Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем » Манăн файлсем

Сывлăх хуралĕнче - çур ĕмĕр
[ ] 04.03.2010, 14:07

Ҫапла, Григорий Кирилловича халӑх ытларах Нестер Янкас шӑллӗ пулнипе пӗлет. Синкер самана серепине лексе, айӑпсар айӑпланнӑ поэтӑн таса ятне тавӑрас тӗлӗшпе шӑпах вӑл тӑрӑшнӑ-ҫке. Унӑн еткерлӗхне сыхласа хӑварассишӗн те пайтах тимленӗ. Унпа ҫыхӑннӑ мӗн пур документсене, сӑн ÿкерчӗксене, ҫырусене, хаҫат-журналсенчен касса илнӗ материалсене пухас тӗлӗшпе куллен ӗҫленӗ. Нестер Янкаспа ҫыхӑну тытнӑ, тӗрмере пӗрле пулнӑ ҫынсемпе тӗл пулнӑ, аса илусем илсе юлнӑ. Хӑй те "асран кайми Нестер пичче", "3254-мӗш ӗҫ" аса илӳсен ярӑмӗсене ҫырса пичетленӗ. Унсӑр пуҫне хӑйсен йӑх-несӗл тымарӗсем, Янкас ялӗн историйӗ ҫинчен ал ҫырусем хатӗрленӗ.

Тӗрӗссипе, Григорий Кириллович каланӑ тӑрӑх, унӑн биографийӗн пурнăç пуçламăшĕнче икӗ дата тӗл пулать: пӗрин ҫинче — вӑл 1919 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче ҫуралнӑ пек курӑнать. Ӑна ашшӗ-амӑшӗн сӑмахӗсенчен илтсе ӑша хывса хӑварнӑ. Ӗҫӗ акӑ мӗнле сӑлтавланнӑ: анчахрах кун ҫути курнӑ ачана, Ҫӗньял Карайри кукамӑшӗ патне вӑхӑтлӑх кайсан, Карай чиркӗвӗнче шыва кӗртсе ят хума шутланӑ. 'Турӑ шывӗнче" чӑпӑл тунӑшӑн укҫа тÿлемелле пулнӑ. Килтисен ҫумра кирлӗ чухлӗ укҫа пулайман. Пачӑшкӑ вара ача ятне хурса хут ҫине ҫырмасӑрах кӑларса янӑ. Пурӑнсан-пурӑнсан — 1920 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 15-мӗш кунӗнче "ятсӑр ачана" Упи чиркӗвне шыва кӗртме илсе кайнӑ. "Вӑхӑтра ҫырмалла пулнӑ — пире куншӑн айӑплама пултараҫҫӗ", — тенӗ кунти пачӑшкӑ. Ҫапах та килӗшнӗ...

Ҫапла, хальхи документсенче Григорий Кириллович ҫак кун ҫуралнӑ тесе ӗненетпӗр. Тӑхӑр вунӑ ҫул ӗнтӗ ҫавӑн пек. Ку нимех те мар — сывлӑхӗ кӑна пултӑр. Ҫамрӑкпах вилсе пӗтнӗ чылай тӑванӗсенчен чи нумай пурӑнаканни пулчӗ вӑл — татах та пурӑнтӑр. Нумай пурӑннин сӑлтавне аякра шырама кирлӗ мар: 51 ҫул ҫынсене сиплесе ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ тухтӑр хӑй сывлӑхне те упрама тӑрӑшни куҫ умӗнчех. Ҫут ҫанталӑка юратни. Унӑн ырлӑхӗпе туллин усӑ курни те пулӑшаҫҫӗ ун ӗмӗрне тӑсма. Паянхи кунчченех ҫирӗм ытла вӗллере пыл хурчӗ тытса тăратъ ватӑ.

Ҫемьери пилӗк ачаран Гриша чи кӗҫӗнни пулнӑ. Тӑван ялӗнчи — Янкасри 7 ҫул вӗренмелли шкула пӗтерсен, Ҫӗрпÿри фельдшерсем хатӗрлекен шкулта вӗреннӗ. Унтан пӗлӳ илсе тухсан 1939 ҫулхи кӗркуннеччен Вӑрнар районӗнчи Уравӑшри участок больницинче амбулатори фельдшерӗ пулса ӗҫленӗ. Унтанах ӑна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ.

