Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври Пухăвĕн черетлĕ 41-мĕш ларăвĕ иртрĕ.
Унăн ĕçне район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, шкулсен директорĕсемпе ача сачĕсен заведующийĕсем, район администрацийĕн управленийĕпе пайĕсен пуçлăхĕсемпе секторĕсен заведующийĕсем хутшăнчĕç.
Депутатсем çакăн пек кун йĕркине çирĕплетрĕç:
1. Красноармейски район пуçлăхĕ С. А. Николаев район пуçлăхĕн полномочийĕсене срокчен хăварма — хăй ирĕкĕпе отставкăна кайма 2010 çулхи майăн 19-мĕшĕнче çырнă заявлени çинчен.
2. Красноармейски район пуçлăхне — Красноармейски район депутачĕсен Пухăвĕн председательне суйласси çинчен.
3. Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 631 | Хăçан хушнă: 26.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Вĕрентекен çулталăкне халалласа, пур шайра та чылай мероприяти йĕркелеççĕ. Мускавра, Вĕрентÿ ĕçченĕсен квалификацине хăпартмалли академире "Инноваци моделĕсем — Раççей Федерацийĕнчи муниципаллă методика службисен кадрĕсене çĕнетмелли никĕс" темăпа пулнă тата 200 ытла çынна пуçтарнă Пĕтĕм Раççейри ăслăлăхпа практика конференцийĕ те çав шутранах. 
Асăннă форума Чăваш Енрен иккĕн — пирĕн районти вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн заведующийĕ М. Ф. Фризен тата ку центр методисчĕ Г. И. Николаева хутшăнчĕç. Пĕрремĕш кун Пĕтĕм Раççейри "Методика служби — çĕнĕ шкула" конкурс финалĕ иртнĕ. Ăна академи ректорĕ Э. М. Никитин уçнă. Финалта Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчи муниципаллă 10 методика служби хăйĕн ĕçне презентациленĕ. "Пирĕн тĕп тĕллев çĕр-шыври çак службăсен аталанăвĕ мĕнле шайра пулнипе паллашасси пулчĕ. Ректорăн витĕмлĕ сăмахĕсем чун-чĕрене пырса тиврĕç. Вăл "Вĕрентÿ çинчен" Законра малашне методика службисем çине тимлĕх ытларах уйăрма пăхмашкăн пĕлтерни са ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 551 | Хăçан хушнă: 22.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, майăн 20-мĕшĕ тĕлне районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 7237 гектар акса хăварнă. Çав шутра çурхи тулă — 3023, урпа — 3682, пăрçа — 95 гектар. 
Трак енре кăçал "иккĕмĕш çăкăр" 941 гектар лаптăк йышăнмалла пулсан, асăннă кун тĕлне çĕр улми 503 гектар лартнă.
"Красное Сормово" пĕрлешÿре 35 гектар куккурус акса хăварнă. 
Çум курăксемпе кĕрешсе А. Николаев хресчен-фермер хуçалăхĕнче 20 гектар çине гербицид сапнă.
Миçе хут пăхнă: 584 | Хăçан хушнă: 22.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Трак енре те Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ пулчĕ. 
Район пуçлăхĕ С. А. Николаев, РФ Юстици министерствин ЧР Управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Д. Грицай тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Республикăри клиника больници" патшалăх сывлăх сыхлав учрежденийĕн эндокринологи уйрăмĕн заведующийĕ И. В. Мадянов çав кун халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче Красноармейски ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе курнăçрĕç. Тĕл пулăва район пуçлăхĕ С. А. Николаев уçса йĕркелесе пычĕ. Вăл район депутачĕсен Пухăвĕн çитес тунти кун, çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче пухăнакан черетлĕ 41-мĕш ларăвĕнче районăн 2010 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртессине, ун калăпăшĕ пысăкланассине пĕлтерчĕ. "Кăçал халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче, Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче, сывлăх сыхлавĕн "Красноармейски тĕп больници" муниципаллă учрежденийĕнче тата Мăн Шетмĕри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче юсав ĕçĕсене тĕпрен пурнăçламалла. Çакна валли республикăпа район бюджетĕнчен укçа-тен ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 538 | Хăçан хушнă: 22.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Красноармейскинчи "Заволжский" клубри пултарулăх коллективĕсен пурнăçĕнче тепĕр яваплă тапхăр хыçа юлчĕ те ĕнтĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе вĕсем апрель уйăхĕнче хăйсен отчетлă концертне кăтартаççĕ, çĕнĕ номерсемпе савăнтараççĕ. Кăçалхи хаваслă каçа клуб ĕçченĕсем икĕ паллă уява — Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 тата "Чул хула трансгаз Газпром" обществăна йĕркеленĕренпе 50 çул çитнине —халалларĕç. 
