Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
Октябрĕн 29-мĕшĕнче Трак енре ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне савăнăçлăн паллă турĕç. 
Çанталăкĕ ирпе йĕпе те сивĕ пулнине пăхмасăр уява пухăннă халăх (унта ял хуçалăх производствинче малта пыракансемпе ку отрасль ветеранĕсене чĕннĕ) кăмăлне çĕклентерекенни çав кун пулмарĕ мар. Кăçалхи питех те çăмăл мар условисенче вăй хурса çитĕнÿ тунисен пĕр ушкăнне Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе, тав çырăвĕсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Юрă-ташă ăстисем — халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи "Трак ен” халăх фольклор ансамблĕн членĕсемпе Заволжски клуб çумĕнчи хĕрарăмсен "Каприз” тата Шупашкарти "Çăлкуç” халăх ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе уява килнĕ халăха чăннипех савăнтарчĕç.
Уяв программин сценарине пĕлсе те ăста хатĕрленĕ. Ăна йĕркелесе ертсе пыракансем Надежда Филипповапа Николаева чăннипех те маттур. Савăнăçлă лару уçăлсанах ЧР Министрсен Кабинечĕн представителĕ — Чăваш Респ ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 544 | Хăçан хушнă: 06.11.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Виççĕмĕш çул аграрисем районăн ял хуçалăхне аталантарас, ял хуçалăх продукцийĕпе чĕр таварĕн тата апат-çимĕçĕн рынокне йĕркелес тĕлĕшпе 2008—2012 çул валли палăртнă тĕллевлĕ программине (ăна Трак енри депутатсен Пухăвĕ 2008 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче çирĕплетнĕ) пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлесе пыраççĕ. 
Кăçалхи 9 уйăх кăтартăвĕсемпе ял хуçалăх продукцийĕ туса илессин индексĕ пĕлтĕрхи çав тапхăртин 75 проценчĕпе танлашать. Туса кăларнă ял хуçалăх продукцийĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 132 миллион та 644 пин тенкĕ шутланать.
Иртнĕ тапхăрта ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене пулăшма 39968 пин тенкĕ субсиди илнĕ, çав шутра 15977 пин тенкине республика бюджетĕнчен. Сезонлă ĕçсене пурнăçлама 14900 пин тенкĕ кĕске вăхăтлăх кредит илнĕ.
Кăçал çанталăк условийĕсем çĕр ĕçченне савăнтармарĕç. Анчах та пĕтĕмпех отрасльти ресурссене явăçтарса ĕçе йĕркелеме пĕлнинчен пĕтĕм ăнăçлăх килнĕ.
Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх кĕр тыррисемпе çуртрисен лаптăкĕ (пĕтнĕ калчана кăларса), ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 610 | Хăçан хушнă: 29.10.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Яманакри сĕт-çу фермин коллективĕ кăçал кашни ĕнерен вăтамран 5000 килограмм сĕт суса илессишĕн кĕрешĕве тухнă. Иртнĕ виçĕ кварталта ку кăтартăва 4291 килограма çитерме пултарнă. 
"Красное Сормово" пĕрлешÿ сĕт пахалăхĕ енĕпе республикăра Тăвай районĕнчи "Акконд" пĕрлешÿ хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнать. "Шурă ылтăн" кунтан патшалăха чи лайăх (высший) сортпа ăсанать. Сĕтри белок хисепĕ 3,23—3,20 (ку республикăра чи пысăк кăтарту), çу хисепĕ 3,4-пе танлашать. Яманаксем çак кунсенче ĕне пуçне пĕр пăт ытла сĕт сăваççĕ. Ку вĕсене тулăх тăрантарнипе çыхăннă паллах. Рацион тăрăх кашнин пуçне сенаж 20, фураж 6, салат пăтти 5, чĕрĕ вĕтĕ çĕр улми 5, утăпа улăм 2—3-шер килограмм тивет.
Ферма заведующийĕ Е. Алексеева каланă тăрăх витесене хĕле лайăх хатĕрленĕ. Выльăх апачĕ çителĕклех. Ĕç условийĕсем аван. Ĕç укçи вăхăтра тÿлеççĕ тата унăн хисепĕ те пĕчĕк мар, вăтамран 10 пин тенкĕ ытла.
— Канма та лайăх условисем туса панă. Выльăх пăхакансен пÿлĕмне çĕнĕ сĕтел-пуканпа ти ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 740 | Хăçан хушнă: 29.10.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче пирĕн районта Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин кунĕ иртрĕ. 
