Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем » Манăн файлсем

Паянхи ăру ветерансен опычĕпе усё куртăр
[ ] 20.02.2017, 23:12

Красноармейски салинче 1968-1998 çулсенче район экономикине аталантарма хастар хутшăннă Николай Петрович ПЕТРОВ пурăнать. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн, чылай медаль кавалерĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ пĕлтĕр 76 çул тултарчĕ. Трак тăрăхĕнче ăна пĕлмен çын çук. Выльăхран продукци туса илессипе питĕ нумай пĕлет, анлă тавракурăмлă. Ферма ĕçченĕсене ырă сĕнÿсем парас тĕллевпе ĕçĕнче пухнă паха опычĕпе паллаштарма килĕшрĕ

Ахăртнех, лайăх зоотехник пулма вăхăт чылай кирлĕ. Çав ăслая пуçра шăнăçтарма хал мĕнле çитертĕр? - 1962 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен зоотехник специальноçне алла илсе тухрăм. Тăваттăмĕш курсра чухне Патăрьел районĕнчи «Гвардеец» колхозра практикăра темиçе уйăх пулса диплом ĕçĕ çыртăм, комисси ăна чи лайăх паллăпа хакларĕ. Маларах, виççĕмĕш курса куçсан, институтăн Шупашкар районĕнчи «Приволжское» вĕренÿ хуçалăхĕн Вăрăмту фермин заведующийĕнче ултă уйăх пултăм, зоотехник теорине практикăпа çирĕплетрĕм. Студент чухне институтăн Çĕрпÿ районĕнчи ял хуçалăх сăнав станцийĕнче темиçе уйăх пĕлĕве ÿстертĕм.

- Эсир ăна практикăра çуллен çирĕплетнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пĕлтĕр Правительство çуртĕнче ирттернĕ канашлура республикăри ВУЗсенчен пĕрин студенчĕсем унта пулмасăрах хуçалăх ертÿçи производствăра пулнине алă пусса çирĕплетни палăрчĕ. Çав тĕслĕх пурне те тĕлĕнтерчĕ. Эсир паха опыт пухнă специалистсенчен кашни курсра пĕр уйăх мар, улттă вĕреннĕ. Çак йĕркене халĕ ĕçе кĕртме мĕн чарать?

- Паянхи студентсене практикăна сахалрах явăçтарни АПК ветеранĕсене кулянтарать. Ăна лайăхрах йĕркелемелле. Эпĕ институтра ăс пухнă çулсенче зоотехни ăслăлăхĕн «чулне» начар мар кăшланă-ши - диплом илсен наукăна тĕпе хурса ĕçлекен «Приволжское» вĕренÿ хуçалăхне на- правленипе ячĕç. Выльăх ăратлăхне ÿстерессишĕн тăрăшрăм. Ку ĕçре пĕрмай çĕнĕлĕх шыранине институт ректорĕ асăрханă-тăр - Сăнав поселокне куçарчĕç, 1962-1964 çул-сенче ял хуçалăх станцийĕн наукăн аслă сотрудникĕнче вăй хутăм. Выльăха тăрантарма тĕпчевçĕсем сĕннĕ апат рационне хатĕрлессипе тар кăларсах тимлеме тиврĕ. Унта хĕрлĕ «курпун» /красногорбатовская/ ĕнесемччĕ.

- Вĕсенчен çулталăкра вăтамран миçе литр сĕт сунă?

- 3200 таран.

- Юлашки çулсенче чылай районта сăвăм 5 пин кило- грамран ытларах. Ун чухне мĕншĕн пĕчĕк пулнă?

- Асăннă ăрат Владимир, Горький облаçĕсенче, ытти хăшпĕр регионта сарăлнăччĕ, фермăсенче çулталăкра 4 пиншер литр таран сăватчĕç. Тулăх апатлантарсан та кăтарту çак сăвăмран пысăкрах пулман. Хальхи вăхăтра лайăх çитернĕрен 5 пин килограмм сĕт паракан «курпунсем» пур. Çапах тухăçĕпе хура-шурă ула ĕнесемпе /черно-пестрая/ танлашаймаççĕ. Унăн сăвăмĕ чылай пысăкрах. Станцири пăрусем, сысна çурисем хĕлле ешĕл калча çисе ÿт нумайрах хушрĕç, чăхсем çăмарта ытларах турĕç. Мари Элран выльăх апатне гидролиз çĕприне хушса çитерме вĕренсе килтĕмĕр.

- Сире наука тыткăнланине ĕненетĕп. Анчах икĕ çулранах мĕншĕн суйласа лартакан ĕçе куçрăр?

