Район администрацийĕн пуçлăхĕ



Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 54

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем

Каталогра пурĕ миçе материал: 29
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 7-12
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 »

Э. М. Юрьев — И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет — авт.) ÿнерпе графика факультечĕн доценчĕ, ЧР халăх художникĕ, К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ, ЧР инженерипе технологи академийĕн академикĕ, Пĕтĕм Раççейри геральдика обществин хисеплĕ член-корреспонденчĕ, ЧР элемĕпе (герб) ялавĕн авторĕ, Пăрачкав салин хисеплĕ çынни, Вăрнар районĕнчи "Янгорчино" колхозăн хисеплĕ колхозникĕ — пирĕнтен ĕмĕрлĕх уйрăлса кайнăранпа кăрлачăн 17-мĕшĕнче 10 çул çитет. Вилĕмĕн çавийĕ 65 çул та тултарайман чăваш халăхĕн Улăпне сасартăк, пĕр хĕрхенмесĕр çулса пăрахнă. Шел, питех те шел. 
Элли Михайловичпа пуçласа курнăçасси, куçа-куçăн пăхса калаçса ларасси манăн 1988 çулхи ака уйăхĕнче пулчĕ. Ун чухне эпĕ Кĕçĕн Шетмĕ ял Совет ĕçтăвкомĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлаттăм. Пÿлĕме райадминистрацин ун чухнехи культура пайĕн пуçлăхĕ В. Серафимов кĕрсе тăчĕ, хăй мĕн ĕçпе ку тăрăха килнине пĕлтерчĕ. 
— Вăрнар районĕнчи "Янгорчинăра" Э. Юрьевăн ĕçĕсен выставки ĕçлет. Ентешĕн картинисене Шупашкара турттарса кайиччен хамăр пата, Кĕçĕн Шетмĕне, илсе килсе ял халăхне паллаштармалла мар-ши? Танăшра çуралнă Георгий Николаевăн ĕçĕсене те тиесе килмелле. Иккĕшĕ те Чăваш халăхĕн тава тивĕçлĕ художникĕсем. 
Паллă ÿнерçĕсен ĕçĕсен выставкине çав çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче хамăр патра уçма тĕв турăмăр. Пирĕн шухăша район ертÿçисем те ырланă. 
Палăртнă кун Кĕçĕн Шетмĕри культура çуртне халăх йышлă пухăннăччĕ. Хаклă хăнасен хушшинче РФ тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш халăх художникĕ Н. Карачарсков, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Л. Алексеев журналист, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ В. Петров (хăйĕн концерт программипе куракансене савăнтарнăччĕ), Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ, "Ялав” журналăн тĕп редакторĕ Ю. Сементер поэт, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ М. Иванов (иккĕшĕ те Кĕçĕн Шетмĕрен), республикăн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Е. Ивановапа (Пшонкă ял клубĕн заведующийĕ) Ю. Миронов баянист (районти культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ А. Николаев (Ванюшкасси), Э. Юрьев мăшăрĕ, Галина Алексеевна та (пирвайхи хут) Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхне килнĕччĕ. 
Манăн файлсем | Пăхнисем: 396 | Уçласа илнисем: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăш кун: 18.01.2011 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Красноармейски районĕнчи Çĕньял Чуракассинче çуралнă Николай Никоноров мĕн ачаранах тăван тавралăх илемне туйса ÿснĕ, çут çанталăкăн хăйне евĕрлĕ кĕввине ăша хывма тăрăшнă. 9 ачаллă çемьере çитĕннĕскер ашшĕ-амăшĕ юрланине итлеме кăмăлланă. Мĕн тери лайăх-çке пурте пĕрле пухăнса юратнă кĕвĕсене кăмăл туличчен шăрантарсан! Пĕчĕк Николая амăшĕн Александра Гавриловăн /хĕр чухнехи хушаматне хăварнă. - Авт./ сассине илтсен урăх нимĕн те кирлĕ пулман. Таврара унăнни пек уçă та хитре сасă урăх çук пек туйăннă, çывăх çыннине шăпчăкпа танлаштарнă. Питĕ шел, пĕлтĕр вăл куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Музыка тĕнчипе туслашнă пепкисем Александра Гавриловна шăрантарнă халăх юррисене вăхăтра çырса хăварма ĕлкĕрнĕ. Трак енĕн хăйне евĕрлĕхне сăнлакан, чуна пырса тивекен кĕвĕсене вăл нота çине куçарнă. 
