Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
Хисеплĕ шкул ачисем, вĕрентекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, ашшĕ-амăшĕ!
Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче районти шкулсенче пĕрремĕш шăнкăрав янăрĕ. Вăл çĕнĕ 2010-2011 вĕренÿ çулĕ пуçланни çинчен пĕлтерĕ. Паянхи шкул ачисене лайăх вĕренмешкĕн çĕнĕ майсемпе меслетлĕхсем çителĕклех. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче партăсем хушшине 1900 яхăн вĕренекен ларĕ, вĕсенчен 156-шĕ - пĕрремĕш хут.
Пĕлÿ кунĕн пĕрремĕш урокĕ право пĕлĕвĕсен темипе иртĕ. Унта ачасене хăйсен прависемпе тивĕçĕсем çинчен каласа парĕç, 1989 çулта ООН йышăннă Ача-пăча конвенцине Раççей çĕр-шывĕ ратификацилени 20 çул çитнине халаллĕç ăна.
Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасене тăрăшса вĕренмешкĕн пĕтĕм май пур. Вĕрентÿ сферинче пурĕ 235 педагог тăрăшать. Вĕсенчен 12 проценчĕ - аслă категориллĕ, 30 проценчĕ - пĕрремĕш, 23 проценчĕ иккĕмĕш категориллĕ квалификацине тивĕçнĕ. Шкулсенче (2 пуçламăш пĕлÿ паракан шкулта, 4 пĕтĕмĕшле тĕп тата 7 пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта, 1 гимнази шк ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 710 | Хăçан хушнă: 31.08.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Çурлан 29-мĕшĕнче, шăматкун, Чăваш Енĕн президенчĕ улшăнчĕ — Николай Васильевич Федоров вырăнне Михаил Васильевич Игнатьев йышăнчĕ. Чаплă церемоние (инагурацине) нумай официаллă çын килнĕ — Атăлçи федераллă округри Раççей президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота та пурччĕ. 
Çĕнĕ президентăн сайчĕ те çĕнĕ — вăл çурлан 29-мĕшĕнче уçăлнă. Николай Васильевичăн сайчĕпе (ăна хăварнă, хупман) танлаштарсан вăл çĕнĕлле курăнать — хальхи вăхăтра усă куракан дизайн мелĕсене унта чылай усă курнă. 

Миçе хут пăхнă: 429 | Хăçан хушнă: 30.08.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк

Учительсен августри канашлăвĕ кăçал Алманч ял тăрăхĕнче иртрĕ. Малтанах вĕрентекенсем Алманч шкулĕнчи вĕренÿ пÿлĕмĕсенче секцисене пайланса ĕçлерĕç, ун хыççăн ялти кану çуртне пуçтарăнса анлă канашлăва хутшăнчĕç. Учительсен конференцине район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров, Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн представителĕ Н. В. Прокопьева, республикăри Вĕрентÿ институчĕн проректорĕ Е. А. Казакова, ытти официаллă çынсем хутшăнчĕç. Вĕрентекенсен форумĕнче район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Ю. А. Васильев "Ялти учитель: аталану çул-йĕрĕ, йăла-йĕрке, проблемăсем” темăпа доклад туса панă. Пренире пилĕк çын тухса калаçнă. 

В.М.Михайлов педагог сăмахĕ

Тĕплĕнрех (вырăсла)

... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 757 | Хăçан хушнă: 27.08.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче, тунти кун район хăй тытăмлăх канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров йĕркелесе пынăскере асăннă канаш членĕсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăхсен, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, шкулсен директорĕсемпе ача сачĕсен заведующийĕсем хутшăнчĕç, пĕтĕмпе 4 ыйту тишкерчĕç. 
1. Экономикăпа социаллă пурнăç мĕнле аталанать?
Ларура район экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕ кăçалхи I çур çулта епле пулнипе район администрацийĕн экономика аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ А. Михайлова паллаштарчĕ. "Харпăр хăй продукцине ăсатассин калăпăшĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен — 31, 2 , ваккăн сутмалли тавар çаврăнăшĕ — 5,2, халăха тÿлевлĕ çăмăллăхсем парасси 2, 7 процент ÿсрĕ", — палăртрĕ Ангелина Васильевна. Пур шайри бюджетсене 47,2 миллион тенкĕ е пĕлтĕрхинчен 12,4 процент ытларах пырса кĕнĕ. Халăхăн укçа-тенкĕ тупăшĕ I çу ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 649 | Хăçан хушнă: 27.08.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров патне Карай ял тăрăхĕнчи граждансенчен пăшăрхануллă çыру килнĕ. Унта вĕсем вырăнти пуçлăхсем тирпей-илемшĕн çине тăманни (çакна 20 сăн ÿкерчĕкпе те çирĕплетнĕ), ĕçмелли шыв ыйтăвне татса пама васкаманни, пĕвесем те типсе ларни пирки ÿпкелешеççĕ. "Малашне пире мĕн кĕтет! Эсир пулăшасса шанас килет”, — çакăн пек сăмахсемпе вĕçлеççĕ çынсем çырăва. 
Ку çырăва Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене тăвакан Л. П. Андрианова çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче вырăнти активăн пĕр ушкăнĕпе ирттернĕ канашлура та пăхса тухрĕç. Унта уйрăммăн илсен ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕсем О. Д. Тимофеевапа А. И. Семенов, тулли мар яваплă "Караево" пĕрлешÿ ертÿçи Г. В. Спиридонов, Карай шкулĕн директорĕ Р. И. Малинина, тĕп усадьбăри кану центрĕн заведующийĕ Л. Л. Алексеева, Çырмапуç Карайри кану çурчĕн культорганизаторĕ И. П. Иванова хутшăнчĕç. Вĕсен шухăшĕ çапла: "Тĕрĕсех çыраççĕ”. Мĕн сĕнеççĕ-ха хăйсем?
Г. В. Спиридонов каланинчен: "Çÿп-çап чăн та н ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 532 | Хăçан хушнă: 27.08.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
2010 çулхи Пĕтĕм халăх çыравне хатĕрленмелли пĕрремĕш тапхăр вĕçленчĕ. Вăл виçĕ çула яхăн пычĕ. Умра — чи кăткăс та чи яваплă тапхăр — 2010 çулхи халăх çыравне ирттересси. Районта ку вăхăтра мĕнле ĕç туса ирттернĕ-ха? Ытти çĕрти пекех, нумай ĕç тунă. 
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2008 çулхи мартăн 7-мĕшĕнчи 53-р номерлĕ постановленине пурнăçласа районпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тивĕçлĕ постановленисем йышăннă, районта тата ял тăрăхĕсенче тăххăрăшĕнче те çырав ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссисем туса хунă. Район комиссийĕн 9 ларăвне тата ял тăрăхĕсен комиссийĕсен 49 ларăвне ирттернĕ.
Кашни килпе тата ялпа халăх йышне пĕлес тесе кăтартусен базине йĕркелемешкĕн кашни ялпах çуртсен списокне хатĕрлессипе чылай ĕç тунă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, предприятисемпе тата организацисемпе тачă çыхăну тытнă, вĕсем пурăнмалли фонд пирки кăтартусем тăратнă. Списоксене тата картографи материалне тĕрĕслеме ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 596 | Хăçан хушнă: 27.08.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Пирвайхи çынсем пирĕн тăрăха ХVII ĕмĕртех килсе вырнаçнă. Кăна çак тĕслĕх те аван кăтартса парать: Пайтул Искеев Степан Разин пуçарнă пăлхава (ХVII ĕмĕр) хутшăннă чăвашсенчен пĕри пулнă. 
Патша вăхăтĕнчи архивра тупнă документсене тишкернĕ май чăваш тĕпчевçисем (Иван Одюков, Валем Ахун) вĕсенче асăннă "Хуракасси" (Каракасы) Карайкасси ятлă пулма пултарнине çирĕппĕнех калаççĕ. Халĕ вăл — Сурăмхĕрри ялĕ. Унтан инçех мар, Сурăм шывĕ леш енче, Хурапыр ятлă ял та пур. Хуракасси Çĕрпÿ уесне кĕнĕ. Пайтул Искеев çакăнта çуралнă. Вăл Аслă Çавал Атăла юхса кĕнĕ тĕлте пуç хунă. Ăна Чиканкасси ялĕ çумне пытарнă. Пайтул урамĕ Шупашкарти Ленин районĕнчи Чапаев урамĕнчен инçех мар вырнаçнă.

* * *

1875 çулта чăвашсен просветительне И. Я. Яковлева округ инспекторне лартаççĕ. Вăл час-часах халăх хушшине тухса çÿрет, хăш-пĕр ялсенче нумайлăха чарăнса тăрать, шкул ĕçне пуçарас тĕллевпе çĕкленнĕ ыйтусене татса пама тăрăшать. Тен çавна пула ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 963 | Хăçан хушнă: 27.08.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Мускавран савăнăçлă хыпар çитрĕ: Пĕтĕм тĕнчери "Симĕс планета" ача-пăча экологи форумĕ ирттерекен конкурсăн лауреачĕсене пĕлтерчĕç. Вĕсенчен пĕри - Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Михайлов Алексей (сăмах май, вăл "Трак ен" сайтăн администраторĕ те). Алеша хăйĕн "Çĕр пулăхлăхне упрассишĕн кĕрешер" сайчĕпе «Хальхи технологисем - çут çанталăка хÿтĕлес ĕçре" (экологи тата çут çанталăка хÿтĕлес темăпа хатĕрленĕ сайтсен тата Internetри web-страницăсен конкурсĕ) ятлă номинацире лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Ку проект ĕçĕн ертÿçи - çак шкулта чăваш чĕлхи тата обществознани  вĕрентекен Михайлов В.М.
Пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр!

