Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2016 » Кăрлач » 23 » Илья Степанов композитор çуралнăранпа 75 çул çитрĕ
Илья Степанов композитор çуралнăранпа 75 çул çитрĕ
22:13
Сăн ÿкерчĕк

Ачалăхра Кушкăри Сад урамĕнче сăрт хĕррипе ултă çурт ларать, вĕсенчен пĕри — садпа юнашартан иккĕмĕшĕ — Илюшсен. Унпа юнашарах — ампар тата вите. Кил хушшинче — пысăк сарай. Пурне те улăмпа витнĕ. Анкартинчи улмуççи çывăхĕнче пĕчĕк мунча хăпартнă. Илюшсен амăшĕ — Татьяна инке — паян ирех ура çинче. Ирхи апат пĕçерме çĕрулми шуратать. Унтан ăна витрери таса шывпа çуса тасатрĕ. Çĕрулмине тураса хурана ячĕ те, шыв тултарса, кăмака умĕнчи çекĕлтен çаклатрĕ. Купăста, сухан, кишĕр хушрĕ, вут чĕртрĕ. Апачĕ вĕреме кĕчĕ, кĕçех пиçрĕ те. Амăшĕ чĕнсен, Илюша, йывăç кравать çинчен йăпăр-япăр сиксе тăрса, пит-куçне çуса хăвăртах тумланчĕ. Амăшĕ алюмини чашăкпа сĕтел çине апат антарса лартсан, вăл сĕтел хушшине вырнаçрĕ, юратнă çынни те юнашар ларчĕ. Апатлансан, сĕтел хушшинчен тухрĕç. Кĕçех пỹрте Илюшăн пиччĕшĕ - Гена кĕрсе тăчĕ. Вăл — колхозри уй-хир хуралçи. Каçхине çĕрулми пуссине хуралланăскер, çĕрĕпех çывăрайман-мĕн. Апатланнă хыççăн Гена çывăрма выртрĕ. Амăшĕ “иккĕмĕш çăкăр” кăларма васкарĕ. Пилĕк çулхи Илюш та унпа кайма тилмĕрчĕ. Çук, илмерĕ ăна амăшĕ пĕрле. Ара, çанталăкĕ сивĕрех тăрать-çке. Илюша пăшăрханчĕ пулин те, çакна палăртмарĕ, тетрадьпе кăранташ илсе, сĕтел хушшине вырнаçрĕ... Кăнтăрла иртсен, каллех алăк сасси илтĕнчĕ — пỹрте кỹршĕри Зиновий кĕрсе тăчĕ. Илюша Гена пиччĕшне вăратрĕ. Зиновий ăна юлташĕсемпе пĕрле тĕрлĕ сасăллă оркестр йĕркелеме, халĕ вара хут купăспа тата балалайкăпа выляса пăхма сĕнчĕ. Стена çине çакса хунă балалайкăна алла илчĕ, Гена вара — хут купăса. Чылай хушă вылярĕç чăваш халăх юрри-кĕввине. Пĕчĕк Илюш çăварне карсах тăнларĕ. Унтан лешсем тутар, украин тата вырăс кĕввисем çине куçрĕç. Икĕ сехете тăсăлчĕ репетици. Илюшăн итленĕçем чĕри кăлт! та кăлт! тапать. Пиччĕшĕпе Зиновий тус-юлташĕсем патне кайиччен ăна балалайка парса хăварчĕç. Вăл вара хăй тĕллĕнех тĕрлĕ кĕвве ĕнерлеме тытăнчĕ, чăваш ташшине самаях илтерчĕ, “манран та “пиçет” капла”, — тесе шухăшларĕ. Унтан кравать айĕнчи футляртан хут купăс кăларчĕ, тенкел çине вырнаçрĕ. Хут купăс хыçĕнчен Илюш кăшт кăна курăнать. Пỹрнисемпе пускаласа чăваш ташшине калама вĕренчĕ-вĕренчех. Пиччĕшĕ хут купăса тытнине ан систĕр тесе, ăна малтанхи евĕрех типтерлĕн футляр ăшне чиксе кравать айне вырнаçтарса хучĕ. Каллех балалайкăпа вылярĕ... Каçхине, чăн та, тĕрлĕ сасăллă оркестр репетицине пухăнчĕ. Дирижерĕ вăрçа хутшăннă Иван Харитонов пулчĕ. Зиновий — балалайкăпа, шăллĕ — Валерий — бубенпа, Илюш пиччĕшĕ — Гена — хут купăспа, Парамон — питлĕхпе, Андрей — параппанпа, Василий — кашăксемпе, Толя — трубапа, Ваçук — шăхличĕпе “Линкка-линкка” ташша питĕ маттур вылярĕç. Çапла юрра-кĕвве кăмăллакансем оркестр йĕркелерĕç те. Пĕррехинче пиччĕшĕ Илюш хут купăса тытнине сисрĕ пулас, сентре çинчи ещĕке питĕрсе хăварма тытăнчĕ. Анчах арçын ачана тек нимĕн те чăрмав кỹреймерĕ ĕнтĕ - вăл ещĕке отверткăпа çăмăллăнах уçма, хут купăса алла тытма вĕренсе çитрĕ...

