Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
Январĕн 19-мĕшĕнче районта черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн пĕр ушкăнĕ (РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ А. Петрова, район администрацийĕн юридика пайĕн пуçлăхĕ Л. Артемьев, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Николаев, унăн специалисчĕ М. Александрова тата çак йĕркесен авторĕ) Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен ялсенче пулчĕç. 
Чи малтанах тĕл пулу "Нива" хуçалăх ферминче иртрĕ. Унта информаци ушкăнĕ ĕне сăвакансемпе тата бригада ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Тепĕр тĕл пулăвĕ вара Пшонкăри кану центрĕнче. Кунта ял çыннисем чылайăн пуçтарăнчĕç. 
Чи малтанах сăмах Альбина Валерьяновна илчĕ. Вăл информаци кунĕн темисемпе паллаштарнă май кашнин çинчех тĕплĕн чарăнса тăчĕ. 
А. Петрова РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ пулнă май пенси ыйтăвне тĕкĕнмесĕр иртсе кайма пултараймарĕ. Мĕншĕн тесен паянхи кун халăха интереслентерекен ыйтусенчен пĕри пулса тăрать те вăл. "Иртнĕ çулхипе танлаштарсан пенсионерсен шучĕ чакни палăрать. Вăл ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 797 | Хăçан хушнă: 22.01.2011 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Пирĕн ентеш, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1993 ç.), республикăри музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1995), Чăваш Енри композиторсен ассоциацийĕн членĕ, районти Н. Янкас ячĕллĕ культура, литература тата искусство пĕрлĕх премийĕн лауреачĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор И. Р. Степанов çуралнăранпа кăçалхи кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче 70 çул çитет. 
Илья Романовича хам районти "Ял пурнăçĕ” хаçатра корреспондентра ĕçлеме тытăннăранпах — 1976 çултанпа пĕлетĕп. Малтанхи курнăçу унăн культура пурнăçĕпе çыхăннă пĕчĕк статйине пичете хатĕрленĕ вăхăтра пулнăччĕ. Чылаях сăмахларăмăр унпа. Паллашнă хыççăн пĕр-пĕрин пирки ыйтса пĕлтĕмĕр. Мана, ку таранччен "чĕрĕ композиторпа” калаçса курманскере, И. Р. Степановăн пултарулăх çулĕпе паллашма питех те интереслĕ пулчĕ. Хăй те вашаватскер, ырă кăмăллăскер, сăпайлăскер килсе тухрĕ. Çакăн хыççăн пирĕн хушăра вун-вун тĕл пулу иртрĕ. Кашнинчех ун пирки мĕн те пулин çĕннине пĕлеттĕм, юррисем çав тери кăмăла каят ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 731 | Хăçан хушнă: 22.01.2011 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсенче Иванăн ашшĕ-амăшĕ Германие куçса кайнă. Хăйсем патне ывăлне çемйипе пурăнма чĕннĕ. Иван (Германири ячĕ Иоганн) Пик мăшăрĕпе, ачисемпе канашланă, вĕсен сĕнĕвĕпе килĕшнĕ. 1999 çулта пурнăç вырăнне улăштарнă. 
Чăваш хĕрĕ Людмила Константиновна Яковлева Яманак ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шăпа ăна Мускав облаçĕнчи Реутово хулине илсе çитернĕ. Вăл кунти çар чаçĕнче маляр-плиточницăра вăй хунă. Ку çар чаçĕнчех Омск облаçĕнче çуралнă нимĕç Иван службăра тăнă. Икĕ çамрăк пĕр-пĕринпе паллашнă. Туслăх юратăва куçнă. Часах çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Иван кантăк касаканта (стекольщик), Людмила хăй специальноçĕпех тăрăшнă. Çемье Реутовăрах хваттер илнĕ. Мăшăрăн хĕрсем, Надьăпа Света, çуралнă. 
