Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Нарăс » 23 » Ял çыннисене — пулăшу
Ял çыннисене — пулăшу
23:22
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнчи 237-рп №-лĕ Указĕпе Трак енри пултарулăхра уйрăмах палăрнă 17 çамрăка та 2012 çулта уйăхсерен 1830 тенкĕ тÿлесе тăма ятарлă стипенди çирĕплетнĕ.
Ку йышра ял хуçалăхĕнче вăй хуракансем те пур. Акă Александр Иванов 1989 çулхи çуркунне çĕр çине килнĕ. Халĕ 22 çулхи маттур та патвар яш каччă тулли мар яваплă "Красное Сормово” пĕрлешÿре тракторист-машинист пулса вăй хурать. Çурхи-кĕрхи ĕçсенче тăрăшулăхпа палăрать. Сашăна та, ыттисен йышĕнче, çак кунсенче район администрацийĕн çуртĕнче ĕçлĕ халăх умĕнче тивĕçлипе чысларĕç, республикăри вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Е. Казаковапа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чăваш бройлерĕ” ОАО ертÿçи В. Николаев стипендине тивĕçни пирки калакан свидетельствăна пачĕç, ял çыннин пархатарлă ĕçне малалла та ÿсĕмлĕн тăсма ыр сунчĕç. 
Патшалăх ял çыннисене май пур таран пулăшма çине тăнине ытти тĕслĕхсемпе те çирĕплетсе пама пулать. Акă "Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн 2010 çулта республикăри яллă вырăнсенче пурăнакан граждансен пĕр ушкăнне çурт-йĕр тума е туянма социаллă тÿлевпе тивĕçтернĕ. Çакна çирĕплетекен свидетельствăна илнисен йышĕнче ЧР патшалăх ветеринари службин "Красноармейски районĕнчи выльăх-чирлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци” учрежденийĕн начальникĕ Э. Г. Сорокин та пулнă. 
Пирĕн районти вĕрентÿ, культура тата медицина учрежденийĕсен обăекчĕсене тĕпрен юсаса çĕнетме те республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ сахал мар уйăрнă. Калăпăр, юлашки вăхăтра çеç çавна май Чатукасси шкулĕпе кунти кану центрĕн, Красноармейскинчи "Чебурашка” ача сачĕн çурчĕсене тата районти тĕп больницăн клиникăпа диагностика лабораторине çĕнĕ сăн кĕртме май килнĕ.

В.Данилов
Миçе çын пăхнă: 477 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
272829

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024