Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Власть тата тÿре-шара органĕсем [6] Республикăри районсем [21]
Ял администрацийĕсем [9] "Ял пурнăçĕ" хаçат [1]
"Хыпар" хаçат кăларăмĕсем [1] "Советская Чувашия" хаçат [1]
Ыттисем [1]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Каталог сайтов » "Хыпар" хаçат кăларăмĕсем

"Хыпар" хаçат кăларăмĕсем. Хаçатăн тĕп редакторĕ - Валери Туркай
http://www.hypar.ru/ 03.01.2010, 23:15

 

 

 

Куçнисем: 780 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (04.01.2010 01:28) [Материал]
2006 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче чăваш пичечĕн патриархĕ 100 çул тултарчĕ. Паян “Хыпар” чăннипех те Чăваш Республикинчи хаçат-журналсен хушшинче чи хисепли, Раççейри наци хаçачĕсен чи лайăх йышĕнче. “Хыпар” пĕр ĕмĕр культурăпа çут ĕç миссине пурнăçлать, гуманизм, интернационализм принципĕсене халăх ăс-тăнĕпе шухăш-кăмăлне аталантарассине тĕпе хурать. Хаçатра социаллă пурнăç, экономика ыйтăвĕсемпе çивĕч материалсем пичетленеççĕ, политика лару-тăрăвне тишкереççĕ, кулленхи оперативлă хыпарсемпе паллаштараççĕ, “хаçатри хаçатсем”: “Чăваш тĕнчи”, “Литературăпа искусство”, “Хÿтлĕх”, “Спорт”, “Ирĕклĕх”, “Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм”, “Çемье” тата ыттисем тухаççĕ.

“Хыпар” хаçат – çулталăкне 250 хут, кашни кун тухакан тĕнчери пĕртен-пĕр кăларăм. Хаçат историйĕ Чăваш Ен çул çыравĕпе уйрăлми çыхăннă, пысăк пĕлтерĕшлĕ, кăсăк пулăмсемпе пуян. 1918 çулхи нарăс уйăхĕнчен пуçласа хаçат “Канаш”, “Чăваш коммуни”, “Коммунизм ялавĕ” ятсемпе пичетленнĕ. 1991 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче каллех малтанхи ятпа – “Хыпар” – тухма пуçланă.

Юлашки 10 çулта “Хыпар” хаçат журналисчĕсем хăйсен пуçарăвĕпе обществăпа политика тата ытти хаçат кăларассине йĕркелерĕç. Хальхи вăхăтра “Хыпар” издательство çурчĕ эрнере 130 пин экземплярпа 7 хаçат тата 2 журнал кăларса тăрать.

Акă, 1996 çулта “Çамрăксен хаçачĕ” хаçата /”Молодежная газета”/ çĕнĕрен кăларма пуçларăмăр. Халĕ вăл 10582 экземпляр тиражпа тухать. “Чăваш хĕрарăмĕ” /”Чувашская женщина”/ хаçат кун çути курма пуçлани 7-мĕш çул /тиражĕ 9872 экземпляр/. “Хыпар” хаçат сывлăх, гигиена ыйтăвĕсене сахал мар çутатнă. Паян эпир “Сывлăх” /”Здоровье”/ хаçат кăларса тăратпăр, тиражĕ 19775 экземпляра çитрĕ. “Кил-çурт, хушма хуçалăх” /Дом, приусадебное хозяйство/ хаçатăн тиражĕ вара Чăваш Енте чăннипех те рекордлă – 31185 экземпляр.

Граждансен кулленхи пурнăç хăрушсăрлăхне пысăк вырăна хурса, 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче эрнере пĕрре “КРИМ” хаçат кăларма пуçларăмăр. Тиражĕ 4390 экземпляра çитрĕ. 2005 çултан пуçласа Чăваш наци конгресĕпе пĕрле чăвашла тата вырăсла “Чăваш тĕнчи – Чувашский мир” хаçат кăларатпăр.

Вулакансен пысăк йышĕ “Хыпара” чунтан парăннă май, пур çĕрте те компьютерсемпе усă кураççĕ, Интернет сечĕ анлă сарăлчĕ пулин те “чăваш тенчинче” хаçат хăйĕн историри пĕлтерĕшне çухатмарĕ.

Чăваш халăхĕн çитĕнĕвĕсене, чăваш чĕлхипе культурине анлă пропагандăланăшăн, халăха ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен тата патриотла воспитани панăшăн “Коммунизм ялавĕ” /халĕ “Хыпар”/ хаçата “Хисеп Палли” орденпа /1968 ç./, РСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе /1978 ç./ наградăланă.

Юлашки 10 çулта “Хыпар” хаçат кашни çулах республикăри конкурссенче çĕнтерет, лауреат пулса тăрать.


Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024