Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем » Манăн файлсем

Наркотике - çул çук
[ ] 14.02.2010, 11:48
nullМӗн-ха вӑл наркотик? Ҫак сӑмах юлашки ҫулсенче халӑхра анлӑн сарӑлчӗ. Обществӑна хирӗҫле пулӑм пулнипе ҫыхӑннӑ наркотик. Словарь тӑрӑх вӑл — ӳсӗртсе хавхалантаракан е ыратнине туйми тӑвакан наркӑмӑшлӑ эмел вырӑнӗнче.
Кам-ха вӑл наркоман? Наркомание ернӗ ҫын вӑл. Наркомани сӑмах вара наркотиксемпе ним чарӑнма пӗлми усӑ курма туртакан чир пулнипе пӗлтерӗшлё.
Районти шалти ӗҫсен пайӗн утоловлӑ шырав енӗпе ӗҫлекен оперуполномоченнӑйӗ, милици капитанӗ Велимир Михаӑлович Козлов та ҫаплах шутлать.

Вӑл ҫак должноҫра 2004 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫемьеллӗ. Нарӑсуйӑхӗн 3-мӗшӗнче, юн кун, Велимир Михайловичпа курнӑҫрӑм, ӑна наркотикпе ҫыхӑннӑ темиҫе ыйту ҫине хуравлама ыйтрӑм.

   Велимир Михайлович, наркотик е ун йышши хутӑшсем общество пурнӑсӗнче чӑннипех те тÿнтерле пулӑм йышӑнассӗ вӗт?

   Тӗрӗсех. Наркотик е ун йышши сиенлӗ япаласем ҫынсен пурнӑҫӗнче ӗлӗкренех вырӑн тупнӑ. Вӗсем ҫынсемшӗн — ҫав териех хӑрушӑ. Халь самани улшӑнчӗ. Ҫыннисем те улшӑнчӗҫ. Юлашки ҫулсенче бизнес аталанчӗ, суту-илӳ вӑйланчӗ. Хамӑр хушӑра наркомансем пурри те палӑрчӗ, паллах.

Раҫҫейре, ҫав шутра Чӑваш енре те вӗсем пурри палӑрма пуҫларӗ. Наркотикпе наркоман ыйтӑвӗсем обществона, вырӑ-нти влаҫ ӗҫченӗсене хумхантарнипе пёрлех милиципе прокуратура ҫыннисене те канӑҫ памаҫҫӗ халь. Ҫавна шута илсех, Раҫҫейре наркотиксене е ун йышши хутӑшсене хатӗрлес-сипе тата вӗсемпе усӑ куракансемпе ҫивӗчрех кӗрешес тӗлӗшпе, саккунсемпе йышӑнусене ҫӗнетсех, вӗсене ҫӗнӗ ул-шӑнусем кӗртсех тӑраҫҫӗ. Акӑ, .1998 ҫулхи июнӗн 30-мӗшӗнче Раҫҫей правительстви ҫӗр-шывра наркотиксем тата ун йышши хутӑшсем хатӗрлекен-сене хирӗҫ кӗрешес енӗпе тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнасси­пе ятарла постановлени кӑларнӑ. Унпа пӗрлех ҫӗр-шывра ҫак ыйтупа ҫыхӑннӑ ятарлӑ саккун та ӗҫе кӗнӗ. 2009 ҫулхи декабрӗн 31 -мӗшӗнче вара РФ правительстви наркотикпе ҫыхӑннӑ 1186-мӗш номерлӗ йышӑнӑва пурнӑҫлама пуҫланӑ. Асӑннӑ постановлени ҫӗнӗлӗхсемпе улшӑнусемпе пуянланнипе кӑҫалхи январӗн 22-мӗшӗнче вӑя кӗчӗ.

   Наркотикпе е ун йышши япаласемпе усӑ куракансене район территорийӗнче тупса палӑртнӑ-ши?

   Шухӑша ярать ку ыйту. Мӗншӗн тесен уголовнӑй ӗҫпе ҫыхӑннӑ-ҫке вӑл. Тӗслӗхрен, 2008 ҫулта асӑннӑ тӗслӗхпе ҫыхӑннӑ пӗр преступление туп-са палӑртнӑ. Пӗлтӗр ҫавнашкал тӗслӗх тӑваттӑ пулнӑ.

Тӗслӗхӗсем лирки чарӑнам. Ялсенче халь хуҫасӑр, ҫынсем пурӑнман ҫуртсем тата усӑ курман анкартисем йышланчӗҫ. Хуҫасӑр анкартисенче вӑрӑран акӑнса юлнӑ мӑкӑнь шӑтса ӳснӗ йӑрансемпе лаптӑксем тӗл пулаҫҫӗ.

