Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
Утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Трак ен тăрăхĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕсене тивĕçнĕ М.В.Игнатьев пулнă. Ăна «Хĕрлĕ Сормово» чикĕллĕ яваплăхлă пĕрлĕх çĕрĕ çинче район администрацийĕн пуçлăхĕ   В.В. Александров кĕтсе илнĕ.  Вĕсем пĕрле  çак хуçалăхăн тырă алласа типĕтмелли комплексне, мехпарка,  ял хуçалăх техникине вырнаçтарма тин кăна çĕкленекен ангара тата Яманакри сĕт-çу фермине çитсе курчĕç. Хуçалăх ертÿçин ĕçĕсене туса пыракан А.М.Моисеев пĕлтернĕ тăрăх «Хĕрлĕ Сормовăра» уй-хир ĕçĕсем кал-кал ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 510 | Хăçан хушнă: 31.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Фоторепортаж
Ĕнер Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетсĕр 30-мĕш ларăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен президенчĕн вырăнне малашне йышăнма тăратнă Игнатьев Михаил Васильевич кандидатурине пăхса тухнă. Ларăва хальхи вăхăтра Чăваш Ен президенчĕн вырăнне йышăнакан Николай Васильевич Фёдоров, Атăлçи Федераллă округри РФ президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота, Раççей патшалăх думинчи Чăваш Республикинен тăратнă депутатсем Николай Бударинпа Павел Семёнов, Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕнчи Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн представителĕ Владимир Слуцкер, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем тата ыттисем хутшăннă. Ларăва онлайн-майпа тĕнче тетелĕнче та сăнама май пурччĕ.
Сасăлава пурĕ 43 депутат хутшăннă. 37-ĕшĕ Михаил Игнатьев малашне Чăваш Ен президенчĕн вырăнне йышăнассипе килĕшнĕ, 5-ĕшĕ хирĕç пулнă, пĕри хăй шухăшне пĕлтермен. Çапла май Ник ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 559 | Хăçан хушнă: 29.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (2)

Сăн ÿкерчĕк
Трак тăрăхĕнче вырма ĕççи хĕрсех пырать. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ пĕлтернĕ тăрăх паянхи кун тĕлне 1456 гектар çинче тĕш тырă вырса тата çапса илнĕ. Вăл кăçалхи типĕ çанталăкра упранса юлнă лаптăкăн 31 проценчĕ пулать. Кĕрхи тĕш тыррăн пĕтĕмĕшле лаптăкне илес пулсан, унăн  91 процентне çапса илнĕ те ĕнтĕ. Уй-хирте пĕтĕмпе 22 комбайн ĕçлет. 
Тырпула пухса кĕртессипе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлесси те кал-кал пырать. Фермерсем тата коллективлă хуçалăхсем çапса илнĕ лаптăксенчи  улăма çийĕнчех урана хываççĕ. Улăма пĕтĕмпе 995 гектартан пухса хунă. Улăмран пушаннă лаптăксенчен 230 гектарне сухаласа пăрахнă. Выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарассипе те тимлеççĕ трак енсем. Ку таранччен 1850 т утă (67,6%), 4220 т сенажа (95,5%),  2380 т силос (37,2%) хатĕрленĕ.
Килес çулхи тырпул шăпи çинчен те манмаççĕ красноармейскисем. Кĕр тыррисем акса хăварма 1806 га çĕр хатĕр те ĕнтĕ.
Миçе хут пăхнă: 658 | Хăçан хушнă: 27.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чулхула облаçĕнчи Выкса районне кĕрекен Семилово ял тăрăхĕнче пысăк инкек сиксе тухнă — 34 киллĕ ялта 25 çурт çунса кĕлленнĕ. Хăрушă пушар утăн 25-мĕшĕнче, вырсарникун, алхаснă. Вырăнти МЧС пĕлтернĕ тăрăх, пĕр çын та суранланман. Кил-çуртсăр юлнă çынсене (ялта пурĕ 49 çын пурăннă) юнашарти Çĕнĕ Дмитриевкăри шкула вырнаçтарнă. Халĕ вĕсемпе психологсем ĕçлеççĕ.
Пушар Рязань облаçĕ енчен килнĕ иккен, ун лаптăкĕ 2 пин гектара сарăлнă. Вут-çулăм хальхи вăхăтра Сноведьпе Норковка ялĕсемпе, Осиповкăпа Унор посёлокĕсем патне çывхарать. Вĕсенче пырăнакан çынсен те хăйсен килĕсене пăрахса кайма тивет пулмалла. пушарпа пурĕ 437 çын кĕрешет, вĕсене пулăшма çар службинче тăракан салтаксене те янă.
