Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем » Манăн файлсем

Дмитрий МИТЯЕВ: "МАНА КИРЛĔ МАР ВĂЛ, МАН УНСĂРАХ ĔÇ НУМАЙ" («Самант», Шупашкар)
[ ] 09.01.2011, 22:51
Çынни чăн-чăнниех-ха вăл, илемлĕ те йăл кулăллă сар каччă. Хушаматне кăна журналăмăрта паспортрине кăтартма килĕшмерĕ. Калаçăва вара "Наци радио” кăларăмĕнчи "Каçхи миксра” хăнăхнă пек Дмитрий Митяев хушма ятпах ирттерме сĕнчĕ. Тен, çавăнпах вăл хăй пирки йăлтах чунне уçса пĕр пытармасăр каласа пачĕ. Ди-джей темерĕн – çăмăллăн та ирĕклĕн юхрĕ ун пуплевĕ: 
– Эпĕ 1985 çулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Нимĕчкасси Алманч ялĕнче çуралнă. Тăхăр класне Алманч вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, вуннăмĕшпе вун пĕрмĕшсене Чăваш патшалăх университечĕн Шупашкарти гимназийĕнче пĕтернĕ. Ятарласа физикăпа математикăна, биологие тарăнрах вĕрентнĕ пире, çавăнпа та университетăн медицина факультетне çăмăллăнах кĕтĕм, унтан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрăм. Халĕ хамăн специальноçпех ĕçлетĕп, çапах та врачăн кулленхи кăткăслăхĕсем çинчен ман пĕр сăмах та асăнас килмест.
– Радиори ди-джей ăсталăхĕ пирки каламалли те сахал мар пуласса шанатăп... Ăçта тата хăçан туптама ĕлкĕртĕн-ха ку пултарулăха?
– Радиора ĕçлес ĕмĕт ачаранах пулнă. Хаçатра та, телевиденире те мар – радиора! Тĕп ĕç – медицина, унран канса кулленхи тĕркешÿрен хăтăлмалли – радио. Иккĕшĕнче те çынпа калаçмалла, пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Хампа пуплекене ăнланма пуçларăм, вăл мĕн илтесшĕн пулнине те туятăп.
– Именни, аванмарланни нихăçан та пулман-и?
– Ун пирки манса та кайнă ĕнтĕ. Студент вăхăтĕнчех телевиденире "ДТВ-Чебоксары” каналта 2 çул ĕçленĕ, унта "Медицинăн çĕнĕ хыпарĕсем” рубрикăна ертсе пынă. Улттăмĕш курсранах – радиора.
– Ĕçре мар чух ытларах мĕн итлеме кăмăллатăн?
– Анăç енчи Европа кĕввисене юрататăп. Раççейĕнне аплах мар. Чăваш эстради питĕ килĕшет. "Чăваш наци радио” каналĕнче ĕçлеме тытăнсан çак туйăм хускалчĕ, маларах итлесех кайман. Кунран-кун килĕшсе пырать. Чăваш эстради хальхи юхăма пăхăнать, Европа енне туртăнать. Аранжировкисем те килĕшеççĕ. Юрăçă нумай пулни те кăмăла çĕклет. Сасси тĕрлĕрен, суйламалăх пур. Хăйсем те ытлашши "çăлтăрланмаççĕ”, вĕсемпе хутшăнма çăмăл. Çапах та Европа шайне çитме, мана килĕшет пулсан та, вĕсен нумай ĕçлемелле-ха.
– Эсĕ çынна юратса, хисеплесе калаçма пĕлетĕн... Турă пани-и ку е ятарласа вĕрентĕн-и?
– Çыннине хăйне мар, çынпа калаçма юрататăп эпĕ. Килĕшменнисемпе, паллах, нумай сăмахлаймастăн. Юлташсемпе пуплеме пуçласан вара мана чарса çитерейместĕн.
– Тÿрĕ эфирти калаçу шăкăл-шăкăллăхĕ час-часах ертÿçĕрен кăна мар, шăнкравлакансенчен те килет...