Теприсен кил-ҫурчӗсем пушӑ, ҫыннисем хуласенчен килсе ҫеҫ каяҫҫӗ. Анкартисем-пе сад пахчисенче вара унччен акӑннӑ мӑкӑнь лаптӑкӗсем ху-ҫаланни куҫ кӗретех. Ӑҫта хуҫасӑрпӑх, ҫавӑнта йӗрӗх хуҫаланать, теҫҫӗ. Вӑт, ҫавӑнпа усӑ кураҫсӗ те хӑш-пӗр ялсенче Шу-пашкартан ятарласа мӑкӑнь тунине хатӗрлеме килекенсем.

Иртнӗ ҫулхи август уйӑхӗнчи тӗрӗслев вӑхӑтӗнче пӗр ҫăмăл автомашинăна тытса чартӑмӑр. Унӑн багажникӗнче мӑкӑнь тунине тупрӑмӑр. Ҫамрӑкоем унччен те наркотиксемпе кӑсӑкланнӑ-мӗн. Тӳрӗ ҫул ҫине тӑма шутламан вӗсем. Ку ӗҫ пирки уголовнӑй ӗҫ пуҫарнӑ, саккунпа килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ наркомансене.

Ҫӳлерех асӑннӑ тӑватӑ пре-сгупленирен иккӗшӗхарпӑрхай кил-хуҫалӑхӗнче кантӑр акса ӳстернипе пулнӑ.

   Велимир Михайлович, 2010 сулхи январӗн 22-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ йышӑнури уйрӑмлӑх-сем пирки паллаштарӑр-ха?

   Юлашки вӑхӑтра хула-сенче пачкӑсенчи туртмалли хутӑшсене сутнӑ тӗслӗхсем вырӑн тупрӗҫ. Вӗсен ячӗсем ҫапларах: "Спайс", "Джин", 'Тро-пикал", "Даймонд" тата ытти те тӗл пулать. Вӗсем кашниех ҫынсен сывлӑхӗшӗн сиенлӗ. Халь, кӑҫалхи январь уйӑхӗн-че пурнӑҫа кӗнӗ йышӗнупа килӗшуллӗн, туртмалли сиенлӗ хутӑшсене ирӗклӗ майпа суттарма чарнӑ. Тфьу! Тфьу! пирӗн Трак енре кунашкал тӗслӗх пур-рине тупса палӑртман ӗнтӗ.

—Наркотике хирӗсле районти комисси ҫулленех "Ял пурнӑсӗ" хасат редакцийӗпе пӗрле "Сывӑ пурнӑс йӗрки" темӑпа конкурс йӗркелет. Чи ӑнӑсуллӑ ӗссене, паллах, райхасатра кун ҫути кӑтартассӗ.

   Питӗ аван пуҫару ҫакӑ районти комисси енчен. Кон-курсӑн 2009 сулхи ҫӗнтерӳҫисем те паллӑ. Наркотикле хирӗҫле районти комисси хӑйӗн ларавесене вахатра ирттерет. Унта сывлӑха сыхлас, вӗрентӳ, правопа культура учрежденийӗсен, ял тӑрӑхӗсен админист-рацийӗсен ӗҫченёсем тата ыттисем те хутшӑнаҫҫӗ, кун йӗркинче тивӗҫлӗ вырӑн палӑртакан ыйтусене пӑхса тухса, вӗсем тӑрӑх тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнаҫҫӗ.

Пирӗн активпа пӗрле ӗҫ коллективӗсемпе ялсенче тата шкулсенче, преступление хирӗҫ кӗрешес ҫӗрте, "Ҫамрӑк-сем — наркотиксене хирӗҫ", "Наркотиксем — ҫук"акцисемпе мероприятисем ирттересси йӑлана кӗнӗ. Тата ҫулленех май-асгябрьуйӑхӗсенче профилактика ӗҫне татах вӑйлатассипе "Мӑкӑнь" операцие йӗркелетпӗр.

   Сынсенчен хӑшӗ-пӗри эрех-сӑрапа туслӑ. Теприсем тӑтӑшах чӗлӗм-пирус мӑкӑрлантарассё. Кусем те ҫынсен сывлӑхне сиен кÿрекен наркӑмӑшлӑ япаласемех ӗнтӗ?

   Иккӗшӗ те сиенлӗ йӑла-сен шутне кӗреҫҫӗ. Пуҫа минретеҫҫӗ, ҫӑвартан ырӑ мар шӑршӑ сараҫҫӗ, ухмаха кӑла-раҫҫӗ, вӑхӑтсӑр ватӑлтараҫсӗ. Шутласа пӑхӑр-ха, алкгоголизм чирӗпе чирленӗ ҫынсен ӗмӗрӗ те кӗске. Тата вӗсен пурнӑҫӗ те интереслех мар. Эрех-сӑра пич-кипе юнашар вырнаҫнӑ кирек кам та преступлениллӗ ҫул ҫине тӑрасси куҫ умӗнчех.

Калаҫӑва Г. ЕФИМОВ йӗркеленӗ.


 


Категорисем: Манăн файлсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 704 | Уçласа ил: 0 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Комментарисем хушмашкăн регистрациленнĕ усăçсем кăна пултараççĕ.
[ Регистраци | Кĕр ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024