Ултӑ ҫул хушши — 1939 ҫулхи октябрьтен пуҫласа 1945 ҫул вӗҫленичченех Г.Кириллова ҫар хӗсметӗнче тӑма тӳр килнӗ. Малтанах Смоленск хулинчи полк шкулӗн курсанчӗ пулнӑ. 1940 ҫулхи июньте сержант званине илнӗ виҫӗ кӗҫӗн командира 288-мӗш стрелоксен полкӗнчен 12-мӗш арми штабне куҫараҫсӗ. Кунти 622-мӗш полк йышӗнче Ҫурҫӗр Буковинӑна Румыни ҫарӗсенчен ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Ун хыҫҫӑн вӗсен полкӗ яланлӑхах Житомир хулине таврӑннӑ. Анчах та тӗнчери лару-тӑру лӑпкӑ маррине сиссе, вӗсен 124-мӗш дивизине Германи чиккинчен илсе кайнӑ. Вӗсем Буг юхан шывӗ хӗррине вырнаҫнӑ.

Фашистла Германи хамӑр ҫӗр-шыв ҫине вӑрӑ-хурахла тапӑнса кӗрсен юнлӑ, калама ҫук хаяр ҫапӑҫусене хутшӑнма тивнӗ ӑна. Киев еннелле тапӑнса пыракан тӑшмана чарса Украина ҫӗрне хӳтӗленё операцисене хутшӑннӑ. Киев хули таврашӗнчи хуран-ункӑна та лекнӗ вӑл. Кӑнтӑр-Хӗве-ланӑҫ фрончӗн командующийӗн приказӗпе ҫак тамӑкран пӗчӗк ушкӑнсемпе тухса хӗвел тухӑҫнелле талпӑнма ирӗк панӑ. Кирилловсен ушкӑнӗнче тӑваттӑн пулнӑ. Ҫав самантра, кӗтмен ҫӗртен, вӗсем тыткӑна лекнӗ. Вара Украинӑпа Белоруссинчи нумай лагерьсенче асап курасси пуҫланнӑ. Ҫапла 1943 ҫулчченех асаплантарнӑ тӑшмансем совет салтакӗсене.

1943 ҫулхи июнь уйӑхӗнче, тӗплӗн хатӗрленсе, вӗсем нимӗҫсен тьггкӑнӗнчен ӑнӑҫлӑ тарса тухнӑ. Хӑйсене сыхлакансенчен пулеметпа 2 винтовка патронӗсемпе пӗрле туртса илнӗ. Нумаях та пьгганса ҫӳремен — Белоруссири Туровски районӗнче йӗркеленнӗ партизансен "За Родину" ятлӑ отрядне тӗл пулнӑ. Кунта ӑна взвод командирӗ пулма та шаннӑ. Ҫакна партизансен юхӑмӗн Белоруссири штабӗн отряд командованийӗ панӑ справкӑпа характеристика та аван ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӗсене Григорий Кириллович типтерлӗн упрать.


1944 ҫулхи октябрьччен ентешӗм асӑннӑ районти истребительсен отрячӗн боецӗ пулса ҫапӑҫать. Икӗ хутчен ҫӑмӑл аманать. Сывалса ҫитсен ӑна Туровски районӗн сывлӑха сыхлас ӗҫ пайӗн заведующине лартаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл ҫар комиссариачӗ ҫумӗнче яшсене ҫара илмелли комисси врачӗн тивӗҫӗсене те пурнӑҫлать, тӑшман района мӗн чухлӗ сиен тунине шута илекен комисси йышне те кӗрет.

Анчах та ҫакăн пек гражданла позици килӗшмен ӗнерхи командира. Полесье облаҫӗнчи ҫар комиссариачӗ унӑн рапортне тивӗҫтерет — фронта яма ыйтнӑ хута алӑ пусать. Ҫапла хӑй ирӗкӗпе тепӗр хут ҫапӑҫу хирне тухса каять те — мӗн вӑрсӑ пӗтичченех фронтра малти ретре пулать. Ҫӗнтерӗве Хӗвелтухӑҫ Пруссин тӗп хулине — Кенигсберга — ирӗке кӑларнипе кӗтсе илет.

