Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
Ку сăмахсем юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Упири кану центрĕнче Учитель кунне халалласа йĕркеленĕ район шайĕнчи уяв вăхăтĕнче пĕр хут кăна мар янăрарĕç. Вĕсене хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Ю. А. Васильев та темиçе те каларĕ, "сирĕн пултаруллă ĕçрен малашлăхпа пуласлăх килет”, терĕ.
Пирĕн районта вĕрентÿ учрежденийĕсем пĕтĕмпе 23. Вĕсенче 250 ытла педагог вăй хурать. Упири, Красноармейскинчи 2-мĕш, Пикшикри шкулсемпе Трак гимназийĕ РФ Президенчĕн пĕр миллионшар тенкĕлĕх Грантне, Мăн Шетмĕ шкулĕпе "Чебурашка” тата "Сеспель” ача сачĕсем Чăваш Республикин Президенчĕн 200-шер пин тенкĕлĕх премине тивĕçнĕ. 25 педагог тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерсе 10 пин тенкĕрен пуçласа 100 пин таран тенкĕлĕх премисене çĕнсе илме пултарнă.
Юрий Алексеевич вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Н. В. Ефимована, Р. Г. Порфирьевана, В. П. Никитинана, математика учителĕсене И. А. Федорова ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 1122 | Хăçан хушнă: 05.10.2010 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Эпĕ ялта — Çырмапуç Карайра çуралса ÿснĕ. Ман куç умĕнче, çур ĕмĕрте, ял шкулĕ нумай енлĕ улшăнса пычĕ. Эпĕ шутлатăп та, мана вĕрентекенĕн профессине "парнелекенсем” хамăр хушăрах, вĕсене аякра шырама кирлĕ мар. 
Учитель çулталăкĕнче хама ача чухне вĕрентсе ăс панă ветеран-педагогсене аса илес кăмăлăм пысăк. Карай вăтам шкулĕнчи учительсем вĕсем, мана çын çине тухма пулăшнă маттурсем. Яланах ырăпа аса илетĕп вĕсене. Пуçламăш класра ăс-тăн парса аталантарнă Федосия Федоровнăпа Алексей Васильевич Сорокинсене, вырăс чĕлхипе вĕрентекен Ю. Ф. Васильева (унпа пĕрле мĕн тĕрлĕ конкурса хутшăнман пулĕ, çав шутра республика шайĕнчисене), шкул директорĕ пулнă П. В. Васильев военрук, историпе обществознанине вĕрентнĕ В. Е. Ефимов, нимĕç чĕлхипе пĕлÿ панă А. П. Прокопьева, класс тулашĕнчи ĕçсен организаторĕ Е. М. Маркова, халĕ тĕп хулари пĕр шкулта директорта вăй хурать, Л. М. Павлова биологпа мăшăрĕ, директор пулнă В. А. Павлов, класс ертÿçисем — М. С. Семеновапа Р. Т. Желе ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 613 | Хăçан хушнă: 02.10.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн VIII отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Унта вырăнсенчен суйланă 71 делегатран ытларахăшĕ хутшăнчĕ. Конференци 4 сехете яхăн пыни хăех ветерансен чун-чĕрисенче калаçмалли самаях капланнине, ыйтусем нумай çуралнине çирĕплетет.
Пухăннисем умĕнче малтанах ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ В. Х. Гордеева отчет турĕ. Тÿрех çакна палăртса калар-ха. Валентина Харитоновна тав сăмахне чăннипех тивĕç: тÿлевсĕр ку лава пĕр улшăнмасăр тата ывăнмасăр 10 çул тапса туртрĕ, районти ялсенчи ватăсен ырă сăмахĕпе хисепне тивĕçрĕ. Хальхинче те ав ветерансен районти канашĕ хăйĕн ĕçне Уставпа тата ятарлă планпа килĕшÿллĕн пурнăçласа пынине, пухăнакан çивĕч ыйтусене пленумсемпе семинарсенче, ветерансен активĕн пухăвĕсенче пĕрле пăхса тухса сÿтсе явнине, должноçри яваплă çынсенчен тăтăшах отчет-информацисем итленине, районти ветерансем хушшинче опытлă та пуçарул ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 524 | Хăçан хушнă: 02.10.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Урамра çил-тăман вĕçтерет е вăйлă çумăр çăвать — ГИБДД инспекторĕ яланах постра. Сергей Валерьевич Михайлов çак ĕçре вăй хурать те. Унăн тивĕçĕ — çул çинче йĕрке тăвасси, водительсене çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнтарасси, вăрланă, суя номерсемпе чупакан машинăсене тытса чарасси. "Мĕншĕн çак профессие суйласа илтĕн?” тесе ыйтсан çамрăк тÿрех "Атте ĕçне килĕштертĕм, ун пекех йĕркешĕн тăрăшас, саккуна хирĕçле ĕç тунă çынсене тÿрĕ çул çине кăларас тĕллеве мала хутăм” терĕ. 
