Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

Прокопьев Иван Афанасьевича Трак енре пĕлмен çын çук. Вăл - Чăваш культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей журналисчĕсен Союзĕн пайташĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, композитор. Юлашки вăхăтра Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правлени председателĕнче вăй хурать. Ăна Чăваш наци академийĕн президиумĕ йышăнăвĕпе çуралнăранпа 70 çул тултарнă ятпа Фёдор Павлов композитор медалĕпе чысланă. Саламлатпăр!

Миçе хут пăхнă: 260 | Хăçан хушнă: 02.05.2019 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Эй, вăхăчĕ пĕр шелсĕр малалла васкать. Анчах хĕллеччĕ, авă, çуркунне хăйĕн илемĕпе савăнтарма пуçларĕ. Савăк çур кунĕсенче черетлĕ çуралнă куна паллă тунă май вулакана пуçа килнĕ шухăшсемпе паллаштарма кăмăл турăм. Вĕсем вара пурнан пурнăçра тупăнсах пыраççĕ. Кăçал хĕлĕпе юр нумай çурĕ. Кун таврăннă хыççăн çỹл тỹперен юр пĕрчи ỹкмен кун пулмарĕ тесен те йăнăш мар пулĕ. Çуркунне енне вара вăл нумайăшне хăратса пăрахрĕ: çур кунĕсем васкавлă, çумăрлă килес пулсан пỹрт-çурта, хуралтăсене шыв илес хăрушлăх тухса тăчĕ. Кĕçĕн ывăлăмпа икĕ хутчен пултăмăр çуралнă ялта: пỹрт-çурт çумĕсене хĕлĕпех тулнă юртан тасатрăмăр. Çамка çине тухнă пăр-çа пысăкăш тара шăлса илсе кăшт канма тесе урама тухса кĕме шут тытрăм. Маларах унти ача-пăча сасси хăлхана кĕнĕччĕ-ха. Тухрăм — хайхискерсем, 4-5 пепке, ашшĕ-амăшĕ купаласа панă тăвайккинчен аялалла вирхĕнеççĕ çеç. Нихăшне те палламастăп. Хамăр урам ачисемех пулас. Анчах кашниех вырăсла перкелешет. Вĕсен çăварĕнчен пĕр ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 350 | Хăçан хушнă: 09.04.2019 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕ Чăваш Республикин Культура министерстви пулăшнипе Раççей шайĕнчи ХХ юбилейлă “Кĕмĕл сасă” конкурс-фестиваль иртрĕ. Вăл Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕнче чаплă лару-тăрура пулчĕ. Çак кашни çул ирттерекен конкурс-фестивале Раççейĕн 6 регионĕнчен, хамăр республикăри 8 районтан пурĕ 30 çамрăк хутшăнчĕ. Конкурс кăнтăрла 11 сехетре пуçланчĕ. Пултаруллă яш-кĕрĕме ăнăçу сунса Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Культура министерствин пай пуçлăхĕ Кирилл Павлов, ЧНК вице-президенчĕ, конкурсăн жюри председателĕ Валерий Клементьев саламларĕç. Жюри пайташĕсем хушшинче анлă музыка пĕлĕвĕ илнĕ специалистсем пулчĕç, Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищин директорĕ Светлана Белоус, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Станислав Кондратьев, &l ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 297 | Хăçан хушнă: 07.04.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче ("Çеçпĕл" кинотеатр çурчĕ) Чăваш наци конгресĕ юбилейлă XX Раççей шайĕнчи "Кĕмĕл сасă" чăваш эстрада юррисен фестиваль-конкурсне ирттерет!
16 çултан пуçласа 35 çула çитнĕ чăваш каччисемпе хĕрĕсем çак тĕлĕнмелле илемлĕ ăмăртăва хутшăнма пултараççĕ. Конкурс икĕ тапхăрпа иртĕ. 
11.00 сехетре ăмăртăвĕ иртĕ, 17.00 сехетре вара Гала - концерт пулĕ. 
Пурне те юбилейлă "Кĕмĕл сасă" фестивале килсе курма чĕнетпĕр!
Ыйтса пĕлмелли телефон: 89176701821 
ЧНК ĕç тăвакан комитечĕ.

Миçе хут пăхнă: 320 | Хăçан хушнă: 22.03.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта наци вулавăшĕнче Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн çулталăкри пухăвĕ иртнĕ. Пуху Шăмăршă тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи, Канаш хулинчи тата Тутарстанпа Чĕмпĕр облаçĕнчи уйрăмсен 2018 çулхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, таврапĕлÿ юхăмĕн татса памалли ыйтăвĕсене çĕкленĕ, историпе тата краеведенипе çырнă кĕнекесене хак панă, çак ĕçре палăрнă таврапĕлÿçĕсене хисеплĕ ятсем панă. Кунсăр пуçне таврапĕлÿ енĕпе кăларнă чи лайăх кĕнекесен авторĕсене дипломсемпе хавхалантарнă. Красноармейски шкулĕн вĕрентекенне, район энциклопедин тĕп редакторне Виталий Михайлова «Чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑл ӑсти» («Заслуженный деятель этнокультуры») хисеплĕ ят парса чысланă. Саламлатпăр!