Унта хутшăнма Трак ене министр çумĕ Т. В. Казакова ертсе пыракан 12 çынран тăракан ĕç ушкăнĕ килчĕ. Министерство кунне килнисем, пĕчĕкрех ушкăнсене уйрăлса, Алманч, Кĕçĕн Шетмĕ, Красноармейски ял тăрăхĕсенчи культура обăекчĕсене çитсе курчĕç. Тĕслĕхрен, вĕсем муниципаллă архивра документсене мĕнле шута илнипе тата упранипе, Красноармейскинчи ачасен искусство шкулĕнче вĕрентÿ процесне йĕркеленипе тата лицензи илме документсем хатĕрленипе, халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче, çавăн пекех Кĕçĕн Шетмĕри Э. М. Юрьев ячĕллĕ музейра — ÿкерчĕксен галерейинче юсав ĕçĕсене еплерех йĕркеленипе, районти ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра халăха кĕнекесемпе тивĕçтерессипе мĕнле ĕçленипе паллашрĕç. Кунпа пĕрлех министерство кунне килнисем вĕсенчи нормативлă актсене, ĕç хучĕсемпе плансене тишкерчĕç ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 539 | Хăçан хушнă: 27.10.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн депутачĕсен организацилле пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. Унта район депутачĕсен тăваттăмĕш тата пиллĕкмĕш суйлавсенчи Пухăвĕсен депутачĕсем, ял тăрăхĕсен унччен ĕçленĕ тата çĕнĕрен суйланă пуçлăхĕсем, район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем хутшăнчĕç. 
Ларăва çулĕсемпе чи аслă депутат Ю. А. Ильин (11-мĕш Кĕçĕн Шетмĕ суйлав округĕ) уçрĕ. Район Гимнĕ залра мăнаçлăн янăранă хыççăн Красноармейски территори суйлав комиссийĕн председательне В. Ю. Иванова сăмах пачĕç. Валерий Юрьевич 2010 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн депутачĕсене суйланин итогĕсемпе паллаштарчĕ. Пурĕ 19 депутат суйланнă, 15-шĕ — "Единая Россия” партирен, 1 — РФ КП, 3-шĕ — хăйсене хăйсем тăратнăскерсем. 6-шĕ район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври Пухăвĕн депутачĕсем пулнă. Депутатсем хушшинче 6 хĕрарăм. Депутатсен вăтам çулĕ ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 362 | Хăçан хушнă: 27.10.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Республикăра Вĕрентекен çулталăкне халалланă "XXI ĕмĕрти учитель. Чи лайăх сайт" конкурс вĕçленнĕ. Унта 13 муниципалитетран тата 4 хуларан 91 вĕренекен хутшăннă, 54 сайт тăратнă. Конкурсантсем хăйсен юратнă вĕрентекенĕ çинчен  виртуаллă музей хатĕрленĕ. Çĕнтерÿçĕсем хушшинче пирĕн районтан Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче 10-б класра вĕренекен Михайлов Алексей та пур. Вăл хăйĕн ĕçне çак шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен Зинаида Петровна Михайловăна халалланă (http://www.teacher21.3dn.ru/) . Саламлатпăр!


Миçе хут пăхнă: 469 | Хăçан хушнă: 21.10.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче, шăмат кун Красноармейскинче шкул (халĕ Трак чăваш-нимĕç гимназийĕ) уçнăранпа 120 çул çитнĕ май савăнăçлă уяв иртрĕ.
Çав ятпа кунта хăнасем нумайăн пухăнчĕç. Вĕсене малтанах вĕрентÿ пÿлĕмĕсемпе паллаштарчĕç. 12 сехет тĕлне вара пурте акт залне пуçтарăнчĕç. Гимназири педагогсен коллективĕ уява чăвашсен "Алран кайми аки-сухи” юррипе уçрĕ. Директор çумĕ С. Н. Дмитриева пухăннисене унтан шкул историйĕпе тата хальхи пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Пин-пин çамрăка анлă çул çине кăларнă вăл. 214-ăн ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе вĕçленĕ. Гимнази — база шкулĕ, ресурс центрĕ, 2006 çулта РФ Президенчĕн 1 миллион тенкĕлĕх грантне, ытти премисене тивĕçнĕ. Халĕ гимназире 469 ача вĕренет. Педагогсем 36-ăн (15-шĕ кунтах пĕлÿ пухнă), вĕрентĕве йĕркелеме пулăшакансем тата 20-ĕн.
Коллектива сумлă юбилей ячĕпе малтанах район ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 554 | Хăçан хушнă: 18.10.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Октябрĕн 8-мĕшĕнче А. Степанов хресчен-фермер хуçалăхĕн никĕсĕ çинче выльăхсене хĕллехи тапхăрта усрама куçарас ыйтупа семинар-канашлу иртрĕ.
Трак енре юлашки çулсенче фермер хуçалăхĕсен йышĕ ÿсрĕ. Çавăнпа та асăннă мероприятине хресчен-фермер хуçалăхĕнче ирттерме йышăннă та.
Унта ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисемпе тĕп зоотехникĕсем, ферма тата ветеринари участокĕсен заведующийĕсем хутшăнчĕç.