Арçын ачан туртăмне туйнă хреснашшĕ ăна, 3-мĕш класра ăс пухаканскере, Шупашкарти Г.Лебедев ячĕллĕ лицее вырнаçтарнă. Пултаруллăскере вĕрентекенсем тÿрех асăрханă. Пурнăçне ÿнерĕн çак тĕсĕпе çыхăнтарма шухăшланăскер унпа çеç çырлахман. Çирĕп кăмăллă каччă 1987 çулта Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ, халăх инструменчĕсен уйрăмĕнче ăсталăха туптама пикеннĕ. Преподавательсем ăна хавхалантарнă. Вĕсем сĕннипех Николай Хусан патшалăх консерваторине кайнă. Тутарстанра вăл кĕрĕк арки йăваласа ларман - аслисен шанчăкне тÿрре кăлармаллине асра тытса музыка тĕнчине кĕрсе ÿкнĕ. "Пурнăçра катăк пуртă та кирлĕ пулать”, - тенĕ ваттисем. Красноармейски каччи çавăн чухне алла хут купăс тытнă. Ун хыççăн - тăмра, пианино, балалайка... - вĕсен шучĕ те çук.
Манăн файлсем | Пăхнисем: 254 | Уçласа илнисем: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăш кун: 18.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çынни чăн-чăнниех-ха вăл, илемлĕ те йăл кулăллă сар каччă. Хушаматне кăна журналăмăрта паспортрине кăтартма килĕшмерĕ. Калаçăва вара "Наци радио” кăларăмĕнчи "Каçхи миксра” хăнăхнă пек Дмитрий Митяев хушма ятпах ирттерме сĕнчĕ. Тен, çавăнпах вăл хăй пирки йăлтах чунне уçса пĕр пытармасăр каласа пачĕ. Ди-джей темерĕн – çăмăллăн та ирĕклĕн юхрĕ ун пуплевĕ:
Эпĕ 1985 çулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Нимĕчкасси Алманч ялĕнче çуралнă. Тăхăр класне Алманч вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, вуннăмĕшпе вун пĕрмĕшсене Чăваш патшалăх университечĕн Шупашкарти гимназийĕнче пĕтернĕ. Ятарласа физикăпа математикăна, биологие тарăнрах вĕрентнĕ пире, çавăнпа та университетăн медицина факультетне çăмăллăнах кĕтĕм, унтан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрăм. Халĕ хамăн специальноçпех ĕçлетĕп, çапах та врачăн кулленхи кăткăслăхĕсем çинчен ман пĕр сăмах та асăнас килмест. 
Радиори ди-джей ăсталăхĕ пирки каламалли те сахал мар пуласса шанатăп... Ăçта тата хăçан туптама ĕлкĕртĕн-ха ку пултарулăха?
– Радиора ĕçлес ĕмĕт ачаранах пулнă. Хаçатра та, телевиденире те мар – радиора! Тĕп ĕç – медицина, унран канса кулленхи тĕркешÿрен хăтăлмалли – радио. Иккĕшĕнче те çынпа калаçмалла, пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Хампа пуплекене ăнланма пуçларăм, вăл мĕн илтесшĕн пулнине те туятăп.
– Именни, аванмарланни нихăçан та пулман-и?
– Ун пирки манса та кайнă ĕнтĕ. Студент вăхăтĕнчех телевиденире "ДТВ-Чебоксары” каналта 2 çул ĕçленĕ, унта "Медицинăн çĕнĕ хыпарĕсем” рубрикăна ертсе пынă. Улттăмĕш курсранах – радиора.
– Ĕçре мар чух ытларах мĕн итлеме кăмăллатăн? 
– Анăç енчи Европа кĕввисене юрататăп. Раççейĕнне аплах мар. Чăваш эстради питĕ килĕшет. "Чăваш наци радио” каналĕнче ĕçлеме тытăнсан çак туйăм хускалчĕ, маларах итлесех кайман. Кунран-кун килĕшсе пырать. Чăваш эстради хальхи юхăма пăхăнать, Европа енне туртăнать. Аранжировкисем те килĕшеççĕ. Юрăçă нумай пулни те кăмăла çĕклет. Сасси тĕрлĕрен, суйламалăх пур. Хăйсем те ытлашши "çăлтăрланмаççĕ”, вĕсемпе хутшăнма çăмăл. Çапах та Европа шайне çитме, мана килĕшет пулсан та, вĕсен нумай ĕçлемелле-ха.
Манăн файлсем | Пăхнисем: 527 | Уçласа илнисем: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăш кун: 09.01.2011 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (2)

