Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем » Манăн файлсем

"Культурӑра телейӗме тупрӑм"
[ ] 01.01.2010, 13:52

Трак тӑрӑхӗнчи "Заволжский" клуб ҫинчен хамăр республикăра ҫеҫ мар, Раҫҫей таранах пӗлеҫҫӗ. Нумай ача уроксем хыҫҫӑн кунта юрӑ, ташӑ, театр, ал ӗҫӗн ӑсталӑхне алла илет. Газ системинче вӑй хуракансем те каҫсерен хаваспах клуба пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ертӳҫисем те ӑсталӑхпа пуян, хӑйсен ӗҫӗсене тӗплӗн те пахалӑхлӑ пурнӑҫлаҫҫӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ вӗсем Раҫҫей шайӗнче иртекен конкурссенчен малти вырӑнсемпе таврӑнаҫҫӗ. Ҫак пысӑк лавӑн тилхепине тытса пыраканӗ — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ П. 3. Владимирова.

—  Полина Захаровна, вулакана хӑвӑрпа паллаштарсамӑр, тархасшӑн?

   Канаш районне кӗрекен Ҫеҫпӗл ялӗнчен эпӗ. Нумай ачаллӑ (8 ача) семьере ÿссе ҫитӗннӗ. Аттепе анне ҫумӗнче нумаях ачашланса ларма тивмен мана. Виҫӗ ҫултах аннерен, 13 ҫулта аттерен тӑрса юлнӑ. Тӑлӑххӑн ҫитӗннӗ тесен те тӗрӗсех пулӗ. Ҫамрӑклах ӗҫе пикеннӗ. Вӗренес ӗмӗт яланах пысӑк пулнӑ манӑн. Хусанти культура институтне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн пурнӑҫ Красноармейски ялӗпе ҫыхӑнчӗ. 1987 ҫулта, 22 ҫул каялла, эпӗ районти культура çурчӗн директорӗн тивӗҫӗсене алла илтӗм, 9 ҫул ҫак ӗҫре вӑй хутӑм. Халӗ 13 ҫул "Заволжский" клубра тимлетӗп.

—Сирӗн ӗсӗн тӗп тӗллевӗ мӗнре-ши?

   Газ уҫлакансен канӑвне тӗрлӗ енлӗ йӗркелесси — чи кирлӗ тӗллев пирӗн. Ҫак клуба ҫÿрекен чун туртӑмӗпе юрлама е ташлама пултарать. Залра ларса концерт е урӑх мероприяти курать. Конкурссене илсе ҫÿретпӗр, вӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса ытти творчествӑлла ушкӑнсемпе паллашаҫсӗ. Художество пултарулӑх коллектавӗсенчи ӗҫченсен пултарулӑхне ÿстересси — тепӗр пысӑк тӗллев пирӗн. Вӗсемпе ятарлӑ пӗлӳллӗ специалистсем ӗҫлеҫҫӗ пулин те, час-часах эпир Шупашкартан, Чул хула­ран педагогсене чӗнсе илсе, хамӑр клубра ӑстапӑха пӗрле туптатпӑр.

  Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, эсир хӑвӑр ёçӗрте сӗнӗрен те сӗнӗ формӑсене шыратӑр?

—Ҫапла, тӗрӗсех. Ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ мелсем шыраса канӑва интереслӗрех тӑвассишӗн тӑрӑшатпӑр эпир. Чи хумхануллӑ та юратнӑ мероприяти вӑл — цехсемпе службӑсем хушшинче иртекен "Чун юрлать пулсан" фестиваль. Кӑҫал вӑл тӑххӑрмӗш хут иртрӗ. Ҫак проектпа эпӗ мухтанатӑп, мӑнаҫла-натӑп. Туятӑп, вӑл пурне те килӗшет, уйрӑмах ҫакӑнта хутшӑнакан "артистсене" хӑйсене. Пуҫласа яма ҫӑмӑл пулмарӗ, паллах, 4 ҫул "ҫуратрӑм" ӑна, нумай хатӗрленме тиврӗ. Маларах, сӗнупе тухсан, ман ҫине шанмасӑр, куларах пӑхакансем те пурччӗ. Пӗрремӗш феставале 34 ҫын хутшӑннӑ пулсан, паянхи кун вара —120 ӗçчен. Производствӑра эпир ҫынна пӗр енлӗ пӗлетпӗр, сцена ҫинче вара унӑн пӗтӗм чунӗ курӑнать! Вӗсемшӗн эпӗ савӑнатӑп, кашнинех мухтатӑп, тав тӑватӑп.

  Кирек епле коллектив та малашлӑха шанса пурӑнать. Сирӗн ёмӗт-тӗллевсем еплерех-ши?


