Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Раштав » 3 » Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
23:02
Сăн ÿкерчĕк
Раштавăн 2-мĕшĕнче Красноармейски 2-мĕш шкулĕнче районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ларура çак ыйтусене пăхса тухрĕç:
1. Вĕрентекенсем хăйсен квалификаци категорине çирĕплетес е ÿстерес тĕлĕшпе аттестаци витĕр тухас йĕрке çинчен.
2. Чăваш чĕлхи тата чăваш литератури предмечĕсемпе районта 8-11 класра вĕренекен шкул ачисем хушшинче ирттернĕ олимпиада пĕтĕмлетĕвĕ çинчен.
3. Чăвашла сайт йĕркелесси çинчен.
4. Вĕрентекенĕн виртуаллă музейне йĕркелесси çинчен.
5. Республикăра тата районта иртекен тĕрлĕ конкурс çинчен.
Ларăва Красноармейски 2-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕ, районти чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен творчествăлла ĕçлекен ушкăнăн ертÿçи Михайлова З.П. уçрĕ. Вăл пухăннисене методика пĕрлешĕвĕн паянхи ларăвĕн ĕç планĕпе паллаштарчĕ, тухăçлă ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.
Пĕрремĕш ыйтупа Пикшик шкулĕн вĕрентекенĕ Тихонова Л.А., Еншик Чуллă шкулĕнчи Ефимова Г.А., Чатукасси шкулĕнче ĕçлекен Яковлева Р.И. тухса калаçрĕç. Вĕсем кăçалхи вĕренÿ çулĕнче аттестаци иртмелли положени çинче чарăнса тăчĕç, аттестаци йĕркипе, хăйсен ĕç опычĕпе тата иртнĕ аттестацин практикипе тĕплĕн паллаштарчĕç. 
Иккĕмĕш ыйтупа районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Трак гимназийĕнче вăй хуракан Антонова И.Н. сăмах илчĕ. Вăл шкул ачисем хушшинче иртекен олимпиада уйрăмлăхĕ çинчен, олимпиада ыйтăвĕсен кăткăслăхĕ тата вĕренекенсен пĕлÿ шайĕ çинчен каларĕ, çĕнтерÿçĕсемпе паллаштарчĕ, республикăри олимпиадăна хутшăнма кам-кам тивĕçлĕ пулнине палăртрĕ.
Виççĕмĕш ыйтупа вара Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн вĕрентекенĕ Михайлов В.М. калаçрĕ. Вăл хăйĕн чăвашла сайчĕпе, хамăр районти, республикăри учительсен тăван чĕлхепе йĕркеленĕ сайчĕсемпе паллаштарчĕ, чăвашла сайт тăвас технологине теплен ăнлантарчĕ тата харпăр хăйĕн сайтне Интернетра еплерех тытса тăмалли çинчен каласа пачĕ. 
Тăваттăмĕш ыйту та паянхи кун ыйтакан, çĕнĕлле ĕçлеме хистекен ыйту пулчĕ. Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн вĕрентекенĕ Михайлова З.П. хăйĕн виртуаллă музейĕпе паллаштарчĕ, материалсене мĕнлерех вырнаçтармаллине ăнлантарчĕ. 
Лару вĕçĕнче учительсем "Урхамахсем тăраç тăпăртатса..." инçет пултарулăх конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе паллашрĕç, "Ачалах урамĕ" поэзи пултарулăхĕн инçет конкурсĕ пуласси синчен, Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультечĕ уçăлнăранпа 20 çул ситнине халалласа ирттерекен олимпиадăсемпе тупăшусене, "Ăмрăк ăсчах" вăйă-конкурса хастартарах хутшăнмалли синчен калаçрĕç.
Учительсем çак ларура чăннипех те методикăлла сĕнÿсем нумай илчĕç. Вĕрентекенсем информаципе коммуникаци технологийĕсемпе уроксенче тата класс тулашĕнчи ĕçсенче татăшах усă курни те,  кашниех чăвашла сайт тума хавхаланни те, аттестацие тимлесех хатĕрленни те, хăйсем вĕрентекен ачасем олимпиадăсенче пысăк çитĕнÿ кăтартни те питĕ савăнтарчĕ. 
Миçе çын пăхнă: 552 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Красноармейское, Красноармейски, Школа, шкул | Рейтинг: 5.0/3 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024