Фойере "Пÿрнеске" кружокăн ал ĕçĕсен выставкине йĕркеленĕ. Ун умĕнчен вара тĕлĕнмесĕр иртсе кайма ниепле те май çук. Вăл ĕçсене алпа тунă тесе калас та килмест. Ытла та çÿллĕ шайра, тĕрĕсрех професси шайĕнче, выставкăри ал ĕçĕсем. Çакă вăл пултаруллă, ылтăн алăллă ертÿçĕрен те (Ж. Михайлова) нумай килет.
Концерт клубри илемлĕх ертÿçи çырнă "Героям Газпрома" юрăпа уçăлчĕ. Ăна "Каприз" вокал ансамблĕ шăрантарчĕ. Вĕсем хыççăнах халăх умне "Дождя не боимся" ташăпа "Юность" халăх ташшин иккĕмĕш кĕçĕн ушкă ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 600 | Хăçан хушнă: 18.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Красноармейски районĕнчи Пикшик вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, халĕ олимп резервĕсем хатĕрлекен Шупашкарти училищĕре спорт ăсталăхне туптакан Эдуард Краснов кросра чупса Раççейре мала тухассишĕн Мускав облаçĕнчи Жуковский хулинче иртнĕ ăмăртура, 4000 метра 12 минут та 18 çеккунтра чупса тухса, 1993—1994 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Пирĕн корреспондент майăн 5-мĕшĕнче, вăл район администрацийĕпе райхаçат парнисемшĕн иртекен эстафетăра тăван шкул чысне хÿтĕлеме килнĕ май, унпа тата унăн наставникĕпе, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕпе А. С. Петровпа тĕл пулса калаçнă.
— Эдуард, Мускаври çĕнтерÿ ячĕпе саламлатăп сана. Питĕ маттур-çке эсĕ.
— Тавтапуç.
— Аçу-аннÿ те савăнчĕç пулĕ?
— Çапла, хĕпĕртенĕ.
— Çĕнтерÿ тума çăмăл мар, паллах, тренировкăсенче пайтах тар тăкма тиврĕ ĕнтĕ.
— Куллен икĕ хутчен тренировкăсем ирттеретĕп. Вĕсенче 20-шер километр чупатăп, хăш чух ытларах та. Ирпе — 12, каçпа — 8 километр. Çавна май кăтартусем те лайăх ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 526 | Хăçан хушнă: 18.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Райцентрти Ленин урамĕнчи 31-мĕш номерлĕ çуртра çу уйăхĕн пуçламăшĕнче "Катрам” ветеринари аптеки уçăлчĕ. Вăл — Л. Н. Алексеева уйрăм предпринимателĕн магазинĕ.
Çынсене май пур таран пулăшас шухăшпа çак утăм патне пырса тухнă Алексеевсем. Çакăн пек ят парасси ытахальтен пулман-мĕн.
— Ман упăшкан аслашшĕ, Тусайра пурăннă Алексей Иванович, арман тытнă, кунпа пĕрлех вăл пултаруллă алă ăсти пулнă. Ялта вĕсене Катрам таврашĕ тенĕ. Çавăнпа та ку ĕçчен йăхăн ятне упраса хăварас тесе аптекăна "Катрам” ят парас терĕмĕр. Чăвашла словарьте "Катрам” сăмах питĕ пысăк пулнине пĕлтерет тесе ăнлантарнă, — хăйсен вăрттăнлăхне уçса пачĕ Лариса Николаевна. Харпăр хăй ĕçне йĕркелесе ярас çĕрте пире районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пысăк пулăшу кÿчĕ, ку тĕлĕшпе 58800 тенкĕ укçа уйăрчĕ, ачасем те айккинче тăрса юлмарĕç, паллах. Çапла пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн майлашăнса кайса аптекăна ĕçлеттерме пуçларăмăр. Пирĕн патран халăх татăлмасть…
Эпĕ кунта пулнă чухне иккĕн бройлер чăх та ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 633 | Хăçан хушнă: 18.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Районти шкулсенче вăй хуракан учительсем хушшинче ирттернĕ "Çулталăкри чи лайăх вĕрентекен - 2010" конкурс çĕнтерÿçи паллă. Вăл - Пикшик шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Людмила Анатольевна Тихонова. Саламлатпăр! Республика шайĕнче иртекен конкурсра хутшăнмашкăн тата унта çĕнтермешкĕн вăй-халу çитсе пытăр, Людмила!