Вĕсем малтанах Çавалçырма фермин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Кунти витесем чылай хушă пушă тăнă.
— 2006 çулта эпĕ тата В. Кураков ытти хăш-пĕр çынсем пекех килти хушма хуçалăха аталантарма тесе патшалăхран 50-шар пин тенкĕ кредит илтĕмĕр. Унпа МТЗ маркăллă трактор тата косилка туянтăмăр. Малтанах çынсенчен ытлашши сĕте пухса пурăнтăмăр. Ку фермăна çынсем тустарма пуçăннăччĕ те вĕсене хамăр ăна илесси çинчен пĕлтертĕмĕр. Каярахпа Вадим Германовичпа пĕрле хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелеме килĕшсе татăлтăмăр. Темиçе ĕне туянтăмăр, килтисене те çак фермăна илсе килтĕмĕр. ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 475 | Хăçан хушнă: 17.10.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Хаклă ентешĕмĕрсем! Дорогие сограждане!

«Эпир пулнă, пур, пулатпăр» - «Мы были, есть и будем», - эти слова классика чувашской поэзии П. Хузангая становятся как никогда важны для нас в эти дни. Стартует Всероссийская перепись населения. Её итоги позволят оценить пройденный каждой семьей, общиной, нацией и всей страной путь со времени последней переписи, выявить наши проблемы, подчеркнуть достижения и наметить новые пути развития.
Участие в переписи населения - это добровольное волеизъявление. Надеюсь, что каждый отметит себя в истории своего народа осознанным участием в этом общезначимом социальном событии.
Мы живем в эпоху, когда информация является ценнейшим ресурсом, возможности которого безграничны. От полноты и достоверности сведений, которые каждый из вас предоставит переписчику, зависит точность и выверенность решений руководства страны. Очень важно знать реальный портрет населения.
Дорогие сограждане! Я призываю вас принять активное участие в ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 599 | Хăçан хушнă: 14.10.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (3)

Сăн ÿкерчĕк
Пĕрлĕхшĕн, пуласлăхшăн!
Чăваш наци конгресĕн Президиумĕ чăваш халăхне чĕнсе калани
Хисеплĕ аякри-çывăхри тăванăмăрсем, йăхташăмăрсем!
«Чăваш пĕтсен тĕнче пĕтет», — тесе каланă халăхра авалтан. Йăнăшман пулĕ пирĕн аслă асатте-асаннесем: тĕнче илемĕ, Раççей вăйĕ — кашни халăх аслă çĕрĕмĕр çинче хăйне-хăй пурăнни, аталанни, хăй чĕлхипе культурине упрани.
Чăваш историйĕ пуян: хунн-сувар юнĕ чупать пирĕнре. Хальхи Раççей Федерацийĕнче те тивĕçлĕ вырăн йышăнатпăр эпир: йышпа-шутпа — тăваттăмăш халăх. Эпир ĕçчен халăх. Ĕçре те, усал тăшман тапăнсан та эпир мĕскĕн, айван пулман: харсăр, матур, ытти халăхсемшĕн тĕслĕх вăл, чăваш халăхĕ.
«Эй, чăваш халăхĕ! Хăвна пĕтме ан пар!» — теççĕ пил парса наци чысне çÿле çĕкленĕ СССР халăх артистки Вера Кузьмина, аслă педагог Геннадий Волков тата ытти хастар чăваш çыннисем. «Чăваш ачи, сассуна пар!» — тенĕччĕ гениллĕ поэт Çеçпĕл Мишши. Акă 2010 çулхи юпа (октябрь) уйăхĕнче çак сасса пама вăхăт çитрĕ. Çырав тăвакансем 7-м ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 492 | Хăçан хушнă: 14.10.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин Çĕнĕ вĕренÿ технологийĕсен центрĕнче Учитель çулталăкне халалласа "Информаципе коммуникаци технологийĕсем - вĕрентекенсен ăсталăхĕпе пултарулăхне аталантармалли майсенчен пĕри" конкурсăн 2 (куçăм) турĕ вĕçленнĕ. Унта пурĕ республикăри 25 муниципалитетран 116 вĕрентекен хутшăннă, вĕсенчен 61 вĕрентекен мала тухнă. Иккĕмĕш турта çĕннисем хушшинче пирĕн район педагогĕ те пур. Вăл - Красноармейски 2-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Михайлов Виталий Михайлович.  Учитель "Предметпа класс тулашĕнче ИКТ-па усă курса мероприяти ирттересси" проект хатĕрлесе тăратнă. Жюри членĕсем унăн ĕçне пĕрремĕш вырăн парса хакланă. Саламлатпăр! 
Миçе хут пăхнă: 664 | Хăçан хушнă: 13.10.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 42 43 44 45 46 ... 56 57 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024