РФ Правительствин кăçалхи ноябрĕн 13-мĕшĕнчи 908-мĕш номерлĕ Постановленийĕпе автомототранспорт хатĕрĕсемпе вĕсен прицепĕсене патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ ирттермелли çинчен калакан Положенин (ăна 1998 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнче йышăннă пулнă) 4,6 тата 10-мĕш пункчĕсене улшăнусем кĕртнĕ.
Сăмахран тĕрĕслев витĕр кăларма тăратмалли документсен перечнĕнчен медицина справкине кăларса пăрахнă, пысăк габаритлă тата йывăр тиевсене турттармалли транспорт хатĕрĕсене патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ кăлармалли тапхăра 6 уйăхран 12 уйăха çити тăснă.
Асăннă улшăнусем 2010 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнчен вăя кĕчĕç.
4-мĕш пунктпа килĕшÿллĕн малашне транспорт хатĕрĕсене çак тапхăрпа патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма тăратмалла:
а) коммерци майĕпе пассажирсем турттарма усă куракан çăмăл автомобильсемпе автобуссене тата тăтăшах çын турттарма майлаштарнă (водитель вырăнĕсĕр пуçне 8 ытла çын лармалли вырăнлă) тиев автомашинисене, хăрушă тиевсем турттармалли транспорт хатĕрĕсемпе вĕсен прицепĕсене — кашни 6 уйăхран;
б) 3,5 тонна таякан çăмăл тата тиев турттармалли автомобильсемпе прицепсен тата çурма прицепсен, çавăн пекех мототранспорт хатĕрĕсене (ку пунктăн "а" тата "г" подпункчĕсенче кăтартнă транспорт хатĕрĕсене шута илмесĕр):
— патшалăх автоинспекцийĕсенче палăртнă йĕркепе регистрациленĕ тата техника хатĕрне патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр пĕрремĕш хут кăларнă çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тухнă транспорт хатĕрĕсене — 36 уйăхран;
— туса кăларнăранпа 7 çулран ытла иртменнисене - кашни 24 уйăхран;
— туса кăларнăранпа 7 çул иртнисене — кашни 12 уйăхран.
Манăн файлсем | Пăхнисем: 166 | Уçласа илнисем: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăш кун: 03.12.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

РФ Пенси фончĕн районти управленине А. В. Петрова чылай çул ертсе пырать. Паянхи пурнăçра пенси ыйтăвĕ пурне те интереслентерет пулĕ. Пирĕн корреспондент Альбина Валерьяновнапа курса калаçнă, темиçе ыйту çине хуравлама ыйтнă. 

Ыйту: Альбина Валерьяновна, пĕр уйăхра эпир сирĕнпе район центрĕнчен аякра вырнаçнă чылай ялсенче темиçе хут та пулатпăр. Сирĕн шутпа çынсем хăйсен пулас пенсийĕпе интересленеççĕ-и?