– Ку – психологи. Çынна итлеме те пĕлмелле. Малтан ман çакăн валли ăсталăх çитмен. Хам йăнăша хам куртăм. Халь ăна тÿрлетрĕм тесе калама та пулать. Уйрăмах тÿрĕ эфирта çынпа тĕрĕс калаçма, ăна итлеме вĕренетĕн.
– Тем тесен те ку тÿрех пулакан япала мар. Ачаранах витĕмлĕ калаçас туртăм пулнă пулĕ-ха?
– Шкулта лайăх вĕреннĕ. Воспитани тĕлĕшĕнчен пирĕн килте çирĕп йĕрке пулнă. Виççĕн ÿснĕ эпир. Сашăпа тата Оксанăпа халĕ те питĕ туслă. Шăллăм – юрист, йăмăкăм журфакра вĕреннĕ хушăрах радиора ĕçлет. Ача чухнех пирĕн пур енчен те тĕслĕх кăтартмалла пулнă, мĕншĕн тесен атте те, анне те – вĕрентекенсем. Учитель ачи пулма вара, уйрăмах ялта, пĕртте çăмăл мар. Харсăрланма, хамăра япăх тытма юраман пирĕн, ыттисене те çапла пулма хистенĕ. Лайăх вĕренмелле пулнă, вĕреннĕ те.
– Ачалăх тесен мĕн аса килет? Хăвна ас тума пуçланă самант пур-и?
– Кулăшли нумай пулнă. Çапах та яланах икĕ самант аса килет. Килте выльăх пуснă та какай юлашкисене йытта панă... Эп, пĕчĕкскер, ун патне выляма пытăм... Пÿрнерен çыртрĕ те – тÿрех больницăна илсе кайрĕç. Пĕрре тата пĕчĕк пуртă тытрăм та çинçе турата татма пикентĕм... Чĕрне мĕнле ÿкнине питĕ лайăх ас тăватăп. Шкула пĕрремĕш хут кайни те куç умĕнчех.
– Малтанхи юратăва ас тăватăн-и?
– Шкулта пулнă ĕнтĕ вăл. Пулнă та ... иртсе кайнă.
– Кăштах каласа кăтартсам.
– Вăл эпĕ ăна килĕштернине пĕлмен те пуль. Систерме те вăтаннă. Тимлĕх уйăрнă паллах, уççăн калама хăюлăх çитереймен.
– Ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăратчĕ вăл? Мĕнпе илĕртетчĕ?
– Чунĕпе. Ун чухне мана мĕнлереххи килĕшнĕ, халĕ те çавăн евĕрлĕреххисем кăмăла каяççĕ.
– Халĕ сан чĕрÿнте мĕнлерех хĕр?
– Ман чĕре паянхи кун тĕлне пушаннă. Никам та йышăнайман ăна.
– Пушаннăскер тахçан тулли пулнă пуль?
– Пĕлместĕп. Ытла йывăр ыйту...
– Хăв пушатрăн е пушатрĕç?
– Пушатрĕç... Мĕншĕн? Пĕлместĕп. Тен, çавăн пек пулмалла пулнă? Шăпа çавăн пек килсе тухрĕ-и тен? Çапах Турă çырни алăк умнех килессе шанатăп.
– Мĕнлерех пулмалла-ха унăн, эсĕ килти алăк урати урлă каçарма хатĕр хĕрĕн?
– Мана чăтма пĕлмелле. Характера ăнланмалла. Йывăрлăхсенчен хăраса чуна пусармалла мар.
– Каçар та, кунта эп чи малтан МАНА ЮРАТМАЛЛА тенине илтетĕп, ун çумĕнчех вара – ЮРАМАЛЛА сăмах. Асăрханă-и, чăвашăн "юрат” тата "юра” тенисем пĕр евĕрлĕрех янăраççĕ. "Сав” патне "савăн” сăмах туртăннă пек.
– Паллах, савма та пĕлмелле, çав хушăрах манпа пĕр шухăшлă, пĕр интереслĕ пулмалла. Иксĕмĕрĕн пĕр- пĕрин пурнăçĕпе пурăнма пĕлмелле, пĕр еннелле пăхмалла.
– Ăнсăртран ăна чăваш юрри-кĕвви килĕшмесен...