Бавари çĕрĕ, Ниттендорф поселокĕ. Вырăс çĕрĕнчи çемьене малтанах çăмăлах килмен. Çĕнĕ çĕр-шыв, çĕнĕ условисем. Нимĕç йăла-йĕрки. Халĕ ĕнтĕ вăл йывăрлăхсем хыçа юлнă. Кăçалхи январĕн 6-мĕшĕнче Пиксен Бавари çĕрĕ çине пурăнма куçни вун икĕ çул çитрĕ ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 590 | Хăçан хушнă: 18.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Эпир, трак енсем, 2011 çула мĕн пур чăвашпа пĕрле ырă, хаваслă та курăмлă туйăмпа, ĕçри çитĕнÿпе кĕретпĕр. Историе ăсанакан 2010 çул кăткăс, тапхăр-тапхăрпа питĕ йывăр, çав вăхăтрах нумай çĕнĕлĕх кÿнĕ çулталăк евĕр асра юлĕ. Юбилейсен çулталăкĕ тесен те йăнăш мар. Районăн 75 çулхи кунне чыслăн паллă турăмăр, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине сумлăн кĕтсе илтĕмĕр. 
Кăçал район пурнăçĕ çĕнĕ, ырă нумай пулăмпа палăрчĕ. Агропромышленность комплексĕн курăмлă çитĕнĕвĕсем малашлăха çĕнĕ тĕллевсемпе талпăнма хавхалану кÿреççĕ. Халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен тытăмра та ĕç кал-кал пырать, вĕренÿре, сывлăх сыхлавĕнче тата ытти сферăра çĕнĕлĕх чылай пулчĕ. Çĕнĕ çулта район малалла аталанас енĕпе тата пысăкрах тĕллевсем лартрĕ. Çутă тĕллевсем патне тивĕçе чыслăн, мал курăмлăн, пуçаруллăн, чун ыйтнă пек пурнăçласа утсан мĕн палăртни вăя кĕрĕ. Çакна валли пирĕн вăй-хăват çителĕклĕ, ăс-хакăл, опыт пур. 
Иртсе кайнă çул пире хастартарах, вăйл ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 595 | Хăçан хушнă: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Юрий Сементер (Юрий Семенович Семенов) Красноармейски районĕнчи Танăш ялĕнче 1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çуралнă.
Кĕçĕн Шетмĕри çичĕ çул вĕренмелли, Красноармейскинчи вăтам шкулсенче, Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищинче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. 1960-1963 тата 1969-1971 çулсенче çар ретĕнче тăнă.
1964 çулта Чатукассинчи клуб заведующийĕнче, 1964-1966 çулсенче ВЛКСМ Çĕрпӳ райкомĕн пай пуçлăхĕнче, 1966-1969 çулсенче Çĕрпӳ район хаçачĕн сотрудникĕнче ĕçленĕ. 1971-1973 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ, аслă редакторĕ, редакцисен заведующийĕ пулнă, 1974 çултанпа — «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ.
Литература ĕçне шкул çулĕсенче тытăннă, малтанхи сăввисене хаçатсенче тата «Ялав» журналта (1958) пичетленĕ. Унтанпа Ю.Сементер çирĕм пилĕк кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вĕсенчен паллăраххисем: «Тупа» (1972), «Аван-и, салтак» (1981), «Ч ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 587 | Хăçан хушнă: 03.01.2011 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Çывхарса килекен 2011 çул Хĕвел тухăç гороскопĕпе Шурă Кушак е Кролик çулĕ. Мĕншĕн тӳрех икĕ чĕр чуна асăнаççĕ-ха? Китайпа Японин астрологи системисем кăштах уйрăлса тăнипе иккен. Пирĕншĕн, анăç культурине çывăх çынсемшĕн, кушакпа кролик хушшинче пысăк уйрăмлăх пек туйăнать. Анчах та тухăçра пурăнакансем урăхларах шутлаççĕ курăнать. Вĕсемшĕн чи кирли – çак икĕ чĕр чун та тăватшар ураллă, иккĕшĕ те «шывран тип-типĕ тухма» пултараççĕ. Çывхарса килекен çул чи кирли шăпах çакă пулса тăрать те. Каларăмăр ĕнтĕ, çитес çула Кушак çулĕ тесен те, Кролик çулĕ тесен те йăнăш мар. Эпир Кушак çинче чарăнар-ха.