Илюшăн шкула кайма та вăхăт çитрĕ. Çиччĕ тултарсан, ăна амăшĕ ялти 7 çул вĕренмелли шкула ăсатрĕ. Парта хушшинех вырнаçтарса хăварчĕ. Вĕрентекенĕ — Пăрăнтăк ялĕнчи Мария Алексеевна Федорова. Шкул хыççăн уроксем тăвать те, арçын ача балалайкăпа хут купăс тытать, çĕнĕ çемĕсем вĕренет. Аслă пиччĕшĕ — Семен Сĕнтĕрвăрринче столяр-платнике вĕренсе тухсан, алла документ илет те, Сахалина, карапсем тунă çĕре тухса каять. Тепĕр пиччĕшĕ — Гена та Свердловск облаçĕнчи Серов хулине килĕшỹпе (договорпа) ĕçлеме вырнаçать. Килте — амăшĕпе иккĕшех. Балалайкипе хут купăс та халĕ — Илюш аллинче ĕнтĕ. Çапла çул хыççăн çул иртет. Илюш уроксем вĕçленсен, амăшне пулăшма çỹреме тытăнать. Хĕл каçма вутă-шанкă татса купалаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх те пăхать. Çуркунне уя удобрени сапма та пĕрлех тухаççĕ. Çуллахи каникулта та ĕçсĕр ларман. Тантăшĕсемпе ăмăртса тырă вырать Илюша. Унтан лашапа йĕтем çине кĕлте турттараççĕ. Кĕркунне, уроксем хыççăн, çĕрулми кăларма тухать. Ноябрь-декабрь уйăхĕсенче йĕтем çинче молотилкăпа тырă çапаççĕ. Каçхине керосин çутипе уроксем тума тивет. Илюшсен класне музыка предметне Георгий Трофимов учитель вĕрентнĕ. Вăл мандолинăпа выляса ачасене юрăсене хăнăхтарнă. Çав вăхăтрах Г. Трофимов сăвăсем те çырнă, вĕсене “Ялав”, “Капкăн” тата “Тăван Атăл” журналсемпе районти “Ял пурнăçĕ” хаçатра пичетленĕ. Вăл шкулта хор тата ташă кружокĕсем йĕркеленĕ. Ташăсене Илюша хут купăспа выляса ташлаттаратчĕ. Кашни чĕрĕк хыççăнах ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсем иртетчĕç. Унта ялан концертсем те кăтартнă. Кунсăр пуçне ялти, Карайри, Пăрăнтăкри, Анаткасри тата Мартынккăри Культура çурчĕсенче те халăха ачасем хăйсен пултарулăхĕпе час-часах савăнтарнă. Учительсем те аякра тăрса юлман, вĕсем те концертсем хатĕрлесе халăх умне тăтăшах тухнă. Шкул директорĕ Леонтий Семенович Семенов та ăста музыкант пулнă. Вăл мандолинăпа тата хут купăспа маттур вылянă. Г. Тимофеев учитель те алла час-часах мандолина тытнă. Г. Осипов педагог та унран юлман темелле. Вĕсем, пушă вăхăтсенче пĕрле пухăнса, тĕрлĕрен попуррисем вылянă. Леонтий Семенович çавăн пекех сăвăсем хайлама та юратнă, вĕсене райхаçатра умлăн-хыçлăн кун çути кăтартнă. Пурăна киле Илюшăн пиччĕшĕ — Семен тăван яла таврăнать. Кăштахран кукамăшне пăхма Анатри Типçырмана куçать. Кунтах Валя ятлă хĕрпе паллашса çемьеллĕ пулать. 2 хĕрпе 2 ывăл çуралать вĕсен. Вăталăх пиччĕшĕ те — Гена яла мăшăрĕпе Кларăпа таврăнать. Илюша ăна хут купăспа чăваш тата вырăс кĕввисене каласа кĕтсе илет. Тĕлĕнеççĕ çывăх çыннисем — чăтса тăраймаççĕ, урай варрине тухса ташша яраççĕ, Илюшăна мухтаса та илеççĕ. Тепĕр уйăхран Генăпа мăшăрĕ Шупашкара ĕçе кайса вырнаçрĕç, хваттер илсе унтах тĕпленчĕç, пĕр хĕрпе икĕ ывăл пăхса ỹстерчĕç. Кушкăри 7 çул вĕренмелли шкул хыççăн И. Степанов Мăн Шетмĕри вăтам шкула çỹреме тытăнчĕ. 