Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче пирĕн районта Германири Ангальт çĕрĕн Хресченсен Пĕрлĕхĕн директорĕ Гайнц Фиренклес господин пулчĕ. 
Вăл Трак ене, "Чăваш Республикинчи ялти регионсене аталантарасси" чăвашсемпе нимĕçсен пĕрлехи проекчĕпе интересленнĕ май, кĕске вăхăтлăх эксперт пулса килчĕ. "Эпĕ отпускра мар, ĕçре. Сирĕнтен вĕренмелли çук мар", — терĕ Гайнц Фиренклес. Хăна, чăн та, пирĕн тăрăхра пĕрремĕш хут мар. Кăçалхи шăрăх çу кунĕсенче вăл В. А. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕн Сартăванти ĕне ферминче пулса курнăччĕ. Хальхинче те кунта çитсе килме шухăшланă иккен. "Унчченхипе танлаштарсан, фермăра ырă улшăнусем çук мар", — палăртрĕ Германи хăни. Сартăван ферминче, Венера Андреевна çирĕплетнĕ тăрăх, пысăк юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Ертÿçĕ шухăшĕпе вĕсене ирттермесĕр, фермăра вăй хуракансене тивĕçлĕ условисем туса памасăр ĕнесен продуктивлăхне малалла хăвăрттăн ÿстереймĕн. Паллах, лайăх та паха опыта та алла илмеллех, малта пыракансенчен, сăмахран, Германири туссенчен те, ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 595 | Хăçан хушнă: 07.12.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Район шайĕнче кашни çулах тĕрлĕ предметпа олимпиадăсем иртеççĕ. Шкул ачисем вĕсенче пысăк активлăх кăтартаççĕ.
Ноябрĕн 26-мĕшĕнче вара вĕренекенсем хушшинче математика предмечĕпе иртрĕ вăл. Унта районти 12 шкулти 7—11-мĕш классенче пĕлÿ илекен 62 ача хутшăнма кăмăл тунă. Ĕçсене тишкерсе пĕтĕмлетнĕ хыççăн 7-мĕш клавсра вĕренекенсем хушшинче çĕнтерÿçĕ ятне çаксем тивĕçнĕ: пĕрремĕш вырăна А. Егоров (Именкасси шкулĕ, ертÿçи И. Тимофеева) тухнă, иккĕмĕшне — С. Тихонова (Пикшик шкулĕ, Л. Григорьева), виççĕмĕшне А. Федорова (Трак гимназийĕ, Н. Николаева) йышăннă.
Саккăрмĕш класра вĕренекенсенчен çаксене палăртмалла: Н. Соколов (Трак гимназийĕ, Н. Николаева) чи нумай балл пухса пĕрремĕш, А. Дмитриев (Карай, Н. Тимофеева) иккĕмĕш, Д. Сушко (райцентрти иккĕмĕш шкул, Н. Андреева) виççĕмĕш вырăнсене тухма пултарчĕç. Тăххăрмĕшсенчен маттуррисем: пĕрремĕш вырăнта — Р. Федоров (Трак гимназийĕ, И. Федорова), иккĕмĕшĕнче — И. Хайбуллин (Кĕçĕн Шетмĕ, Н. Алексеева), виççĕмĕшĕнч ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 420 | Хăçан хушнă: 07.12.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центртан нихăçан та халăх татăлмасть. Кам кăна килмест пулĕ: тĕрлĕ сăлтава пула ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлнисем /вĕсенчен ытларахăшĕ - е предприяти-организаци хупăннăран, е штата пĕчĕклетнĕрен, е салтакран таврăнсан тÿрех шалу тÿлекен вырăна вырнаçаймасăр хăшкăлнисем, т.ыт.те/, хăйсен ĕçне пуçарас ĕмĕтпе хавхаланни те сахал мар. Пурте пысăк шанăçпа, пулăшусăр хăвармассине пĕлсе-ĕненсе. Кашни валли ăшă сăмах, ырă сĕнÿ тупаççĕ центрта тăрăшакансем. Вĕсем - ертсе пыракан инспекторсем Игорь Ивановпа Татьяна Яковлева, ертсе пыракан специалист Надежда Вишнеева, Марина Уткина тĕп бухгалтер. Тата, паллах, маттур та пуçаруллă, коллектива пĕр тĕллевпе ĕçлеме ăста ертсе пыракан Иван Михайлович Козлов директор.
Кăçалхи 10 уйăхра ĕçе вырнаçас тĕллевпе центра 835 çын пынă. Ку иртнĕ çулхинчен 26 процент сахалрах. Ĕç шыракансен йышĕнче: хăйсен ирĕкĕпе коллективран кайнисем /39, 9 процент/, организаци-предприяти е учреждени хупăннипе ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 599 | Хăçан хушнă: 04.12.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (3)

