Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем » Манăн файлсем

Çул-йĕр ыйтăвĕ яланах çивĕч
[ ] 10.09.2009, 21:05
nullРеспубликăра, çавăн пекех пирĕн районта та, иртнĕ çул, ЧР Президенчĕн "Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсем тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указне пурнăçласа, кашни яла хытă сийлĕ çул çитерессине вĕçлерĕç. Ял халăхĕн пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн тăрăшни куç кĕрет сисĕнет. Анчах кунта мĕн пур ыйтусене татса панă теме çук-ха. Укçа-тенкĕ тивĕçменнипе хăш-пĕр çĕрте вĕсем çине вак чул çеç сарнă. Августăн 27-мĕшĕнче районта çул-йĕр ыйтăвĕпе "тÿрĕ лини" иртрĕ. Трак ен çыннисем вăл кун 10 сехетрен пуçласа 12 сехетчен район администрацийĕн строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх секторĕн заведующийĕпе В. З. Ивановпа телефонпа çыхăнса калаçрĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене çĕклерĕç. Вячеслав Захарович вĕсене май пур таран туллин хуравлама тăрăшрĕ.

("тÿрĕ лини” кунĕнчен) 

Пĕрремĕш шăнкăрав Красноармейскинче пурăнакан А. Терентьевран пулчĕ. Вăл куллен тенĕ пекех хăй çуралнă Ванюшкассине ашшĕ патне çÿренĕ май, Пшонкăпа Ванюшкасси хушшинчи çул çинчи кăлтăксем çинчен пĕлтерчĕ. Кунти çула вак чул сарса, кукăль-икерчĕ çине тĕкпе çу сĕрнĕ пек, çиелтен расклинцовка туса тухнă. "Вăл пĕр тĕлте 20 метр тăршшех арканнă, ăна хăçан йĕркене кĕртеççĕ-ши”, ыйтать Александр Ильич. 

— Ку çул пирки çăхавсем чылай пулчĕç. Вĕсем çинчен подрядчике пĕлтернĕ. Анчах унтан тем килеймерĕç-ха, — терĕ Вячеслав Захарович. Ку çулăн гаранти вăхăчĕ вĕçленмен. Çавăнпа та подрядчикăн кăлтăксене хăйĕн вăйĕпе пĕтермелле. "Тÿрĕ лини” пынă вăхăтрах В. Иванов тулли мар яваплă "Агротракт” пĕрлешÿ директорĕпе Г. П. Сухойпа телефонпа çыхăнчĕ, граждансем ку çул пирки тĕрлĕ инстанцисене çăхавсем çитернине пĕлтерчĕ тата çывăх кунсенчех пĕрле вырăна тухса тĕрĕслев ирттерме килме ыйтрĕ, "унсăрăн "Чувашавтодора” официаллă çырупа тухатпăр”, терĕ. Геннадий Петрович килсе пăхма шантарчĕ. 

Пысăк тăкакпа çĕкленĕ çул куç умĕнчех арканни, унăн пуласлăх шăпи кашнинех хумхантарать, паллах. Акă, Вăрманкас ялĕн старости М. Тимофеева Чумашпа Вăрманкас хушшине вак чул сарса тунă çул канăçсăрлантарать. Вĕсем те кун пирки тĕрлĕ çĕре çыру çырнă-мĕн. "Хăçан ку çула асфальтлаççĕ?”, тилмĕрсе ыйтать Мария Тихоновна. 

— Республика бюджетĕнчен кăçал района çул тума пачах укçа уйăрса паман. "Чувашавтодор” пĕрлешÿре иртнĕ çул вак чул сарса тунă çулсене асфальтласси пирки калаçу пулнăччĕ. Анчах ăна каярахри вăхăта куçарчĕç. Мĕншĕн тесен укçа тивĕçмест. Вак чул сарнă çул, каламасăрах паллă, арканать. Паян ун тăрăх кирпĕч, стройматериал тиенĕ МАЗ, КаМАЗ йышши пысăк автомашина иртет, ыран… Вăл пĕрре ураписемпе ахаль çавăрттарса илет (буксовать), тепре — çав вырăнта лакăм пулса юлать. Кун хыççăн çулĕ пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн аркансах пырать. Питĕ шел, паллах… 

Йÿçкассипе Çурткассине çитерекен çулсем те вак чул сарса тунисем. Вĕсенче çĕмĕрĕлнĕ вырăнсем пирки çынсем çырусем çыркаларĕç. Çав çулсене çĕкленĕ подрядчиксем: Тăвайри ДРСУ тата "Воддорстрой” пĕрлешÿ арканнă вырăнсене килсе юсарĕç. 

Кăçал вак чул сарнă çулсем çине асфальт сарма республика тата район бюджечĕсенчен укçа уйăрма пăхса хăварман. 

— Райцентрти В. Васильев тата Механизаторсен урамĕсенчи автоçулсем япăхсах пыраççĕ. Вĕсенчи шăтăк-путăксем пирки водительсем ÿпкелешеççĕ. Кун пирки мĕн калама пултаратăр-ха, Вячеслав Захарович? 

