Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем » Манăн файлсем

Ĕçре çĕнĕлĕхсене яланах мала хунă
[ ] 24.09.2010, 19:40
Çак кунсенче районта выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассишĕн нумай вăй хунă Н. П. Петров 70 çул тултарчĕ.
Николай Петрович 1940 çулхи августăн 24-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче чукун çул ĕçченĕпе колхозница çемйинче çуралнă. Мĕн ачаран ăна ашшĕ-амăшĕ ĕçе хăнăхтарса пынă. Çуллахи каникул кунĕсенче вăл выльăхсем пăхнă, каçхине лашасем çитерме çÿренĕ. Уйра çурлапа тырă вырнă, кĕлте кÿнĕ, йĕтем çинче молотилкăпа авăн çапнă. Хĕлле кĕл, кайăк-кĕшĕк каяшĕ пухнă. Кирпĕч заводĕнче, чукун çул çинче рабочире вăй хума та тивнĕ ăна.
Вĕренÿре ăнăçлă ĕлкĕрсе пынă Н. Петров. Шкулта вăл пионер дружинин совечĕн, вĕренекенсен комитечĕн председателĕ, комсомол комитечĕн, шкул хаçачĕн редколлегийĕн членĕ пулнă.
Тăван ялти шкулта вĕренсе вăтам пĕлÿ илсен Николай Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн зоотехника факультетне вĕренме кĕнĕ, унтан 1962 çулта питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă.
Ăвăспÿрт Кипеч каччи питĕ пуçаруллă та пултаруллă пулнă. Пĕрремĕш курс хыççăн студентсен отрячĕн йышĕнче Çурçĕр Казахстанра, Петропавловск облаçĕнче пăру вити тунă, куккурусран силос хывнă. Унтан уçнă çĕрсем çинчи тыр-пула пухса кĕртме хастар хутшăннă. Куншăн ыттисемпе пĕрле ăна та "Çерем уçса çĕнетнĕшĕн" паллăпа чысланă.
Виççĕмĕш курс хыççăн Н. Петров ял хуçалăх институчĕн Кăшавăшри уйрăмĕнчи Вăрăмтури ферма заведующийĕнче ĕçленĕ. Практикант фермăсенче тивĕçлĕ йĕрке тăвассишĕн, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хушшинче ĕç тата производство дисциплинине çирĕплетессишĕн, ăратлăх ĕçĕпе зоотехника учетне йĕркелесе ярассишĕн çине тăрса тăрăшнине вĕрентÿ хуçалăхĕн дирекцийĕпе тĕп специалисчĕсем çеç мар, Чăваш ял хуçалăх институтне ертсе пыракансем те асăрханă, тивĕçлĕ хак панă.
— Çакă ман кун-çула, аслă вĕренÿ заведенийĕнчен вĕренсе тухсан ăçта ĕçлеме каяссине татса пачĕ те, — тет халĕ Николай Петрович.
Институтра вăл студентсен наукăпа техника обществин активлă членĕ пулнă. Питĕ лайăх вĕреннĕшĕн тата обществăпа политика ĕçне хастар хутшăннăшăн ăна Шупашкар хулинчи комсомол комитечĕн Хисеп грамотипе чысланă, унăн сăнне вара Хисеп хăми çине кĕртнĕ.
1961 çулта диплом çырас умĕнхи 6 уйăхлăх производство практикине Ăвăспÿрт Кипеч каччи Патăрьел районĕнчи вăл вăхăтра çĕр-шывĕпе паллă "Гвардеец" (председателĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ, темиçе орден кавалерĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ М. Г. Долгов) колхозра ирттернĕ. Хĕрÿ чĕреллĕ каччăна кунта сĕт-çу фермисен зоотехникĕ пулма шанаççĕ. Пулас специалист ĕнесен апатне белоксемпе пуянлатас тĕлĕшпе сăнавсем туса ирттерет. Каярахпа вăл вĕсемпе хăйĕн диплом ĕçĕнче анлăн усă курнă. Сăмах май хăй ĕçне питĕ ăнăçлă хÿтĕленĕ.
