Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2016 » Юпа » 4 » Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ М.П.Прохоров çут тĕнчерен уйрăлнă
Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ М.П.Прохоров çут тĕнчерен уйрăлнă
00:11
Сăн ÿкерчĕк

93 çула кайса Аслă Аттелĕх вăрçă ветеранĕ, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ Михаил Прохорович Прохоров çут тĕнчерен уйрăлнă.

М. П. Прохоров 1924 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хамӑр районти Тусай ялӗнче ҫуралнӑ. 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ӑна Хӗрлӗ Ҫар ретне илнӗ. Томскри 2-мӗш артиллери училищинче вӗреннӗ. Фронтра 1943 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа мӗн вӑрҫӑ вӗҫленичченех пулнӑ. Харьков хули ҫывӑхӗнче ҫапӑҫма тытӑнса Украина, Молдави, Румыни, Венгри, Австри ҫӗрӗсене нимӗҫ фашисчӗсенчен ирӗке кӑларма хутшӑннӑ. Михаил Прохорович дивизи артиллерийӗн 76 миллиметрлӑ тупписен, боепитани тата дивизион управленийӗн взвочӗсен командирӗ пулнӑ. Днепр юхан шывӗшӗн тытӑҫнӑ, унӑн сылтӑм ҫыранри плацдармне анлӑлатассишӗн кӗрешнӗ, Ясско-Кишиневски, Буда­пешт хулишӗн пынӑ, Балатон кÿлли патӗнчи ҫапӑҫусенче палăрнӑ.
Ӑна икӗ хутчен II степеньлĕ Тӑван ҫӗр-шывӑн вӑрҫин орденӗпе, "Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн", "Будапешта илнӗшӗн", "Тӑван ҫӗр-шывӑн 1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн", _ "Ӗҫре палӑрнӑшӑн", "Ӗҫри хастарлӑхшӑн. В. И, Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май" тата ытти нумай юбилей медалӗсемпе наградӑланӑ.
Ҫартан таврӑннӑ хыҫҫӑн М. П. Прохоров Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн истори факультӗнчен вӗренсе тухнӑ. Истори, географи, черчени учителӗнче, Именкасси тата Красноармейски вӑтам шкулӗсен директорӗнче, культура пайӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ, халӑх депутачӗсен районти совечӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн председателӗн ҫумӗ пулнӑ. Темиҫе хутчен те район тата ял совечӗсен депутатне суйланнӑ.
1987 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн Михаил Прохорович 4 ҫул ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсен районти канашӗн председателӗн ҫумӗнче, 12 ҫул — ку канаш председателӗнче, ун хыҫҫӑн каллех председатель ҫумӗнче вӑй хунӑ. Халӗ те шкулсенче вӗренекенсем йӗркелекен "Зарница" тата "Орленок" вӑйӑсене, ыпи мероприятисене хастар хутшӑнать. "Асӑну кӗнеки", ҫавӑн пекех "Крас-ноармейский район. Люди и судьбы" кӗнеке кӑларма пысӑк тӳпе хывнӑ вӑл.
Ветерансен юхӑмне тата ҫамрӑксене патриотла воспитани парас ӗҫе активлӑ хутшӑннӑшӑн М. П. Прохорова нумай грамотӑпа чысланӑ.
Вӑл, акӑ, 2000 ҫулта вӑрҫӑ ветеранӗсен Раҫҫейри Комитечӗн Асӑну паллине, кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче "СССР летчик-космонавчӗ А. Г. Николаев" медале тивӗҫнӗ.
Михаил Прохорович Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ тӗле районтан вӑрҫа хутшӑннисем ҫинчен ҫырнисен пуххине хатӗрленӗ. Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ тӗле вара "Вут-хӗмре иртнӗ ҫамрӑклӑх" кӗнеке ҫырса пӗтернӗ, уншӑн ӑна районти Н. Янкас ячӗллӗ премие панӑ.
Йывăр тăпру çăмăл пултăр, Михаил Прохорович!
Миçе çын пăхнă: 400 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 1.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024