Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

Красноармейски районĕн çĕнĕ энциклопедийĕ тухнине “Ял пурнăçĕнче” вуласа пĕлсенех ăна туянма районти тĕп вулавăша çул тытрăмăр. Ăна туянса “пуян çынсен” шутне кĕтĕмĕр. Халĕ вăл хамăр килĕн залĕнче тĕп вырăн йышăнса выртать. Алла илсенех çав тери пуян та паха кĕнеке пулнине ăнлантăмăр. Энциклопедие район çыннисем тахçаннах чăтăмсăррăн кĕтнине пурте пĕлеççĕ. Вăл — кашнине кирлĕ кĕнеке. Уйрăмах ăна шкулта тăван ен культурине вĕрентекенсем кĕтрĕç, паха продукцие кĕтсе илчĕçех. Хамăр тăван район историне, паянхи пурнăçа пур енлĕ çутатни кашни вулакана савăнтарать. Трак тăрăхĕ ĕçчен, пысăк тавра курăмлă, пултаруллă çынсемпе питех те пуян. Çакна энциклопедине алла тытсан уйрăмах аван туйса илетĕн. Энциклопеди вĕçĕнче хушса панă литература тĕрлĕ енлĕхĕпе савăнтарать, унăн пĕлтерĕшне татах пуянлатать. Кунта Георги хĕресне, СССР тата Раççей Федерацийĕн орденĕсене илме тивĕç пулнисен списокĕсене вырнаçтарнă. Чечен Республикинчи тата Çу ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 258 | Хăçан хушнă: 29.12.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

ЧНКан Красноармейски районĕнчи уйрăмне туса хунăранпа 5 çул çитрĕ. Çак уйрăма йĕркелени Трак тăрăхĕнче пурăнакан çыннăмăрсене чăвашлăха туйса тăма, çепĕç те илемлĕ чĕлхепе уççăн калаçма, чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркисене тытса пыма, ĕмĕртен пыракан халăх юррисене асра тытма, чăваш çыннин ырă енĕсене (ĕçченлĕхне, ăсталăхне, тараватлăхне, сăпайлăхне, пултарулăхне, тăрăшулăхне) малалла та аталантарса пыма, çамрăксене халаллама хистет, хамăрăн çĕр çинчи тивĕçе туйса тăма пулăшать, яваплăха ỹстерет, курăмлă ĕçсем тума хавхалантарать, çитĕнекен ачасен ăсталăхĕпе пултарулăхне аталантарма пулăшу кỹрет. Çакна тĕпе хурса тăрăшса ĕçлерĕç те ĕнтĕ асăннă уйрăм правленийĕн пайташĕсем. Паллах, кашни ĕçĕн хăйĕн йĕрки пур. ЧНК уйрăмĕ те ĕç йĕркине пăхăнса ĕçлерĕ. Чи кирли — Трак енре чăвашлăха упраса тăрас енĕпе туса ирттермелли пархатарлă та курăмлă ĕçсем палăртасси, вĕсене пысăк хавхаланупа та хастарлăхпа пурнăçласа пырасси. Çавăнпа та кашни çулхи ĕçĕн планне тĕпл ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 252 | Хăçан хушнă: 21.12.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Нестер Янкас ячĕллĕ культура, литературăпа искусство пĕрлĕхĕ 1989 çулта ĕçлеме пуçланă. Вăл Трак тăрăхĕнчи çыравçăсене, журналистсене, композиторсене, художниксене, таврапĕлỹçĕсене, вырăнти художество пултарулăх ăстисене пĕрлештерсе тăрать. Пĕрлĕх общество организацийĕ кăна пулин те, вăл тăвакан ĕçсем нумай енлĕ. Чи кирлисенчен пĕри — Н. Янкас ячĕллĕ премисене парасси. Ку ĕçе, 2003 тата 2005 çулсемсĕр пуçне, кашни çулах туса пынă. Ку тĕлĕшпе ятарлă комисси ĕçлет. Ăна Уставпа килĕшỹллĕн кашни çулах йĕркелеççĕ. Юлашки çулсенче çав комисси йышĕнче, мансăр пуçне, правлени членĕсем — В. Михайловпа В. Константинов. Комисси председателĕ — В. Михайлов. Ку таранччен 28 çул хушшинче лауреат ятне (унпа пĕрле тивĕçекен диплома, медале тата хаклă парнене) литературăпа искусствăн 87 çыннине тата 15 пултарулăх йышне панă. Юлашки çулсенче лауреат парнисене памашкăн кандидатурăсене сĕнекен организацисене явăçтарнă. Иртнĕ çул кăтартăвĕсемпе лауреат ятне ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 341 | Хăçан хушнă: 05.12.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институтĕнче «Раççей чăваш пики – 2018» конкурс иртрĕ. Тутарстан, Тюмень тăрăхĕсенчен тата Чăваш Ен районĕсенчен конкурса пурĕ 18 пике хутшăнчĕ. Хĕрсен хушшинчи ăмăрту-тупăшу кăçал Чăваш наци конгресĕн «Халăхсен наци пуянлăхĕ – Раççей пуянлăхĕ» проекчĕпе килĕшÿллĕн пулчĕ.
Уява Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев тата ЧНК президенчĕ Николай Угаслов уçрĕç. Вĕсем чипер те хастар пикесене чаплă уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕç, конкурсра хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне пур енлĕн кăтартма ăнăçу сунчĕç. Чи малтанах уява пухăннисене Алексей Шадриков эстрада юрăçи хаваслă юрă парнелерĕ.
Хĕрсем вара пĕри тепринчен хит ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 295 | Хăçан хушнă: 03.12.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