Ку хуçалăхăн специалисчĕсемпе утă, куккурусран силос хатĕрлес тĕлĕшпе нумай вăй хунă. Силоса синтетика мочевинипе — карбамидпа — яшка тăварĕпе, ятарлă силос кĕвелĕкĕпе пуянлатнă. Çавна май питĕ тутлăхлă апат пулса тăнă.
Практикантсем ирхи 3—4 сехетрех çывăрса тăрса фермăсене çитнĕ, 6 сехетре, хăш чух каçхине те планеркăсене хутшăннă. Çапла вĕсем ăсталăха туптанă, опыт пухса пынă.
Çав çул "Гвардеец" хуçалăхра "Стерлинг" сортлă куккурусăн симĕс масси гектартан вăтамран1207 центнер тухнă. Çапла вăл Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкин участникĕ пулса тăнă. Çавăнпа питĕ лайăх вĕренекен 5 студента, ку йышра Н. Петров та пулнă, института чĕнсе илсе асăннă выставкăна кайма путевка панă.
— Çавăн чухне эпĕ пĕрремĕш хут Мускавра пулса куртăм, — тет Николай Петрович.
Ученăй зоотехник дипломне алла илсен Чăваш ял хуçалăх институчĕн ертÿçисем пуçаруллă специалиста институтра ĕçлеме хăвараççĕ, Шупашкар районĕнчи вĕрентÿ хуçалăхĕн ăратлăх енĕпе ĕçлекен аслă зоотехникĕ пулма шанаççĕ. Николай Петрович унта вăй хунипе пĕрлех Чăваш ял хуçалăх институчĕн зоотехника факультечĕн студенчĕсене ĕнесене машинăпа сумалли правилăсене вĕрентнĕ.
— Машинăпа ĕне сумалли технологи кăткăсах мар, анчах машинăпа сăвассин физиологи никĕсĕсене питĕ лайăх пĕлмелле, — сăмах çăмхине малалла сÿтрĕ ученăй зоотехник. — Тĕп фермăри пĕтĕм ĕнесем симменталь ăратлисемччĕ. Вĕсем талăкра 25—30 кг сĕт антаратчĕç. Кунне виçĕ хутчен сумаллаччĕ. Эпĕ суман ĕнтĕ паллах. Анчах та кăнтăрлахи сăвăма хам йĕркелесе пынă. "Крупный рогатый скот" кафедра ертÿçи, вăлах институт ректорĕ В. Т. Лобанов хăй студентсене кăнтăрлахи сăвăма илсе пыратчĕ. Эпир республикăра чи малтан машинăпа, "Елочка" агрегатпа, ĕне сумалли технологине алла илтĕмĕр…
1962 çулхи октябрь уйăхĕнче Чăваш ял хуçалăх институтĕнче ученăйсен канашĕ иртнĕ. Унта Н. Петрова Чăваш патшалăх ял хуçалăх сăнав станцийĕн аслă наука сотрудникĕ — выльăх-чĕрлĕхе наука вĕрентнĕ пек тăрантармалли лаборатори заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ. Çамрăк специалист шанăçа ĕçпе тÿрре кăларас тесе пĕтĕм пĕлĕвĕпе вăй-халне парса ĕçленĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулсен пуçламăшĕнче уй-хирсемпе фермăсенчен тухăç илесси питĕ вăрах ÿссе пынă. Выльăхсем валли апат, халăха апат-çимĕç продукчĕсем (çăкăр, сĕт, аш-какай) çитмен. Çак условисенче çамрăк выльăхсене (чĕчĕ пăрушĕсемпе сысна çурисене) пама сĕте ылмаштараканни — искусственнăй сĕт — тумалли технологи, выльăх апачĕ хатĕрлемелли (чи малтанах улăм) технологи, çăмарта тăвакан чăхсене, сысна çурисемпе пăрусене çитерме гидропоника меслечĕпе ешĕл калча ÿстерес задача лартнă. Çак тĕллеве 14 уйăх хушшинчех (1962 çулхи октябрь, ноябрь, декабрь, 1963 çулхи январь—декабрьте) ăнăçлă татса пама май килнĕ.
