Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çу » 6 » Çирĕплĕхĕмĕре çырав тĕрĕслĕ ("Хыпар")
Çирĕплĕхĕмĕре çырав тĕрĕслĕ ("Хыпар")
21:18
Сăн ÿкерчĕк
Ăçтан эпир? Камсем эпир? Кампа эпир? Çак ыйтусем кирек хăш чăваша та шухăша яраççĕ пулĕ. Çавна май вĕсем пирки ăсчахсем çеç мар, тĕрлĕ çын тĕрлĕрен калаçать. Хăшĕсем паянхи чăвашсем чăн чăвашсем мар теççĕ, лешсем - «таса чăвашсем» - хăйсен ирĕклĕхне, никама пăхăнманлăхне хÿтĕлесе темиçе ĕмĕр каяллах пуçне хунă-мĕн. Сывă юлнисем айванккаскерсем, хăравçăскерсем пулнă имĕш, ниçта кайма аптăранăран вырăссенчен хÿтлĕх ыйтнă имĕш. Виççĕмĕшсем вара йăхташăмăрсем вырăссен «чури» пулма килĕшнине чăтма пултараймаççĕ, апла тăвиччен чăвашсен мăсăльмана тухмалла пулнă, авă тутарсем хăйсене мĕнле хăюллă тытаççĕ, вĕсем пирĕн пек ау-уйлатса тăмаççĕ теççĕ. Апла-и, капла-и - историре пĕрре пулнă япалана каялла тавăрма çук. Çапла шăпах 459 çул каялла мăн-мăн асаттесем хăйсен ирĕкĕпе Вырăс патшалăхне кĕрес тенĕ. Вырăс çул çыравçисене ĕненес тĕк - çак ĕç 1551 çулхи çĕртме уйăхĕнче пулса иртнĕ. Асăннă пулăм икĕ енĕшĕн те меллĕ пулнă иккен. Чăвашсем хÿтлĕх тупнă терĕмĕр, вырăссем кăнтăрти чиккисене çирĕплетнĕ. Историксем палăртнă тăрăх, вырăссемпе пĕрлешнĕ халăхсенчен чăвашсем йышпа чи пысăкки. Пирĕн несĕлĕмĕрсем хыççăн Атăл тата Урал тăрăхĕнчи ытти халăх та Вырăс патшалăхĕпе çывăхланнă.

Айтăр-ха шухăшласа пăхар: мĕн панă чăваша вырăссемпе туслашни? «Иккĕмĕш сортлă» халăха куçни-и е çĕр çинче хăйне упраса хăварни-и? Каллех пурте пĕр шухăш патне пырса тухаймĕ. Çапах та чăваш халăхĕ пĕтмен, вăл виççĕмĕш пин çуллăха та «чăваш» ятпах кĕчĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн халăх хăйĕн йышĕпе Раççей Федерацийĕнче тăваттăмĕш вырăн йышăнать. 2002 çулхи çырав тăрăх Раççейре 1 миллион та 637 пин чăваш пурăннă. Йышĕпе 1 миллионран иртнĕ халăхсем тĕнчере 325.

Республика кунне Чăваш Ен 1995 çултанпа уявлама пуçланă. Шăпах 1995 çулхи çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче «Чăваш Республикин патшалăх уявĕ çинчен» саккун йышăннă. Унта çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕ - Чăваш Автономи облаçĕ йĕркеленнĕ кун - Чăваш патшалăх кунĕ пулса тăнине пĕлтернĕ. 2000 çулта, Чăваш Республики йĕркеленнĕренпе 80 çул çитнĕ май уява Республика кунĕ ятпа улăштарнă.

Мĕн пур паян пирĕн? Çав-çавах мĕскĕн халăх-и? Раççей тĕп хулинчен 650 çухрăмра вырнаçнă Чăваш Енĕн лаптăкĕ пысăках мар - 18,3 пин тăваткал километр. Апла пулин те унта 1,3 миллион çын /97 наци çынни/ пурăнать. Çак йышран чăвашсем - 67,7 процент. Патшалăх тытăмĕ енĕпе ыттисенчен уйрăлса тăмастпăр темелле: Чăваш Ен - Президентлă республика /1994 çулхи кăрлач/. 2000 çулта çĕнĕ Конституци йышăннă тата ытти те.