 Фоторепортаж

Видеорепортаж

Чỹк уйăхĕн 23-мĕшĕнче, эрнекун Шупашкарта, Чăваш наци библиотекин тавра пĕлỹ пайĕн вулав залĕнче районăн çĕнĕ энциклопедийĕн (вăл пичетрен тухни, ăна халăх хушшинче сарма тытăнни пирки район хаçатĕнче пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ) презентацийĕ иртрĕ. Ăна районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ В. Архипова уçрĕ. Вера Севастьяновна энциклопеди 700 ытла страницăран тăни, унта 2300 ытла статья, çавăн пекех 870 ытла сăн ỹкерчĕкпе иллюстраци тата карта пулни, тиражĕ 1500 экземплярпа танлашни çинчен пĕлтерчĕ, ку ĕçе “Трак ен пуянлăхĕ” тесе хакларĕ, район администрацийĕн социаллă тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхне Р. Осиповăна сăмах пачĕ. Рена Михайловна пухăннисене ырă пулăмпа ăшшăн саламларĕ, энциклопедине ха ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 304 | Хăçан хушнă: 03.12.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ку хутĕнче вăл "Чăваш чĕлхипе литератури урокĕсенче çĕнĕ технологисемпе усă курасси" темăпа пулчĕ. Вĕрентекенсене асăннă шкул ачисемпе учителĕсем çăкăр-тăварпа ăшшăн кĕтсе илчĕç, чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Унтан ларăва пухăннисем 5 класра "Уçă сасăсен килĕшĕвĕ" темăпа уçă урок пăхрĕç. Урока çак шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Козлова Ирина Николаевна ирттерчĕ. Вăл, паянхи пурнăç ыйтакан çĕнĕлле технологисене алла илсе пыраканскер, урока методика тĕлĕшĕнчен питĕ ăста йĕркелесе пычĕ. Ачасемпе лăпкăн та камăллăн калаçни, темăна уçăмлăн та витĕмлĕн ăнлантарни, ачасене Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕ ыйтнă пек ĕçлеттерни пурне те килĕшрĕ. Ачасем чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçни, тулли хуравсем пама пĕлни, хăйсен шухăшне уççăн палăртни вĕрентекенĕн ăсталăхĕ ÿссе пынине кăтартрĕ.

... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 472 | Хăçан хушнă: 16.11.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Октябрь уйăхĕнче Чăваш кĕнеке издательстви Чăваш Республикинчи Красноармейски район энциклопедине 1500 экземплярпа пичетлесе кăларчĕ. 740 страницăра Трак енри хуçалăхсемпе организацисем, предприятисемпе фирмăсем, шкулсемпе ача сачĕсем, историлле палăксемсемпе çут çанталăкăн палла вырăнĕсем çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Тĕрлĕ тĕслĕ сăн ÿкерчĕксен тăватă хушма кăларăмĕ район пурнăçĕпе анлă курăмлă паллаштарать. Кунта 1640 паллă çыннăн кĕске биографине вырнаçтарнă, вĕсенчен 870-шĕн сăн ÿкерчĕкĕ (портречĕ) пур. Тиражран 75 экземплярĕ энциклопедие кăларма хастар хутшăннă юлташсене парнелĕх пулать, 25 экземплярĕ республикăн библиотекисене каять. Сутлăха 1400 экземпляр тухать, çавăнпа энциклопедие илсе юлма васкамалла. Энциклопедие районти тĕп библиотекăра илме май пур, вăл центрти бизнес-инкубатор çуртĕнче вырнаçнă. Тел. 8-960-307-20-02. Энцикопедин презентацийĕ чÿк (ноябрь) уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта Максим Горький ячĕллĕ Наци библиотекинче иртет. 13.00 сех ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 335 | Хăçан хушнă: 16.11.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Пичетре «Красноармейски район энциклопедийӗ» кун çути курнă. Кун пирки Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова пӗлтерет.

«Тӑван ене тӗпчес, ун пирки кӗнекесем ҫырса хатӗрлес туртӑм XXI ӗмӗрте уйрӑмах анлӑ сарӑлчӗ. Чӑваш Республикинче хӑйсен энциклопедийӗ пуррипе хальхи вӑхӑтра чылай район мӑнаҫланма пултарать. Акӑ вӗсен йышне Красноармейски районӗ те хушӑнчӗ», — тет вӑл.

