Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем » Манăн файлсем

Бюджетран уйӑракан укҫапа туллин усӑ курар
[ ] 19.02.2010, 22:03
Ҫулсеренех ял хуҫалӑх предприятийӗсем тунӑ тӑкаксен пӗр пайне саплапггарма бюджетран уйӑракан укҫа-тенкӗпе усӑ кураҫҫӗ. Ҫакна рынокра ял хуҫалӑх продукчӗсене сутса тунӑ укҫа-тенкӗ хуҫалӑхсенче пулса пыракан тӑкаксене саплапггарайманнине шута илсе тунӑ. Иртнӗ ҫул патшалӑх енчен илнӗ пулӑпгу 38 млн. 644 пин тенкӗпе танлапшӑ. Ку вӑл, 2008 ҫулхипе танлаштарсан, 12 млн. 537 пин тенкӗ нумайрах (148 процент ). Тӳрех каламалла, бюджет укҫипе усӑ курас тесен кирлӗ, ҫавӑн пекех усӑллӑ продукци илессине ӳстерессипе ҫыхӑннӑ мероприятисене туса ирттермелле. Ҫакӑнта минераллӑ удобреннпе, гербицидсемпе туллин усӑ курни, элитӑллӑ лайӑх кондициллӗ вӑрлӑхпа ӗҫлени, выльӑх-чӗрлӗх ӑратлӑхне ӳстерес тесе тӑрӑшни тата ытти те кӗреҫҫӗ.

Н. И. АРСЕНТЬЕВА. ЧР ял хуҫалӑх министерствин финанспа кредит политикин уйрӑмӗн тӗп специалист-эксперчӗ

Бюджетран хуҫалӑхсем тунӑ тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма уйӑрнӑ укҫапа туллин усӑ курнине "Красное Сормово" хуҫалӑх тӗслӗхӗпе кӑтартма пулать. Иртнӗ ҫул хуҫалӑх патшалӑх енчен 4 млн. 314 пин тенкӗ пулӑшу илнӗ. Асӑннӑ хуҫалӑхра (ертӳҫи — Т. Н. Иванова) ял хуҫалӑх продукчӗсем туса илнӗ ӗҫре ҫӗнӗлехсемпе усӑ курассине тӗп вырӑна хураҫҫӗ. Кунта ҫулсеренех пысӑк тухӑҫ паракан вӑрлӑхсемпе усӑ курасси, кирлӗ чухлӗ минераллӑ удобренисем туянасси, ҫум курӑксемпе кӗре-шесси, Техникӑна ҫӗнетесси, выльӑх-чӗрлӗх ӑратлӑхне лайӑхлатасси йӑлана кӗрсе пырать. 2009 ҫулта хуҫалӑх 6 млн. 120 пин тенкӗ таса тупӑш илме пултарчӗ. Уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 6165 тенкӗпе танлашрӗ. 2008 ҫулхипе танлаштарсан, ял хуҫалӑх продукцийесем туса илесси те палӑрмаллах ӳсрӗ.

Иртнӗ ҫул районти хуҫалӑхсем минераллӑ удобренисем илсе тунӑ тӑкакӑн пӗр пайне саплаштарма бюджетран 7 млн. 163 пин тенкӗ илнӗ. 2008 ҫулхипе танлаштарсан ку 174 процен-тпа танлашать. Каласа хӑвармалла, 2009 ҫулта ял хуҫалӑх предприятийӗсем удобренипе усӑ курассине чылай лайӑхлатрӗҫ. Ҫакӑ уй-хир культурисен тухӑҫне самай ÿстерме пулӑшрӗ. Хуҫалӑхсем маларах, йунӗрех хакпа удобрени туянсан — патшалӑх енчен паракан субсиди те пысӑкланать. Ҫапах та паянхи кун уйрӑм хуҫалӑхсем удобрени илме васкамаҫҫӗ-ха. Рынокра минераллӑ удобренисен хакӗ ӳссех пырать. Акӑ, аммиак селитрин, ноябрьпе танлаш-тарсан, — 25 процент, хутӑш (сложный) удобренин, 8 процент ӳсрӗҫ.