– Темĕнле пулсан та унăн чăваш тĕнчине юратмалла, чăваш халăхне хисеплемелле. Типшĕм Сашук юрлать вĕт-ха: "Чăваш пĕтсен тĕнче пĕтет”, – тесе.
– Ăна чи малтан Типшĕм Сашук каламан-çке-ха, унчченех çÿрет ку сăмах.
– Эпĕ каланă темерĕм-çке, юрлать тесе асăнтăм...
– Юрĕ, çавăн пекех пултăр эппин. Радио эфирне эсир ытларах халăх кăмăлне шута илсе е хăвăра килĕшнĕ юрăсене кăна лартатăр?
– "Каçхи миксра” йăлтах хама килĕшнĕ пек кăна тăваймастăн. Хамăн е Ксюшăн кăмăлне тивĕçтерессишĕн çеç ĕçлеместпĕр вĕт-ха эпир. Паллах, юрă пирĕн формата юрăхлипе юрăхлă маррине пăхăнса пыма тăрăшатпăр. Кашни кăларăмăн хăйĕн итлекенĕ-çке.
– Сирĕн мĕнле итлекен пулнине пĕлетĕр-и?
– Пĕлетĕп кăна мар, курсах тăратăп. Микрофон умĕнче ухмах пек калаçаймастăн вĕт-ха! Итлекен сăнарне куç умне кăлармалла. Пĕр енчен, çамрăк çын хĕр е каччă пулнинче уйрăмлăх çук та пек. Анчах калаçса кĕрсе каятăн та... Пире пĕчĕккисем те итлеççĕ. 12-15 çулти яшсенчен пуçласа 34-38 çултисем таранах. Диапозон питĕ пысăк. Ÿсĕмĕ тĕрлĕ-рен пулсан та пурне те пĕрлештерекен паха енсем – пурнăçа юратни, савăнма пĕлни, çынна ырă сунни, хамăр пекех чăваш культурине хисеплени. Эпир çакна Ксюшăпа туйсах тăратпăр.
– Паянхи итлекен те пĕтĕм халăх умĕнчех кăмăлне яр уçма именмест пулас...
– Пирĕн пата шăнкравласах тăраççĕ. Тус-тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене салам калас ĕмĕтпе кăна мар, пире тав тăвас шухăшпа та тÿрĕ эфира тухаççĕ. Çакăн пек кăларăм пулнишĕн, Наци радио уçăлнишĕн чунтан савăнаççĕ, ăнăçу сунаççĕ, сĕнÿсем параççĕ. Çамрăксене ытларах дискотекăра ташламалли юрăсем килĕшеççĕ. Тĕнчерен сиксе юлаймастăн, хальхи вăхăтра поп-музыка пĕрремĕш вырăнта.
– Камшăн мĕнле ĕнтĕ. Нумаях пулмасть Шупашкарта опера фестивалĕ иртрĕ. Кашнинчех залра халăх лăк тулличчĕ. Юрăçсене шăхăрса хавхалантаракансем унта паллах пулмарĕç. Тăвăллăн алă çупаççĕ, чунтан браво кăшкăраççĕ, чечек парнелеççĕ... "Шывармань” оперăра та çапла пулчĕ. Премьерине курма май тупайрăн-и?
– Юлташсемпе кайса курас шухăшсем пур-ха. Балета та, "Шывармань” оперăна та, "Нарспи” мюзикла та. Ниепле те вăхăт çитмест-çке.
– Студент чухнех ĕçе те çÿреме май тупнăскер вăхăта перекетлеме хăнăхнă ĕнтĕ эсĕ...
– Кашни çыннăн хăçан мĕн тăвассине палăртма вĕренмелле. Канма та пĕлмелле. Хамăн тĕп ĕç хыççăн радиора чун канăçне тупатăп. Кунта вăй хуни маншăн каннипе танах. Чун савăнать. Пĕр çĕнĕ юрра та малтан итлесе пăхмасăр эфира кăлармастпăр. Малтан хамăр итлесе тăранатпăр, кайран итлекенсене савăнтаратпăр.
– Çав хушăрах сире ÿпкелешекенсем те пур. Ытла çăмăлттай та тринкки-тринкки юрăсем янраттаратăр тесе.
