Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче, шăмат кун, Шывпуçĕнчи тулли мар вăтам шкул территорийĕнче Шывпуç ялĕ йĕркеленнĕренпе 150 çул çитнĕ май уяв иртрĕ. 
Ăна Шывпуç тата Вăрманкас Чуракасси ялĕсен старостин, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕн А. М. Михайловăн пуçарăвĕпе кăçал пуçласа йĕркелерĕç, района туса хунăранпа 75 çул çитнине халалларĕç. Малашне ял уявне çулленех çĕртме уйăхĕн юлашки шăмат кунĕнче ирттерме калаçса килĕшрĕç.
Кĕске справка. Архив докуменчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, малтанхи перепиçрех Шывпуçĕнче 56 кил шутланнă, вĕсенче пĕтĕмпе 331 çын, çав шутра 155 арçын, пурăннă. Сăмах май, халĕ Шывпуç тата Вăрманкас Чуракасси ялĕсенчи уйрăм 134 хуçалăхра 300 ытла çын пурăнать.
Ку тăрăхран паллă çынсем нумайăн тухнă. Праçникре вĕсенчен чылайăшне ăшшăн аса илчĕç. Шывпуçĕнче, сăмахран, 1917 çулта чăвашсен паллă сăвăçи Василий Васькин çĕр çине ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 550 | Хăçан хушнă: 04.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Красноармейскинчи Çĕнтерÿ паркĕнче йăлана кĕнĕ Вĕрентÿ кунĕ — "Çăлтăрсен балĕ" иртрĕ. Кăçалхипе 13-мĕш хут йĕркеленĕскере Вĕрентекен çулталăкне, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65, тăван районăмăра йĕркеленĕренпе 75 çул çитнине халалларĕç. Асăннă мероприятие шăрăх çанталăка пăхмасăр (вăл каç еннелле пуçăнчĕ пулсан та) районти вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă яшсемпе хĕрсем (пурĕ 124-ăн), вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, педагогсем хутшăнчĕç. 
Вĕсене малтанах районти искусство шкулне çÿрекенсем (директорĕ Н. М. Никоноров) хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Анастасия Козлова ав "Асамат" юрра пысăк ăсталăхпа шăрантарчĕ. Хореографи енĕпе вăтам ушкăна çÿрекенсем (ертÿçи А. Козлова) Куба халăх тата хальхи ташăсемпе савăнтарчĕç. Вокал ушкăнĕ (солисчĕсем А. Козлова, М. Иванова тата Л. Герасимов) "Çĕнтерÿ кунĕ" ("День Побед ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 573 | Хăçан хушнă: 04.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви Учитель çулталăкне халалласа тата ятарлă конкурс ирттерсе республикăри чи лайăх шкулсемпе чи лайăх вĕрентекенсене палăртнă. Чи лайăх шкул ятне пĕтĕмпе 25 шкул тивĕçнĕ, вĕсен шутĕнче "Паянхи куна тивĕçтерекен тытăмлă шкул" номинацире Трак чăваш-нимĕç гимназийĕ çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Чи лайăх вĕрентекенсене палăртакан конкурсра пĕтĕмпе 404 учитель тупăшнă, вĕсенчен 200-шĕ çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илнĕ. Республикăри чи лайăх вĕрентекенсен шутĕнче пирĕн районти шкулсенче тăрăшакан учительсем те пур. Вĕсем -  "Красноармейски иккĕмĕш вăтам шкулĕ" муниципалитетăн пĕтĕмĕшле вĕрентÿ учрежденийĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем  Зинаида Петровнăпа Виталий Михайлович Михайловсем. Конкурс йĕркипе килĕшÿллĕн вĕсем Учитель кунĕ тĕлне Чăваш Республикин Президенчĕн премине илме тивĕç пулĕç. Саламлатпăр!

Миçе хут пăхнă: 486 | Хăçан хушнă: 03.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Фоторепортаж
Июнĕн 21-мĕшĕнче Красноармейски район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври Пухăвĕн 42-мĕш ларăвĕ иртрĕ.
Унта район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемпе пĕрлех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăхсен, райцентрти предприятисемпе учрежденисен тата организацисен ертÿçисем, шкулсен директорĕсем, район администрацийĕн управленийĕпе пайĕсен пуçлăхĕсемпе секторĕсен заведующийĕсем хутшăнчĕç.
Депутатсем кун йĕркине 5 ыйту кĕртрĕç: 
1. Район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне контрактпа йышăнма ирттернĕ конкурс итогĕсем çинчен.
2. Район администрацийĕн пуçлăхне контрактпа çирĕплетесси çинчен.
3. Район администрацийĕн пуçлăхĕн контракчĕн условийĕсене çирĕплетесси çинчен.
4. Район пуçлăхĕн — район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн В. Н. Григорьевăн район администрацийĕн пуçлăхĕпе контракт тумалли сĕнĕвĕ çинчен.
5. Район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйл ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 522 | Хăçан хушнă: 21.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
А. Маркова Яманакри сĕт-çу ферминче вăй хурать. 