Справка: Странами-участниками Международного детского экологического форума «Зелёная планета 2010» были: Республика Армения, Республика Болгария, Федеративная Республика Бразилия, Федеративная Республика Германия, Ре ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 727 | Хăçан хушнă: 23.08.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
"Пур професси те лайăх, пур професси те кирлĕ", - тенĕ çынсем. Паллах, эпĕ çакăнпа килĕшетĕп. Анчах учитель ĕçĕ чи явапли, чи кирли. Пулас ăрăва тĕрĕс воспитани парасси, пурнăç çулĕ çине тăратасси унран нумай килет-çке. Кукамай калашле, "Кукăлĕн тути чустана çăрма пĕлнинчен нумай килет". Апла пулсан ачасен пуласлăхне туптаканĕ - Учитель. Вĕрентекен пепкепе пĕр чĕлхе тупнинчен те нумай килет. Тарăн пĕлÿ пама тăрăшнисер пуçне çамрăкăн чунне ăнланма пĕлмелле, хăйне шаннине те юратать вăл. Унăн вăрттăнлăхне упрама пĕлни те, ыра канашсем пани те çак професси ĕçĕнче нумай пулăшу кÿрет тесе шутлатăп эпĕ.
Шӑпах ҫавӑн пек пысӑк туйӑмсем, вӑрттӑнлӑхсем пытаннӑ та ӗнтӗ Вера Вениаминовна Васильева ӑста педагогра. Вӑл 23 ҫул хушши Упири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентет. Ҫак хушӑра мӗн чухлӗ ачана ӑс паман пулӗ вӑл. Вӗсене тӑван чӗлхене юратма, чӗлхе вӑрттӑнлӑхне туйма, ӑна хисеплеме вӗрентнӗ. Литература урокӗсем урлӑ вара пурнӑҫра ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 795 | Хăçан хушнă: 20.08.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Çĕнĕ Выççăлкă ялĕ Красноармейски районĕн чиккинче, Çĕрпӳ районĕ çывăхĕнерех вырнаçнă. Илемлĕ вырăн — Ункă шывĕ юнашар. Çумма-çумăн тенĕ пекех Çавалçырма, Енĕшкасси ялĕсем лараççĕ, Ункă урлă каçсан — Çĕрпӳ районне кĕрекен Çĕньял. Шăп та лăп çак ял ĕнтĕ шăматкун, çурлан 14-мĕшĕнче, хăйĕн 120 çулне паллă турĕ. Уява 200 çын ытла пуханчĕ.
Каласа хăварас пулать, 1990 çулта ялăн 100 çулне палăртнăччĕ. Вăхăт хăвăрт шăвать — унтанпа ялта та улшăнусем чылай пулса иртрĕç. 1997 çулта çĕнĕ урам хыврĕç (урам Степан Кураков ячĕллĕ — вăл колхозăн пĕрремĕш председателĕ пулнă). Унта халĕ 5 кил. Çавăн пекех 20 çул хушшинче яла газ кĕртрĕç, асфальтлă çул çитрĕ.
Уява Красноармейски районĕн пуçлăхĕ В.В. Александров уçрĕ. Вăл кĕскен район пурнаçĕпе паллаштарчĕ. Çĕнĕ Выççăлкă халăхне çĕнĕ урамра шыв башни çуккки самай пăшăрхантарать иккен, çавна май Владимир Валерьянович яла шывпа тивĕçтерес ыйтăва 2011 çулхи район аталанăвĕн программине кĕртме шантарчĕ.
Çавăн пекех уяв ячĕпе ял ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 568 | Хăçан хушнă: 16.08.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
70 çул каялла (çурла, 16, 1940)  Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕ Трак районне Красноармейски ятпа ылмаштарма Указ йышăннă, унпа килĕшÿллĕн Малти Трак ял ятне Красноармейски (Хĕрлĕ Çар) çĕнĕ ят панă. Кунсăр пуçне Вăта Трак ялне Липовка (Çăкалăх), Кайри Трак ялне Васнар теме йышăннă.

Эсир мĕнле шутлатăр: Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и? Хăвăр шухăша ыйтăмра е аяларах комментари çырса палăртăр.
Миçе хут пăхнă: 898 | Хăçан хушнă: 05.08.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (7)

« 1 2 ... 44 45 46 47 48 ... 56 57 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024