Искусственнăй сĕте обратпа соя, пăрçа, тулă, сĕлĕ çăнăхĕсем тата пулă çăвĕ ярса хатĕрленĕ. Ку чухне макро тата микро элементсемпе усă курнă. Пăрусене искусственнăй сĕт çитерни лайăх кăтартусем панă. Унччен çамрăк выльăхсене сĕт, уйрăм хуçалăхсенче утăран хатĕрленĕ чей ĕçтернĕ пулнă. Утă шывне (отвар) белокпа витаминлă хушăмсемпе тата микроэлементсемпе пуянлатмалли пирки тавçăрман та.
Утă-улăм çитерме хатĕрлес технологине тăвассине татса панă. Улăма аммиак шывĕпе, сода растворĕпе ислетсе ятарлă смесительсемпе чансенче, ещĕксенче пăспа çемĕçтернĕ. Вĕтетсе вĕри шывпа вĕрилентернĕ улăма тырăпа çăнăх хутăшĕ хушса гидролиз çĕпри хатĕрленĕ. Çакă улăмра шăранакан протеин шайне 3—4 хут ÿстернĕ. Çавна май тĕп фермăри ĕнесен сăвăмĕ 8—12 процент ÿснĕ.
Гидропоника меслечĕпе усă курса ешĕл калча çитĕнтерессипе те ăнăçлă ĕçленĕ.
Чăваш ял хуçалăх сăнав станцийĕнче туса ирттернĕ ĕçсем çинчен республика ертÿçисем илтнĕ те кунта1963 çулта пысăк канашлу ирттернĕ. Унта Чăваш Ен ертÿçисемпе пĕрле республикăри телевиденипе радио, тĕп хаçатсен редакторĕсем тата ыттисем пынă. Вĕсене Николай Петров хăйсем туса ирттернĕ ĕçсем пирки каласа панă, сехете яхăн тăсăлнă унăн доклачĕ. Канашлăва хутшăннисем апат хатĕрлемелли лабораторире, сыснасене искусственнăй майпа пĕтĕлентермелли (ку меслете кунта республикăра пĕрремĕш алла илнĕ) пункта, чăх-чĕп фермине кĕрсе курнă. 1964 çулхи январь пуçламăшĕнче республика хаçачĕсем асăннă канашлăва анлăн çутатса панă. Кун хыççăн опытлă станцине малта пыракан технологисене алла илес тĕллевпе тĕрлĕ шайри ертÿçĕсем, хуçалăхсен ветврачĕсемпе зоотехникĕсем, ферма заведующийĕсем виçĕ уйăх хушши вĕренме çÿренĕ.
1964 çулта Чăваш кĕнеке издательстви Н. П. Петровăн "Витаминное кормление — круглый год" кĕнекине пичетлесе кăларнă. Унта гидропоника меслечĕпе усă курса ешĕл калча ÿстерессин технологине тата вĕсене выльăхсене çитерсе ирттернĕ сăнавсен кăтартăвĕсене ĕнентерÿллĕн çырса кăтартнă.
Николай Петрович хăй вăхăтĕнче Çĕрпÿ районĕнчи комсомол организацине ăнăçлă ертсе пынă. Вăл ĕçленĕ çулсенче кунта çамрăксен пурнăçĕ вĕресе тăнă, мĕншĕн тесен интереслĕ тĕрлĕ мероприятисем нумай ирттернĕ.
1968 çулта Н. Петров хăй пурнăçне Трак енпе çыхăнтарнă. Малтанах райĕçтăвкомăн ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕнче, унтан асăннă управлени начальникĕнче вăй хунă. 1993—1996 çулсенче вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ, 1997—1998 çулсенче ял хуçалăх управленийĕн маркетинг пайĕн начальникĕ пулнă.