Малтанах ăна пăрусем пăхма шаннă. Унтан, хĕр-упраç хушнă ĕçре чуна парса тăрăшнине кура, ĕнесем сума куçарнă. Çапла Алиса кунти опытлă дояркăпа Валентина Егоровапа пĕрле пĕр ушкăнри ĕнесене сума пуçлать. Вăл çамрăка машинăпа ĕне сăвас ăсталăха вĕрентнĕ. А. Маркова хăй те ку ĕç вăрттăнлăхне çине тăрсах алла илме ăнтăлнă. Тăрăшни паллах харама кайман. Ĕçленĕ май опыт пуянлансах пынă. Ĕç кăтартăвĕсем те пысăкланнă. Халĕ Алиса Венедиктовна Ирина Даниловапа пĕр ушкăнри ĕнесене пăхать. Иртнĕ çул вĕсем кашни ĕнерен вăтамран 4990 килограмм сĕт суса илнĕ, коллективра мала тухнă, районта виççĕмĕш вырăн йышăннă, район администрацийĕн виççĕмĕш степеньлĕ дипломне тивĕçнĕ.
— Малтанах йывăрччĕ, кайран хăнăхса çитрĕм, — тет Алиса Венедиктовна. Ĕç вырăнĕ иккĕмĕш кил пулса тăчĕ ĕнтĕ маншăн. — Ĕç условийĕсемпе, хамăр кăтартусемпе кăмăллă эпĕ. Икĕ кун ĕçлетпĕр те тепĕр кун канатпăр…
Укçине уйăхсерен п ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 624 | Хăçан хушнă: 18.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Красноармейски вăрманĕ çумĕнчи "Факел" стадионăн çеремĕ çинче йăлана кĕнĕ уяв - Акатуй иртрĕ. Ăна Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул тата Красноармейски районĕ йĕркеленнĕренпе 75 çул çитнине халалларĕç. 
Ирхине районăн кĕтнĕ хăнисем тата район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Н.И.Антонов вăрçăра çапăçса пуçне хунă салтаксене чысласа лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. 
9 сехетре Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн членĕ Виктор Данилов районăн çулталăк хушшинчи çитĕнĕвĕсемпе ĕç паттăрĕсем çинчен хатĕрленĕ радиорепортаж янăрарĕ. Кĕçех районти ал ăстисен выставки, ял тăрăхĕсен пултарулăх площадкисем ĕçлеме пуçларĕç.
11 сехетре савăнăçлă уяв пуçланчĕ. Ăна сăмах каласа район администрацийĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.И.Антонов уçрĕ. В ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 719 | Хăçан хушнă: 13.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Тулли мар яваплă ”Караево” пĕрлешÿ кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем — 570, пĕр çул ÿсекен курăксем — 177, куккурус — 180 гектар акса, çĕр улми 104 гектар лартса хăварчĕ. Çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă туса ирттернĕрен çуртрисем япăх мар шăтса тухнă. Халĕ хирте калчасене пăхса çитĕнтерессишĕн кĕрешÿ пырать: çум курăксемпе кĕрешсе гербицид сапаççĕ, çĕр улмин рет хушшисене кăпкалатаççĕ тата ытти те. 
Июнĕн 8-мĕшĕ Карай тăрăхĕнчи халăхшăн нумайлăха асра юлĕ. Çав кун кунта 20 çул иртнĕ хыççăн çурхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетмелли ĕçпе юрă тата спорт уявĕ — Ака туй — иртрĕ. Çавăн чухлĕ вăхăт иртсен тулли мар яваплă "Караево" пĕрлешÿ ертÿçи Г. В. Спиридонов ку пĕрлешÿ учредителĕпе Ю. П. Капитоновпа, "Крина" пĕрлешÿ ертÿçипе В. Н. Платоновпа, "Ирина" магазин хуçипе В. И. Петровпа канашласа ĕлĕкхи ырă йăлана чĕртсе тăратма шут тытнă. Хальхинче ку праçнике района йĕркеленĕренпе 75, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине тата Учительсен çулталăкне халал ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 848 | Хăçан хушнă: 11.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Районта машинăпа ĕне сăвакан операторсем тата ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентерекен техник-осеменаторсем ăмăртрĕç. Конкурс тулли мар яваплă "Караево" пĕрлешÿре иртрĕ.
Машинăпа ĕне сăвакан операторсен конкурсĕ. Кунта Трак енри тăватă — "Караево", "Красное Сормово", "Янмурзино", "Досаево" — хуçалăхран килнĕ 7 оператор виçĕ енĕпе тупăшрĕ. Вĕсем машинăпа ĕне сурĕç, ĕне сумалли аппаратсене салатса пухрĕç, ыйтусене хуравларĕç. 