Кӑҫал федераллӑ тата реслублика бюджечӗсенчен удобрени илнӗшӗн субсиди парасси сыхланса юлать. Ҫавӑнпа та хуҫалӑх ертӳҫи-сен ҫураки валли мине-раллӑ удобренисем туянма васкамалла. Районӗпе усӑ куракан удобренисен хисеп-не 2500—2600 тоннӑна ҫитерме тӑрӑшмалла. Паянхи кун тӗлне хуҫалӑхсенче 666 тонна удобрени хатӗрленӗ. Ку енӗпе "Таябинка" агрофирма, "Кр. Сормово", "Нива"хуҫалӑхсемпе Арте-мьевпа Шумилов фермер хуҫалӑхӗсем лайӑх ӗҫлеҫҫӗ.

2009 ҫулта хуҫалӑхсем элитӑллӑ вӑрлӑх туяннӑшӑн уйрӑм тӑкаксене саплаштарма бюджетран 715 пин тенкӗ субсиди илнӗ. Тӳрех каламалла, ку хисеп, 2008 ҫулхинчен 22 процент нумайрах пулин те, ҫителӗксӗр. Ху­ҫалӑхсенче вӑрлӑх пахалӑ-хне лайӑхлатассипе чылай ӗҫлемелле. Кунта "Таябин-ка" агрофирма" репродук-торлӑ хуҫалӑхӑн та хӑйӗн ӗҫне лайӑхлатмалла, ытти хуҫалӑхсене паха вӑрлӑх туса илсе сутассипе тимле-мелле. Кӑҫалхи ҫул валли туса хатӗрленӗ правилӑсем-пе килӗшуллӗн элитӑллӑ вӑрлӑх туянсан пӗрчӗллӗ тӗш тырӑ вӑрлӑхӗшӗн (1 тонна пуҫне)—4000тенкӗ, пӑрҫа йышши культурӑ-семшӗн — 4880, ҫӗр улми вӑрлӑхӗсемшӗн — 5100, лю-церна, клевер вӑррисемшӗн 34350 тенкӗ субсиди уйӑрса параҫҫӗ. Ҫакна тӗпе хурса ака ӗҫӗсем пуҫланиччен ял хуҫалӑх предприятийӗсенче. вӑрлӑхсен пахалӑхне лайӑхлатас тӗллевпе элитӑллӑ вӑрлӑх туянни вырӑнлӑ.

Ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗх туяннӑшӑн тата пысӑк сӑвӑм паракан ӗнесем усранӑшӑн хуҫалӑхсем бюджетран иртнӗ ҫул 6 млн. 589 пин тенкӗ чухлӗ укҫа илчӗҫ. Ку вӑл, 2008 ҫулхипе танлаш-тарсан, 111 процент нумайрах. 2010 ҫулта та ҫак ӗҫ вӑйра пулӗ. Ҫавӑн пекех республика бюджетӗнчен пысӑк сӑвӑмлӑ ӗнесемшӗн кашни ӗнерен 3900—4500 килограмм сӗт сусан ӗне луҫне . ҫулталӑкра — 3100 тенкӗ, сӑвӑм 4500 килограмран пысӑк пулсан 4200 тенкӗ параҫҫӗ. Халӗ ҫак субсиди-не районти "Кр. Сормово", "Волит", "Шатьма", "Гигант", "Караево", "Янмурзино" хуҫалӑхсем, Васильевапа Степанов фермер хуҫалӑхӗсем илеҫҫӗ. Ҫулталӑкра вӗсем пӗтӗмпе 3 млн. 737 пин тенкӗ бюджетран пулӑшу илме пултараҫҫӗ. Вӗсен ӗнесен шутне чакармалла мар тата продуктивлӑхӗ, малтанхи ҫулпа танлаштарсан, пӗчӗкленмелле мар. "Досаево", "Восток", "Нива" хуҫалӑхсен ҫӑвӑмсене ӳстерсе пырса бюджетран паракан пулӑшупа усӑ ку-рассипе тимлемелле. Хуҫалӑх ертӳҫисемпе специа-лисчӗсен, иртнӗ' ҫулта ял хуҫалӑх отрасльне аталан-тарма бюджетран илнӗ укса-тенкӗсене шута илсе, кӑҫал асӑннӑ пулӑшусемпе тӗрӗс, туллин усӑ курмалла.


 


Категорисем: Манăн файлсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 446 | Уçласа ил: 0 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Комментарисем хушмашкăн регистрациленнĕ усăçсем кăна пултараççĕ.
[ Регистраци | Кĕр ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024