И. Прокопьев, Н.К. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ

Тĕплĕнрех: http://schk.su/p/asti.html

Миçе хут пăхнă: 331 | Хăçан хушнă: 16.03.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

ЭНЦИКЛОПЕДИЯ КРАСНОАРМЕЙСКОГО РАЙОНА

Составители Л.А. Ефимов, В.М. Михайлов, И.А. Прокопьев, В.З. Константинов, М.П. Прохоров

Издательство Чувашское книжное издательство

ISBN: 9785767027231

Жанры: Издания справочного характера  12+

Аннотация: В ХХI веке краеведение набирает больше и больше популярности, история родного края становится одной из востребованных тем. Великий русский ученый-энциклопедист Михаил Ломоносов в своем научном труде сказал: «Народ, не знающий своего прошлого, не имеет будущего». В настоящее время, благодаря ученым и краеведам, а также всем тем, кто любит и ценит свою Родину, изданы энциклопедии многих районов Чувашской Республики. К ним теперь смело можно добавить еще одну энциклопедию - энциклопедию Красноармейского района. В Чувашском книжном издательстве вышло объемное изда ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 318 | Хăçан хушнă: 10.03.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Районти культура çуртĕнче йăлана кĕнĕ “Трак ен пики – 2019” конкурс иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Ю. Иванов уçнă. Вăл куракансене тата конкурса хутшăнакан хĕр-упраçсене çывхарса килекен Хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе саламланă, Çавăн пекех салам сăмахĕсене ЧНКан Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн передседателĕ З.П. Михайлова тата Республикăри хĕрарăмсен канашĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Р.А. Николаева каланă, конкурсантсене тупăшура ăнăçу суннă. Кăçалхи тупăшăва пилĕк пике хутшăннă. Тупăшăва хутшăннă пикесем малтанах хăйсемпе паллаштарчĕç, унтан вĕсен Чăваш халăх культурипе йăли-йĕркине пĕлнине кăтартма тата пултарулăх конкурсĕ витĕр тухма тивнĕ. Хĕрсем нацин пĕр-пĕр апат-çимĕçне хатĕрлесе унăн вăрттăнлăхĕсем çинчен те каласа кăтартнă. Юлашкинчен вĕсем чăваш наци тумне тăхăнса хăйсе ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 329 | Хăçан хушнă: 06.03.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче районăн тулли энциклопедийĕ пичетрен тухрĕ. Ăна вулакан патне çитерессишĕн Трак енри нумай çын тăрăшрĕ, кирлĕ ĕçе хутшăннă ентешсем тав сăмахне тивĕçлех. Энциклопедие калăплас шухăш манăн 2010 çулта тĕвĕленчĕ. Трак енри историпе таврапĕлỹ халăх музейĕн ĕçне лайăхлатас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.В. Александров патĕнче йышăнура пултăм. Владимир Валерьянович: “Владимир Серафимович, архив докуменчĕсемпе лар та кĕнеке çыр, укçине тупса паратпăр”, — терĕ. Кĕтмен сĕнĕве эрне çурă пуçра тишкернĕ хыççăн район администрацийĕн пуçлăхне энциклопедин тулли вариантне çырма хатĕррине пĕлтертĕм. Владимир Валерьянович килĕшрĕ. Республика тăрăх çỹресе районсен энциклопедийĕсене пуçтартăм, вĕсен лайăх енĕсене шырарăм, тăван район энциклопедине вĕсенчен лайăхрах тăвас шут çирĕпленчĕ. Анчах та район ертỹлĕхĕ улшăнса тăма пуçăнни энциклопедие пичетрен кăларас ĕçе тăсса ячĕ. Каярах В.М. Михайлов тĕп редактор калама ç ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 307 | Хăçан хушнă: 19.01.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Васнар ялӗнче пурӑнакан Валентина Новоселова ҫуралнӑ кунне 104-мӗш хутчен уявланӑ. Ватӑскер пӗр ӗмӗр урлӑ каҫнӑ пулин те халӗ те алӗҫӗпе аппаланать, вулать, кукӑль пӗҫерет, хуҫалӑхра кӑштӑртатать.

Валентин Новоселова кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче 104 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама тӳре-шара килнӗ. Пухӑннӑ хӑнасене вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ.

Валентина Егоровна – районти пӗрремӗш телефонистка. Вӑл лайӑх ҫырма-вулама пӗлнӗ, мӗншӗн тесен 8 класс пӗтернӗ. Ентешӗсем телеграмма яма килнӗ, Валентина Новоселова вӗсене тӗрӗс ҫырма вӗрентнӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансан вӑл колхоза ӗҫлеме куҫнӑ. Ун чухне укҫа пулман, йӑлтах фронта ӑсатнӑ. Колхозра ӗҫлесен вара пурӑнмалӑх тырӑ панӑ.

1996 ҫулта Валентина Егоровна каллех телефонистка ӗҫӗ патне таврӑннӑ. Ун чухне ӑна декрета кайнӑ ҫынна улӑштарма ыйтнӑ.

Вӑл упӑшкипе 5 ача ҫуратса ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 304 | Хăçан хушнă: 09.01.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Миçе хут пăхнă: 310 | Хăçан хушнă: 03.01.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх 2018 çулшăн литературăпа ÿнерте тата культура аталанăвĕнче палăрнă пултаруллă çынсене Нестер Янкас ячĕллĕ Преми памашкăн кандидатсем тăратмашкăн халăх умне сĕнÿпе тухать. Кандидат çинчен калакан автобиографипе характеристикăна тата ăна тăратакан организацин ыйтса çырнине Преми паракан комиссине 2019 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕччен çитермелле.

Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми тĕллевĕ çакăн пек: чăваш культурипе искусствине, литературипе чĕлхине аталантарас, культурăпа истори палăкĕсене упрас, халăхсен туслăхне çирĕплетес, ÿссе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел воспитани парас, уйрăм çынсен пултарулăхне аталантарас, наци культурин çитĕнĕвĕсене халăх хушшинче сарас енĕпе тунă ĕçсемшĕн хавхалантарасси. 

Премие чăваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, республикăмăрти тата районти ял çыннисен тĕрл ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 227 | Хăçан хушнă: 03.01.2019 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 7 8 9 10 11 ... 56 57 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024