Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем

Каталогра пурĕ миçе материал: 29
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 19-24
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 »

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă предприятин директорĕ А.И.ИВАНОВ "Ял пурнăçĕ" хаçата панă интервьюран (Кӗске справка. Ҫак должноҫе А. Иванова 2009 ҫулхи июнӗн 18-мӗшӗнче лартнӑ. Унччен вӑл ку тытӑмрах тӗп энергетикра вӑй хунӑ. Анатолий Иоилович 1972 ҫулхи майӑн 8-мӗшӗнче Красноармейскинче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳ-ри ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗренсе техник-энергетик специальноҫне алла илнӗ. Хальхи вӑхӑтра патшалӑх службин Атӑл-Вятка акаде-мийӗн юлашки курсӗнче вӗренет. А. Иванов ҫемьеллӗ, мӑшӑрӗпе, вал район ад-министрацийӗн финанс пайӗн ӗҫченӗ, пӗр ача ҫитӗнтереҫҫӗ.):

— Анатолий Иоилович, райцентрти нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем пӗри те тепри "Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗ хӗле хатӗрле-нес ыйтупа ку таранччен нимӗн те тумасть. Кӑсал хӗл пулмасть тессӗ-ши вӗсем?"— тесе упкелешессӗ. Тӗрӗссипе паянхи кун лару-тӑру епле-рех-ши?

— Хӗле хатӗрленес тӗлӗшпе туса ирттермелли мероприятисен планне хатӗрленӗ, ӑна ҫирӗплетнӗ. Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи ӑшӑ си-стемисене пусӑм вӑйӗпе тӗрӗслеме тата ҫуса тасатма хатӗрленӗ. Июлӗн 12-мӗшӗнче вӗсенчи ӑшӑ системисене ҫуса тасатма пуҫ-латпӑр. Тӗп, ҫавӑн пекех финн поселокӗнчи котельнӑйсенче пӑс хуранӗсене тӗрӗслесе, юсаса тухнӑ, хутса ӑшӑтмалли ҫӗнӗ сезона хатӗрленӗ. Вӗсене комиссии пӑхса тухса хакламалла. Электрообору-дованисене пӗтӗмпех ревизи-лесе йӗркелештернӗ. Котель-нӑйсенчи КИПиА приборӗсе-не тӗрӗслеттерме республикӑ-ри стандартизаципе метрологи центрне кайса памалла, вӗсемпе кун пирки килӗшӳ тунӑ.

Райцентр™ Механизаторсен, Ленин тата Г. Степанов урамӗсенчи ӑшӑ трассин линийӗсене пусӑм вӑйӗпе тӗрӗсленӗ, Ленин урамӗнчи 72, 74-мӗш номерлӗ ҫуртсем хушшинчисӗр пуҫне, начар вырӑнсем палӑрмарӗҫ. 72,74-мӗш ҫуртсем тӗлӗнче ӑшӑ трассине йӗркене кӗртме 219 мм диаметрлӑ пӑрӑх 30 метр курсе килнӗ. Ку йышши пӑрӑхсем илес пирки тулли мар яваплӑ "Чувашметалл" акционер пӗрлешӗвӗпе килӗшӳ тунӑ, хальлӗхе 100 метр заказ панӑ. Маларах ка-ларӑм ӗнтӗ ҫав шутран 30 мет-рне кӳрсе килнӗ ӗнтӗ. 159 мм диаметрлӑ ППУ пӑрӑхсем складра 500 метр пур.

Г. Степанов урамӗнчи 30,32, 34-мӗш номерлӗ ҫуртсенчи ҫуяги хутри хваттерсене сивӗ шыв пӗр ™кӗс пырса тӑмастчӗ. Шыв линине тӗплӗн тӗрӗслесе тухса ку кӑлтӑка пӗтернӗ, халӗ кунта пусӑм вӑйне йӗркелеш-тернӗ, хваттерсенче шыв пур. Ҫӗньял Упири шыв башнине юсаса йӗркене кӗртрӗмӗр, Ли-повкӑра та шыв ыйтӑвне татса панӑ.

