Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Кăрлач » 14 » Мала тухнисене парнесемпе чысларĕç
Мала тухнисене парнесемпе чысларĕç
22:59
Сăн ÿкерчĕк
Кăрлачăн 12-мĕшĕнче Çĕрпӳ район администрацийĕн лару пӳлĕмĕнче Интернет тĕнче тетелĕпе усă курса иртнĕ виçĕ ăмăрту çĕнтерӳçисене чысларĕç, çав шутра «Ĕмĕтсен çăлкуçĕ» литература конкурсĕ, «Тупмалли юмахсем-2» тата «Çĕрпӳ Енĕм — Тăван Ен» интернет-олимпиада пулчĕç.
Кашни ăмăрту çĕнтерӳçисем парнеллĕ пулчĕç: илемлĕ хайлавсем çыракансене «Урхамахсем тăраç тапăртатса» кĕнекепе картинăсем лекрĕç, тупмалли юмахсем шĕкĕлчеме ăста ачасене — кĕнекесем, Çĕрпӳ тăрăхне лайăх пĕлекенсене — тĕрлĕ теттесем. Чылайăшне Чăваш халăх сайчĕ 2012 çулхи календаре парнелерĕ. Хисеп хучĕсемсĕр те, паллах, никам та юлмарĕ.
Чысланисем хушшинче Трак ен ачисемпе вĕрентекенĕсем те пулчĕç. Красноармейски шкулĕн вĕренекенĕсем Козлова Надежда (6 класс, 1 вырăн), Аркадьева Кристина (7-а класс, 2 вырăн), Кузнецова Лидия (7-б класс, 2 вырăн), Харитонова Анастасия (7-б класс, 3 вырăн), Григорьева Елена (7-б класс, 3 вырăн), Макаров Дмитрий (9-а класс, 3 вырăн), Журавлева Оксана (9-б класс, 3 вырăн) Хисеп хучĕсемпе чаплă парнесене тивĕçрĕç. Çĕнтерÿçĕсен ертÿçисем - çак шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен Михайлова З.П. тата Михайлов В.М.. Сăмах май каласан, "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕн ертÿçи Зинаида Петровна Михайлова хăй те асăннă конкурса хутшăнса вĕрентекенсем хушшинче 1-мĕш вырăна тухрĕ, Хисеп хучĕпе хаклă парнесем çĕнсе илчĕ.
Юрă тăхтавĕсенче хăйсен пултарулăхĕпе «Asамат» ушкăн савăнтарчĕ. Уява ертсе пырасса та çак ушкăн солисчĕ Леонид Антонов ертсе пычĕ.
Шкул ачисемпе вĕрентекенсем умĕнче темиçе кĕнеке авторĕ Ангелина Павловская тухса калаçрĕ — вăл хăйĕн пирки кĕскен каласа пачĕ, çамрăк çыравçăсене ăнăçусем сунчĕ, çырас кăмăла малалла та атлантарма сĕнчĕ.

Миçе çын пăхнă: 489 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024