Сăн ÿкерчĕк
Раштавăн 2-мĕшĕнче Красноармейски 2-мĕш шкулĕнче районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ларура çак ыйтусене пăхса тухрĕç:
1. Вĕрентекенсем хăйсен квалификаци категорине çирĕплетес е ÿстерес тĕлĕшпе аттестаци витĕр тухас йĕрке çинчен.
2. Чăваш чĕлхи тата чăваш литератури предмечĕсемпе районта 8-11 класра вĕренекен шкул ачисем хушшинче ирттернĕ олимпиада пĕтĕмлетĕвĕ çинчен.
3. Чăвашла сайт йĕркелесси çинчен.
4. Вĕрентекенĕн виртуаллă музейне йĕркелесси çинчен.
5. Республикăра тата районта иртекен тĕрлĕ конкурс çинчен.
Ларăва Красноармейски 2-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕ, районти чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен творчествă ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 560 | Хăçан хушнă: 03.12.2010 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Республикăра «Урхамахсем тăраç тапăртатса...» фантастикăлла хайлавсен инçет пултарулăх конкурс-ăмăртăвĕ вĕçленнĕ. Жюри хăйĕн ĕçне пĕтĕмлетнĕ. Конкурса Чăваш халăх сайчĕ (админĕ Николай Плотников) тата Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ (ертÿçи - Владимир Андреев) йĕркелесе ирттернĕ. Ăмăртăва пурĕ 140 хайлав килнĕ. Унта пирĕн районти шкул ачисем те хутшăннă. Чăваш халăх сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх вĕсем çаксем: 

"10-11 классенче вĕренекенсен юмахĕ, калавĕ" номинаци. 6 калавпа 2 юмах пулнă ку ушкăнра. 

● 1 вырăн. Елена Васильевăн «Тĕлĕнмелле чĕрчун» калавĕ. Красноармейски районĕ, Упири пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул (ертÿçи - Васильева В.В.).

"6-8 классенчи ачасен калавĕ, юмахĕ" номинаци. Ку ушкăн чи пысăкки пулнă, пурĕ 41 ĕç х ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 483 | Хăçан хушнă: 01.12.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн черетсĕр иккĕмĕш ларăвĕ иртрĕ. 
Унта район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн депутачĕсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, шкулсен директорĕсем хутшăнчĕç.
Депутатсем çакăн пек кун йĕркине çирĕплетрĕç:
1. Красноармейски район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн Регламентне çирĕплетесси çинчен.
2. Красноармейски район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн яланхи комиссийĕсем çинчен Положенине çирĕплетесси çинчен.
3. Красноармейски районĕн Ревизи комиссийĕ çинчен Положенине çирĕплетесси çинчен.
4. Красноармейски район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн яланхи комиссийĕсен председателĕсене çирĕплетесси çинчен.
5. Красноармейски район бюджетне 2010 çулхи 9 уйăхра пурнăçлани çинчен информаци.
6. Красноармейки районĕн 2010 çулхи бюджетне улшăнусем кĕрт ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 521 | Хăçан хушнă: 30.11.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Хаклă аннемĕрсем!
Сире чи илемлĕ те чыслă уявсенчен пĕри - Аннесен кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Мĕн авалтан анне сăнарĕ халăх ăслăлăхĕпе, юрату, килĕшÿ, ырăлăх паллисемпе çыхăнса тăрать. Амăшĕн юратăвĕ ача чунне ялан ăшă туйăм парса тăрать. Çуралса тĕрекленнĕ ачан пĕрремĕш сăмахĕ те - анне. Кашни çыншăн амăшĕн юратăвĕпе ачашлăхĕ чи хаклă туйăм пулса тăрать. Анне - тĕнчере пĕрре, вăл хăйĕн мĕн пур пурнăçне ачисемшĕн пурăнать. Кашни амăшĕ хăй ачи ăслăрах, пĕлÿллĕрех пултăр тет, вĕсем хăйсен пурнăçне тата илемлĕрех, тулăхрах та чыслăрах пурăнса ирттерччĕр тет. 
Хаклă аннемĕрсем, хăвăрăн пархатарлă тивĕçе чуна парса пурнăçланăшăн ирĕк парсамăр мана сире Аннесен кунĕ ячĕпе саламлама. Пурнăçра çирĕп сывлăх, çемьере тăнăçлăх тата ырлăх-сывлăх сунатăп.

Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ - В.В. ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 2326 | Хăçан хушнă: 28.11.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Çамрăк пулин те вăл районта, Чăваш Енре чыс-хисеп çĕнсе илме ĕлкĕрнĕ. Ун пирки виçĕм çул Мускавра кăларакан "Труд" хаçатра та çырса кăтартнăччĕ. Сăмах кунта тулли мар яваплă "Таябинка" пĕрлешÿри Олег Васильев механизатор пирки пырать. Олег Юрьевич нумай çул ĕнтĕ çур акипе вырмана хутшăнать, çитĕнÿпе палăрать. Кăçал та çаплах пулчĕ. "Уй-хир карапĕн капитанĕ" хăйне шанса панă (1218 КЗС) комбайнпа 7085 центнер тырă вырса çапса районти комбайнерсен ăмăртăвĕнче мала тухрĕ. Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне халалланă уявра ăна "Вырма-2010" хĕрлĕ хăюпа, хаклă парнепе тата ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысларĕç.
Миçе хут пăхнă: 786 | Хăçан хушнă: 26.11.2010 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (2)

Сăн ÿкерчĕк
Кăçалхи çул юбилейлă паллă кунсемпе, уявсемпе пуян пулчĕ. Фашистла Германине çапса аркатнăранпа 65, хамăр тăван района йĕркелесе янăранпа 75, Чăваш Ене 90 çул çитнипе палăрчĕ. Пирĕн Карай тăрăхĕшĕн те 2010 çул — юбилейлă çул. Карай ялĕнче шкул уçнăранпа 120 çул çитрĕ.