Ленин урамӗнчи 20-мӗш сурт никӗоӗ хӑрах енче путса пырать. Кунта юсав ӗҫӗсене ирттерме проекта смета документаци-не туса хатӗрленӗ. Кӗҫех юсав ӗҫӗсене пуҫламалла.
Манăн файлсем | Пăхнисем: 482 | Уçласа илнисем: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăш кун: 21.08.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Çав кун Николай Витальевич Кривошеева гимназире тĕл пулаймарăмăр. Ачасемпе Шупашкара республикăри технологи олимпиадине кайнă иккен. Çапах та вăл вĕренекенсемпе хатĕрленĕ эскизсене, плакатсене, хăйĕн аллипе ăсталанă ĕçсене курса савăнтăмăр. Акă ăçта иккен вĕсем, чăн-чăн маçтăрсем.
– Тем пек кирлĕ пире Николай Витальевич евĕр педагогсем, нихăçан та хирĕçлемест вăл, кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕр. Ун пирки ыррине вĕçĕ-хĕррисĕр калама пулать, – терĕ Тракри чăваш-нимĕç гимназийĕн директорĕ Г.И.Юлмасова.
Н.Кривошеевпа тепĕр кунне И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче курнăçрăмăр. Унăн «ачисем» пуç çĕмĕрсех кăткăс ыйтусен хуравне шыранă вăхăтра паянхи шкул, вĕрентекенсене тĕрĕс воспитани парас пирки сăмах вакларăмăр.
– Эсир Тутарстанран. Çапах та Красноармейскинче тымар янă...
– Хама мĕн астăвассах художник пулас килетчĕ. Шкул хыççăн шăп çакăнта, И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститута, ÿнерпе графика уйрăмне килтĕм. Алла диплом илсен Красноармейски 1-мĕш шкулне ячĕç «тĕрĕссипе, çакнашкал район пурри çинчен малтан илтмен те». 27 çул ĕнтĕ çак шкулта «халĕ гимнази». Пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçса çÿременнипе ĕç кĕнеки те тап-тасах. Красноармейски чиперккине куç хыврăм та пĕр-пĕринчен уйрăлаймарăмăр. Вăл та кунтах юлма сĕнчĕ, хамăн та урăх ниçта та каяс килмерĕ. Мăшăрăм, Татьяна Филимоновна, Красноармейски вĕрентÿ управленийĕнче тĕп экономистра ĕçлет.
Манăн файлсем | Пăхнисем: 411 | Уçласа илнисем: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăш кун: 25.06.2010 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)

Медицина ĕçченĕн кунĕ çывхарнă май районти сывлăх сыхлавĕн "Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕн тĕп врачĕ Галина Николаевна Сушко хăйсен коллективĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать.
— Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕн тĕп тĕллевĕ — çынсен сывлăхне упрасси. Сывă халăх вăл — тĕнче пуянлăхĕ, унăн малаллахи аталанăвĕн пĕр енĕ. Паянхи куна районта халăх сывлăхне хÿтĕлес ĕçе 30 тухтăр, 112 вăтам тата 104 кĕçĕн медицина ĕçченĕ хутшăнать. Чирлисене сыватас ĕçре талăкĕпе ĕçлекен 55 тата кăнтăрлахи стационарта 18 койка-вырăн, поликлиника, ача-пăча консультацийĕ, "03” служба, пĕтĕмĕшле çемье врачĕн 4 офисĕ тата 14 фельдшерпа акушер пункчĕ тимлеççĕ.
2009 çулхи демографи кăтартăвĕсем пирĕн районта, Чăваш Республикипе танлаштарсан, çапларах: пин çын пуçне 12,9 (ЧР — 12,8) ача çуралнă, вилнисен хисепĕ — 20,5 (13,7). Вилнисен тĕп сăлтавĕсенчен пĕри — чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене пула. Сарăмсăр вилекенсен шучĕ пысăкланни те шухăшлаттарать.
Манăн файлсем | Пăхнисем: 414 | Уçласа илнисем: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăш кун: 18.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ҫапла, Григорий Кирилловича халӑх ытларах Нестер Янкас шӑллӗ пулнипе пӗлет. Синкер самана серепине лексе, айӑпсар айӑпланнӑ поэтӑн таса ятне тавӑрас тӗлӗшпе шӑпах вӑл тӑрӑшнӑ-ҫке. Унӑн еткерлӗхне сыхласа хӑварассишӗн те пайтах тимленӗ. Унпа ҫыхӑннӑ мӗн пур документсене, сӑн ÿкерчӗксене, ҫырусене, хаҫат-журналсенчен касса илнӗ материалсене пухас тӗлӗшпе куллен ӗҫленӗ. Нестер Янкаспа ҫыхӑну тытнӑ, тӗрмере пӗрле пулнӑ ҫынсемпе тӗл пулнӑ, аса илусем илсе юлнӑ. Хӑй те "асран кайми Нестер пичче", "3254-мӗш ӗҫ" аса илӳсен ярӑмӗсене ҫырса пичетленӗ. Унсӑр пуҫне хӑйсен йӑх-несӗл тымарӗсем, Янкас ялӗн историйӗ ҫинчен ал ҫырусем хатӗрленӗ.