Шурă Кушак пĕр вăхăтрах харсăр тата асăрхануллă, чыса юратать тата сăпайлă, хутшăнма кăмăллать тата виçеллĕ, нумай пĕлме юратать тата хăйне тытма пĕлет, сӳрĕк тата çине тăракан, вичкĕн тата ансат… Çапах та Шурă Кушак ытларах дипломат, кĕрешӳçĕ мар. Çавăнпа та çитес çул шăпа хирĕçекенсемпе çапăçакансен енче пулмĕ.
Уяв сĕтелĕ çине мĕн лартмалла-ха Çĕнĕ çул хуçине юрас ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 731 | Хăçан хушнă: 24.12.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Шăматкунхи сивĕ кун, раштавăн 18-мĕшĕнче, Шупашкарти вĕренӳ иститутĕнче Республикăмăрти Chuvash.Org Интернет-пĕрлĕхпе Чăваш чĕлхин инçет вĕренӳ центрĕ ирттернĕ «Урхамахсем тăраç тапăртатса...» литература ăмартăвĕн çĕнтерӳçисене чысларĕç. Хаваслă чыслав уявĕ 11 сехетре пуçланчĕ.
Пухăннисем умĕнче Николай Плотников (Chuvash.Org-ăн тĕп администраторĕ), Владимир Андреев (Чăваш чĕлхин инçет вĕренӳ центрĕн ертӳçи), Юрий Виноградов (вĕренӳ институчĕн ĕçченĕ), Надежда Григорьевна Иванова (вĕренӳ институчĕн ĕçченĕ) тухса калаçрĕç, мала тухнă шкул ачисемпе вĕрентекенсене хаклă парнесемпе чысларĕç. Пĕрремĕш вырăна тухнисене 60х40 виçеллĕ карттин, 2-мĕш вырăна тухнисене 40х30 виçеллĕ карттин, 3-мĕш вырăна тухнисене 30х20 виçеллĕ карттин лекрĕ. Унсăр пуçне вĕсене пурне те дипломсем тата нумай пулмасть пичетленсе тухнă «Асамлăх çулĕ» кĕнекесем парнелерĕç.
Асăннă уява пирĕн районти шкул ачисемпе вĕрентекенсем те хутшăнчĕç. Вĕсем ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 448 | Хăçан хушнă: 18.12.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Йăлана кĕнĕ ятпа паян, раштавăн 14-мĕшĕнче, Михаил Васильевич Игнатьев Патшалăх Канашĕпе Чăваш Ен халăхĕ умне Çырупа тухрĕ. Çыру ятне вăл «Çамрăксене шанмалла!» тесе ят панă.

Кĕскен тĕп шухăшсене пăхса тухсан çакна уйăрма пулать:
◊ патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенче халăха е уйрăм çынна телейпе ырлăх кӳрекен тата власть уçăмлă, суймасăр ĕçлени пулмалла;
◊ пирĕн çутçанталăк умĕнче экологи енчен те, культура енчен те хамăрăн яваплăха туйса пурăнма вĕренмелле;
◊ вăрман тăрăхĕсене ӳлĕмри ăрусем валли сыхласа хăвармалла;
◊ тĕрĕс апатланма вĕренмелле. «Çын сывлăхĕшĕн вăл çуралса ӳснĕ вырăнта çитĕнтернĕ çимĕç, мĕн пĕчĕкрен ĕçме хăнăхнă шыв кирлĕ»;
◊ республикăн лайăх енĕсенчен пĕри, ыттисемпе тупăшма май параканни — чăваш çĕрĕ тĕрлĕ хими элеменчĕсенечен таса пулни;
◊ ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен хăйсен çĕрĕпе тухăçлă усă курасси чи малтанхи тĕллев пул ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 457 | Хăçан хушнă: 14.12.2010 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (2)

Сăн ÿкерчĕк
Карай тăрăхĕнчи Çырмапуç ялĕнче пурăнакан М. Н. Матвеева халĕ тивĕçлĕ канура. Апла пулин те алă усса лармасть. Яланах канăçсăр. Кил-çуртра та вăр-вар. Ял-йышра ватти-вĕттипех паллаççĕ ăна. Вашават хĕрарăм. 