8-мĕш класа 30 ытла ача пухăнчĕ. Учительсем те хавас йышăнчĕç вĕсене. Физикăпа — вăрçа хутшăннă Семен Тимофеев, математикăпа — Анатолий Комаров, вырăс чĕлхипе — Лилия Скворцова, физкультурăпа — Дмитрий Ильин, çар ĕçĕпе — Яков Яковлев, чăваш чĕлхипе Всеволод Сергеев вĕрентрĕç. А. Комаров çавăн пекех маттур хут купăсçăччĕ. Илья унпа хăвăртах туслашрĕ, директорăн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕпе — Ардалион Яковлев баянистпа та çывăхланчĕ. Шкултан таврăнсан, килти ĕçсене тунă тата амăшне кил-тĕрĕшре пулăшу кỹнĕ хыççăн, Илья яланах алла музыка инструменчĕсем тытнă. Пĕррехинче хайхискер, кĕнеке илме ялти клуба каять. Вулавăш Культура çурчĕпе пĕрлех вырнаçнă. Заведующире Терентий Миронов тимленĕ. Кĕнекесем суйланă чухне И. Степанов баян ларнине курах каять. Красноармейскинчен илсе килнĕ-мĕн ăна, списать тунăскере. Заведующи баяна тытса пăхма ирĕк парать. Савăнса кайнă çамрăк хĕпĕртесех каять, вулавăшран тухса тенкел çине вырнаçса, тỹмесем çине пускаласа, чăваш ташшине шыраса тупать. Унтан "Сулико" юрра та хăнăхать. Кашни кун тенĕ пекех баянпа калама вулавăша васкать вăл. Т. Миронов заведующи сĕннипех, хĕрсене пĕр чăмăра пухса, хор йĕркелесе яма çине тăрать. Шкул библиотекинче "Самоучитель игры на баяне" кĕнеке шыраса тупать, çĕнĕ юрă-ташă вĕренме пуçлать. Нота станне майĕпен алла илет. Ку енĕпе ăна ют мар тивекен пиччĕшĕ — Красноармейски ялĕнче пурăнакан тата кунти шкулта вăй хуракан Михаил Ильич Ильин нумай пулăшать. Илья çавна май нотăсем тăрăх та выляма хăнăхать. М. И. Ильин кашни шăматкун тенĕ пекех Кушкă ялне — Раиса аккăшĕ патне килсе çỹрени савăнтарнă каччăна. Ялан Илья мĕнле вĕреннипе интересленетчĕ, пулăшма çине тăратчĕ. Пĕррехинче вăл юлташĕсемпе пĕрле Яманакри Елена Михайлова патĕнче пулчĕ, çумри баянне те хăвармарĕ, кунти хĕрсене ташлаттарса савăнтарчĕ. Ун хыççăн та темиçе хутчен те пулчĕ вăл кунта, ялан баянне тăсса яратчĕ. Вăл тапхăралла М. Ильин тата унăн тусĕ — Константин Архипов юрăсем кĕвĕлетчĕç. Юрататчĕ вĕсене Илья. Çитменнине К. Архиповăн “Ан хумхан, çăкалăх”, “Сарпике”, М. Ильинăн “Çĕмĕртсем, çĕмĕртсем”, “Инçетри юрă” юррисем тăтăшах Чăвашрадиопа янăратчĕç. Вĕсене И. Степанов баянпа каласа юрлаттарма та вĕренчĕ. Хăйĕн те юрăсем хайлас кăмăл-туйăм çирĕпленчĕ. Библиотекăран сăвă кĕнекисем илчĕ те, килĕшекеннисене суйлама тытăнчĕ. П. Львовăн “Ирсерен кураттăм”, Г. Лисинăн “Шупашкар каçĕ”, В. Урташăн “Сана курсан” ятлисем кăмăла