Унăн ашшĕ — Валерий Петрович Михайлов. Вăл 1956 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Самуккасси ялĕнче çуралнă. Хăйĕн ĕç биографине Валерий Петрович Шупашкарти шалти ĕçсен пайĕнчен пуçланă. 1977 çулта рядовой милиционер ĕçне кÿлĕннĕ. Çемье çавăрсан Михайловсен çемйи Красноармейски ялĕнче пурăнма пуçлать, çемье пуçĕ 1983 çулта районти шалти ĕçсен пайĕнче участокри милиционер тивĕçне кÿлĕнет. Хăйĕн ĕçне тăрăшса тата яваплăха туйса пурнăçланăшăн тав сăмахĕсене, ырă ята сахал мар тивĕçнĕ вă ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 539 | Хăçан хушнă: 24.09.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Анат Типçырма ялĕнчен ирех тухса хăнăхнă çулпа Красноармейски салине çитме кăмăл турăм. Шетмĕ шывĕ урлă 25-30 çул каяллах çакса хывнă кĕперпе /вăл кĕç-вĕç йăтăнса анать, пĕр енĕ шыва перĕнет, анчах юсама шухăшлакан çук/ каçса Кушкăна çитрĕм. Ытти тăрăхри ялсенчи пекех кунта капмар çуртсем çĕкленнĕ пулсан та хупăнни сахал мар. Уйрăмах Яманак еннелле тухакан урамра сисĕнет.
Тавралăхпа йăпанса пытăм пулсан та аллине пысăках мар сумка тытнă çулланнă арçына хуса çитрĕм.
- Хăта, каплах ăçта васкатăн? - кăсăклантăм.
- Васкани-мĕнĕ, кÿршĕ яла çитсе килесшĕн. Унта пушмак пăру сутакан пур тенине илтрĕм. Ĕне ватăлчĕ, çулсерен вăкăр «парнелет».
Кушкăра ăçта килчĕ унта пластик, кĕленче савăт, ытти ăпăр-тапăр, хуçалăхра кирлĕ мар япала йăваланса выртни пирки сăмах пуçарсан вăл мана итлесшĕн те пулмарĕ. Те намăсланчĕ.
- Эсир утăрах, сирĕн, ахăртнех, васкамалла, - тесе хăвăртлăхне чакарчĕ.
- Икĕ енĕпе темĕн те пĕр пăрахса хăварнă çулпа малалла танкăшатăп. Умра - ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 500 | Хăçан хушнă: 19.09.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин Çĕнĕ вĕренÿ технологийĕсен центрĕнче Учитель çулталăкне халалласа "Информаципе коммуникаци технологийĕсем - вĕрентекенсен ăсталăхĕпе пултарулăхне аталантармалли майсенчен пĕри"  конкурсăн 1 (куçăмсăр) турĕ вĕçленнĕ. Унта пурĕ республикăри 25  муниципалитетран 263 вĕрентекен хутшăннă, вĕсенчен 116 вĕрентекен 2 (куçăм) тура тухнă. Иккĕмĕш тура тухнисем хушшинче пирĕн район педагогĕсем те пур. Пĕри - Красноармейски 2-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Михайлов Виталий Михайлович (вăл "Предметпа класс тулашĕнче ИКТ-па усă курса мероприяти ирттересси" проект хатĕрлесе тăратнă). Тепри - Алманч шкулĕнче вырăс чĕлхи  вĕрентекенĕ Дмитриева Галина Николаевна (вăл "ИКТ-па усă курса урок хатĕрлесси" темăпа проект тăратнă). Педагогсен октябрĕн 6-мĕшĕнче ир ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 451 | Хăçан хушнă: 15.09.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Сентябрĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта икĕ хут Совет Союзĕн Геройне, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерне, СССР летчик-космонавтне А. Г. Николаева асăнса «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн эстафета чупăвĕ иртрĕ. Унта Трак енри 7 команда вăй виçрĕ. Асăннă ăмăртуран Трак гимназийĕн команди Олимп чемпионкин Валентина Егорован кубокĕпе таврăнчĕ.
Чăваш Ен прессин спорт фестивальне хутшăнма килнисене ЧР Президенчĕ М. В. Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, хăвăрт утас енĕпе Олимп чемпионки, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Елена Николаева, çамрăксен пĕрремĕш Олимп вăййисен чемпионки Екатерина Блесткина, «Советская Чувашия» хаçат редакторĕ А. Г. Соловьев ăшшăн саламларĕç, ăнăçлă стартпа финиш сунчĕç.
Чи малтанах старта хаçатçăсем тухрĕç. 14 команда вăй виçрĕ кунта. Ытти çулсенчи евĕрех Чăваш патшалăх университетĕнчи «Альмаматер» команда çĕнтерчĕ. Пирĕн районти «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕн команди 7-мĕш вырăн йышăнчĕ. Ун чысне социа ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 559 | Хăçан хушнă: 15.09.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври Пухăвĕн черетсĕр 45-мĕш ларăвĕ иртрĕ. 
