Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Çĕртме » 02
Сăн ÿкерчĕк
Красноармейскинче Бавари Çĕрĕн Лапперсдорф общинин (районĕн) делегацийĕ пулса курчĕ.
Ун йышĕнче — 19-ăн, çав шутра Эрих Доллингер бургомистр мăшăрĕпе — Йоханнапа тата Ханс Тодт альтбургомистр мăшăрĕпе — Каролинăпа, ыттисем — община парламенчĕн депутачĕсем, хуçалăхсен, вĕрентÿ, культура, коммуналлă организацисен ертÿçисем. Çул çÿреве икĕ ен туслăх кĕперне хывнăранпа 20 çул çитнине халалланă.
Делегацине Трак вăтам шкул вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем çăкăр-тăварпа, чăваш сăрипе тата юрăпа тарават кĕтсе илчĕç.
Шкул директорĕ, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Г. Юлмасова вĕрентÿ учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. "Эпир чылай проекта пурнăçа кĕртессипе ĕçлетпĕр, çав шутра нимĕç чĕлхине республикăра анлăрах сарас енĕпе те. Ку чĕлхене ачасем юратса вĕренеççĕ, çăмăллăнах калаçма хăнăхаççĕ. Пирĕн шкулта пĕлÿ илнĕ вунна яхăн çамрăк хăйĕн пурнăçне Германип ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 589 | Хăçан хушнă: 02.06.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕкФоторепортаж
Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчен паллă çынсем сахал мар тухнă. Çав йышра литературăпа искусствăра палăрнисем те. Вĕсен шутне Четрикре çуралса ÿснĕ Николай Петрович Петрова кĕртетпĕр. Вăл учитель пулнă — шкулсенче ачасене вĕрентнĕ, директорта ĕçленĕ. Çав хушăрах поэзи пахчинче ырми-канми вăй хунă. Ăна эпир чăннипех те поэт-публицист е гражданла лирика сăвăçи тетпĕр.
Мăн Шетмĕри вăтам шкулта Николай Петрова асăнса литература каçĕ иртрĕ. Ку икĕ пулăмпа сăлтавланнă: майăн 19-мĕшĕнче учитель-сăвăç çуралнăранпа 60 çул тултарчĕ тата июнĕн 23-мĕшĕнче вăл пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа виçĕ çул çитет. Питĕ шел, мал ĕмĕтлĕ çынăн кун-çулĕ кĕске килчĕ, хăйĕн сумлă юбилейне паллă тăваймарĕ.
Тĕл пулăва шкул директорĕпе А. И. Васильевпа С. М. Назарова учитель ертсе пычĕç, унта шкулти 5, 7, 8-мĕш классенче вĕренекенсем пухăнчĕç. Районти Н. Янкас ячĕллĕ ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 516 | Хăçан хушнă: 02.06.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024