Тăвансемĕр, вут-кăвартан сыхланăр! Вăрман таврашĕнче вут-кăвайт ан чĕртĕр!

Миçе хут пăхнă: 578 | Хăçан хушнă: 27.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш Республикинче вĕри тата типĕ çанталăк темиçе эрне хуçаланать ĕнтĕ. Çанталăкăн аномали витĕмĕ пур çĕрте те сисĕнет: обществăлла транспортра çынсем тăн çухатаççĕ, "васкавлă пулăшу" та хăй ĕçне вăйлатать, çынсем кÿлĕсемпе пĕвесенче çăлăнăç шыраççĕ. Шыва кĕмелли хĕрÿ тапхăр пырать. Асăрханулăха çухатсан ырлăхпа пĕрлех инкек те кÿме пултарать çакă. 
Çу пуçламăшĕнчен пуçласа кăçал республикăра 38 инкек пулнă. 31 çын пурнăçран уйрăлнă, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ — ачасем. Инкек ытларах шыва кĕме юрăхсăр тата чарнă вырăнсенче пулнă. Сĕнтĕрвăрри районĕнче вырăнта пурăнакансем пиллĕкĕн, Етĕрне районĕнче тăваттăн, Шупашкар районĕнче виççĕн путса вилнĕ. Пирĕн районта та июнĕн 25-мĕшĕнче Çавалта вунă çулхи хĕр ача пурнăçран уйрăлнă. Куракансем пĕлтернĕ тăрăх хĕр ача шыва кĕме юрăхсăр, чарнă вырăнта аслисемсĕр кĕнĕ.
Шыва кĕнĕ чухне инкек ан пултăр тесен шывра хăвăра тытмалли правилăсене пĕр минутлăха та манса каяс марччĕ. Тарăн вырăнсене, уйрăмах ишме пĕлмесен, ан кĕрĕр. Тат ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 510 | Хăçан хушнă: 26.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Утăн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетсĕр 30-мĕш ларăвĕ иртĕ. Пуçламăшĕ — 14 сехетре.
Правительство çурчĕн Пысăк лару залне пухăнса депутатсен пĕртен-пĕр ыйту сӳтсе явмалла пулĕ — Д. Медведев сĕннĕ Игнатьев Михаил Васильевич Чăваш Ен президенчĕн вырăнне йышăнма тивĕçлĕ е çук. Пулас президент кандидатурине Раççей президенчĕ утăн 21-мĕшĕнче тăратсаччĕ.
Ларăва пухăннă депутатсем умĕнче Рапота Г.А., Атăлçи федераллă округри Раççей Президенчĕн тулли праваллă представителĕ сăмах тухса калĕ.
Миçе хут пăхнă: 469 | Хăçан хушнă: 23.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Октябрĕн 14 – 25-мĕшĕсенче пирĕн çĕр-шывра халăх çыравĕ иртет. Унччен çĕр куна яхăн юлчĕ. 
Çырава ăнăçлă ирттерме республика территорине участоксем çине пайланă. Пĕтĕмпе 200 çырав, 799 инструктор, 3195 шутлав, 627 стационар участокĕ туса хунă. Çырава явăçтаракансен списокне те хатĕрлесе çитернĕ темелле. Пĕтĕмпе 5570 çынна вăхăтлăх ĕçе хутшăнтармалла пулать. Вĕсене ятарлă пĕлÿ парассине те йĕркелетпĕр.
Участоксем валли пÿлĕмсем уйăрасси те вĕçленсе пырать. Вĕсенче пуринче те хурал пулать, сĕтел-пуканпа, телефонпа, хăшне-пĕрне транспортпа та тивĕçтереççĕ.
Çак кунсенче Чăвашстата персонал валли портфельсемпе удостоверенисем килчĕç. Çырав листин бланкĕсем те пирĕн алăра.
Çынсенчен ыйтнă чухне çырав хучĕн 3 тĕсĕпе усă кураççĕ: Л, П, В. Вĕсем çутă персик тĕслĕ, суя хутсем тăвассинчен вĕсене ятарлă майпа хÿтĕленĕ.