Николай Петрович пĕр хушă Чăваш Республикин Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствинче выльăх-чĕрлĕх отрасльне интенсификацилес енĕпе ĕçлекен секторăн тĕп зоотехникĕнче, асăннă министерствăн выльăх-чĕрлĕх управленийĕн начальникĕнче вăй хунă.
ЧР Ял хуçалăх министерствинче, районти ял хуçалăх управленийĕнче тăрăшнă çулсенче Н. Петров яланах Трак енри колхоз-совхозсен çĕр ĕçĕнче, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче малта пыракан прогрессивлă технологисене ĕçе кĕртессишĕн çине тăнă. Вĕсене алла илме вăл Мускавпа Вологда, Ленинградпа Львов, Ростовпа Киров облаçĕсене, Эстони Республикине, Марий Эл республикине çитсе килнĕ. Малта пыракан опытпа ыттисене паллаштарас тĕллевпе районта республика шайлĕ виçĕ семинар-канашлу йĕркелесе ирттернĕ. Çав шутра Ленин ячĕллĕ хуçалăхра улăх-çарансемпе кĕтÿ кĕтмелли вырăнсене шăварас, комбисилос (хутăш силос) тата тулли рационлă апат хутăшĕсем хатĕрлес ыйтусемпе те.
Н. Петров ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕнче вăй хунă çулсенче района хура-ула тата голштинофризски ăратлă 2000 пушмак пăру, пысăк шурă тата эстони беконĕ йăхлĕ 450 çамрăк сысна ами кÿрсе килнĕ.
Пирĕн район выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе икĕ хутчен (1974, 1986 çулсенче) Пĕтĕм Союзри социализмла ăмăртура çĕнтернĕ. 1989 çулта Трак енре усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне аш-какай 109,4 ц, сĕт 386,5 ц, кашни ĕнерен вăтамран 2894-шар килограмм сĕт, кашни сурăхран 4,1 килограмм çăм илнĕ. Ку кăтартусем республикăра чи пысăккисенчен пĕрисем пулнă.
1993 çулта пирĕн район рекордлă тухăç — гектартан вăтамран 36,9 ц тĕш тырă илнĕ. Çак çитĕнÿшĕн района панă 3 млн тенкĕне район больницин счечĕ çине куçарнă. Çакăнта Николай Петровичăн тÿпи те пур.
Кирек ăçта ĕçлесен те Николай Петрович хăйĕн тивĕçне чунтан парăнса пурнăçласа пынă. Ахальтен мар ăна Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă, "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ" хисеплĕ ят панă. Çавăн пекех унăн СССР Ял хуçалăх министерствин кăкăр çине çакмалли "Социализмла ял хуçалăх отличникĕ" паллă, тăван çĕр-шывăн 5 медалĕ тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ пур.
Н. Петров мăшăрĕпе — Людмила Андреевнапа (сăмах май вăл 40 çул хушши пĕр улшăнмасăр район больницинче фельдшер лаборантра вăй хунă) — 2 ывăл çитĕнтернĕ. Алексейпа Александр инженер-строитель профессине алла илнĕ, иккĕшĕ те тулли мар яваплă "Газпром трансгаз Нижний Новгород" пĕрлешÿ филиалĕнче — Заволжски ЛПУМГра ĕçлеççĕ. Николай Петровичпа Людмила Андреевнан тăватă мăнук.
Николай Петровича çавра датăпа саламласа ырлăх-сывлăх, çемьере юратупа килĕшÿ, тăнăçлăх сунатăп.

В.Угоров

Категорисем: Манăн файлсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 461 | Уçласа ил: 0 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Комментарисем хушмашкăн регистрациленнĕ усăçсем кăна пултараççĕ.
[ Регистраци | Кĕр ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024