Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Пуш » 27 » Чăваш Республикин Президенчĕ – пирĕн районта
Чăваш Республикин Президенчĕ – пирĕн районта
18:58
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Видеохыпар

Видеохыпар

Видеохыпар

Паян , пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче, пирĕн районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров пулчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ С.А.Николаев тата Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.И. Федоров  кĕтсе илчĕç. Кун хыççăн  Николай Васильевич «Шетмĕ» хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Çак хуçалăх ертÿçи Владислав Германович  Васильев пĕлтернĕ тăрăх, кунта халĕ 5 çын ĕçлет. Ăна 2006 çулхи март уйăхĕнче йĕркеленĕ. 2008 çулта унччен усă курман 208 гектар çĕре пусă çаврăнăшне  кĕртнĕ.  Пĕлтĕр 240 гектар тĕш тырă акса пĕр гектартан кĕлет виçипе 20 центнер тухăç  пухса илнĕ. Кăçал 350 гектар акасшăн. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра 181 пуç  шултра мăйракаллă выльăх шутра тăрать, вĕсенчен 70 пуçĕ - сăвакан ĕне. 2009 çулта кашни ĕнерен 4984 килограмм  сĕт суса илнĕ. Укçа çине куçарсан хуçалăх 5472 пин тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. (2008 çулта -  4006 пин тенкĕлĕх), ăна сутса 3967 пин тенкĕ тупăш илнĕ, таса тупăш вара 910 пин тенкĕпе танлашнă.

Президент Алманч ял тăрăхне те çитсе курчĕ. Кунта вăл Алманч ялĕнче çурт-йĕр çĕклес  енĕпе йышăннă комплекслă программа мĕнле пурнăçа кĕрсе пынипе паллашнă. Ăна Чăваш Республикин Президенчăн  2009 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче алă пуснă «Об осуществлении пилотного проекта по комплексной компактной застройке и благоустройству сельских поселений в Чувашской Республике» Указĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ.  Çак программăна пурнăçлама 18 миллион укçа-тенкĕ уйăрнă. Прогаммăна 2010 çулхи Республика кунĕ тĕлне пурнăçламалла.

Халĕ Алманчра 125 хуçалăхра 258 çын пурăнать. Ялта тĕслĕхлĕ  вулавăш, ветеринари участокĕ, райпон тата икĕ уйрăм çын лавккисем, кану центрĕ, вăтам шкул пур.  Объектсене çĕклес ĕçре ООО «Волга Транс - Ч», ООО «Алекс Сервис - Строй», ООО «Воддорстрой» тата ЗАО «Регионстрой» (гендиректорĕсем  - Геннадий Борисович  Батраков, Александр Львович Кириллов, Анатолий Николаевич Федоров и Владимир Иванович Куваев) вăй хураççĕ.  Николай Васильевич административлă центрти фельдшерпа акушер пунктне, куну центрне тата «Алманч  пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулĕ» муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕнче пулса курчĕ. Шкулта вăл районти театр коллективĕсен ертÿçисемпе тата унта çÿрекен пултаруллă ачасемпе тĕл пулчĕ, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалланă «Театр – ачасене» культурăпа искусство эрнелĕхне уçнă çĕре хутшăнчĕ.

Миçе çын пăхнă: 603 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024