Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2016 » Кăрлач » 2 » Чăваш Республикин Элтеперĕ М.В.Игнатьев Çĕнĕ çул ячĕпе саламлани
Чăваш Республикин Элтеперĕ М.В.Игнатьев Çĕнĕ çул ячĕпе саламлани
12:40
Сăн ÿкерчĕк

Хаклă ентешĕмсем!

Сире Çĕнĕ 2016 çул тата çутă Раштав уявĕ ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатăп! Вĕçленекен çулталăк ансат мар, çапах питĕ интереслĕ, тĕрлĕ пу- лăмпа пуян пулчĕ. 14 çуллăх тăхтав хыççăн Чăваш Енре пирвайхи хут республика Пуçлăхĕн пĕтĕм халăх суйлавĕ пулчĕ. Вăл уçă та тĕрĕс иртрĕ. Эпĕ мана шаннисене пурне те чĕререн тав тăватăп. Пирĕн ума тухса тăнă йывăрлăхсем пире ăслăрах, вăйлăрах тата çирĕпрех пулма пулăшрĕç, республикăна аталантарас енĕпе çĕнĕ хăват пачĕç. Эпир ăнасса никамах та шанман проектсене пурнăçлама пултартăмăр. Çĕр фельдшерпа акушер пункчĕн строительствин пысăк та пĕлтерĕшлĕ программине вĕçлерĕмĕр. Республикăра ача сачĕллĕ тата стадионлă çĕнĕ микрорайонсем çĕкленчĕç, çĕнĕ производствăсем уçрăмăр, пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелерĕмĕр. Пурнăçланă ĕçе кура нумай çул пурăнакансен шучĕ - 18, нумай ачаллă çемьесен йышĕ 25% ÿсрĕ, пурнăç тăршшĕ 2,5 çул хушăнчĕ. Пирĕн ăнăçусене чи çÿллĕ шайра пĕрре кăна мар палăртнă. Чăваш Республики Раççейĕн инновацисене вăйлă аталантаракан пилĕк регионĕн йышне кĕчĕ. Инвестици климачĕн наци рейтингĕнче Чăваш Ен регионсен хушшинчи бизнес валли хăтлă условисем йĕркеленĕ лидерсен малти теçеткинче. Пирĕн республика Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй рейтингĕнче ачасен пурнăçĕ тĕлĕшпе чи ырă 10 регион шутне тăнă. 2015 çулта Чăваш Ен çĕршывăн спорт центрĕн статусне çирĕплетрĕ. Эпир чăваш çĕрĕ çинче ирттернĕ Европăри командăсен чемпионатне çăмăл атлетсен Раççейри 2015 çулхи чи лайăх спорт пулăмĕ тесе хакланă. Хаклă туссем! Экономикăшăн ансат мар вăхăтра та эпир инновацие тĕпе хуракан производствăсем уçатпăр, пурăнмалли çурт-йĕр, больни- цăсемпе поликлиникăсем, клубсем, шкулсемпе ача сачĕсем çĕклетпĕр. Пĕрле эпир курăмлă çитĕнÿсем тума пултарасси пирки иккĕленместĕп! Пирĕн пĕрлĕх - пархатарлă та хăватлă вăй! 2016 çула Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Пирĕн тĕллев - пурне те, чи малтанах çитĕнекен ăрăва çитĕнÿсене тата хисепе тÿрĕ кăмăллă ĕçпе çеç çĕнсе илме май пуррине ăнлантарасси! Çĕнĕ çулта пурне те ăнăçу, çирĕп сывлăх тата телей сунатăп! Пурне те - уяв ячĕпе! Çĕнĕ 2016 çул ячĕпе!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил ИГНАТЬЕВ

Миçе çын пăхнă: 499 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024