Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Çу » 5 » "Çамрăк ăсчах - 2011" вăйă конкурс пĕтĕмлетĕвĕ
"Çамрăк ăсчах - 2011" вăйă конкурс пĕтĕмлетĕвĕ
00:17
Сăн ÿкерчĕк
Фоторепортаж
Чăваш чĕлхине лайăх пĕлекен ачасен "Çамрăк ăсчах - 2011" вăйă конкурсăн иккĕмĕш куçăм тапхăрĕ ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче муниципалитетăн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Красноармейски иккĕмĕш вăтам шкулĕнче иртрĕ. Унта пĕрремĕш куçăмсăр тапхăрта çĕнтернĕ 68 вĕренекен хутшăнмаллаччĕ. Шел пулин те, вĕсенчен 21 вĕренекен çеç иккĕмĕш тура килме май тупнă. Вĕрентекенсемпе вĕрентÿ органĕсен яваплă çыннисем тăрăшнă пулсан майне тупма пулатчĕ пуль-ха... Çапах та Районсем хушшинчи V "Çамрăк ăсчах" инçет вăйă конкурс ăнăçлă иртрĕ теме пулать. Финала 5 район ачисем (Красноармейски, Элĕк, Канаш, Сĕнтĕрвăрри тата Комсомольски) хутшăнма пултарчĕç. Вĕрентекенсене тавах уншăн. Тăкаклă инçе çула илсе тухса ачасен пĕлĕвне тĕрĕслес тата аталантарас текен вĕрентекенсем вĕсем. Çĕнтерÿçĕ паллă. Вăл - Красноармейски районĕнчи Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче 10 класра вĕренекен Маркова Анна (вĕрентекенĕ - Кузьмина Юлия Егоровна). Аня 107 балл пухма пултарчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Васильева Анастасия, Сĕнтĕрвăрри районĕн Октябрьски шкулĕнче 10 класра вĕренекен (вĕрентекенĕ - Васильева Татьяна Анатольевна). Виççĕмĕш вырăна тăватă вĕренекен тивĕçрĕ: Викторова Ангелина (Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ шкул, вĕрентекенĕ - Никитина Валентина Егоровна), Васильева Алена (Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ шкул, вĕрентекенĕ - Венедиктова Елена Ивановна), Вазинге Ольга (Канаш районĕн А.И.Миттов ячĕллĕ Сиккасси шкулĕнче вĕренекен, вĕрентекенĕ - Александрова Елизавета Макаровна) тата Николаева Оксана (Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ шкул, вĕрентекенĕ - Никитина Валентина Егоровна). Саламлатпăр!

Аса илтеретпĕр: Çĕнтерÿçĕ 1-мĕш степеньлĕ Дипломпа медале тивĕçет, иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăн йышăннисем 2-мĕш степеньлĕ Дипома алла илĕç. Финала хутшăннă ытти вĕренекенсене вара 3-мĕш степеньлĕ Дипломпа чыслĕç. Вăйă конкурсăн жюри йышăннă тăрăх иккĕмĕш тура килеймен ачасене вăйă конкурсăн пĕрремĕш тур çĕнтерÿçи пулни çинчен электрон почтăпа Сертификат ярса парĕç.

2 тур Тĕплĕнрех
1 тур Тĕплĕнрех
Миçе çын пăхнă: 551 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024