Тӗрӗссипе, Григорий Кириллович каланӑ тӑрӑх, унӑн биографийӗн пурнăç пуçламăшĕнче икӗ дата тӗл пулать: пӗрин ҫинче — вӑл 1919 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче ҫуралнӑ пек курӑнать. Ӑна ашшӗ-амӑшӗн сӑмахӗсенчен илтсе ӑша хывса хӑварнӑ. Ӗҫӗ акӑ мӗнле сӑлтавланнӑ: анчахрах кун ҫути курнӑ ачана, Ҫӗньял Карайри кукамӑшӗ патне вӑхӑтлӑх кайсан, Карай чиркӗвӗнче шыва кӗртсе ят хума шутланӑ. 'Турӑ шывӗнче" чӑпӑл тунӑшӑн укҫа тÿлемелле пулнӑ. Килтисен ҫумра кирлӗ чухлӗ укҫа пулайман. Пачӑшкӑ вара ача ятне хурса хут ҫине ҫырмасӑрах кӑларса янӑ. Пурӑнсан-пурӑнсан — 1920 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 15-мӗш кунӗнче "ятсӑр ачана" Упи чиркӗвне шыва кӗртме илсе кайнӑ. "Вӑхӑтра ҫырмалла пулнӑ — пире куншӑн айӑплама пултараҫҫӗ", — тенӗ кунти пачӑшкӑ. Ҫапах та килӗшнӗ...

Ҫапла, хальхи документсенче Григорий Кириллович ҫак кун ҫуралнӑ тесе ӗненетпӗр. Тӑхӑр вунӑ ҫул ӗнтӗ ҫавӑн пек. Ку нимех те мар — сывлӑхӗ кӑна пултӑр. Ҫамрӑкпах вилсе пӗтнӗ чылай тӑванӗсенчен чи нумай пурӑнаканни пулчӗ вӑл — татах та пурӑнтӑр. Нумай пурӑннин сӑлтавне аякра шырама кирлӗ мар: 51 ҫул ҫынсене сиплесе ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ тухтӑр хӑй сывлӑхне те упрама тӑрӑшни куҫ умӗнчех. Ҫут ҫанталӑка юратни. Унӑн ырлӑхӗпе туллин усӑ курни те пулӑшаҫҫӗ ун ӗмӗрне тӑсма. Паянхи кунчченех ҫирӗм ытла вӗллере пыл хурчӗ тытса тăратъ ватӑ.

Манăн файлсем | Пăхнисем: 1265 | Уçласа илнисем: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăш кун: 04.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ҫулсеренех ял хуҫалӑх предприятийӗсем тунӑ тӑкаксен пӗр пайне саплапггарма бюджетран уйӑракан укҫа-тенкӗпе усӑ кураҫҫӗ. Ҫакна рынокра ял хуҫалӑх продукчӗсене сутса тунӑ укҫа-тенкӗ хуҫалӑхсенче пулса пыракан тӑкаксене саплапггарайманнине шута илсе тунӑ. Иртнӗ ҫул патшалӑх енчен илнӗ пулӑпгу 38 млн. 644 пин тенкӗпе танлапшӑ. Ку вӑл, 2008 ҫулхипе танлаштарсан, 12 млн. 537 пин тенкӗ нумайрах (148 процент ). Тӳрех каламалла, бюджет укҫипе усӑ курас тесен кирлӗ, ҫавӑн пекех усӑллӑ продукци илессине ӳстерессипе ҫыхӑннӑ мероприятисене туса ирттермелле. Ҫакӑнта минераллӑ удобреннпе, гербицидсемпе туллин усӑ курни, элитӑллӑ лайӑх кондициллӗ вӑрлӑхпа ӗҫлени, выльӑх-чӗрлӗх ӑратлӑхне ӳстерес тесе тӑрӑшни тата ытти те кӗреҫҫӗ.