- Эпĕ, продуктивлăха ÿстермелли меслетсене тĕпченĕ-скер, аспирантурăна вĕренме кĕресшĕнччĕ, выльăхран продукци нумайрах илме пулăшакан меслетсене ĕçе кĕртнĕ хыççăн кандидат диссертацийĕ çырма материал пухасшăнччĕ. Анчах ВЛКСМ Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Анатолий Леонтьев текех çĕнĕлĕх шырама памарĕ, эпĕ 1963 çулта Сăнав станцийĕнче иртнĕ республика семинарĕнче «Çулталăкĕпех - витаминлă апат» темăпа доклад тунă хыççăн малтан ВЛКСМ Çĕрпÿ райкомĕн иккĕмĕш, уйăхран пĕрремĕш секретарьне суйлаттарчĕ. Семинара КПСС Чăваш обкомĕн, Аслă Канашĕн тата Министрсен Совечĕн, ВЛКСМ Чăваш обкомĕн, район-хула, хуçалăхсен ертÿçисем хутшăнчĕç. Обкомăн пĕрремĕш секретарĕ Семен Ислюков станцире пухăннисен хушшинче доклада ырланине мана кайран пĕлтерчĕç. Вăл çамрăк тĕпчевçĕн шухăшне республика хаçатĕнче пичетленнĕ статйинче те мухтарĕ.

- Леонтьев çав семинар хыççăн комсомолта ĕçлеме ыйтрĕ-и?

- Хăй сăнав станцине пыман. Манăн сĕнÿсене партипе совет органĕсен ертÿçисем алă çупсах йышăнни çинчен ăна ВЛКСМ обкомĕнче вăй хунă Зинаида Сютрукова каласа кăтартнă. Семинар иртсен станцире республикăри ферма заведующийĕсен, зоотехниксен, ветеринарсен вĕренĕвне йĕркелерĕç. Вăл çур çула яхăн тăсăлчĕ. Курса хутшăннисене çÿлте асăннă çĕнĕлĕхсене пама мана та явăçтарчĕç. Вĕсене пурăна-киле республикăри хуçалăхсенче пурнăçа кĕртнĕ. Çав тапхăрта харăсах икĕ ĕç тума çăмăл пулмарĕ. Кăнтăрла апатланма та вăхăт çитместчĕ.

- Эсир комсомол райкомне нумай ертсе пыман, хуçалăх ĕçнех таврăннă. Мĕншĕн?

- Пурнăç çулне пăрса янăшăн Анатолий Леонтьева кÿренсе пурăнмарăм. Пĕррехинче республикăн ял хуçалăх министрĕ Петр Владимиров Шупашкарта тĕл пулчĕ те е çав министерствăна, е Канаш райĕçтăвкомĕн ял хуçалăх управленине куçма сĕнчĕ. Эпĕ 1968 çулта Красноармейски районĕн тĕп зоотехникĕнче ĕçлеме тытăнтăм.

- Фермăсем мĕнлеччĕ?

- Ĕнесен продуктивлăхĕ пĕчĕкчĕ. Сăмахран, «Победа», «Мир» колхозсенче çулталăкра кашни ĕнерен вăтамран 1200 литр çеç - чăваш ял хуçалăх сăнав станцийĕн кăтартăвĕпе танлаштарсан чылай сахалрах - сĕт сунă. Çакă мана пăшăрхантарчĕ, ĕне выльăхран продукци ытларах илме тĕллев лартрăм. Ял хуçалăх институчĕн преподавателĕсене Круглякова, Шарабина, Зайцева фермăсенче выльăх апачĕ хатĕрлемелли цехсем тума явăçтартăмăр. 28 уçса силосран, çĕрулминчен, улăмран, гидролиз çĕпринчен, фуражран, минерал тăварĕнчен смесительпе хутăш апат хатĕрлеме тытăнтăмăр. Пĕрремĕш çулах вăл сăвăма, ÿтхушаслăха ÿстерчĕ. Выльăх апачĕпе тухăçлă усă курассипе пĕр çулхине район республикăра пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Ку ыйтупа Ленин ячĕллĕ колхозра кашни районтан партипе совет органĕсен представителĕсене, специалистсене пухса семинар та ирттернĕ. Эпĕ районта ĕçлеме пуçласан çулталăкра кашни ĕнерен 1800 килограмм сĕт сунă пулсан 1989 çул тĕлне 3200 шайне çитертĕмĕр.

- Çакăн сăлтавĕсем рациона пуянлатнинче çеç-и?

- Паллах, унта кăна мар. 1975-1989 çулсенче хĕрлĕ «курпунсене» шурă-хура ула ĕнесемпе улăштарас ĕçе вĕçлерĕмĕр. Эпĕ тата районти специалистсен ушкăнĕ Львов, Вологда, Мускав, Ленинград, Калининград облаçĕсене, Эстони ССРне çитсе выльăх кĕтĕвне çĕнетме, паха апат хатĕрлеме, рациона пуянлатма вĕреннĕ, ăратлă выльăх туяннă. Районти хуçалăхсене ĕнен шурă-хура ула тата голштин-фриз ăрачĕсене пин ытла, Эстонирен 500 пуç сысна аçи илсе килтĕмĕр.