Эпир чăн чăваш е хăшĕ-пĕрисем шухăшланă пек мĕскĕн те айван, хамăртан хамăр вăтанакан халăх пулнине кăçал иртекен Раççей халăх çыравĕ лайăх кăтартĕ. Икĕ çырав /1989 тата 2002 çулсенчи/ хушшинче чăваш йышĕ 136 пин çын чухлĕ чакнă. Çакăн сăлтавĕ тĕрлĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчи йывăр тапхăр - çĕн йĕркелÿ тата ытти те - демографи лару-тăрăвне те пырса тиврĕ. Хулара çеç мар, ялсенче те ача çураласси самай чакнăччĕ.

Сăмахăма тăван чĕлхе çине куçарам-ха. Чĕлхе пĕтсен халăх пĕтет теççĕ. Тĕрĕсех. Чăвашпа чăваш тĕл пулсан тăван чĕлхепе пуплеме хирĕç мар-ха. Анчах чĕлхе ан пĕттĕр тесен çамрăк ăрăва, ачамăрсене тăван чĕлхене вĕрентмелле. Яллă вырăнта ку ыйту хулари пекех çивĕч мар пек туйăнать. Анчах туйăнать çеç çав. Акă пĕр тĕслĕх. Раççей Наукăсен академийĕ çумĕнчи Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн ĕçченĕ И.В.Самарина темиçе çул каялла Чăваш Енри ултă районта /Сĕнтĕрвăрри, Красноармейски, Тăвай, Вăрнар, Елчĕк, Элĕк/ ирттернĕ экспедицие хутшăннă, унтан пĕтĕмлетÿ тунă. Тĕслĕх вырăнне шăпах çавна илсе кăтартасшăн.

Ыйтса пĕлнĕ çынсенчен 98,8 проценчĕ чăваш чĕлхине тăван чĕлхе тесе йышăнать, унпа çемьере усă курать, ачасемпе - 71,7 проценчĕ, мăшăрĕсемпе - 83,8 проценчĕ, мăнукĕсемпе - 43,1 проценчĕ. Асăрхарăр-и, çитĕнекен ăрăвăн пĕр пайĕ çеç тăван чĕлхене ăша хывса çитĕнет. Апла ун хыççăн килекен ăру ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе калаçма пултарасси иккĕлентерет. Чăваш чĕлхипе общество вырăнĕнче усă курасси те чакса пырать: 68,7 процент, ĕçре - 43,3 процент.

Шухăша яракан тепĕр цифра та пур пĕтĕмлетÿре. «Ачасене хăш чĕлхепе вĕрентме сĕнетĕр?» - ыйту пирки хурав çапларах пулнă: 55,6 проценчĕ 1-4 классенче ачасене тăван чĕлхепе вĕрентме сĕнет* 13,9 проценчĕ - 5-11 классенче* 43,9 проценчĕ аслă классенче вырăсла вĕрентмелле теççĕ. Çакăн çумне тата мĕн хушса калăн?

Тăван чĕлхен паянхи тата ыранхи пĕлтерĕшĕ пирки калаçнă чух çак пулăмсене те шута хумалла пулĕ: чĕлхен кун-çулĕ унпа общество-политика тытăмĕнче, кил, вĕрентÿ шайĕнче мĕнле усă курнинчен нумай килет. Чăваш чĕлхи республикăра патшалăх чĕлхи пулса тăчĕ, ăна аталантарма программа йышăннă пулин те - çивĕч ыйту татăлман-ха. Тин çеç илсе кăтартнă тĕслĕх те çакна аван çирĕплетет.

Халăх çыравĕ иртиччен тата çур çул юлчĕ. Эпир ăçтан, камсем тата кампа пулнине вăл та хăйне евĕрлĕ хурав парĕ.

Надежда СМИРНОВА
Миçе çын пăхнă: 620 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024