Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Нарăс » 2 » Ентешĕн çĕнĕ кĕнекине хак пачĕç
Ентешĕн çĕнĕ кĕнекине хак пачĕç
19:08
Сăн ÿкерчĕк
ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ И. Степанов композитор пирки илтмен çын Трак енре çуках-тăр. Хăйĕн черетлĕ çуралнă кунĕ умĕн вăл "Шăнкрав курăкĕ парне пултăр-и?” ятпа çĕнĕ кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче вара районти тĕп вулавăшăн залĕнче унăн презентацийĕ пулчĕ. 
Унта "Тимлĕх” клуб членĕсемпе пĕрлех Илья Романович пултарулăхне кăмăллакансем, тус-юлташĕсем — çыравçăсемпе композиторсем, культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Презентацине С. Гурьева библиотекарь уçса йĕркелесе пычĕ, юрăсен (вĕсене нотисемпе пĕрле пичетленĕ) кĕнекин авторĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. 
И. Степанов юррисене ку мероприятире А. Алексеев, С. Васильева, Н. Филиппова тата Г. Яковлев культура ĕçченĕсем, ентешĕ — Т. Тимофеева, Е. Иванова, Н. Алексеева тата Э. Федорова юрăçсем шăрантарчĕç. 
Презентацире Н. Ершовпа Л. Антонов сăвăçсем, Г. Алексеев-Яманакпа Ю. Романов композиторсем тата районти "Ял пурнăçĕ” хаçатăн пай редакторĕ В. Данилов сăмах каларĕç, кĕнеке авторĕн пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн хак пачĕç, ăна малашне те халăх кăмăлне каякан юрăсем кĕвĕлеме ăнăçу, пархатар тата вăй-хăват сунчĕç. 
Илья Романович презентацине пынисене пурне те ăшшăн тав турĕ, хăй ачасем валли çырнă юрăсене çĕнĕ кĕнекене пухса кăларма хатĕрленине те пĕлтерчĕ. Пĕр сехет çурăна пынă мероприяти композиторăн "Çавра сĕтел йĕри-тавра” юррине пурте пĕрле шăрантарнипе вĕçленчĕ.
Сăмах май, кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнчи кăнтăрла Чăвашрадио пирĕн ентешĕн — Кушкăра çуралнă И. Степанов композиторăн пултарулăх çулне халалланă кăларăма эфира кăларчĕ. Çур сехете яхăн пынă передачăра Илья Романович В. Харитонов, М. Авдеев, В. Пехил, Л. Васильев, М. Васильев, Г. Яковлева, Н. Степанова тата Г. Белов сăввисемпе кĕвĕленĕ 9 юрă янăрарĕ. Кăларăм редакторĕ — хамăрăн тепĕр ентеш, Еншик Чуллăра çуралнă И. Канавичева.

В.Данилов ("Ял пурнăçĕ")

Миçе çын пăхнă: 475 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
272829

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024