- Çулçÿревре мĕн асра юлчĕ?

- Тарту хулинчи Выльăх ĕрчетессипе, ветеринари енĕ- пе эксперимент ирттерессипе ĕçлекен наука-тĕпчев институчĕ ăратлă выльăх çитĕнтерес ĕçре пухнă пуян опытпа паллашни. Унăн директорĕ Адольф Мольдер çĕнни çинчен нумай каласа пачĕ. Институтран района ăратлă выльăх пайтах илсе килтĕмĕр.

- Районта фермăсем тăвас ĕçе еплерех йĕркеленĕ?

- 200 пуç ĕне вырнаçмалли пĕрремĕш комплекс 1978 çулта Яманак ялĕнче çĕкленсе ларнине лайăх астăватăп. Çакăн хыççăн 200-400 пуç вырнаçтармаллине кашни хуçалăхрах хута янă. Районта пурĕ ĕне выльăх - 16 пин, çав шутра сăвакан ĕне - 3,2 пин, сысна 24 пин пуç усранă.

- Ферма ĕçченĕсене мĕнле вĕрентнĕ?

- Ку ял хуçалăх управленийĕ умĕнчи тĕп тĕллевсенчен пĕриччĕ. Маларах районта пĕр фермăра та машинăпа ĕне суман. Ял хуçалăх институчĕн преподавателĕсем дояркăсене çак меслете ĕçе кĕртме пулăшрĕç. «Герой» колхоз доярки Светлана Петрова унпа ĕçлеме ăстаччĕ. Машинăпа ĕне сăвакан операторсен районти, республикăри ăмăртăвĕсенче пĕрремĕш вырăна тухрĕ, пĕтĕм Союзри конкурса темиçе хут та хутшăнчĕ. Вăл çуллен кашни ĕнерен 4 пин литртан кая суман.

- Ферма ĕçченĕсен ĕç условийĕсем еплеччĕ?

- Иртнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче хуçалăхсенче вăй хунисем производствăпа социаллă пурнăç объекчĕсене хăйсен куçĕпе курнă. Вĕсене паллаштарма кирлĕ мар. Çамрăксене çеç калас килет. Строительство районĕпех сарăлчĕ. Кашни комплекс патне хытарнă çул çитернĕ. Пуринче те апатланма, канма, пушă вăхăта усăллă ирттерме май туса панă. Тĕслĕхрен, Ленин ячĕллĕ колхозăн выльăх пăхакансен çурчĕ икĕ хутлăччĕ, пĕрремĕшĕнче куллен апатлантаратчĕç. «Герой», «Россия», «Гигант» колхозсен фермисемпе паллашсан СССР халăх контролĕн тĕрĕслевçи те тĕлĕнчĕ. Пĕтĕмлетсе çапла калас килет: ĕçпе кану условийĕсем, ĕç укçи лайăх пулнă, çавăнпа çынсем фермăсенче ĕçлессишĕн тăрăшнă.

- Унтанпа шыв нумай юхрĕ. 1992-1996 çулсенче ял хуçалăх управленийĕн ертÿçи, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ пулнă, пуçлăх тивĕçне пурнăçланă. Район халăхĕн пурнăçне лайăхлатас ĕçе чăннипех те питĕ пысăк тÿпе хывса хăварнă. Çапах та калаçăва хальхи шухăш-кăмăлпа вĕçлесчĕ.

- Шел, совет тапхăрĕнче районта хăпартнă асăннă çуртйĕре вăхăтра юсаман пирки юхăнса саланчĕç, 2000-мĕш çулсенче выльăх шучĕ самаях чакрĕ. Юлашки вăхăтра районти мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсем аталану çулĕ çинее тăрса производство калăпăшне ÿстерчĕç. Çакна çирĕплетме ырă тĕслĕх чылай илсе кăтартма пулать. Ертÿçĕсем йывăрлăхсене çĕнтерсе, кăтартусене лайăхлатса ÿсĕм тăвассишĕн ĕç коллективĕсене малалла ертсе пыни пире, АПК ветеранĕсене, питĕ савăнтарать. Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе, фермăсем туса, выльăх продуктивлăхне, тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсемпе пахчаçимĕç тухăçне ÿстерсе, иртнĕ çулсенче пушă выртнă çĕре пусă çаврăнăшне кĕртсе, ĕçлесе илнĕ таса тупăша социаллă ыйтусене татса пама та ярасса шанатăп.

 Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă

Категорисем: Манăн файлсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 379 | Уçласа ил: 0 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Комментарисем хушмашкăн регистрациленнĕ усăçсем кăна пултараççĕ.
[ Регистраци | Кĕр ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024