Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем » Манăн файлсем

Категорисенче пурĕ миçе материал: 29
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 25-29
Страницăсем: « 1 2 3 4 5

Сортла: Кунпа · Ятпа · Рейтингпа · Комментарисемпе · Уçланипе · Пăхнипе

Пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче Трак енре Раççейри пултаруллă учительсен Ассоциаци Канашĕн членĕ тата Тюмень хулинчи Тĕп район администрацийĕн çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе обществăлла майпа ĕçлекен президиумĕн председателĕн çумĕ М.В.Байкалова пулчĕ.
Сӑлтавӗ те ҫук мар. Пирӗн тӑрӑх ӑна уйрӑмах Ҫӗньял Чуракассинче ҫуралнӑ, виҫӗ ҫула яхӑн Тюмень чӑвашӗсем патӗнче чӑвашсен культурине аталантарассипе тивӗҫлӗ тÿпе хывнӑ, халь районти искусство шкулӗн директорӗнче вӑй хуракан Николай Никоноровпа ҫывӑх.
Мария Владимировна кунта кӗске вӑхӑтлӑха пулнӑ чух культура ӗҫченӗсемпе тата Трак гимназийӗнчи вӗренекенсемпе тӗл пулчӗ. Хӑй Тюмень хулинче темиҫе ҫул ӗнтӗ ҫут ҫанталӑка сыхлас енӗпе "Ҫут ҫанталӑк—ҫын, культура" программӑн ертӳҫи пулнӑ май унӑн ӗҫӗ-хёлӗ пирки каласа пачӗ, ыйтусене хуравларӗ.
Эпӗ те хаклӑ хӑнапа курнӑҫрӑм, ӑна темиҫе ыйту ҫине хуравлама ыйтрӑм.

Мария Владимировна, эсир Чӑвашрах ҫуралнӑ-и? Чӑвашла питӗ таса калаçатӑр вӗт?
Манăн файлсем | Пăхнисем: 2080 | Уçласа илнисем: 0 | Кам хушнă: alex-net | Хăш кун: 22.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Трак тӑрӑхӗнчи "Заволжский" клуб ҫинчен хамăр республикăра ҫеҫ мар, Раҫҫей таранах пӗлеҫҫӗ. Нумай ача уроксем хыҫҫӑн кунта юрӑ, ташӑ, театр, ал ӗҫӗн ӑсталӑхне алла илет. Газ системинче вӑй хуракансем те каҫсерен хаваспах клуба пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ертӳҫисем те ӑсталӑхпа пуян, хӑйсен ӗҫӗсене тӗплӗн те пахалӑхлӑ пурнӑҫлаҫҫӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ вӗсем Раҫҫей шайӗнче иртекен конкурссенчен малти вырӑнсемпе таврӑнаҫҫӗ. Ҫак пысӑк лавӑн тилхепине тытса пыраканӗ — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ П. 3. Владимирова.

  Полина Захаровна, вулакана хӑвӑрпа паллаштарсамӑр, тархасшӑн?

   Канаш районне кӗрекен Ҫеҫпӗл ялӗнчен эпӗ. Нумай ачаллӑ (8 ача) семьере ÿссе ҫитӗннӗ. Аттепе анне ҫумӗнче нумаях ачашланса ларма тивмен мана. Виҫӗ ҫултах аннерен, 13 ҫулта аттерен тӑрса юлнӑ. Тӑлӑххӑн ҫитӗннӗ тесен те тӗрӗсех пулӗ. Ҫамрӑклах ӗҫе пикеннӗ. Вӗренес ӗмӗт яланах пысӑк пулнӑ манӑн. Хусанти культура институтне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн пурнӑҫ Красноармейски ялӗпе ҫыхӑнчӗ. 1987 ҫулта, 22 ҫул каялла, эпӗ районти культура çурчӗн директорӗн тивӗҫӗсене алла илтӗм, 9 ҫул ҫак ӗҫре вӑй хутӑм. Халӗ 13 ҫул "Заволжский" клубра тимлетӗп.


Манăн файлсем | Пăхнисем: 721 | Уçласа илнисем: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăш кун: 01.01.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

nullРеспубликăра, çавăн пекех пирĕн районта та, иртнĕ çул, ЧР Президенчĕн "Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсем тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указне пурнăçласа, кашни яла хытă сийлĕ çул çитерессине вĕçлерĕç. Ял халăхĕн пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн тăрăшни куç кĕрет сисĕнет. Анчах кунта мĕн пур ыйтусене татса панă теме çук-ха. Укçа-тенкĕ тивĕçменнипе хăш-пĕр çĕрте вĕсем çине вак чул çеç сарнă. Августăн 27-мĕшĕнче районта çул-йĕр ыйтăвĕпе "тÿрĕ лини" иртрĕ. Трак ен çыннисем вăл кун 10 сехетрен пуçласа 12 сехетчен район администрацийĕн строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх секторĕн заведующийĕпе В. З. Ивановпа телефонпа çыхăнса калаçрĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене çĕклерĕç. Вячеслав Захарович вĕсене май пур таран туллин хуравлама тăрăшрĕ.



