Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2015 » Нарăс » 3 » Литература ҫулталӑкне Трак тӑрӑхӗнче те уҫрӗҫ
Литература ҫулталӑкне Трак тӑрӑхӗнче те уҫрӗҫ
21:44
Сăн ÿкерчĕк

Красноармейски районӗнче кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Константин Ивановӑн ҫулталӑкӗ Красноармейскинчи Культура ҫуртӗнче те савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ.

Фойере Константин Иванова халалланӑ кӗнекесенчен тата вырӑнти авторсен кӗнекисен куравне йӗркеленӗччӗ. Кунтах ал ӑстисен кружокне ҫӳрекенсен ӗҫӗсене курма пулатчӗ — «Пӳрнеске» тата «Алă ăсти» кружокҫӑсем Жанна Михайлова ертсе пынипе чӑн та илемлӗ пуканесем ӑсталанӑ.

Уява райадминистраци пуҫлӑхӗ Владимир Григорьев, райадминистрацин социаллӑ пай енӗпе ӗҫлекен Алексей Васильев хутшӑнчӗҫ. Ҫак районта ҫуралса ӳснӗ паллӑ чӑваш ҫыравҫисем те уява килсе ҫитнӗ. Вӗсен шутӗнче Красноармейски районӗн хисеплӗ гражданинӗ, Чӑваш халӑх писателӗ Юрий Сементер сӑвӑҫ, Раҫҫей тата Чӑваш писателӗсен союз пайташӗсем Галина Васильевӑпа (Ордем Гали) Осип Алексеев (Ӑсан Уҫӑпӗ), Николай Ершов поэт, вӑрҫӑ ветеранӗ, темиҫе кӗнеке авторӗ, Красноармейски районĕн Хисеплӗ гражданинӗ Михаил Прохоров тата ытти ҫыравҫӑсем. Хӑнасем пухӑннисем умӗнче литературӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ, ыйтусем ҫине хуравларӗҫ.

Уявра вырӑнти Культура ҫумӗнчи «Трак ен» фольклор ансамблӗ (ертӳҫи А. Никонорова), ветерансен хорӗ (ертӳҫи А. П. Алексеев), «Хунав» пултарулӑх кружокӗн членӗсем (ертӳҫи К.И. Васильева), «Заволжски» клуб коллективӗпе «Асамат кӗперӗ» ачасен театрне ҫӳрекенсем (ертӳҫи Г. А. Петрова), ачасен «Тумламкка» ансамблӗ М.В. Дмитриев ертсе пынипе хутшӑнса пухӑннисене ӑшӑ кӑмӑл парнелерӗҫ. Трак шкулӗн, Пикшикри тата Красноармейски шкулӗсенчи вӗренекенсем те уява илем кӳчӗҫ.

Миçе çын пăхнă: 499 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
232425262728

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024