– Пурне те килĕшсе çитерейместĕн, тепĕр тесен пурне те юрама кирлех те мар пуль. Критика малалла аталанма пулăшать. Пире тиркеççĕ пулсан аптрасах каймастпăр-ха!
– Поэзие юрататăн-и?
– Владимир Маяковский мĕнле çырни килĕшет.
– Хăв та сăвăсем шăрçаламас-тăн-и?
– Шел те, манран Маяковский шайĕн-чи поэт пуласси пăхса та курăнмасть. Ятарласа радио валли наносăвăсем çыркаланă-ха. Вĕсене кирлĕ интонаципе, чарăнусемпе вулама пĕлсен йĕркеллех илтĕнеççĕ. Тĕслĕхрен: "Хĕлле! Пул пирĕнпе пĕрле!” Çамрăксен кăларăмĕ пирки те пĕр-пĕр çакăн евĕрлĕ чĕнÿ-сăвă çырма пулать. "Самант” журнал та-та, та-та... Кунта, паллах, так-макне йĕркелеме чылай шухăшласа çÿреме тивет.
– Чим-ха, ку самантпа усă курса хăйне евĕрлĕ конкурс та ирттерме пулать. "Каçхи микса” тата журнала "Самант” пирки кам лайăхрах кĕске сăвă çырса ярать – ăна парне парăпăр. Чи хитре такмака радиопа янраттарма, журналта пичетлеме пулать. Çĕнтерÿçине пĕрле палăртăпăр. Килĕшмелле-и?
– Килĕшмелле! Эпĕ радио итлекенпе калаçма, тĕрлĕ проект ирттерме питĕ хавас. Çула май тенĕ пек, çамрăксем журнала тимлĕ вулаççĕ е пачах та вуламаççĕ – çавна та пĕлме пулать...
– Кун хыççăн мĕнле-ха эсĕ харăсах темиçе ĕç пурнăçлама пултарнине ĕненмĕн! Канма та пĕлетĕн пулас. Кăçал çулла ăçта кайса килтĕн?
– Сочире тата Абхазире пулса куртăм. Пĕр эрне – унта, тепĕр эрне – кунта. Юнашарах тенĕ пек пулсан та вырăнĕсем кăна мар, çут çанталăкĕ те пĕр-пĕринчен уйрăлса тăрать. Сăрт-ту... 42 метр тарăнăша витĕр курăнакан тăп-тăрă Хура тинĕс çыранĕ... Тĕлĕнмелли, чунпа канса киленмелли чылай унта.
– Иккĕленместĕп, эсĕ пурнăçăн кашни самантне хаклама пĕлекен çын. Çавăнпа пирус та туртмастăн ĕнтĕ?
– Мана кирлĕ мар вăл, ман унсăрах ĕç нумай. Мĕн интересли пур унта?
– Врач пулнă май пирус турт-нин сиенĕ пирки те никамран лайăх пĕлетĕн ĕнтĕ. Тен, ку йăлана пăрахтарас çул-йĕре те кăтартма пултаратăн?
– Такам хушнипе е ыйтнипе, е тепĕр çынна юрас тесе этем нихăçан та пирус туртма пăрахаймасть. Çакă чи малтан ХĂЙНЕ кирлĕ пултăр. Сиенлĕ йăларан хăтăлас шухăш патне вăл хăй пуçĕпе çиттĕр. Ку пурнăçра кашни çын хăйне валли хăй суйлать, шăпи те çавна кура йĕркеленет.
– Çĕнĕ çултан мĕн кĕтетĕн?
– Телей. Телей вăл – юратнă çын.
– Калаçушăн тав. Телейлĕ пулмалла пултăр.
– Тавах!

Римма ПРОКОПЬЕВА.
Категорисем: Манăн файлсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 979 | Уçласа ил: 0 | Комментарисем: 2 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 2
0  
2 Alina   (26.05.2011 10:37) [Материал]
Маттур!!! Пите маттур)))

0  
1 Алексей   (02.04.2011 23:42) [Материал]
Вау! Эп пелмен те Дима пирен районтан пулнине!
Ну, маттур!!!

Комментарисем хушмашкăн регистрациленнĕ усăçсем кăна пултараççĕ.
[ Регистраци | Кĕр ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024