Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем » Манăн файлсем

Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕ пĕлтерет
[ ] 15.09.2010, 21:15
Юбилейсен çулĕн сакăр уйăхĕ хыçа юлчĕ. Иртнĕ тапхăрта район территорийĕнчи çулсем çинче 7 çул-йĕр инкекĕ пулнă. Вĕсенче 3 çын вилнĕ, 8-шĕ аманнă. Аварисен тĕп сăлтавĕсем: транспорт хатĕрне ÿсĕр çын тытса пыни, автомашина хирĕç килекен автотранспорт çулĕ çине тухса кайни, çуран çынсем çул-йĕр çинче çÿремелли правилăсене пăсни. Инкексенчен 6-шĕ — республика, пĕри район пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче сиксе тухнă. Вĕсенчен 3-шĕ ирхи 8 сехетрен пуçласа 18 сехетчен, 4-шĕ 18 сехетрен пуçласа ирхи 8 сехетчен пулнă. 
Районти шалти ĕçсен пайĕн çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн районти уйрăмĕн сотрудникĕсем инкек пулассинчен асăрхаттарсах тăраççĕ. Акă иртнĕ тапхăрта руль умне ÿсĕрпе ларнă 76 водителе (пĕлтĕр çав тапхăрта 70), ÿсĕм 9 процент, хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнманшăн 206 (146) Ç44%, çул-йĕр правилине пăхăнман 217(177) çуран çынна, пысăк хăвăртлăхпа пынăшăн 851(817) водителе тытса чарса штрафланă, 162 (пĕлтĕр 114) водитель пирки материалсене суда ярса панă. Иртнĕ 8 уйăхра çул-йĕр правилисене пăхăнман çынсем çине 513 пин тенкĕ штраф хунă, анчах çак суммăн 75 процентне çеç шыраса илнĕ. Штрафа вăхăтра тÿлемен 55 водитель пирки материал çырса суда ярса панă.
Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн районти уйрăмĕнче кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Трак енри 2835 автомототранспорт единици шутланса тăрать. Вĕсенчен 226 автомашини предприятисемпе организацисен, 2557-шĕ уйрăм çынсен. Мотоциклсем — 52.
Йĕркене пăхăнманшăн иртнĕ тапхăрта автопредприятисен должноçри 14 çынни пирки предписани çырнă. Çул-йĕре тĕрĕслесе тухса вĕсене пăхса тăракан организацисем пирки 28 акт çырнă, 27 предписани панă. Чукун çул переезчĕ тата автоçул çинчи çитменлĕхсемшĕн должноçри 7 çын пирки протокол çырнă.
Кăçалхи сакăр уйăхра çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе райхаçатра16 статья пичетлесе кăларнă, автохуçалăх предприятийĕсенче 38, шкулсенче 35 хутчен тĕл пулса калаçу ирттернĕ. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен районти комисси ларăвĕ пулчĕ. Унта шкулсен директорĕсене çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсен отрячĕсене (вĕсенче 4-шар ача, пурне те тивĕçлĕ удостоверени панă) вырăнта вĕренекенсем хушшинче çул-йĕр правилисемпе пропагандăпа агитаци ĕçне хутшăнтарма чĕнсе каланă.
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Акă кăçалхи июлĕн 23-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн административлă йĕркесене пăсни çинчен калакан Кодексне улшăнусем кĕртесси пирки 169-мĕш номерлĕ федераллă саккун йышăннă. Ун тăрăх 2010 çулхи августăн 6-мĕшĕнчен ÿсĕр (состояние опьянения) ăнлав çÿлте асăннă Кодексра урăх пулма пултараймасть. Водителе вĕртерсе тĕрĕсленĕ чух вăл ĕçни кăшт палăрсан та ун пирки административлă йĕркене пăснă тесе протокол çырма юрать. Водитель ку тĕрĕслев кăтартăвĕпе килĕшмесен ăна медицина тĕрĕслевĕ тумашкăн яма направлени çыраççĕ.
175-мĕш номерлĕ федераллă саккун виçĕ тапхăрпа вăя кĕрет. Августăн 6-мĕшĕнчен тытăнса асăннă кодексăн 12.2-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе вулама май çук стандартлă мар е патшалăх стандарчĕ ыйтнине тивĕçтермен патшалăхăн регистраци паллисене вырнаçтарнăшăн, çавăн пекех "транзит" паллă патшалăх стандартне тивĕçтермесен те 500 тенкĕ штраф тÿлемелле.
Çÿлерех асăннă статьян 2-мĕш пайĕпе патшалăхăн регистраци паллисене палăртнă вырăнта вырнаçтарман е вĕсене идентификацилеме май çук материалтан хатĕрленĕ регистраци паллипе çÿренĕшĕн те явап тыттараççĕ, административлă штраф 5000 тенкĕ хураççĕ е транспорт хатĕрĕпе çÿремелли праваран 1 уйăхран пуçласа 3 уйăх таран хăтараççĕ.
Асăннă Кодексăн 12.5 статйине 31 пай кĕртнĕ. Ун тăрăх автомобилĕн умри тата малти аякри кантăкĕсене çутă сахал кĕртекен тĕслĕ пленка çыпăçтарма юрамасть. Çак йĕркене пăхăнманнисене 500 тенкĕ штраф кĕтет. Ку сентябрĕн 23-мĕшĕнчен вăя кĕрет.
Кăçалхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче вара ку Кодексăн 12.15 статйин 3-мĕш пайне пăрахăçласа "хирĕç килекен трамвай çулĕ çине тухса кайнăшăн" 4-мĕш пай кĕртнĕ. Йĕркене пăсакансене кунта транспорт хатĕрĕпе çÿремелли праваран 4 уйăхран пуçласа çур çул таран хăтараççĕ.
12.16 статьяна 3-мĕш пай хушнă. Пĕр енĕпе çÿремелли çул çинче транспорта хирĕçле кайсан 5000 тенкĕ штраф хураççĕ е 4—6 уйăхлăха праваран хăтараççĕ.
Сентябрьте районта "Тонировка" операци иртет. Хисеплĕ водительсем, умри тата малти аякри кантăксем çине çыпăçтарнă пленкăсенчен хăтăлма ыйтатпăр.
Категорисем: Манăн файлсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 567 | Уçласа ил: 0 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Комментарисем хушмашкăн регистрациленнĕ усăçсем кăна пултараççĕ.
[ Регистраци | Кĕр ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024