1945 ҫул вӗҫӗнче демобилизаци йӗркипе киле таврăнсанах, ҫӗнӗ ҫулхи кӑрлачра Григорий Кирилловича Красноармейски районӗнчи санитарипе эпидемиологи станцине ертсе пыма лартаҫҫӗ. Кунта вӑл 4 ҫул хушши хӑйӗн пӗлӗвӗпе ӑсталӑхне парать. 1950 ҫулхи февральтен пуҫласа 33 ҫул хушши пӗр улшӑнмасӑр ҫуралнӑ ялти — Янкасри — фельдшерпа акушер пункчӗн ертӳҫи пулса вӑй хурать, кунтанах тивӗҫлӗ канӑва тухать. Ҫапах та юратнӑ ӗҫрен уйрӑлас темест — тепӗр 5 ҫул газ уҫлакансен "Заволжски" станцине тӑвакансен поселокӗнчи медицина пунктӗнче тӑрӑшать. Кунпа та ҫырлахмасть-ха вӑл: Хӗрлӗ Хӗрес обществӑн районти организацийӗнче вӑй хурать 70 ҫула ҫитекен медицина ӗҫченӗ.

Вӑрҫӑри тата мирлӗ ӗҫри тава тивӗҫлӗ кӑтартусемшӗн Г. Кириллова Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн I степеньлӗ, "Салтак Мухтавӗн III степеньлӗ" орденӗсемпе, юбилей медалӗсемпе, "СССР санитари оборонин отличникӗ" тата "СССР сывлӑха сыхлас ӗҫ отличникӗ" хисеплӗ ячӗсемпе чысланӑ. Ӑна Чӑваш Республикин Ӗҫ Мухтавӗн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ.

Г. Кириллов обществӑлла ӗҫсенче те палӑрнӑ: ял Совечӗпе район Совечӗн депутачӗ, халӑх контроль ушкӑнӗн ертуҫи, вырӑнти ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсен канашӗн председателӗ пулнӑ

Мӑшӑрӗпе, педагогика ӗҫӗн ветеранӗпе, Марина Владимировнапа 60 ҫул ытла пурӑннӑ, 5 ача ҫуратса пӑхса ҫитӗнтернӗ, тивӗҫлӗ пӗлу' панӑ. Питех те шел, мӑшӑрӗ иртнӗ ҫулсенче, йывӑр чире пула, пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ.

Ачисем те ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпех кайнӑ вӗсен: иккӗшӗ — врач, иккӗшӗ — учительница, тепри—инженер. Аслӑ пёлÿллӗскерсем ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пулчӗҫ.

Аслӑ хӗрӗ — Надежда — Красноармейскинчи вӑтам шкула кӗмӗл медальпе пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн Ижевскри медицинӑ институтӗнчен вӗренсе тухнӑ та ку таранчченех Глазов хула больницинче ӗҫлет. Вӑл — тӗп врачӑн ҫумӗ. Мӑшӑрӗ те кунтах вӑй хурать. Ачисем те аслӑ вĕренÿ заведекнийĕсенче пĕлÿ илнĕ. Надежда Григорьевнăна "Удмурт Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" хисеплĕ ят панă. Кĕçĕн ывăлĕ - Саша - медицина ĕçченĕ. Вăл Чулхулари институтра пĕлÿ илнĕ. Ача-пăча тухтăрĕ. Малтан А.Кириллов Çĕнĕ Шупашкарти тата Красноармейскинчи больницасенче хăй специальноçĕпе ĕçленĕ, 1982 çул пуçламăшĕнче ăна Чаваш Республикин сывлăха сыхлас ĕç министрĕн çумне уйарса лартнă. Ку должноçра 12 çул тăрăшнă. 1994 çултанпа Александр Григорьевич ЧР сывлах сыхлавепе социаллă аталану министерствин çемье тата ача-пăча ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ. Вăл  - аслă категориллĕ врач-педиатр. Патшалăх служащийĕ пулнă май, ăна Чăваш Республикин иккĕмĕш класлă советникӗ" чин панӑ. Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлё врачӗ нумаях пулмасть медицина наукисен докторӗн диссертацине ӑнӑҫлӑ хутӗленӗ. Унӑн мӑшӑрӗ — Роза Германовна та сывлӑх сыхлавӗн отличникӗ. Виçӗ ача ҫитёнтернӗ. Ирина хӗрӗ те медик, Мускаври пӗр медицина учрежденийӗнче ӗҫлет. Медицина енӗпе аспирантурӑра вӗреннӗ.