Хурав: Хальхи çамрăксем, хăйсен пуласлăхне çулпа мар, уйăхпа виçекенсем, "Пенсиччен халĕ нумай-ха. Чи малтанах аслă вĕренÿ заведенийĕнчен вĕренсе тухасчĕ, ун хыççăн интереслĕ те лайăх ĕç укçи тÿлекен ĕçе вырнаçасчĕ”, — теççĕ. Аяккарах тинкерекенсем çемье çавăрма ĕмĕтленеççĕ. "Ача-пăчаллă пуличчен вара ура çине тăмалла тата хамăршăн кăшт пурăнас килет, — палăртаççĕ вĕсем. — Пенси пирки вара ваттисем шухăшлаччăр”.
Çулланнă çынсем ун пирки раснарах калаçаççĕ. Хăйсен пурлăхне пуянлатма вĕсен майĕсем çук. Хăш-пĕр çамрăксем хушма ĕç укçи ĕçлесе илеççĕ, теприсем перекетлĕрех пурăнаççĕ. Çавăнпа та асаттесемпе асаннесем пулас пенси пирки паянах шухăшлама хушаççĕ. Кая юлсан каю шăтать-çке. Тĕрлĕ тĕл пулусенче пенси фончĕн ĕçченĕсем малтанхипе пулас пенси тытăмĕн уйрăмлăхĕсене тĕслĕхсемпе çутатса пама тăрăшаççĕ.
"Конвертпа” илекен ĕç укçи те нумай тавлашу кăларса тăратать. Çынсем ĕç укçин пĕр пайне "конвертпа” илни, хăйсен экономикăпа çыхăннă интересĕсене хĕстернипе кăмăлсăр пулни вăрттăнлăх мар. Çапах ĕç вырăнне çухатасран хăраса тавлашăва кĕме васкамаççĕ. Çакă кама сиен кÿрет-ха? Налогсем шутласа çитереймен патшалăха е тулли канăва каяйман, банкран кредит илеймен, хăйсен пенсин пухăнса пыракан пайне йĕркелеймен ĕçе кĕнĕ çынсене? Тен, хăйсен ятне варалакан тата тĕрĕслев службисен куçĕ тĕлне лекнĕ ĕç паракансене?
Ветерансене ăнланма пулатех. Вĕсем кун сиктермесĕр ĕçе çÿресе те чи пĕчĕк пенсине çеç тивĕçнĕ. Ун чухне мĕнрен суйласа илмелли те пулман-çке. Халĕ çынсем пенси капиталне хăйсем йĕркелеççĕ, пенсипе çыхăннă ыранхи куна хăйсем тăваççĕ.
Манăн файлсем | Пăхнисем: 174 | Уçласа илнисем: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăш кун: 09.11.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çак кунсенче пирĕн корреспондент райпон çăкăр комбинатĕнче пулнă. Л. В. Соколова директортан ку коллектив ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне мĕнле кĕтсе илнипе паллаштарма ыйтнă. 
Юбилейсен çулталăкĕ йывăррăн иртет. Комбинатра çăкăр пĕçерсе кăларас калăпăш, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, 65 тонна пĕчĕкленчĕ. Конкуренци çав тери пысăк, çăкăрне таçтан та илсе килсе сутаççĕ. Ассортимента пуянлатса пыма тăрăшатпăр. Кăçал "Узбекская лепешка", "Семяночка", "Витязь" çăкăр пĕçерме пуçланă. Хальхи вăхăтра 18 тĕрлĕ çăкăрпа булка изделийĕ кăларатпăр. Çăкăрпа батонсене ытларах ялсене ăсататпăр. Васнар магазинĕ суту-илÿ точки çук ялсенчи çынсене — кÿлçырмасемпе вутлансене, "Олимп" лавкка Санькасси енчисене çăкăр комбиначĕн изделийĕсемпе тивĕçтереççĕ. Кашни кĕçнерни кунах хамăр продукцине Нурăс пасарне илсе кайса сутатпăр. Унта пирĕн çăкăрпа булка тата ытти изделисене юратсах туянаççĕ. Кунсăр пуçне квас тумалли чĕр тавар кăларма тытăннă кăçал. Çу вăхăтĕнче вăл шăрăх çанталăкра питĕ лайăх сутăнчĕ.
Çăкăрпа булка тата кондитер изделийĕсен ытларах пайне эпир ятарлă машинăсемпе пакетсене хурса чĕркетпĕр. Хамăр кăларнă апат-çимĕç таварĕсене Шупашкарпа Çĕрпÿ хулисене те тăрататпăр, мĕншĕн тесен питĕ ыйтаççĕ.
Кондитер изделийĕсене пĕлтĕрхи тăхăр уйăхринчен 7 тонна нумайрах пĕçернĕ.
Кăçалхи 9 уйăхра эпир 10182 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ продукци кăларнă. Çав шутра çĕвĕ изделийĕсем 400 пин тенкĕлĕх. Çĕвĕ цехĕнче паянхи кун тăваттăн ĕçлеççĕ. Çĕвĕçсем виççĕн, тепĕр закройщица. Унта хĕрарăмсемпе арçынсен кĕписене, матрац çине тăхăнтартмаллисем, ватка утиялсемпе ватка курткăсем тата ытти те çĕлеççĕ. Кĕçех минтер пичĕсем çĕлеме пуçлатпăр.
Çу кунĕсенче юсав ĕçĕсем чылай турăмăр. Хутса ăшăтмалли икĕ хуранпа пăрăхсене çĕнетрĕмĕр. Мĕншĕн тесен вĕсем 25 çул хушшинче хăрса çитнĕччĕ. Халĕ шăтас хăрушлăх çук. Экспедици цехне тирпей-илем кĕртрĕмĕр.
Манăн файлсем | Пăхнисем: 166 | Уçласа илнисем: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăш кун: 29.10.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2018 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 98 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 83 çулта

Геннадий Трофимов (Юмарт) - 80 çулта


Владимир Харитонов - 85 çулта 

2018 çул - Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çулĕ

Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2018