Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Нарăс » 23
Сăн ÿкерчĕк
Афганистан, афганец... Пирĕн çĕр-шывра пурăнакан ватти-вĕттишĕн те çак сăмахсем ыттисенчен уйрăм, питех те пĕлтерĕшлĕ пулса юлчĕç. Ку ахальтен мар. СССР пулнă çĕр-шывăн салтакĕсемпе офицерĕсем вунă çула яхăн (1979—1989) кÿршĕллĕ çĕр-шывăн интересĕсемпе никама пăхăнманлăхне хÿтĕленĕ-çке. 1989 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче вара пирĕн çарсене асăннă туллă-сăртлă çĕр-шывран илсе тухнă. 
Унтанпа кăçал 23 çул çитрĕ. Çав датăна Раççейре воин-интернационалистсене асăнмалли кун тесе палăртнă. 
Çапла, çулленех нарăс уйăхĕн çурринче хаяр та вут-çулăмлă, юнлă тутăçусем витĕр тухнă ĕнерхи салтаксем Асăну кунне пухăнаççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Трак енре çуралнă 90 ытла каччă Афганистан вăрçи витĕр тухнă, паянхи куна вĕсенчен 18-шĕ пирĕн тăрăхра пурăнать. 
Халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн залĕ райцентрта пурăнакансемпе, шкулсенче вĕренекенсемпе тулнă. Малти ретре çав вăрçа хăйсем тÿссе ирттернĕ салтаксем лараççĕ. Çара кайма повестка илнĕ е присяга тытнă чухн ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 578 | Хăçан хушнă: 23.02.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнчи 237-рп №-лĕ Указĕпе Трак енри пултарулăхра уйрăмах палăрнă 17 çамрăка та 2012 çулта уйăхсерен 1830 тенкĕ тÿлесе тăма ятарлă стипенди çирĕплетнĕ.
Ку йышра ял хуçалăхĕнче вăй хуракансем те пур. Акă Александр Иванов 1989 çулхи çуркунне çĕр çине килнĕ. Халĕ 22 çулхи маттур та патвар яш каччă тулли мар яваплă "Красное Сормово” пĕрлешÿре тракторист-машинист пулса вăй хурать. Çурхи-кĕрхи ĕçсенче тăрăшулăхпа палăрать. Сашăна та, ыттисен йышĕнче, çак кунсенче район администрацийĕн çуртĕнче ĕçлĕ халăх умĕнче тивĕçлипе чысларĕç, республикăри вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Е. Казаковапа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чăваш бройлерĕ” ОАО ертÿçи В. Николаев стипендине тивĕçни пирки калакан свидетельствăна пачĕç, ял çыннин пархатарлă ĕçне малалла та ÿсĕмлĕн тăсма ыр сунчĕç. 
Патшалăх ял çыннисене май пур таран пулăшма çине тăнине ытти тĕслĕхсемпе те çирĕплетсе пама пулать ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 476 | Хăçан хушнă: 23.02.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
272829

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024