Аслӑ ывӑлӗ — Валерий те, шӑллӗ пекех, Чул хулара инженер-конструктор дипломне алла илнӗ, аппӑшӗ патне Ижевск хулине ҫул тытнӑ. Паян кунчченех унта ӗҫлесе пурӑнать. Кӑҫалхи кӑрлачра вӑл 60 сул тултарчӗ. Вӗсен те 3 ача. Наталья хӗрӗ те медицина енӗпе аслӑ пӗлÿллӗ.

Кирилловсен икӗ хӗрӗ амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ, педагогсем. Елизавета Григорьевна Красноармейскинчи иккӗмӗш вӑтам шкулта физикӑпа астрономи предмечӗсене вӗрентет. Икӗ ача вӗсен. Ҫав шутра Алена хӗрӗ те врач. Саша ывӑлӗ Чӑваш патшалӑх университетне хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ.

Кӗҫӗн хӗрӗ Катя университетран математик пулса тухнӑ. Районти шкулсенче тӑрӑшнӑ. Халӗ газ уҫлакан станцире тӑрӑшать. Вӗсен аслӑ ачи аслӑ пӗлӳ илнӗ. Кӗҫӗнни те студент.

Ҫакӑн пек ӑру хӑварать хӑйӗнчен Янкасри хисеплӗрен те хисеплӗ ватӑ — Григорий Кириллович Кириллов. Асӑрхарӑмӑр ӗнтӗ: медиксен династийӗ тухса тӑчӗ пирӗн куҫ умне. Ахальтен мар вӗсен ӑрӑвӗнчи ҫынсем ҫемье династийӗсен районти тата рес-публикӑри конкурссенче палӑрнӑ. Ҫакӑ ӗнтӗ йӑлтах династи пуҫӗнчен килнӗ. Малашне те ӑнӑҫусем пулччӑр Кирилловсен йӑхӗнчи ҫынсене.

Кӗлетке енчен ватлӑхалла сулӑннӑ пулин те, Григорий Кириллович сывлӑх енчен аптрамасть-ха. Паллах, хӑйне хӑй асӑрханса пурӑнать. Ҫулӗсене кура мар: килте пӗчченех пурӑнать пулин те (кӗсӗн хӗрӗпе кӗрӳшӗ канмалли кунсенче килсе тӑраҫҫӗ, ир-каҫ кӗрӳшӗсем пулӑшаҫҫӗ) килте сурӑхсем, чӑхсем усрать. Каларӑмӑр-ха: пыл хурчӗсем тытать. Ҫапла кун кунлать.

Ытти енӗпе те канӑҫ ҫук ватӑн. Тӗрлӗ редакцисенчен, шкулсенчен яваплӑ ҫынсем пырсах ҫӳреҫҫӗ: Нестер Янкасӑн кун-ҫулӗ ҫинчен кирлӗ материалсемпе тивӗҫтерёт. Тӗл пулусенче пиччӗшӗ ҫинчен сехечӗ-сехечӗпе каласа парать. Тӗслӗх вулавӑш ҫумӗнче йӗркеленӗ "Канлӗх" клуба ҫÿрет, шкулсенче пулать, аса илусем ҫырса пичетлет.

Канпӗ ватлӑх сире, Григорий Кириллович!

  • Николай Ершов

 

Категорисем: Манăн файлсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 1266 | Уçласа ил: 0 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Комментарисем хушмашкăн регистрациленнĕ усăçсем кăна пултараççĕ.
[ Регистраци | Кĕр ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024