Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2018 » Ака » 11 » Чиркĕве хăвăртрах туса пĕтерсе хута яма ĕмĕтленеççĕ
Чиркĕве хăвăртрах туса пĕтерсе хута яма ĕмĕтленеççĕ
21:03
Сăн ÿкерчĕк

Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕ ял тăрăхне 13 ял кĕрет. «Вĕсенчен кашнинчех староста пур. Пĕри тепринчен маттур. Старостăсем пире халăхпа ĕçлеме кирлĕ», – тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Полина Николаева. Паллах, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ 13 ял тăрăхне çитсе унти çынсене çĕнĕлĕхсем, саккунри улшăнусем тата ытти пирки ăнлантарма ĕлкĕреймест. Ун пек чухне старостăсен пулăшăвĕ питех те вырăнлă. Пысăк пĕр-пĕр ĕçе пуçăнас тенĕ чухне пуçлăх вĕсене пухать те мĕн тумаллине ăнлантарать, халăх суйланăскерсем вара çынсемпе тĕл пулаççĕ, чылай саманта йĕркелеме пулăшаççĕ, çав шутрах - укçа пухассине те. «Старостăсем ялсенче тирпей-илем кĕртес енĕпе нумай тăрăшаççĕ. Анаткас масарĕ çинче Мария Степанова староста тăрăшнипе сывпуллашу лаптăкĕпе ятарлă çурт турĕç. Паллах, ниме мелĕпе. Шыв башни тавра карта тытрĕç», - лару-тăрупа паллаштарчĕ Полина Ивановна. Ял тăрăхĕн администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх - вырăнти халăх вăйĕпе Анат Типçырма тата Кушкă ялĕсен хушшинче Мăн Шетмĕ юхан шывĕ урлă çуран çÿрекенсем валли кĕпер тунă. Ял тăрăхĕнчи старостăсем пĕрле пухăнса пысăк ĕçсем те пурнăçлаççĕ. Шăпах вĕсем çине тăнипе тата вырăнти ветерансен канашĕн членĕсен пуçарăвĕпе Мăн Шетмĕре 2014 çулта Турă курăннин чиркĕвне тума пуçланă. Аслă ăрури çынсем каланă тăрăх - ку ялта 1752 çултах пĕрремĕш чиркÿ пулнă: йывăçран тата пысăках мар. 1832 çулта ăна сÿтнĕ, унăн хурал пÿлĕмĕнче прихут училищи уçнă. Чул чиркĕвĕн никĕсне 1824 çултах яма пуçланă, тепĕр тăватă çултан прихутри çынсен укçипе туса пĕтерсе хута янă. Стройка валла кирпĕче вырăнти карьерта хĕртнĕ. Чиркÿ кĕнекисемпе документсенче Мăн Шетмĕ ялне «Тинсарино» тата «Богоявленское» тесе палăртнă. Çак чиркĕве 1935 çулта хупнă, унăн çуртне 50-мĕш çулсен вĕçĕнче салатнă. Никĕсĕ вара сыхланса юлнă. Ял çыннисем çак вырăнтан инçех мар çĕнĕ чиркÿ хăпартас тенĕ. Паллах, вĕсем чиркÿ кирли пирки ял тăрăхĕнче вăй хуракансемпе, старостăсемпе час-часах калаçнă. Строительство ыйтăвĕсене çывăхри ялсенчи граждансен пухăвĕсенче пĕрре мар сÿтсе явнă, ял тăрăхĕн пĕтĕмлетÿ конференцийĕнче вара пуçару ушкăнне - чиркÿ канашне - суйланă. Унтах пысăк ĕç валли укçа пухассине пĕлтернĕ. Халăхран нухрат пуçтарнипе çеç çырлахман старостăсем: çынсене канмалли кунсенче стройкăна явăçтарнă, нимене хутшăнакансене апатлантарассине йĕркеленĕ. Чиркÿ строительствине ертсе пыракан Владислав Александрова пур енлĕн пулăшнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ сăваплă ĕçе спонсорсене явăçтарнă. Мăн Шетмĕ ял старости Галина Власова тăрăх - чиркÿ тăррине витсе пĕтерсе тепĕр купол вырнаçтармалла, чÿречесемпе алăксем лартса шалти отделкăна тума тытăнмалла. Чиркÿ тавра карта тытма та планланă. Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнче пурăнакансем çак чиркĕве хăвăртрах туса пĕтерсе хута яма ĕмĕтленеççĕ. Çав тăрăхри тепĕр самант пирки те каласа хăварас килет. II Кĕтерне патша вăхăтĕнче Анаткас ялĕ çывăхĕнчен Етĕрнерен Çĕрпÿ еннелле Хурăнлă çул иртнĕ. Ăна халăхра «Кĕтерне çулĕ», «Тимĕр тăлăллă çул», «Аслă çул» та тенĕ. Ун чухне асăннă ял çывăхĕнче сывлăш çавăрса илмелли вырăн - кану картишĕ - пулнă теççĕ. Шăпах çав вырăнта 2015 çулта Красноармейски районĕн кунне Анаткас ялĕнче паллă тунă чухне «Çĕпĕр çулĕпе» этнокартиш уçнă. Ку этнокартише тума та старостăсем хутшăннă, вĕсем историллĕ çав вырăн тавра хурăн лартассине те йĕркеленĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Миçе çын пăхнă: 327 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024