Кирек епле ĕçĕн хăйĕн йĕрки, майĕ пур, машинăпа ĕне сăвассин те çаплах. Кунта ĕне сумалли аппарата, ĕнене сума хатĕрлемелле, сумалла тата ытти те. Кашни операци валли вăхăт уйăрнă. Çавна шута илсе палăртаççĕ те ĕçченĕн професси ăсталăхне. Васканă чух алă-ура çыхланмасăр пулмасть паллах. Анчах ĕçе тĕплĕ пĕлекенсем кунта та çухалса каймаççĕ. Акă Яманакри сĕт-çу ферминчи Светлана Данилова оператор ĕне сумалли технологине аван пĕлнине кăтартрĕ, ĕне сумалли "Волга" аппарата та хăвăрт та тĕрĕс салатса пухрĕ. Унпа пĕрле ĕçлекен И. В. Даниловап ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 931 | Хăçан хушнă: 08.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Майăн 25—26-мĕшĕсенче çамрăк армеецсен юхăмĕн "Зарницăпа" "Орленокăн" районти ХХХХII финалти вăййисем иртрĕç. Кăçал вĕсене Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа — 65, Трак районне йĕркеленĕренпе 75 çул çитнине халалланă.
Вăйăсен йĕркелÿ комитечĕ кăçал та вĕсене Васнар ялĕнчен тухса Караялла каякан автоçулăн сылтăм енчи вăрман лаптăкĕ çывăхĕнче ирттерме сĕнчĕ. Çулпа çул пĕр килмест. Çамрăк армеецсен вăййисем юрлă-çумăрлă, аслатиллĕ шалкам çумăр çунă, сывлама май çук шăрăх çанталăкра иртнине те астăватăп. Кăçал вара çанталăк ачасене кÿрентермерĕ темелле, вĕсем хăйсене пур енчен те кăтартма пултарчĕç.
Сакăр сехет иртсенех асăннă вырăна сарă тĕслĕ "Шкул автобусĕсем" килме пуçларĕç. Кĕске хушăрах "палаткăсен хули" ÿссе ларчĕ. Шкулсенчен килнĕ поварсем кăвайт чĕртсе апат пĕçерме, чей вĕретме хурансем çакса ячĕç. Мандат комиссийĕ ĕçе кÿлĕнчĕ. Кăçал "Зарницăра" тупăшма районти шкулсенчен 11 отделени кăмăл т ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 553 | Хăçан хушнă: 08.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
К. В. Иванов çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа пирĕн республикăра тĕрлĕ мероприяти нумай иртрĕ. Ку ĕçе чăваш чĕлхин инçет вĕренӳ центрĕ те хутшăнчĕ. Чăваш Республикин Вĕренӳ тата çамрăксен политики министерстви пуçарнипе чăваш поэзи классикĕн юбилейне интернет олимпиада халалларĕ. Олимпиада çу уйăхĕн 15-21-мĕшĕсенче пычĕ, пурĕ ку тупăшăва 978 шкул ачи хутшăннă. Вĕсем хушшинче республика тулашĕнчи чăваш ачисем те пур: Тутарстан, Пушкăртстан, Самар тата Чĕмпĕр облаçĕсем. Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче районсене тата республика тулашне çĕнтерӳçĕсен спиокне ярса пачĕç. Ку йыша пĕтĕмпе 40 вĕренекен кĕнĕ. Вĕсем хушшинче пирĕн район шкул ачисем те пур. Михайлова Диана (Красноармейскинчи 2-мĕш шкул, 5 класс) тата Данилова Мария (Красноармейскинчи 2-мĕш шкул, 6 класс) олимпиадăра çĕнтерӳçĕсем пулса тăнă. Васильева Анна (Красноармейскинчи 2-мĕш шкул, 7 класс) 2-мĕш вырăн йышăннă. Вĕсене В.М.Михайлов тата З.П.Михайлова чăваш чĕлхи вĕрентекенсем хатĕрленĕ. 

Саламла ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 542 | Хăçан хушнă: 03.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Тăван районăмăра йĕркеленĕренпе 75 çул çитнине халалланă мероприятисем малалла пыраççĕ. Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнчи каçхине, ав, халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн сцени çинче "Çемье — кулăсен асамат кĕперĕ" районти конкурс иртрĕ.
Унта 4 çемье хутшăнма кăмăл тунă: Алманч ял тăрăхĕнчи Павловсем, Мăн Шетмĕ енри Афанасьевсем, Красноармейскинчи Михайловсем тата Чатукассинчи Ивановсем. Акă, конкурса йĕркелесе пыракан О. Дуйсембаевапа С. Васильева вĕсене сцена çине йыхравлаççĕ. Çемьесем пĕрин хыççăн тепри хăйсемпе паллаштараççĕ. Афанасьевсем пĕрлешнĕренпе, сăмахран, 7 çул. Çемьере юратупа туслăх хуçаланать, телейлĕ мăшăр икĕ ача ÿстерет, çемье бюджетне пуянлатма выльăх-чĕрлĕх те усраççĕ. Михайловсем вара юрă-кĕвĕпе туслă, ачисем те вĕсен çулĕпех утаççĕ. Чатукассинчи Светланăпа Юрий Ивановсем те юрăсем шăрантарма маçтăррине кăтартса пачĕç. Чăн та, экзамен тытнă, зачет панă тата практикăра пулнă май, вĕсен ачисем — Саша, Дима тата Оксана — конкурса хутшăнаймарĕç. Натальăпа Нико ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 461 | Хăçан хушнă: 02.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 46 47 48 49 50 ... 56 57 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024