Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Ака » 19 » Красноармейски районĕн çĕнĕ энциклопедине кун çути парас тĕлĕшпе ĕçлев ушкăнĕ Трак ен çыннисене чĕнсе калани
Красноармейски районĕн çĕнĕ энциклопедине кун çути парас тĕлĕшпе ĕçлев ушкăнĕ Трак ен çыннисене чĕнсе калани
22:51
Сăн ÿкерчĕк
Хаклă ентешсем! Красноармейски районĕн çĕнĕ энциклопедине кăларас ĕç пуçăнчĕ. Çакă калама çук пысăк та яваплă ĕç. Ку таранччен эпир Трак тăрăхĕн историйĕпе тата унăн паллă çыннисемпе çыхăннă "Трак ен” (2000 ç.) тата "Красноармейский район. Люди и судьбы” кĕнекесем кăларнă-ха. Анчах вĕсем çĕнĕ энциклопедин пĕр пайĕ çеç пулса тăраççĕ. Пысăк кăларăма кăларма пысăк та çĕнĕ вăй кирлĕ. Ку хутĕнче пире Шупашкарти "Трак ен” ентешлĕх те пулăшу кÿме шантарать. 
Чăваш халăхĕн ырă йăла пур: вăл кирек епле йывăр ĕçе нимелле — халăхпа пĕрле кар пуçтарăнса тума хăнăхнă. Эпир районăн çĕнĕ энциклопедине кун çути кăтартма та çак йĕркепе йĕркелесе ямалла тесе шутлатпăр. Чăвашсен "Пĕччен хулă хуçăлать”, "Пĕччен сурать типсе пырать, халăх сурать кÿлĕ тăвать” текен каларăшсем пур. Энциклопеди материалĕсене пухассине, пирĕн шутпа, пĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çине хуни çеç çителĕксĕр. Эпир çак ĕçе çÿлерех асăннă кăларăмсене кăларма хутшăннисене, тавра пĕлÿçĕсене, вăрçăпа педагогика, партипе совет ĕçĕн ветеранĕсене, шкулсенче вĕрентекенсене, библиотека ĕçченĕсене, культурăпа суту-илÿ, сывлăха сыхлас тата право йĕркине çирĕплетес ĕçре тăрăшакансене, ытти пултарулăх çыннисене явăçтарма ыйтатпăр, чĕнсе калатпăр. 
Трак енти энциклопедине кĕме тивĕçлĕ пĕр çын та, археологи, историпе культура палăкĕ те, çырма-çатра ячĕ те, колхоз-совхоз историйĕ те унта кĕмесĕр ан юлтăр. Пухăннă мĕн пур материалсене Красноармейскинчи историпе краеведени халăх музейне пырса пама ыйтатпăр. Пирĕнтен кашни хастар вăй хунипе энциклопедине палăртнă вăхăт тĕлне ентешсем патне çитерме май килĕ. 
Районăн çĕнĕ энциклопедине кăларас тĕлĕшпе туса хунă ĕçлев ушкăнĕ.
Миçе çын пăхнă: 440 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024