Асапсăр мар этем кун çулĕ,
Çутта тухма — ялан пĕр çул…
Çав сукмакпа ав Карай шкулĕ
Мал ĕмĕтпе утать 120 çул!

Хальхи вăхăтра шкула Р. И. Малинина ертсе пырать. Вăл Çĕрпÿ районĕнчи Лĕпсер ялĕнче 1956 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче кун çути курнă. 1963 çулта ялти 8 çул вĕренмелли шкулта 1-мĕш класра вĕренме пуçланă. 1971 çулта тăван шкула Мухтав хучĕпе пĕтерсен Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. 1975 çулта асăннă училищĕрен вĕренсе тухсан, тăван шкулта физкультура учителĕнче вăй хурать. 1976 çултанпа Карайри вăтам шкулта ĕçлет, малтан — пуçламăш классенче, 8 çул хушши — директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче, 17 çул хушши пĕр улшăнмасăр шкул ерт ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 724 | Хăçан хушнă: 26.11.2010 | Рейтинг: 4.7/3 | Комментарисем (3)

Сăн ÿкерчĕк
Кăçал Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи пурнăç пысăк пулăмсемпе палăрчĕ. Вĕсем ку енчи çынсем ĕçчен те мал ĕмĕтлĕ пулнăран, район администрацийĕ пулăшса пынăран пурнăçа кĕчĕç.
Нарăс-ака уйăхĕсенче ял тăрăхĕн администрацийĕ Ешкилтри, Çирĕклĕри, Кĕçĕн Шетмĕри тата Яманакри çĕнĕ урамсене электроэнерги кĕртме проект хатĕрленĕ. Кун валли вырăнти бюджетран - 300 пин, федераци бюджетĕнчен 9 миллиона яхăн тенкĕ уйăрнă. Çурла-авăн уйăхĕсенче Кÿкеçри «ЭнергоСетьСтрой» предприяти Ешкилтри çĕнĕ урамра çутă кĕртес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттернĕ.
Тепĕр ырă пулăм – Яманакри сĕт-çу ферминче ĕне сăвакан икĕ çамрăкăн çемйисене çурт-йĕр çавăрма укçа-тенкĕпе пулăшни. Унпа пĕвесем тасаттарма, çăлсем чавма, çул-йĕр юсама та усă курма пултарнă, анчах ял тăрăхĕн администрацийĕнче çамрăксене ялта ĕçлесе пурăнма майсем туса пани кирлĕрех те вырăнлăрах тесе шухăшланă.
Кĕçĕн Шетмĕре халĕччен уçă вырăнта халăх пухăнса канмалли вырăн пулман. Çак ыйтăва ял тăрăхĕн администрацийĕ кăçалхи юпа уйăх ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 565 | Хăçан хушнă: 24.11.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Михаил Игнатьев республика Президенчĕн политика пĕлтерĕшлĕ тĕп документне — ЧР Патшалăх Канашĕпе Чăваш Ен халăхĕ патне яракан Çырăва — хатĕрлес тĕлĕшпе ĕçлеме пуçланă. Регион пуçлăхĕ республикăн ĕçри çитĕнĕвĕсене тата унăн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене хак парасшăн, Правительствăпа Патшалăх Канашĕн, муниципалитетсен, предприятисемпе организацисен пĕрле ĕçлемелли кĕске тата нумай вăхăтлăх программине палăртасшăн. 
Çырăва хатĕрленĕ чух Президент республикăра пурăнакан çынсен шухăшне шута илет. Чăваш Енре уçса паман мĕнле резервсем тата тухăçлă усă курман ресурссем пур? Экономикăпа социаллă пурнăçра чи малтанах мĕн улăштармалла? Эсир 2011 çул валли яракан Çырăва мĕн кĕртме шутлатăр? Сирĕн шухăшпа республика халăхĕн пурнăçне мĕн лайăхрах та хăтлăрах тата меллĕрех тума пултарать?
Граждансен сĕнĕвĕсемпе шухăшĕсене, обществăлла пуçарăвĕсене, инновациллĕ шухăшĕсене çак адреспа йышăнаççĕ: Чăваш Республики, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт, Чăваш Республ ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 477 | Хăçан хушнă: 12.11.2010 | Рейтинг: 5.0/4 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 41 42 43 44 45 ... 56 57 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024