  Емӗтсем нумай. Занятисем валли ятарласа уйăрнӑ пӳлӗмсем сахал. Ҫакӑ чылай чӑрмантарать ӗҫре. Халӗ пире малтан ача-пӑча консультацийӗ пулнӑ ҫурта панӑ, унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Хамӑр обществӑра пирӗн клуб ӗҫӗ, нумай ҫул хушши ӗнтӗ, малта ретсен­че пырать. Унӑн вӑрттӑнлӑхӗ те пур, паллах, вӑл — коллективра. Пӗр-пӗрне ӑнланса, пулӑшса ӗҫленинче — вӑй. Кӑҫал пирӗн общество 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ҫавна май, ӗҫсем хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ҫак уяв тӗлне ӗҫ ветеранӗсен хорне йӗркелесе ярас кӑмӑл пур. Вӗсен йышӗ ҫулран-çул хушӑнсах пырать (80 ҫынна яхӑн).


  Хӑвӑр ӗсе мӗнле хакланӑ пулӑттӑр, Полина Захаровна?

  Ертӳҫӗ пулса ӗҫлеме ҫӑмӑл мар. Тӗрлӗ енлӗ ӗҫ тума тивет. Ӗҫ планӗ те яланах пысӑк. Йывӑр ыйтусене татса пама ҫӑмӑл мар, пурне те хамӑн чӗре витӗр кӑларатӑп. Пирӗн тӗп аудитори — газ уҫлакансем, вёсен ҫемйисем. Анчах та ялти ҫынсем ҫинчен те манса кайма юрамасть. Чылай чухне пысӑк ыйтусене Чул хула, Мускав хулисемпе ҫыхӑнса татса пама тивет. Тӗслӗхрен, сцена тум тирӗ е атӑ-пушмак ҫӗлеттерес ыйтусемпе Саранск, Хусан, Чул хула, Шупашкар таранах ҫитсе килетпӗр.

  Ӗç ӗçпе те, сапах та пушӑ вӑхӑта епле ирттеретӗр?


  Пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах алла тӗрӗ тытатӑп. Пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтеретӗп, чечексене шутсӑр кӑмӑллатӑп, вӗсене пуртре те, сад-пахчара та ӳстеретӗп. Сад интерьерӗ кӑсӑклантарать тата мана: пахчара ҫатан карта тытрӑмӑр кӑҫал, кӳлӗ чавса пулӑсем ятӑмӑр.

    Иртсе кайнӑ ҫул сирӗншӗн мӗнпе асра юлчӗ-ши?

—Иртсе кайнӑ ҫул—Вӑкӑр ҫулӗ—манӑн ҫул пулчӗ пулин те, ҫӑмӑл килмерӗ мана. Пурнӑҫ ума нумай кӗтмен кӑлтӑксем кӑларса тӑратрӗ. Вӗсене тӳссе ирттерме пултарнишӗн хавасланатӑп. Савӑнмалли те сахал мар пулчӗ. Ҫемьере эпӗ телейлӗ, ачасемпе—кӑмӑллӑ. Хамӑн ҫулсене пӑхмасӑрах, пӗлтӗр водитель правине алла илтӗм, пӗлтёрех коньки ҫине тӑтӑм, пӗрремӗш хут ту йӗлтӗрӗпе (горные лыжи) ярӑнтӑм... (кулать).

  Полина Захаровна, хӑвӑра телейлӗ тесе шутлатӑр-и?


  Манӑн телей вӑл — хам суйласа илнӗ килӗштернӗ, чуна савӑк ёҫ, мана пулӑшса пыракан юратнӑ мӑшӑрӑм, чи пысӑк пурлӑх—пепкемсем пурри.

—Тавтапуҫах еире, Полина Захаровна, хӑвӑр вӑхӑта шеллемесӗр, курса калаҫма кӑмӑл тунишӗн. Ĕçӗрте, çемьере малашне те сире ыррине çеҫ сунас килет.

—Тавах. Самантпа усӑ курса эпӗ те "Ял пурнӑҫӗ" хаҫатпа тачӑ ҫыхӑну тытакансене тата пирӗн клуба ҫÿрекен "артистсемпе" куракансене Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе ӑшшӑн саламлатӑп. Пурнӑҫра чи кирли вӑл — сывлӑх, ӑна упрӑр. Ҫемьере пӗр-пӗрне хисеплесе, ӑнланса пурӑнӑр, юратӑр.

Калаҫӑва Н. СИДОРОВА йӗркеленӗ.

Категорисем: Манăн файлсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 723 | Уçласа ил: 0 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Комментарисем хушмашкăн регистрациленнĕ усăçсем кăна пултараççĕ.
[ Регистраци | Кĕр ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024