— Ку çулсене Красноармейски ял администрацийĕн тытса тăмалла. Ун пуçлăхĕпе, В. Шестаковпа анчахрах тĕл пулса ку ыйтупа калаçнăччĕ. Владимир Константинович хальлĕхе укçа тивĕçмест, терĕ. Çапах та кĕркуннеччен укçа тупса, В. Васильев урамĕнчи шăтăк-путăксене саплаттарса тухма шантарчĕ. 

— "Досаево” ял хуçалăх артелĕн ертÿçи Лотарий Архипов Тусая илсе çитерекен автоçул куç умĕнчех арканса пыни пирки питĕ ÿпкелешет. Ăна йĕркене кĕртме майсем тупма тархасласах ыйтать. 

— Красноармейски-Упи автотрасса — республика пĕлтерĕшлĕскер. Ăна "Чувашавтодор” пĕрлешÿ представителĕсем килсе пăхнă, вак-тĕвек юсав ĕçĕсем тунипех йĕркене кĕртме май çуккине палăртнă. Кунта тĕплĕ юсав ĕçĕсем тумалла тенĕ. Çавăнпа çак çула çав программăна кĕртсе хăварасшăн. Тусая çитерекеннине те… 

— Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров 2015 çул тĕлне кашни ялăн тĕп урамне асфальтлă çул хывмалли пирки каланăччĕ. Вячеслав Захарович, пирĕн районта хăш ял тăрăхĕ кун валли проектпа смета докуменчĕсем хатĕрленĕ? Кун пирки кĕскен чарăнса тăмăр-ши? 

— Красноармейскипе Алманч ял тăрăхĕсен администрацийĕсене республикăри ял тăрăхне комплекслă çĕклес енĕпе пыракан республикăри конкурса хутшăнма проект хатĕрлеме сĕннĕ пулнă. Вĕсенчен пĕрремĕшĕ райцентрти Карл Маркс урамĕнчи çула асфальт сарма, иккĕмĕш номерлĕ вăтам шкулпа районти халăх пултарулăх çуртĕнче тĕплĕ юсав ĕçĕсем туса ирттерме документсем хатĕрленĕччĕ. Питĕ шел, вăл конкурс витĕр тухаймарĕ. Иккĕмĕшĕ Алманчри врач амбулаторийĕпе ялти кану центрне тĕпрен юсама, кунти вăтам шкул патне асфальтлă çул çитерме пăхнă. Алманчсен проектне республикăри конкурса ирттерекен комисси йышăнчĕ. 

Кăçал Красноармейски — Чатукасси автоçул çине 1, 5 километр тăршшĕ асфальт сарнă. Ăна та юсав шучĕпе çеç туса ирттернĕ. Кунта Вăрнарти ДРСУ тата "Воддорстрой” пĕрлешÿ 9 миллиона яхăн тенкĕлĕх ĕç пурнăçларĕç. Халĕ сăездсем йĕркелеççĕ. Унччен çак вырăнпа иртнĕ чух тусан тем пек мăкăрланатчĕ. Автобус салонне тусан кĕрсе хăшкăлтаратчĕ, халĕ вара епле таса, çулĕ те яка, сиктермест. 

— Пĕлтĕр тунă автоçулсен хĕррисенче, хăш-пĕр çĕрте, тĕслĕхрен, Кĕçĕн Чуллăра мăян, пиçен, ытти çум курăк вăрман пекех кашласа ларать. Мĕншĕн вĕсене çапла япăх пăхса тăраççĕ, Вячеслав Захарович? 

— Пĕлтĕр тунă çулсене "Чувашавтодор” пĕрлешÿ район балансĕ çине кăçалхи апрельте çеç куçарнă. Кашни обăектăн (кунта вăл çул ĕнтĕ — В. И.) паспорт пулмалла. Унсăр ăна пăхса тăракана çирĕплетсе параймăн. Халĕ çав документа тăвас ĕç пырать те районта. Техника инвентаризацийĕн бюровĕн (БТИ) ĕçченĕсем геодези инструменчĕсемпе çулсене ÿкерсе илеççĕ, чикĕлеççĕ тата ытти те. Кун валли укçине уйăрнă. 

Кĕркуннеччен çулсен паспорчĕсене туса, çулсене пăхса тăма подрядчиксене çирĕплетсе парас задача тăрать халĕ пирĕн умра. 

Çул-йĕр ыйтăвĕ пирĕн çĕр-шывра, республикăра, çавăн пекех районта та, яланах çивĕч пулнă. Юлашки çулсенче ăна татса парас тĕлĕшпе Чăваш Енре пысăк ĕç туса ирттерчĕç. Хытă сийлĕ çулсем пире миçе çул ыр кăтартасси хамăртанах килет, çавăнпа та вĕсен ĕмĕрне вăрăмлатассишĕн кашнинех тăрăшмалла, асфальтлă çулсене гусеницăллă тракторсем кĕртсе ярса çĕмĕрттермелле мар. 

В. Егоров ("Ял пурнăçĕ").

Категорисем: Манăн файлсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 486 | Уçласа ил: 0 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Комментарисем хушмашкăн регистрациленнĕ усăçсем кăна пултараççĕ.
[ Регистраци | Кĕр ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024