Н. И. АРСЕНТЬЕВА. ЧР ял хуҫалӑх министерствин финанспа кредит политикин уйрӑмӗн тӗп специалист-эксперчӗ

Бюджетран хуҫалӑхсем тунӑ тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма уйӑрнӑ укҫапа туллин усӑ курнине "Красное Сормово" хуҫалӑх тӗслӗхӗпе кӑтартма пулать. Иртнӗ ҫул хуҫалӑх патшалӑх енчен 4 млн. 314 пин тенкӗ пулӑшу илнӗ. Асӑннӑ хуҫалӑхра (ертӳҫи — Т. Н. Иванова) ял хуҫалӑх продукчӗсем туса илнӗ ӗҫре ҫӗнӗлехсемпе усӑ курассине тӗп вырӑна хураҫҫӗ. Кунта ҫулсеренех пысӑк тухӑҫ паракан вӑрлӑхсемпе усӑ курасси, кирлӗ чухлӗ минераллӑ удобренисем туянасси, ҫум курӑксемпе кӗре-шесси, Техникӑна ҫӗнетесси, выльӑх-чӗрлӗх ӑратлӑхне лайӑхлатасси йӑлана кӗрсе пырать. 2009 ҫулта хуҫалӑх 6 млн. 120 пин тенкӗ таса тупӑш илме пултарчӗ. Уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 6165 тенкӗпе танлашрӗ. 2008 ҫулхипе танлаштарсан, ял хуҫалӑх продукцийесем туса илесси те палӑрмаллах ӳсрӗ.


Манăн файлсем | Пăхнисем: 447 | Уçласа илнисем: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăш кун: 19.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

nullМӗн-ха вӑл наркотик? Ҫак сӑмах юлашки ҫулсенче халӑхра анлӑн сарӑлчӗ. Обществӑна хирӗҫле пулӑм пулнипе ҫыхӑннӑ наркотик. Словарь тӑрӑх вӑл — ӳсӗртсе хавхалантаракан е ыратнине туйми тӑвакан наркӑмӑшлӑ эмел вырӑнӗнче.
Кам-ха вӑл наркоман? Наркомание ернӗ ҫын вӑл. Наркомани сӑмах вара наркотиксемпе ним чарӑнма пӗлми усӑ курма туртакан чир пулнипе пӗлтерӗшлё.
Районти шалти ӗҫсен пайӗн утоловлӑ шырав енӗпе ӗҫлекен оперуполномоченнӑйӗ, милици капитанӗ Велимир Михаӑлович Козлов та ҫаплах шутлать.

Вӑл ҫак должноҫра 2004 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫемьеллӗ. Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, юн кун, Велимир Михайловичпа курнӑҫрӑм, ӑна наркотикпе ҫыхӑннӑ темиҫе ыйту ҫине хуравлама ыйтрӑм.

   Велимир Михайлович, наркотик е ун йышши хутӑшсем общество пурнӑсӗнче чӑннипех те тÿнтерле пулӑм йышӑнассӗ вӗт?

   Тӗрӗсех. Наркотик е ун йышши сиенлӗ япаласем ҫынсен пурнӑҫӗнче ӗлӗкренех вырӑн тупнӑ. Вӗсем ҫынсемшӗн — ҫав териех хӑрушӑ. Халь самани улшӑнчӗ. Ҫыннисем те улшӑнчӗҫ. Юлашки ҫулсенче бизнес аталанчӗ, суту-илӳ вӑйланчӗ. Хамӑр хушӑра нар-комансем пурри те палӑрчӗ, паллах.

Манăн файлсем | Пăхнисем: 701 | Уçласа илнисем: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăш кун: 14.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024