ пулса тăтăм. Пуçламăш класра пире Юлия Петровна Петрова вĕрентнĕ. Вулама, çырма, шутлама вĕрентнисĕр пуçне, пур ĕçе те таса, тирпейлĕ тума хăнăхтаратчĕ. Дина Митрофановна, Еликонида Никитична, Семен Петрович, Валентин Павлович, Нина Степановна учительсем те 1950—1960 çулсенче пуçламăш классенчи ачасене вĕрентнĕ.
Пирĕншĕн, кĕçĕн класри ачасемшĕн, вăл вăхăтра учитель турă вырăнĕнче пулнă. Аслă классене вĕрентекен Г. М. Хрусталева , Е. Стожарова учительсем çине ăмсанса пăхаттăмăр. Вĕсем хитре, кăмăла каймалла тумланатчĕç. Вăл вăхăтра шкул директорĕ Ф. Н. Рекеев , унăн вĕренту енĕпе ĕçлекен çумĕ Л. М. Константинова пулнă. Илемлĕ сăн-питлĕ, çепĕç калаçакан хĕрарăмччĕ. Вăл вырăс чĕлхипе вĕрентнĕ. Федор Николаевича пурте тенĕ пекех ырăпа кăна аса илеççĕ. Вăл физика предметне вĕрентетчĕ. Трак шкулĕ нихăçан та кайри шкулсен хушшинче пулман. Республикăра лайăх шкулсен шутĕнче пулнă. Федор Никифорович Тихонов (рисовани, черчени) лайăх художник, Константин Павлович Архипов (хими, музыка) композитор, Зинаида Николаевна Филиппова (вырăс чĕлхи), Лидия Ивановна Стеклова (вырăс чĕлхи) учительсене халĕ те асăнаççĕ. Çак вăхăтрах шкула çамрăк учительсем килеççĕ: Михаил Ильич Ильин, Елизавета Степановна Николаева. Кĕçех вĕсем хăйсен ĕçĕпе ырă ята тивĕç пулаççĕ.
Шкулта аслă класра вĕренекенсенчен йĕркеленĕ хор (ертÿçи К. П. Архипов), драма кружокĕ (ертÿçи З. Е. Новоселова) шкулта иртекен уявсенче, халăх хушшинче хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Шкулти теплицăна кĕрсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнеттĕмĕр. (Таврара ун пек теплица пулман та пулĕ). Унта ачасене М. А. Тимофеева биолог калчасем ÿстерме вĕрентетчĕ. Денис Егоровпа Михаил Ильич ертсе пыракан спортсменсем ăмăртусенче яланах малти вырăнтаччĕ.
1959 çулта шкулăн йывăç çурчĕ вырăнне Ф.Н. Рекеев директор пуçарнипе, вăл ертсе пынипе шкул çуртне кирпĕчрен лартма пуçларĕç. Ăна виçĕ çултан хăпартса лартрĕç. Пĕтĕм ĕçе ачасен тата учительсен вăйĕпе пурнăçланă. Каменщиксем те, штукатурсем те, платниксем те аслă классенче вĕренекен ачасем. Вĕсене ертсе, вĕрентсе пыраканĕсем аслисем икĕ-виçĕ çын кăна пулнă.
Тĕрлĕ асаилÿсем | Миçе хут пăхнă: 370 | Хăçан: 17.10.2010 | Комментарисем (0)

Карай ялне е Вăрманкас, е Хурăнлă Карай, е Чиркÿллĕ Карай тетчĕç. Йывăçлăран Вăрманкас, хурăн нумай пулнăран Хурăнлă Карай, аякранах чиркÿ курăнса ларнăран Чиркÿллĕ Карай тенĕ ĕнтĕ. Халь вара вăл та, ку та çук — ун пек те, кун пек те каламаççĕ. 
Малтанхи çынсем кунта, çырма-çатра пуçламăшне, ХVII ĕмĕрте килсе вырнаçнă. Çурт хыççăн çурт лартнă. Пурăна киле ял чăмăртаннă. Çывăхри кÿлĕ те ку вырăна çав тери илемлĕх кÿнĕ. Ăна "Улан кÿлли" тенĕ. Ас тăватăп, кÿлĕ тавралла хăмăшлăх кашласа ларатчĕ. Кайăк кăвакалсем нартлатни илтĕнсе тăратчĕ.
Ентешсем яла кĕрекен çырмана пÿлсе пĕве тунă. Каярахпа кив пĕве хыçне колхоз тепĕр пĕве турĕ. Халь вăл пĕр пĕве пек курăнса выртать. Юпписем анкартисем хыçне çитиех тăсăлаççĕ.
Эпĕ пĕве пуçĕпе иртсе пыратăп. Хумсем умлăн-хыçлăн çырана пырса перĕнсе тем çинчен калаçнă пек туйăнчĕ мана. Мĕн çинчен-ши? Эпĕ шухăша путрăм. Куç умне вăтăр-хĕрĕх çул каяллахи пурнăç тухрĕ. Пĕве тăвиччен ку вырăна униче теттĕмĕр. Хĕлле сĕвек сăртран çунашкапа, йĕлтĕрпе ярăнса киленеттĕмĕр. Çăва тухсан симĕс курăк çинче выльăх-чĕрлĕх çÿресе савăнатчĕ. Халь шыв хупласа выртать те, кунта нихăçан та нимĕн те пулман пек курăнать. Хăй вăхăтĕнче кунта та ĕç вĕресе тăнă. Лашасемпе саман (улăмпа хутăш тунă хĕртмен кирпĕч) çăрнă. Вĕсене витнĕ йĕтем çине илсе кайса типĕтнĕ. Электростанци çурчĕ, выльăх-чĕрлĕх вити купаланă. Штукатурка тунăскерсем шап-шуррăн курăнса ларнă. Пĕве пуçнерехри варта кирпĕч калăпланă. 

Николай КАРАЙ
Тĕрлĕ асаилÿсем | Миçе хут пăхнă: 368 | Хăçан: 26.07.2010 | Комментарисем (0)

1-5 6-10 11-15 16-20
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024