Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2017 » Утă » 31 » Çĕнĕ кĕнеке: Карлинӑн кашни юрри шедевр
Çĕнĕ кĕнеке: Карлинӑн кашни юрри шедевр
18:57
Сăн ÿкерчĕк

Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Елчӗк Ен ентешлӗхӗн пайташӗсем, республикӑри композиторсемпе ҫыравҫӑсем, вӗрентекенсемпе культура ӗҫченӗсем Николай Карлин композитора тата поэта асӑннӑ. «Ҫичӗ чӳрече», «Юр тӑкӑнать», «Хӗвелҫаврӑнӑш» тата ытти чылай авторӗ вӑл.

Асӑну каҫне хутшӑннӑ чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер Николай Карлинпа пӗрле ӗҫленӗ самантсене кӑмӑллӑн та ӑшшӑн аса илнӗ. Калӑпласа ҫитернӗ «Суйлса илнисем» юлашки кӗнекине пичетрен тухнине те курайман композитор. Кӗнекене юлашки вӑхӑтра ҫырнӑ сӑвӑсем, юмах, легенда, баллада тата поэмӑсем кӗнӗ. Асӑну каҫне пуҫтарӑннисем ку кӗнекене пысӑка хурса хакланӑ.

«Николай Карлин — чӑн чӑн профессиллӗ композитор. Мӗн чухлӗ баллада ҫырнӑ вӑл. Ку пысӑк жанрлӑ произведени шутланать. Унӑн кашни юрри — шедевр, халӑх юрри пек пулса кайнӑ»,— тенӗ Юрий Кудаков композитор.

Миçе çын пăхнă: 438 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (31.07.2017 22:26) [Материал]
Утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Елчĕк Ен ентешлĕхĕн пайташĕсем, республикăри композиторсемпе çыравçăсем, вĕрентекенсемпе культура ĕçченĕсем Николай Сергеевич Карлин композитор, поэта асăнчĕç.

Вăл хайланă "Çичĕ чÿрече", Юр тăкăнать", "Хĕвелçаврăнăш" тата ытти юрăсене пĕлмен çын та çук пулĕ...

Асăну каçне чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер тата ЧНК культура комитечĕн ертÿçи Вера Архипова йĕркелесе пычĕç.

Малтанах Юрий Семенович Николай Карлинăн пултарулăх çулне тишкерчĕ. Пĕрле ĕçленĕ самантсене кăмăллăн та ăшшăн аса илчĕ.


Чăннипех те, Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ тĕлĕнмелле талантлă та пултаруллă чăваш арĕ Николай Сергеевич пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайни пуриншĕн те пысăк çухату пулчĕ. Ырă ĕçсем туса хăварма, пурăнма васкарĕ вăл. Шел, калăпласа çитернĕ "Суйлса илнисем" ятлă юлашки кĕнекине пичетрен тухнине кураймарĕ вăл...

Кĕнекене кĕнĕ юлашки вăхăтра çырнă сăвăсем, юмах, легенда, баллада тата поэмăсем тăван халăх валли чăннипех те пысак тупра.

Асăну каçне пуçтарăннисем ку кĕнекене пысăка хурса хакларĕç.

"Питĕ кирлĕ кĕнеке, унпа шкулта та ачасене вĕрентме усă курма меллĕ. Николай Сергеевич туйăмлă, ăшă кăмăллă çынччĕ. Мана ун çинчен малтан Геннадий Никандрович Волков этнопедагог нумай каласа панă. Хам паллашсан вара тата та чунтан хисеплеме пуçларăм Николай Карлина",- терĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Елчĕк район пики Анисия Игнатьева.

Елчĕк Ен ентешлĕхĕн пуçлăхĕн çумĕ Юрий Михайлович Карпов паллă композитор Николай Сергеевич Карлин районшăн тĕлĕнмелле пысăк ĕçсем тунине асăнчĕ. Елчĕк районĕн гимне те вăлах çырнине каларĕ. Унăн ырă ятне ас тума ун ячĕпе сăвă-юрă конкурсĕсем, фестивальсем ирттерме сĕнчĕ.

"Николай Карлин вăл чăн чăн профессиллĕ композитор. Мĕн чухлĕ баллада çырнă вăл. Ку пысăк жанрлă произведени шутланать. Унăн кашни юрри - шедевр, халăх юрри пек пулса кайнă",- терĕ Юрий Кудаков композитор.

Раççей Федерацийĕн промышленноç тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роберт Васильев та Николай Сергеевчпа çыхăннă ырă вăхăтсене аса илчĕ. Вăл Текстильмаш заводăн хорне мĕнле хастар ертсе пынине çинчен каласа пачĕ.

Калаçакансем, аса илÿсем чылай пулчĕç. Çывăх юлташне Алексей Скворцов çар ветеранĕ, Аслă вăрçă ветеранĕ, общество деятелĕ Петр Теплов, Чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоров, Николай Эриванов композитор, тата ыттисем те ăшшăн аса илчĕç, унăн ырă ятне ялан асра тытма сăмах пачĕç. Николай Сергеевич Карлинăн пултарулăхĕнчи сăмахпа кĕввĕн ытармалла мар йĕкĕрешлĕхне, çынна çунат сарма ĕмĕт- шухăш тĕнчине ирĕклĕн вĕçме йыхăрнине асăну каçне пухăннисем пурте тенĕ пекех çирĕплетсе пачĕç.

Пултаруллă йĕркелÿçĕ, дирижер, аккомпаниатор, композитор тата поэт Николай Сергеевич Карлинăн ырă ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр асра пултăр.[/j]

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024