Миçе хут пăхнă: 1222 | Хăçан хушнă: 11.05.2010 | Рейтинг: 3.0/2 | Комментарисем (2)

Сăн ÿкерчĕк

Хисеплĕ ветерансем! Красноармейски район çыннисем!

Сире чаплă уяв - Аслă Аттелĕх вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнĕ ятпа пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп! 

Пирĕн халăх 1941-1945 çулсенчи вăрçă инкекĕсемпе нушисене чăтса ирттерме пултарчĕ. Тăван çĕршыв ирĕклĕхне хаклă хакпа - юн тăкса çĕнсе илтĕмĕр. Чыс та мухтав Тăван çĕршывшăн çапăçса вилнĕ паттăрсене! Вĕсен ячĕсене эпир нихăçан та манмăпăр!

Паянхи кунччен ырă-сывă пурăнакан ветерансене пысăк тав сăмахĕ каласшăн эпĕ. Эсир - пирĕн çĕршыва фашизм пусмăрĕнчен çăлса хăваракансем. Ырлăх-сывлăх сире, вăрăм кун-çул, телей сунатăп!

Красноармейски район пуçлăхĕ   С. Николаев


Миçе хут пăхнă: 952 | Хăçан хушнă: 09.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (2)

Сăн ÿкерчĕк
Ăçтан эпир? Камсем эпир? Кампа эпир? Çак ыйтусем кирек хăш чăваша та шухăша яраççĕ пулĕ. Çавна май вĕсем пирки ăсчахсем çеç мар, тĕрлĕ çын тĕрлĕрен калаçать. Хăшĕсем паянхи чăвашсем чăн чăвашсем мар теççĕ, лешсем - «таса чăвашсем» - хăйсен ирĕклĕхне, никама пăхăнманлăхне хÿтĕлесе темиçе ĕмĕр каяллах пуçне хунă-мĕн. Сывă юлнисем айванккаскерсем, хăравçăскерсем пулнă имĕш, ниçта кайма аптăранăран вырăссенчен хÿтлĕх ыйтнă имĕш. Виççĕмĕшсем вара йăхташăмăрсем вырăссен «чури» пулма килĕшнине чăтма пултараймаççĕ, апла тăвиччен чăвашсен мăсăльмана тухмалла пулнă, авă тутарсем хăйсене мĕнле хăюллă тытаççĕ, вĕсем пирĕн пек ау-уйлатса тăмаççĕ теççĕ. Апла-и, капла-и - историре пĕрре пулнă япалана каялла тавăрма çук. Çапла шăпах 459 çул каялла мăн-мăн асаттесем хăйсен ирĕкĕпе Вырăс патшалăхне кĕрес тенĕ. Вырăс çул çыравçисене ĕненес тĕк - çак ĕç 1551 çулхи çĕртме уйăхĕнче пулса иртнĕ. Асăннă пулăм икĕ енĕшĕн те меллĕ пулнă иккен. Чăвашсем хÿтлĕх тупнă терĕмĕр, вырăссем кăнтăрт ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 621 | Хăçан хушнă: 06.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Тăванăмăрсем!

Сире çуркунне хавасĕпе килекен ĕçпе май уявĕ ячĕпе саламлатăп! Хĕрÿ ĕçре кĕтсе илет ăна нумайăшĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсен механизаторĕсем ака-суха ĕçне кÿлĕннĕ, вĕсем кăçалхи çăкăра туса илессипе тимлеççĕ. Ферма ĕçченĕсем вара çителĕклĕ сĕт-çу, аш-пăш туса илсе унран пысăкрах тупăш илмешкĕн тăрăшаççĕ.

Ĕçре çитĕнÿ, çемйĕрсене телей, ырлăх-сывлăх сунатăп сире пурне те!

Район администрацийĕн пуçлăхĕ С.А.Николаев


Миçе хут пăхнă: 560 | Хăçан хушнă: 02.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 47 48 49 50 51 ... 56 57 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024