Унта депутатсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, шкулсен директорĕсем, район администрацийĕн пайĕсен пуçлăхĕсемпе секторĕсен заведующийĕсем хутшăнчĕç.
Депутатсем çакăн пек кун йĕрки çирĕплетрĕç:
1. Район депутачĕсен Пухăвĕн "Чăваш Республикинчи Красноармейски районĕн 2010 çулхи бюджечĕ çинчен" йышăнăвне улшăнусем тата хушăмсем кĕртесси çинчен.
2. 2010 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче районăн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суйлас енĕпе ĕçлекен участоксенчи суйлав комиссийĕсен йышне кандидатурăсем тăратасси çинчен.
3. 2008—2011 çулсенче Красноармейски районĕнчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантармалли муниципаллă программăна улшăнусем кĕртесси çинчен.
4. Красноармейски районĕн муниципаллă харпăрлăхне куçман пурлăх объекчĕсене йышăнасси çинчен.
5. Обществăлла инфратытă ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 563 | Хăçан хушнă: 10.09.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Район центрĕнчи Халăх пултарулăх çурчĕн вулав пÿлĕмĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Пĕрлĕх правленийĕн председателĕ Г.Л.Ефимов çуллахи тапхăрта туса ирттернĕ ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ, пĕрлĕх умĕнче çитес вăхăтра кун йĕркинче тăракан тĕллевсене палăртрĕ. Çитес тапхăрта пурнăçа кĕртмелли ĕç планне çирĕплетес ыйтупа юрă-кĕвĕ секцийĕн ертÿçи Никоноров Н.М., правлени председателĕн çумĕ Ершов Н.Г., ÿнер искусствисен секцийĕн ертÿçи Серафимов В.С. тата краеведени секцийĕн ертÿçи Константинов В.З. тухса калаçнă. Правлени членĕсем çитес вăхăтра ирттермелли мероприятисен шутне хăй тĕллĕн вĕреннĕ И.Р.Степанов композиторăн (Кушкă ялĕ) юрă кĕнекине презентацилессипе, хăй тĕллĕн вĕреннĕ Н.Г.Григорьев композиторăн (Красноармейски ялĕ) 85 çулхи юбилейне паллă тăвассипе, Вархуш Эншей поэтăн (Еншик Чуллă япĕ) 90 çулхи юбилейне паллă тăвассипе тата М.И.Юрьева-Нямань çыравçă-публицист çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тăвассипе ĕçсем мĕнле пынине сÿтс ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 537 | Хăçан хушнă: 10.09.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк

Районти шкулсенче пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Пĕлÿ кунĕнче шкул партти хушшине 1837 ача ларчĕ. Вĕсенчен 156-шĕ - пĕрремĕш хут. 

Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ В.В.Александров салари иккĕмĕш номерлĕ шкулта пулчĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ачасене, вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне тата педагогика ĕçĕн ветеранĕсене саламларĕ. Тĕрлĕ конкурсра çĕнтернĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсене Хисеп хучĕсемпе Дипломсем парса чысларĕ. Савăнăçлă линейкăра шкул директорĕ С.М.Николаева тата районти педагогика ĕçĕн ветеранĕсен организацийĕн ертÿçи Л.Г.Григорьев тухса саламлă сăмах каларĕç. Пĕрремĕш шăнкăрава кăçал вунпĕрмĕш класра в ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 780 | Хăçан хушнă: 01.09.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Хисеплĕ шкул ачисем, вĕрентекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, ашшĕ-амăшĕ!
Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче районти шкулсенче пĕрремĕш шăнкăрав янăрĕ. Вăл çĕнĕ 2010-2011 вĕренÿ çулĕ пуçланни çинчен пĕлтерĕ. Паянхи шкул ачисене лайăх вĕренмешкĕн çĕнĕ майсемпе меслетлĕхсем çителĕклех. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче партăсем хушшине 1900 яхăн вĕренекен ларĕ, вĕсенчен 156-шĕ - пĕрремĕш хут.
Пĕлÿ кунĕн пĕрремĕш урокĕ право пĕлĕвĕсен темипе иртĕ. Унта ачасене хăйсен прависемпе тивĕçĕсем çинчен каласа парĕç, 1989 çулта ООН йышăннă Ача-пăча конвенцине Раççей çĕр-шывĕ ратификацилени 20 çул çитнине халаллĕç ăна.
Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасене тăрăшса вĕренмешкĕн пĕтĕм май пур. Вĕрентÿ сферинче пурĕ 235 педагог тăрăшать. Вĕсенчен 12 проценчĕ - аслă категориллĕ, 30 проценчĕ - пĕрремĕш, 23 проценчĕ иккĕмĕш категориллĕ квалификацине тивĕçнĕ. Шкулсенче (2 пуçламăш пĕлÿ паракан шкулта, 4 пĕтĕмĕшле тĕп тата 7 пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта, 1 гимнази шк ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 703 | Хăçан хушнă: 31.08.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 43 44 45 46 47 ... 56 57 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024