Манăн файлсем | Пăхнисем: 486 | Уçласа илнисем: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăш кун: 10.09.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Хальхинче сайт тĕпелне Чăваш композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ, Кушкă ялĕнчи И. Р. Степанов композитор килме кăмăл турĕ. Аяларах вулакансене унăн хăйне хумхантаракан ыйтусемпе пĕлтернĕ шухăш-кăмăлĕпе паллашма сĕнетпĕр.

nullТăван халăхăн кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе уявĕсем те юрă-кĕвĕпе çыхăннă. Тутар, пушкăрт, мари çыннисене çывăх вĕсем. Пирĕн кĕвĕсем хăйне евĕрлĕ сасă çаврăнăшĕпе уйрăлса тăраççĕ. Халăхăн та, чăваш композиторĕсен те юрри-кĕввисем сăввипе кĕвви тĕлĕшĕнчен пуян, çепĕç, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмлă, чăнах та. Акă, Мăн Шетмĕпе Еншик Чуллă, Упи тăрăхĕсенче çуралнă, вăй илнĕ халăх юррисене чĕре патне илсе пăхар-ха. Епле чуна çĕклемелле, ура хуçса ташламалла хавхалантарса, хастарлантарса яраççĕ вĕсем. Нихăçан та ватăлмаççĕ, халăхран ютшăнмаççĕ, йăхран-йăха куçа-куçа пырса çăлкуç таппи евĕр çĕнелсе, çунат хушса пыраççĕ тăван тăрăх юррисем. 

Трак тăрăхĕ яланах юрă-кĕвĕ ытамĕнче, вĕсене вуншар-вуншар хĕлĕх витĕр сăрхăнтарса кăларакан творчествăлла çынсем пуррипе палăрать. Кам пĕлмест пуль Филипп Лукин, Константин Архипов, Михаил Ильин, Вилорик Романов, Наум Григорьев, Николай Филимонов, Иван Прокопьев, Юрий Шепилов, Валентина Рудникова, Зоя Петрова, Николай Никоноров композиторсене. Филипп Мироновичăн "Чечекленет çĕр-шывăм”, "Уçланкăри палан”, "Хăмла пахчи”, "Çутă ĕмĕт” тата ыттисем те ĕмĕр-ĕмĕр чĕрере упранаççĕ, сцена çинчен те, çемье уявĕсенче те шăранаççĕ. Пĕтĕмпе ентешĕмĕр 700 ытла юрă-кĕвĕ хывнă, вĕсем халăхра анлăн сарăлнă. 

Манăн файлсем | Пăхнисем: 617 | Уçласа илнисем: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăш кун: 08.09.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

null13.08.2009 
"Хыпар" 

Алина ЛУКИЯНОВА 

Çамрăк ăру сывă ÿстĕр, тĕрĕс-тĕкел аталанса ашшĕ-амăшĕн шанăçне тÿрре кăларма, общество пурнăçне туллин хутшăнма пултартăр тесе пирĕн çĕршывра нумай тăваççĕ. Çак тĕллевпе йышăннă "Раççей ачисем” тата "Чăваш Ен ачисем” программăсемпе килĕшÿллĕн юлашки çулсенче кăна пирĕн республикăра та паха оборудованипе, çĕнĕ технологисемпе усă курса витĕмлĕ пулăшакан центрсем хута кайрĕç. Паллах, хăйсем тĕллĕн сиплеймеççĕ вĕсем: опытлă специалистсем, ĕçе пĕлсе йĕркелекен мал курăмлă ертÿçĕсем кирлĕ. Ун пек çынсем пирĕн пур. Вĕсенчен пĕри - Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ, СССР сывлăх сыхлавĕн отличникĕ, медицина наукисен докторĕ А.Г.Кириллов. Вăл пĕтĕм пурнăçне педиатрипе çыхăнтарнă, 1975 çултанпа медицинăра ĕçлет, 25 çул ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствинче амăшĕпе ачин сывлăхĕшĕн тăрăшакан службăна ертсе пынă. Паян - ача-пăча республика больницин тĕп врачĕн реабилитаци енĕпе ĕçлекен çумĕ. Александр Григорьевич сывлăха çирĕплетмелли ятарлă технологисемпе усă курни ачасен пуласлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртать. Калаçу та унпа çак ыйтусем тавра ытларах пулчĕ.
Манăн файлсем | Пăхнисем: 509 | Уçласа илнисем: 227 | Кам хушнă: alex-net | Хăш кун: 28.08.2009 | Рейтинг: 5.0/4 | Комментарисем (1)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024