кайрĕç. Сăввисене кăкăр кĕсйинчех упрарĕ. Шкултан таврăннă чухне вĕсенчен юрă турĕ-турех Илья. Нотăсем çине куçарчĕ. Вĕсене М. И. Ильина кăтартрĕ. Михаил Ильич уйрăм канашсем пачĕ, юрăсене хамăр ентеше - чăвашсен паллă композиторне Ф. М. Лукина кăтартма сĕнчĕ, унăн адресне пачĕ. Ку 1959 çулта пулчĕ. И. Степанов (ун чухне вăл 10-мĕш класра вĕренетчĕ) Филипп Миронович патне çыру çырса ячĕ, нумай та вăхăт иртмерĕ — хурав пулчĕ те. Нотисем айне “Юррисем лайăх. “Çамрăк коммунист” хаçатра пичетлеме сĕнетĕп”, — тесе çырнă. Асăннă хаçатра пичетленчĕç те вĕсем. Филипп Мироновичпа тытакан çыхăну çирĕпленсех пычĕ çапла.

Вăтам шкул хыççăнхи çулла Ильяна Мăн Шетмĕри вăтам шкул учителĕсен художество пултарулăх коллективĕ районти ĕçпе юрă уявне йыхравларĕ, ушкăн виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Кĕркуннепе вара комсомол путевкипе Магнитогорск хулине тухса кайрĕ. Вĕсене çутă та таса общежитине вырнаçтарчĕç. И. Степанов электросварщик специальноçне суйласа илчĕ, вĕренсе тухрĕ, “Водоканалстрой” организацире ĕçлеме пуçăнчĕ. Чăваш Ене (амăшĕ тата Ф. М. Лукин, ыттисем патне) тăтăшах çыру çỹретрĕ. Михаил Ильич вара Ю. Петров-Вирьял, Ю. Семенов-Сементер, В. Харитонов, В. Урташ сăввисене юрăсем кĕвĕлеме ярса парсах тăчĕ. Филипп Миронович вĕсене республикăри хаçат-журналта кун çути кăтартма паллă туса паратчĕ. Баян техникине лайăхрах алла илес тĕллевпе И. Степанов М. Глинка ячĕллĕ музыка училищине те çỹрерĕ. Общежитири воспитательсем çав хушăра чăваш хĕрĕсемпе каччисенчен хор йĕркелеме сĕнчĕç. Строительсен керменне çỹреме тытăнчĕç. И. Степанов хора баянпа выляса ертсе пычĕ, Ф. Лукин, Г. Лебедев, А. Сергеев, К. Архипов, М. Ильин тата хăйĕн çĕнĕ юррисене, çавăн пекех вырăс композиторĕсем — А. Новиков, С. Туликов, Г. Пономаренко, ыттисем кĕвĕленĕ произведенисене вĕрентрĕ. Концертсене вырăссем те, чăвашсем те, тутарсем те, мордвапа мари халăхĕсен представителĕсем те тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Уралта 6 çул пурăннă хыççăн Ф. Лукин чĕннипе Илья Романович Чăваш Ене таврăнать. Çĕрпỹ хулинчи Культура çурчĕн илемлĕх ертỹçин ĕçне пуçĕпех кỹлĕнет. Хĕрсенчен каллех хор йĕркелет. Концертсем кăтартнисĕр пуçне тĕрлĕ фестивальсемпе ытти мероприятисене те хутшăнаççĕ. Ку тапхăртах заочно майпа пĕлĕвне тарăнлатать. Дипломлă пулса тăрсан, Муркашри Культура çуртне ĕçлеме куçать. Пилĕк çул тăрăшать вăл кунта: директор та, илемлĕх ертỹçи те пулать. Пысăк хор чăмăртать. Ку район хаçачĕпе те çыхăну йĕркелесе ярать. Хăйĕн çĕнĕ юррисене пичетлет. Чăваш поэчĕсемпе — П. Ялкирпа, Ю. Сементерпе, Г. Беловпа, П. Голицинпа, В. Харитоновпа, Ю. Петров-Вирьялпа тачă çыхăну тытать. Чăвашрадиопа, унти музыка передачисен редакторĕсемпе, хорта юрлакансемпе — А. Ильинпа, И. Христофоровпа, Т. Гурьевапа, З. Лисицинапа, О. Терентьевапа, çавăн пекех З. Ананьевапа тата К. Чекушкина юрăçсемпе çыхăнса тимлет. 