Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2015 » Раштав » 30 » Литература çулталăкне пĕтĕмлетрĕç
Литература çулталăкне пĕтĕмлетрĕç
23:28
Сăн ÿкерчĕк

Тĕплĕнрех

Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕ хăйĕн 2015 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ. Пĕтĕмлетÿ вара раштавăн 25-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче пулчĕ. Унта уйрăмăн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн пысăк уяв иртрĕ. Уявра К. Ивановăн «Нарспи» поэминчи сыпăксене районти культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсем выляса-кăтартса пачĕç. Икĕ сехет çурă тыткăнларĕç поэмăри сăнарсем куракансене: савăнтарчĕç те, хумхантарчĕç те, шухăшлаттарчĕç те… Пĕринчен тепри ăстарах вылярĕç артистсем. «Нарспи» поэмăри самантсене питĕ витĕмлĕ кăтартса пачĕç вĕсем.

Уява пухăннисене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ С.Ю.Молотков саламларĕ. Трак енре Литература тата Константин Иванов çулталăкне тухăçлă ирттерме хастар хутшăннисене Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем парса чысларĕ. Малашнехи пурнăçра пурне те çирĕп вăй-хал, ăнăçу, тулли телей сунчĕ. Район пуçлăхĕн Тав çырăвне ЧНКан Красноармейскинчи уйрăмĕн пайташĕсем те тивĕçрĕç. Кăçал та вĕсем курăмлă та пархатарлă ĕçсем сахал мар туса ирттерчĕç. Палăртнă ĕçсем ытларах Литература тата Константин Иванов çулталăкне, Красноармейски районне йĕркеленĕренпе 80 çул тата Аслă аттелĕх вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине халалланисем пулчĕç. Паллăраххисене асăнса хăварас пулсассăн çаксене палăртма пулать: шкул ачисемпе аслисем хушшинче сăвă çыракансен «Чĕререн тухакан сăмахсем» конкурсне тата «Мухтавлă ентешсем» сочиненисен конкурсне ирттерни,  «Трак енĕн литература тĕнчи» курав-экскурси йĕркелени,  К.Иванов çулталăкне халалласа шкулта вĕренекенсем хушшинче илемлĕ вулакансен «Сентти çăлтăрĕ» конкурсне ирттерни, районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем хушшинче «Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен…» ятпа «Нарспи» поэмăна илемлĕ вулакансен конкурсне йĕркелесе ирттерни, «Трак ен каччисем» тата «Трак ен пики» конкурссем йĕркелени, Чăваш чĕлхи кунне  халалласа ача садне çÿрекенсемпе шкул ачисене «Туслăх кăшăлĕ» сăвă-юрă фестивальне хутшăнтарни, Литературăпа К.Иванов çулталăкне тата Чăваш халăх поэчĕн, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕн Юрий Сементерĕн пултарулăхне халалласа шкул ачисем хушшинче юратнă ентеш-поэтăмăрăн сăввисене илемлĕ вулакансен «Сăввăмçăмсем, шăнкăртатса шăранăр…» конкурсне йĕркелесе ирттерни, чăваш халăх сăмахлăхне пуçтарса тĕпченĕ Иван Патмар  паллă фольклорист çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем «Патмар вулавĕсем» тата шкул ачисем хушшинче «Халăх ăслăлăхĕн çÿпçи иксĕлми» вăйă-конкурс ирттерни.

Çак асăннă ĕçсене ăнăçлă пурнăçласа пыма пулăшнăшăн район администрацине, «Трак ен» ентешлĕхе, ырă та хастар чунлă çынсене чун-чĕререн тав тăватпăр, çитес çулхи  ĕçсене те чыслă йĕркелесе пыма çирĕп вăй-хăват, хастар чĕре, ырă кăмăл та ăнăçу сунатпăр.

Зинаида Михайлова, Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн ертÿçи

Миçе çын пăхнă: 487 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024