Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем » Манăн файлсем

Техника тĕрĕслевĕн (техосмотр) улшăнăвĕсем
[ ] 03.12.2010, 17:51
РФ Правительствин кăçалхи ноябрĕн 13-мĕшĕнчи 908-мĕш номерлĕ Постановленийĕпе автомототранспорт хатĕрĕсемпе вĕсен прицепĕсене патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ ирттермелли çинчен калакан Положенин (ăна 1998 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнче йышăннă пулнă) 4,6 тата 10-мĕш пункчĕсене улшăнусем кĕртнĕ.
Сăмахран тĕрĕслев витĕр кăларма тăратмалли документсен перечнĕнчен медицина справкине кăларса пăрахнă, пысăк габаритлă тата йывăр тиевсене турттармалли транспорт хатĕрĕсене патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ кăлармалли тапхăра 6 уйăхран 12 уйăха çити тăснă.
Асăннă улшăнусем 2010 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнчен вăя кĕчĕç.
4-мĕш пунктпа килĕшÿллĕн малашне транспорт хатĕрĕсене çак тапхăрпа патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма тăратмалла:
а) коммерци майĕпе пассажирсем турттарма усă куракан çăмăл автомобильсемпе автобуссене тата тăтăшах çын турттарма майлаштарнă (водитель вырăнĕсĕр пуçне 8 ытла çын лармалли вырăнлă) тиев автомашинисене, хăрушă тиевсем турттармалли транспорт хатĕрĕсемпе вĕсен прицепĕсене — кашни 6 уйăхран;
б) 3,5 тонна таякан çăмăл тата тиев турттармалли автомобильсемпе прицепсен тата çурма прицепсен, çавăн пекех мототранспорт хатĕрĕсене (ку пунктăн "а" тата "г" подпункчĕсенче кăтартнă транспорт хатĕрĕсене шута илмесĕр):
— патшалăх автоинспекцийĕсенче палăртнă йĕркепе регистрациленĕ тата техника хатĕрне патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр пĕрремĕш хут кăларнă çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тухнă транспорт хатĕрĕсене — 36 уйăхран;
— туса кăларнăранпа 7 çулран ытла иртменнисене - кашни 24 уйăхран;
— туса кăларнăранпа 7 çул иртнисене — кашни 12 уйăхран.
в) 3,5 тоннăран ытла тиев тиеме ирĕк панă тиев автомобилĕсене, прицепсемпе çурма прицепсене (ку пунктăн "а" подпунктĕнче кăтартнă транспорт хатĕрĕсене шута илмесĕр) — кашни 12 уйăхран;
г) Раççей Федерацийĕн саккунĕпе килĕшÿллĕн ятарлă сигналсем лартма ирĕк панă, çавăн пекех çул çинче транспорт хатĕрĕ çÿретме вĕрентме палăртнă транспорт хатĕрĕсене (çак пунктăн "а" подпунктĕнче кăтартнă транспорт хатĕрĕсĕр пуçне) — кашни 12 уйăхран.
Ку пунктпа пăхнă вăхăта патшалăхăн пĕрремĕш техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă кунран шутлаççĕ.
6-мĕш пунктпа килĕшÿллĕн харпăрлăхçăн (харпăрлăхçă представителĕн) транспорт хатĕрне патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма çакăн пек документсем тăратмалла:
а) кам пулнине ĕнентерекен документ;
б) тĕрĕслеве тăратаканăн транспорт хатĕрне тытса пыма ирĕк панă паллăсем лартнă водитель удостоверенийĕ;
в) вăйне çухатнă;
г) транспорт хатĕрĕпе хуçа пулма, усă курма ирĕк пуррине çирĕплетекен документ;
д) транспорт хатĕрне регистрациленине ĕнентерекен свидетельство е техника паспорчĕ тата (е) техника талонĕ;
е) патшалăхăн техника тĕрĕслевне ирттернĕшĕн, çав шутра техника диагностикин хатĕрĕпе усă курнăшăн палăртнă тÿлеве сапланине ĕнентерекен документ;
ж) хăйĕн гражданла яваплăхне страхлама тивĕç пулнине федераллă саккунпа палăртнă пулсан транспорт хатĕрĕн хуçин гражданла яваплăхне страхланине çирĕплетекен страховой полис.
10-мĕш пунктпа килĕшÿллĕн патшалăх автоинспекцийĕ транспорт хатĕрĕ валли патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине çирĕплетекен талон парать. Унăн формине РФ Шалти ĕçсен министерстви çирĕплетнĕ.
Харпăрлăхçă (харпăрлăхçă представителĕ) пирки кăтартусем улшăннипе е патшалăхăн регистраци паллине улăштарнипе çыхăннă транспорт хатĕрĕн регистраци докуменчĕсене улшăнусем кĕртессине тата çавна пула çĕнĕ талон парассине транспорт хатĕрĕ техника тĕлĕшĕнчен мĕнле пулнине тĕрĕслемесĕрех туса ирттереççĕ.
Патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине çирĕплетекен талонне панăшăн патшалăх пошлини тÿленине ĕнентерекен документ кăтартнă хыççăн харпăрлăхçăна (харпăрлăхçă представительне) талон параççĕ.
Категорисем: Манăн файлсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 374 | Уçласа ил: 0 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Комментарисем хушмашкăн регистрациленнĕ усăçсем кăна пултараççĕ.
[ Регистраци | Кĕр ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024