«Красноармейски район энциклопедийӗ» Чӑваш кӗнеке издательствинче вырӑсла пичетленсе тухнӑ. Ӑна В.М. Михайлов, Л.А. Ефимов, И.А. Прокопьев, В.З. Константинов, М.П. Прохоров пухса хатӗрленӗ, пичет редакторĕ - Р.К. Игнатьева, ӑслӑлӑх редакторӗ – Л.Я. Ефимов истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор. В.М. Михайлов тĕп редакторпа ăна пулăшакансем уншăн пилĕк çул хушши (2013-2018) тăрăшнă. Кӗнеке 1500 экземпляр тиражпа кун ҫути курнӑ. Кĕнеке калăпăшĕ 74 ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 354 | Хăçан хушнă: 09.10.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Упи тăрăхĕнчи Ольга Петрова Мускавра иртнĕ «Ялăн социаллă аталанăвĕ – Раççей аталанăвĕн никĕсĕ» форума хутшăннă. «Ялтан тухса кайма юрамасть» конкурсра вăл ял çамрăкĕсен çивĕч ыйтăвĕсене уçса панă, вĕсене татса памалли çул-йĕре палăртнă. Ольгăн ĕçĕсем жюри членĕсене килĕшнĕ, пĕрремĕш вырăн йышăннă вăл. Ольга Петрова Упири кану центрĕн илемлĕх ертÿçинче 6 çул ĕçленĕ. Тăван тăрăхри йăла-йĕркене упраса хăварма, аталантарма ăнтăлнă. Утă уйăхĕн 27-29-мĕшĕсенче ăна Пĕтĕм Раççейри «Яла шанатпăр! Раççейпе мăнаçланатпăр!» пултарулăх фестивальне чĕннĕ. Раççейри ял çамрăкĕсен союзĕ пуçарнă мероприяти Ярославль облаçĕнчи Демино салинче иртнĕ. Кунта ялти культурăна упраса хăварас тата аталантарассипе, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа яла хăварассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Кăçалтан Ольга Петрова Трак шкулĕнче кĕçĕн классене пĕлÿ парĕ. «Культурăпа вĕрентÿ пĕр-пĕринчен уйрăм пулаймаççĕ. Ăçта вĕрентÿ - унта культура та пур» ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 364 | Хăçан хушнă: 17.08.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Красноармейски районĕнчи Çĕнĕ Выççăлккăри Геннадий Гурьев килĕнчех хăйне евĕр музей йĕркелеме пуçланă. Унччен çав тĕлте нÿхреп пулнă. Шыв кĕнĕрен унта пахча çимĕç упрама пăрахнă та кил хуçи мастерской хута янă. Халĕ унта темиçе тĕрлĕ çурт макечĕ вырăн тупнă, стена çине кавир çакнă. Кунтах ал ĕç хатĕрĕсем: çĕçĕ, хĕскĕч, металл касмалли пăчкă, мăлатук. Анчах чи кирли, хăва, çук-ха. Шăпах унран Геннадий Гурьевич çуртсем «çĕклет». Тĕлĕнмеллескерсене курмашкăн шкул ачисене Гурьевсем патне ятарласа илсе килеççĕ. Çак тăрăхра текех ун пек ал ĕçĕсене кураймăн.

Ĕмĕрĕпе строительте тăрăшнă Геннадий Гурьевичăн тивĕçлĕ канăва тухсан алă усса ларма кăмăл та, вăхăт та пулман. Ăçта унта! Пĕр вăхăт ял старостин тивĕçĕсене пурнăçланăскер çуралнă тăрăхра хăйĕн проекчĕпех икĕ хутлă çурт лартнă. Иккĕмĕш хутра халĕ пыл хурчĕсем тытать. Картишре _ чăх-чĕп чупать, пахчара вара хăй чавнă кÿлĕ хĕвел çинче йăлтăртатать. Ÿркенменскер ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 403 | Хăçан хушнă: 04.08.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ 2018 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче иртнĕ правлени ларăвĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн нумай çул хушши чăваш сăмахлăхне аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн, чылай сăвă кĕнеки кун çути кăтартнăшăн, таврапĕлÿ тата публицистика енĕпе çырнă паха пичет материалĕсемшĕн Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлĕхĕн членне Николай Гаврилович Ершов – Янгере тата чăваш пичетĕпе журналистика ĕçĕнче нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн, таврапĕлÿ тата публицистика енĕпе çырнă паха пичет материалĕсемшĕн Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн членне Виктор Михайлович Данилова «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальпе чыслама йышăннă. Саламлатпăр!

Миçе хут пăхнă: 410 | Хăçан хушнă: 21.06.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 8 9 10 11 12 ... 56 57 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024