Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Чÿк » 22 » «ЛАЙĂХ ВĔРЕНЕСЧĔ, ЮТ ÇĔР-ШЫВРА ТА ПУЛАСЧĔ…» («Ровесник (Тантăш)»
«ЛАЙĂХ ВĔРЕНЕСЧĔ, ЮТ ÇĔР-ШЫВРА ТА ПУЛАСЧĔ…» («Ровесник (Тантăш)»
19:11
Сăн ÿкерчĕк
Çĕр çинчи кашни çын хăйне май пултаруллă: пĕри вĕренÿре малта, тепри ал ĕç ăсти, виççĕмĕшĕ спортпа туслă. Хăшĕ-пĕри вара пур енлĕн те маттур! Красноармейски районĕнчи Пайсупин ялĕнчи Линда Федотова шăп çавăн йышшисенчен.
– Пирĕн Линдăн пултарулăхĕ иксĕлми. Пур çĕре те ĕлкĕрет вăл. Ирĕклĕ кĕрешÿ секцине те çÿрет, – Упи шкулне кĕрсенех вĕрентекенĕсем мухтама пикенчĕç 9-мĕш класра ăс пухакана.
Йăрăс пÿллĕ, тăпăлкка кĕлеткеллĕ пикене курсан ыйтмасăр чăтаймарăм:
– Ай-яй, Линда... Мĕнле мехел çитеретĕн? Сана арçын ачасем кÿрентермеççĕ-и вара? – терĕм сар хĕвел пек ăшă кулăллă чиперука.
– Çук-çук, эпир питĕ туслă, спортзала пĕрлех çÿретпĕр, – лăпкăн кăна хуравларĕ вăл.
Эрнере иккĕрен кая мар, кашнинчех 2 сехет хатĕрленеççĕ çамрăк кĕрешÿçĕсем. Район пуçлăхĕ Владимир Николаевич Григорьев ĕçлет вĕсемпе. Хĕрсем Чехословакири кĕрешÿ ăмăртăвне те çитсе курнă.
Тулли кăмăлпа васкаççĕ Федотовсен ачисем тренировкăна. Стасик шăллĕ те пĕрлех тухса утать-çке Линдăпа. Килтисем хĕрĕн киленĕçне питех ырламаççĕ. «Ан кай», – тесе тем пек тархасласан та ÿкĕте кĕртеймеççĕ ăна. Асламăшĕ аманасран хăрать. Амăшĕ те кĕрешÿ хĕр ачасене валли мар тесе çирĕплетет. Малтанласа ашшĕ те хирĕç пулнă. 2011 çулта В. Кацовпа В. Степанов ячĕллĕ ăмăртуран çĕнтерÿçĕ пулса таврăнни унăн кăмăлне çемçетнĕ.
– Пултарулăхна тупта, манран чару çук халь, – савăнтарнă вăл хĕрне.
Лешĕ вара тем пек хĕпĕртенĕ куншăн. Пысăкран та пысăк çитĕнÿсем тума хистенĕ ăна çывăх çыннин сăмахĕсем. Акă, юпа уйăхĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе иртнĕ ЧР первенствинче тата ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ В.М. Смирнов ячĕллĕ турнирта 1996-1997 çулсенче çуралнă хĕр ачасен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă Линда. Хаклă парне парса чысланă спортсменкăна. Иртнĕ эрнере те Раççей шайĕнчи ăмăртура чи вăйлă вунă кĕрешÿçĕ шутне кĕме пултарнă вăл.
Линда пĕр вырăнта ларакан, тÿперен ăнăçу хăйне хăй персе анасса кĕтсе лармасть. Яланах шыравра, халиччен курманни-пĕлменнине тĕпчес тĕллевлĕ хĕр упраç.
– Çĕнĕлĕх пĕлес килнипех çырăнтăм ку секцие. Килĕшрĕ – çÿретĕп, – вăрттăнлăхне уçрĕ Л. Федотова.
Ирĕклĕ кĕрешÿ кăна мар, спортăн ытти тĕсĕпе те кăсăкланать. Мини-футбол вылять, «Зарница» çарпа патриот вăййисене хутшăнать вăл. Вĕренÿре те йĕркеллех ĕлкĕрсе пырать. «Британский бульдог», «Русский медвежонок», «Кенгуру», «Чĕвĕлти чĕкеç» тата ытти конкурс ыйтăвĕсене çийĕнчех шĕкĕлчет. Математика тата чăваш чĕлхи урокĕсем – чи юратнисем. Пушă вăхăтра çыхма кăмăллать Линда. Апат-çимĕç янтăласси те йывăр мар уншăн. Ĕçленĕ чухне чăваш юррисем итлесе киленет.
Хальлĕхе шкул сукмакне такăрлатаканскер алла аттестат, кайран аслă пĕлÿилес тĕллевпе çунатланать. Суту-илÿ енĕпе менеджер пулас шанăçпа пурăнать Федотовсен хастар хĕрĕ.
– Тата ют çĕр-шыва кайса курас килет манăн, – ĕмĕтне пĕлтерчĕ Линда.

Светлана САДАЛ.
Миçе çын пăхнă: 437 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024