Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çу » 18
Сăн ÿкерчĕк
Красноармейскинчи "Заволжский" клубри пултарулăх коллективĕсен пурнăçĕнче тепĕр яваплă тапхăр хыçа юлчĕ те ĕнтĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе вĕсем апрель уйăхĕнче хăйсен отчетлă концертне кăтартаççĕ, çĕнĕ номерсемпе савăнтараççĕ. Кăçалхи хаваслă каçа клуб ĕçченĕсем икĕ паллă уява — Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 тата "Чул хула трансгаз Газпром" обществăна йĕркеленĕренпе 50 çул çитнине —халалларĕç. 
Фойере "Пÿрнеске" кружокăн ал ĕçĕсен выставкине йĕркеленĕ. Ун умĕнчен вара тĕлĕнмесĕр иртсе кайма ниепле те май çук. Вăл ĕçсене алпа тунă тесе калас та килмест. Ытла та çÿллĕ шайра, тĕрĕсрех професси шайĕнче, выставкăри ал ĕçĕсем. Çакă вăл пултаруллă, ылтăн алăллă ертÿçĕрен те (Ж. Михайлова) нумай килет.
Концерт клубри илемлĕх ертÿçи çырнă "Героям Газпрома" юрăпа уçăлчĕ. Ăна "Каприз" вокал ансамблĕ шăрантарчĕ. Вĕсем хыççăнах халăх умне "Дождя не боимся" ташăпа "Юность" халăх ташшин иккĕмĕш кĕçĕн ушкă ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 599 | Хăçан хушнă: 18.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Красноармейски районĕнчи Пикшик вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, халĕ олимп резервĕсем хатĕрлекен Шупашкарти училищĕре спорт ăсталăхне туптакан Эдуард Краснов кросра чупса Раççейре мала тухассишĕн Мускав облаçĕнчи Жуковский хулинче иртнĕ ăмăртура, 4000 метра 12 минут та 18 çеккунтра чупса тухса, 1993—1994 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Пирĕн корреспондент майăн 5-мĕшĕнче, вăл район администрацийĕпе райхаçат парнисемшĕн иртекен эстафетăра тăван шкул чысне хÿтĕлеме килнĕ май, унпа тата унăн наставникĕпе, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕпе А. С. Петровпа тĕл пулса калаçнă.
— Эдуард, Мускаври çĕнтерÿ ячĕпе саламлатăп сана. Питĕ маттур-çке эсĕ.
— Тавтапуç.
— Аçу-аннÿ те савăнчĕç пулĕ?
— Çапла, хĕпĕртенĕ.
— Çĕнтерÿ тума çăмăл мар, паллах, тренировкăсенче пайтах тар тăкма тиврĕ ĕнтĕ.
— Куллен икĕ хутчен тренировкăсем ирттеретĕп. Вĕсенче 20-шер километр чупатăп, хăш чух ытларах та. Ирпе — 12, каçпа — 8 километр. Çавна май кăтартусем те лайăх ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 525 | Хăçан хушнă: 18.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Райцентрти Ленин урамĕнчи 31-мĕш номерлĕ çуртра çу уйăхĕн пуçламăшĕнче "Катрам” ветеринари аптеки уçăлчĕ. Вăл — Л. Н. Алексеева уйрăм предпринимателĕн магазинĕ.
Çынсене май пур таран пулăшас шухăшпа çак утăм патне пырса тухнă Алексеевсем. Çакăн пек ят парасси ытахальтен пулман-мĕн.
— Ман упăшкан аслашшĕ, Тусайра пурăннă Алексей Иванович, арман тытнă, кунпа пĕрлех вăл пултаруллă алă ăсти пулнă. Ялта вĕсене Катрам таврашĕ тенĕ. Çавăнпа та ку ĕçчен йăхăн ятне упраса хăварас тесе аптекăна "Катрам” ят парас терĕмĕр. Чăвашла словарьте "Катрам” сăмах питĕ пысăк пулнине пĕлтерет тесе ăнлантарнă, — хăйсен вăрттăнлăхне уçса пачĕ Лариса Николаевна. Харпăр хăй ĕçне йĕркелесе ярас çĕрте пире районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пысăк пулăшу кÿчĕ, ку тĕлĕшпе 58800 тенкĕ укçа уйăрчĕ, ачасем те айккинче тăрса юлмарĕç, паллах. Çапла пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн майлашăнса кайса аптекăна ĕçлеттерме пуçларăмăр. Пирĕн патран халăх татăлмасть…
Эпĕ кунта пулнă чухне иккĕн бройлер чăх та ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 632 | Хăçан хушнă: 18.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024