Раççейре ялан пурăнакансен Л тата П хутсем çине хурав памалла. Л хутра çын арлăхне, çемьеллĕ е çемьеллĕ маррине, çуралнă кунпа вырăна, гражданлăх ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 552 | Хăçан хушнă: 20.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Красноармейски ял тăрăхĕн администрацийĕ çĕнĕрен çĕкленекен микрорайона - Туслăх урамĕ, Çĕнĕ урам, Трак тата Морки урамĕсене - таса шывпа тивĕçтересипе ĕçлет. Харпăр хăй чавнă çăлсенче шыв сахал. Çакă пушар хăрушсăрлăхĕн првилисене тивĕçтермест.  Ку ыйтупа тимлесе проектпа смета документацийĕ хатĕрлесе патшалăх экспертизи витĕр кăларнă. Артезиан çăлкуçне хута ямалли пĕтĕмĕшле ĕç калăпăшĕ 2010 çулхи 1-мĕш квартал хакĕпе 9 434,57 пин тенкĕпе  танлашать. Хальхи вăхăтра çак укçа-тенке тупас тесе тăрăшаççĕ.

Миçе хут пăхнă: 440 | Хăçан хушнă: 15.07.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Пенза хулинче 16-17 çулсенчи спортсменсем хушшинче çăмăл атлетика енĕпе ирттернĕ Раççейри ăмăртура пирĕн ентеш Эдуард Краснов (вăл Пикшик ялĕнчен) 3000 тата 5000 метрлă дистанцисенче икĕ хут Раççей чемпионĕ пулса тăнă. Çапла майпа вăл Раççейри чи хăвăрт çăмăл атлет пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Саламлатпăр!
Миçе хут пăхнă: 678 | Хăçан хушнă: 15.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Кун пирки «Пĕрлĕхлĕ Раççей» сайчĕнчи пресс-релизран пĕлме пулать. Патшалăх Думин председателĕ Борис Грызлов пĕлтернĕ тăрăх Чăваш Ен президенчĕн пуканĕ çине ларма виçĕ çынна тăратнă:
* Суслонова Нина Владимировна, Чăваш Республикин министрсен кабинечĕн председателĕ. 1960 çулта Иркутск облаçĕнче çуралнă;
* Тихонов Руслан Кронидович, Атăлçи федераллă округри Раççей Федераци президенчĕн Чăваш Республикăри тулли праваллă представитель аппарачĕн тĕп федераллă инспекторĕ. 1955 çулхи утăн 8-мĕшĕнче Канашра çуралнă;
* Игнатьев Михаил Васильевич, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ, Министрсен кабинечĕн председатель çумĕ. Шупашкар районĕнчи Кĕçĕн Турхан ялĕнче 1962 çулта çуралнă.
Николай Фёдоров хăйне çак списока кĕртме ыйтман.
Виççĕшне танлаштарсан Нина Суслонова ларас шанчăк пысăкрах. Астăватăр пулĕ вăл нумай пулмасть председатель вырăнне ларнăччĕ — политикăри пулăмсем ахаль пулмасса пĕлнĕрен ку та приĕн Республикăна малашне Нина Владимировна ертсе пыма пу ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 494 | Хăçан хушнă: 13.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Хаклă ентешĕмĕрсем!
Сире Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Çутă та илемлĕ çак уяв историйĕ тахçанах пуçланнă, йăлисем ырă. Вĕсем чăн тĕн çыннисене Петрпа Феврони çветтуйсене – çемьене, кил вучахне хÿтĕлекенсене – асра тытса, сума суса пурăннипе çыхăннă. "Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Çемье пурнăçĕ тĕлĕшпе ваттисем каланă сăмаха чăваш халăхĕ ялан та хытă тытса тăнă. Çак пурлăха лайăх сыхласа пурăнăр. Çемьен лăпкă пăрнăçĕ пире пурнăç хыттинчен хÿтелесе тăрать. Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерĕсем хăрушă мар. Ÿтĕре ясарпа ан варлăр, ÿсĕртекен, астаракан япаларан шикленĕр. Çемйĕре сыхă усрасан, ачăрсене чипер усраса пурăнсан, килĕштерсе лăпкă ĕçлесе пурăнма хăвăр валли тĕреклĕ чарак лартса хурăр", - çапла палăртнă чăваш халăхне панă Халалра пире Çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев. Шанчăклă икĕ чĕре пĕрлĕхĕ, юратупа, çирĕп ăс-хакăлпа, кăмăл-сипетпе çирĕпленнĕскер, çын пурн ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 655 | Хăçан хушнă: 08.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 45 46 47 48 49 ... 56 57 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024