Мария Николаевна Хĕрлĕ Чутай районĕнче 1941 çулта июлĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. 4 класс вĕренсе пĕтернĕ. Амăшĕнчен 10 çултах тăлăха юлнă. Ашшĕ, Зайцев Николай Ермолаевич, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен таврăнаймасть. Машукăн пурнăçĕ çăмăл килмен. 13 çултах вăл хуçалăх ĕçне кÿлĕнет, лашасем пăхать. Каярахпа (16 çулта) Волгоград облаçĕнче дояркăра ĕçлеме пуçлать. Çакăнта çамрăк каччăпа, Владимир Афанасьевич Матвеевпа, паллашса çемье çавăрать. 1967 çулта упăшкин тăван ялне, Çырмапуçне, таврăнать. Килсенех ял хуçалăхĕнче дояркăра ĕçлеме пуçлать. Часах ăна ялта ырăпа асăнма тытăнаççĕ. Малта пыракансен пĕр-пĕр канашлăвне çын ямалла — ун ятне асăнаççĕ, депутат суйламалла — каллех ун ячĕ илтĕнет.
Сирĕн шутпа, Мария Николаевна, мĕнрен килет çакă?
— Чыс-хисеп малтан ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 470 | Хăçан хушнă: 14.12.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Карай шкулĕ раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче хăйĕн 120 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак тапхăрта унтан 1062 çамрăк вĕренсе тухнă. Чылайăшĕ каярахпа вĕрентекенсемпе тухтăрсем, инженерсемпе офицерсем, механиксемпе техниксем, промышленноçра тата ял хуçалăхĕнче кирлĕ специалистсем пулса тăнă. 
Уява хăнасем — ку шкултан вĕренсе тухнисемпе вăй хунисем — йышлăн пухăнчĕç. Малтанах учительсем вĕсене пĕлÿ çурчĕпе — вĕрентÿ пÿлĕмĕнче йĕркеленĕ ал ĕç выставкипе тата краеведени музейĕпе паллаштарчĕç.
Вĕрентекенсем ертсе пынипе ачасем мĕнле кăна модульлĕ оригами ăсталаман пуль! Ытармалла мар хитре! Телей кайăкĕ, пулă, мулкач, шапа, тăмана, кушак,чечексем, тĕрлĕ тĕслĕ вазăсем… Тĕрленĕ, çыхнă япаласем, пластилинран, чустаран, вăрăсенчен ăсталанă ал ĕçĕсем куçа илĕртеççĕ. Çак ĕçе Платоновсен, Николаевсен, Романовсен çемйисем хутшăннă, М. В. Яковлеван (рисовани учителĕ), Н. В. Григорьеван (ветеран-педагог) тĕрленĕ ĕçĕсем, В. Романован (5-мĕш класс, "Юный фотограф") фотовыставки, вĕренеке ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 1136 | Хăçан хушнă: 11.12.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш Республикин Президенчĕ М. Игнатьев журналистсемпе иртнĕ унчченхи тĕл пулурах вĕсемпе тăтăшах курнăçма калаçса татăлнăччĕ. Вăл хăй сăмахне çирĕп тытать. Черетлĕ анлă пресс-конференци декабрĕн 8-мĕшĕнче пулчĕ. Ăна М. Игнатьев президент ĕçĕнче вăй хунă малтанхи 100 куна халалланă. Тĕл пулу малтан калаçса татăлнă пĕр сехет çурă вырăнне икĕ сехет ытла пычĕ. Михаил Васильевич журналистсен нумай ыйтăвне хуравларĕ. 
Малтанах Президент вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ иртнине, хула, район администрацийĕсен пуçлăхĕсене конкурспа суйласа илнине, влаç аппарачĕ йĕркеленсе çитнине палăртрĕ. Вăл ĕçе пĕлекенсене, çĕннишĕн çунакансене, тÿрĕ кăмăллисене хаклать. Николай Федоров президент пулнă чухнехи çула тытса пымашкăн çине тăрать.
Халĕ республикăра Общество палатине туса хурас ĕç пырать.
М. Игнатьев декабрĕн 7-мĕшĕнче Раççей Правительствин ларăвне хутшăннă. Раççей 2018 çулта тĕнчери футбол чемпионатне йышăнать, унта ăна тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илесси пирки ка ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 556 | Хăçан хушнă: 11.12.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (3)

« 1 2 ... 40 41 42 43 44 ... 56 57 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024