4. Тăван яла таврăнни Муркашри Культура çуртĕнче ĕçленĕ вăхăтра Илья Романович кунти ялхуçалăх управленийĕнче тимлекен Нина Ивановна Иванована качча илет. 1970 çулта вĕсем тăван Кушкă ялĕнче тĕпленеççĕ. Нина Ивановна “Мичуринец” совхозра — экономист, Илья Романович Мăн Шетмĕри вăтам шкулта учитель тата библиотекарь пулса тăраççĕ. Уроксемпе кружокра ачасене юрăсем шăрантарма хăнăхтарчĕ. Чăвашрадиопа çыхăнчĕ. Унтан ачасен 20 юррине çырма Галина Вастрюкова редактор çитрĕ. Кĕçех радиопа янăрарĕç те вĕсем. Мăн Шетмĕре 10 çул вăй хурсан, И. Степанов Кушкăри Культура çурчĕн илемлĕх ертỹçи пулса тăчĕ, ку хушăрах ялти шкулти 1—7-мĕш классене юрлама вĕрентрĕ. Концертсемпе таврари ялсенче те час-часах пулчĕç. Мăн Шетмĕри “Хĕвелĕм” ача садĕнче те, Ямайкассинчи 8 çул вĕренмелли шкулта та, Карай шкулĕнче те тимленĕ вăл. “Хĕвелĕм” ача сачĕн солисчĕсен сассисем те Чăвашрадио валли çырăнчĕç. Илья Романовичăн паллăрах юррисем çаксем: “Шăнкăрав курăкĕ”, “Çавра сĕтел хушшинче”, “Çул юхать, юхать”, “Тавтапуç сана, учитель”, “Юратнă учитель”, “Пирвайхи учитель”, “Çуралнă çĕршыв”, “Савни килте пулмарĕ”, “Карăшĕсем улăхра”, “Кĕрхи юрă”, “Савни мана каларĕ”, “Эх, саврăм каччине”, “Çулçине тăкатчĕ хурăн”, “Ан тирке мана эс” тата ыттисем те (пĕтĕмпе вара 3 пин ытла юрă хывнă, çав шутран 70-шĕ Чăвашрадио фонотекинче упранать). Тăван районăн Гимнне те вăлах çырнă, сăвви — Леонид Антоновăн. Пултарулăхри пысăк ỹсĕмсемшĕн Илья Романовича (вăл — юрăсен 15 кĕнекин авторĕ те) “Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă. Кунпа пĕрлех 1974 çултанпа — Чăваш композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ, ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ. Мăшăрĕ те — Нина Ивановна — сăвă-юрăсăр пурăнмасть, хăй те çырать, кĕвĕлет те. Икĕ ывăлпа икĕ хĕр ỹстерчĕç. Халĕ 4 мăнук çитĕнет вĕсен. Хăй калашле, çул юхать, юхать. Пурнăç урапин кустăрмисем малаллах чупаççĕ çав. Ыран 75 çулхи юбилейне кĕтсе илет Илья Романович. Çавна май пур кăмăлтан саламласа ăна пархатарпа вăй-хăват, ырă сывлăхпа кил ăшши, телейпе пултарулăхра çитĕнỹ-ỹсĕмсем сунатăп.

Чăваш халăх ÿнер тата ăслăлăх академийĕн 2016 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн И.Р.Степанов композитора юрă-кĕвĕ тĕнчине аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн Ф.П.Павлов медалĕпе чыслама йышăннă. Саламлатпăр!

Миçе çын пăхнă: 904 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024