Район администрацийĕн пуçлăхĕ



Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 54

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Раштав » 23 » Чăваш Патшалăх Канашĕ Министрсен Кабинечĕн çĕнĕ пуçлăхне çирĕплетрĕ
Чăваш Патшалăх Канашĕ Министрсен Кабинечĕн çĕнĕ пуçлăхне çирĕплетрĕ
21:07
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш Правительствин çĕнĕ пуçлăх — Иван Моторин. Унăн кандидатурине паян, республика Элтепĕрĕ сĕннипе, Патшалăх Канашĕ сӳтсе явса çирĕплетрĕ.
Иван Моторин 2006-мĕш çултанпа республикăн экономика аталанăвĕн министрĕнче ĕçлет, Чăваш Ен пурнăçне лайăх пĕлет. Патшалăх Канашĕн сессийĕччен Моторин парламентри кашни фракцинче тĕлпулусем ирттернĕ, депутатсен ыйтăвĕсене хуравланă. Унăн кандидатури пурне те çырлахтарнă. Çавăнпа паян ăна Министрсен Кабинечĕн ертӳçи пулма çăмăллăнах çирĕплетрĕç. Федераци Канашĕн пайташне суйланă чухне вара тавлашусăр пулмарĕ. Юрий Попов спикер Раççей Федерацийĕн саккунсем кăларакан органĕн çӳлти палатинче Чăваш Паташалăх Канашĕн представителĕ пулма Леонид Лебедева сĕнчĕ. Сенаторта вăл 8 çул ĕçленĕ. Депутатсем, уйрăмах оппозицире тăракансем, çак тапхăрта Лебедев республикăшăн мĕнле усăллă ĕç тунине пĕлесшĕн пулчĕç. Темле хуравласан та, вĕсене тивĕçтерме йывăр пулчĕ, çавăнпа Леонид Лебедевăн трибуна умĕнче чылайччен тăма тиврĕ. Юлашкинчен çапах ăна Федераци Канашĕн членĕ пулма çирĕплетрĕç.

Çăлкуç: Чăваш халăх сайчĕ
Миçе çын пăхнă: 256 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2018 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 98 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 83 çулта

Геннадий Трофимов (Юмарт) - 80 çулта


Владимир Харитонов - 85 çулта 

2018 çул - Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2018