Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Раштав » 9 » Михаил Игнатьев: Эпир тĕрĕссине каларăмăр
Михаил Игнатьев: Эпир тĕрĕссине каларăмăр
20:20
Сăн ÿкерчĕк
08.12.2011
 "Хыпар" 
 Николай КОНОВАЛОВ 

«Суйлав - «политика уйĕнчи» тĕп пулăм» тенипе никам та тавлашмасть пуль. Çавна май Михаил Игнатьев Президент вырсарни кунхи сасăлав хыççăн вăраха ямасăр журналистсемпе курнăçса суйлава пĕтĕмлетес, хăйĕн шухăшĕсемпе паллаштарас тени пĕртте кĕтменлĕх мар. Ĕнерхи калаçăва республика пуçлăхĕпе пĕрле Чăваш Енĕн «кивĕ» парламенчĕн спикерĕ Михаил Михайловский те хутшăнчĕ.
Хăйĕн сăмахне Президент «суйлава кайнă, çапла майпа хăйсен гражданин тивĕçне пурнăçланă суйлавçăсене» тав тунинчен пуçларĕ. «Юлашки çулсенче республикăн нумай йывăрлăха çĕнтерме тиврĕ. Финанспа экономика кризисĕ, çуллахи шăрăх, вăрмансенчи пушарсем, ăнман тыр-пул, апат-çимĕç хакĕсем ÿсни... Çынсем çав йывăрлăхсене пăхмасăр сассисене хăйсем шанакан политика вăйне пани - юлашки çулсенче республикăра тата çĕр-шывра тытса пыракан тивĕçлĕ политика кăтартăвĕ, - терĕ Михаил Васильевич. - Суйлав - граждансем социаллă пурнăç енĕпе хăйсене мĕнле туйнин кăтартăвĕ, çынсен кăмăл-туйăмне сăнлакан хăйне евĕрлĕ лакмус хучĕ пулса тăчĕ». 
Сасăлав кăтартăвĕсем çинче Михаил Васильевич тĕплĕ чарăнса тăчĕ. РФ Патшалăх Думинче тата ЧР Патшалăх Канашĕнче тăватă парти фракцийĕсем йĕркеленĕç - «Пĕрлĕхлĕ Раççей», РФКП, «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» тата РЛДП. Чăваш Ен парламентĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» 33 депутат пулать, коммунистсен - 4, «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççейĕн» - 5, либерал-демократсен - 2.
Дума депутачĕсен суйлавне Раççейĕпе суйлавçăсен 60,2% хутшăннă. Чăваш Енре - 61,5%. Çав вăхăтрах 2006 çулхи федераципе республика шайĕнчи суйлавсене пĕрлештернĕ тĕслĕхпе танлаштарсан /ун чух 43,7% пулнă/ ку хутĕнче граждансем чылай активлăрах пулни куç кĕрет. Чи хастаррисем - Тăвайсем, вĕсен районĕнче асăннă кăтарту 91,2% яхăнах. Куншăн Президент асăннă района пайăррăн тав турĕ, вырăнти хаçат редакторĕн ыйтăвне хуравланă май Тăвайсене çĕнĕ производствăсем уçма тĕрев парса хăй енчен пулăшма шантарчĕ. Хуласенче - Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Улатăрта, Çĕмĕрлере, Канашра - суйлавçăсем хастарлăхпа палăрнă тееймĕн, 53-57% çеç хутшăннă. Пĕтĕмĕшле илсен вара хайхи процентсемпе эпир Атăлçи округĕнче 7-мĕш вырăнта, Раççейре - 44-мĕшĕнче.
Хăй парти списокĕсенче малта пулнине кура, паллах, Михаил Васильевич «Пĕрлĕхлĕ Раççей» кăтартăвĕсем çине пусăм турĕ. Сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем ăна кăмăлсăрлантарнăн туйăнмарĕ. «Упасемшĕн» Чăваш Енри районсенче уйрăмах нумайăн сасăланă: Шăмăршăсем - 70,4, Тăвайсем - 67,36, Патăрьелсем - 64,99%. Чи япăх кăтартусем - 30,65% пухнă Çĕнĕ Шупашкарсен, 33,21% çырлахнă Шупашкарсен тата 41,51% танлашнă Канашсен. «Ертсе пыракан парти хăйĕн позицийĕсене çирĕплетни куç кĕрет, - терĕ Президент. - Чи кирли - эпир политика кĕрешĕвне тÿрĕ кăмăлпа тытса пытăмăр. Халăха тĕрĕссине каларăмăр, çав вăхăтрах уйрăм партисем таса мар технологисемпе усă курчĕç, уйрăм хаçатсем халăх патне тĕрĕс мар информаци илсе çитерчĕç...»
Çитес эрнере пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш сессийĕ пулать. Çавна май Михаил Васильевич парламент суйлавĕн кăтартăвĕсене тĕплĕн тишкересси пирки асăрхаттарчĕ: «Çакна влаçăн мĕн пур шайри органĕн тумалла. Эпир тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тăвăпăр. Иккĕленместĕп: влаçăн, должноçри çынсен суйлавçăсем суйлав кампанийĕн тапхăрĕнче çĕкленĕ çивĕч ыйтусене шута илмелле. Чи малтанах - çынсене вырăнсенче пăшăрхантаракан ыйтусене: шалу, стипендисене, пенсисене пысăклатасси, шкулсене, больницăсене тивĕçтерессине лайăхлатасси, çулсемпе нумай хваттерлĕ çуртсене юсасси, ЖКХри пулăшу ĕçĕсен пахалăхне çĕклесси».
Михаил Михайловский те урăхла çул çуккине палăртрĕ. Вăл Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕ тĕлĕшпе ыйтусем пуррине хирĕçлемерĕ: республикăра «упасем» халăх шанăçне хавшатни сисĕнет, çавна май ку енĕпе пурнăçлакан ĕçре «тÿрлетÿсем кирлине» палăртрĕ. Çав вăхăтрах хăш-пĕр парти популистла шантарусен çулĕ çине тăнине те асăнчĕ: «Шантарчĕç кăна. Анчах чи малтан экономикăна çĕклемелле - тин улшăнусем пулĕç». Президент калашле, «çăрттан пулă хушнипе кăна нимĕн те пулмасть». Кирек мĕнле пулсан та Михаил Алексеевич «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕнчи кăтартăвĕпе кăмăллă. Вăл кĕтнинчен те лайăхрах пулса тухнă вĕт. Пĕр мандатлă округсенчен 18 депутат пуласса шаннă, чăннипе вара - 21. Çавна май ПР йышĕ Чăваш Ен парламенчĕн 3/4 пайĕпе танлашĕ, урăхла каласан «единороссем» республикăн саккунсем кăларакан влаç тытăмĕнчи позицийĕсене çирĕплетни куç кĕрет. Спикерăн Çĕнĕ Шупашкар «тĕлĕнтермĕшĕ» тĕлĕшпе те хăйĕн ăнлантарăвĕ пур: «Çĕнĕ Шупашкара ăнмасть. Çав шутра - пуçлăхсемпе те. Хăй вăхăтĕнче Аксаков Чăваш Еншĕн пĕтĕмпех тăвать текен халап çуратнă. Чăннипе - тумасть. Хайхи халап вара упранса юлнă...» 
Журналистсем суйлав кăтартăвĕсем кадрсен ыйтăвне витĕм кÿме пултарассипе кăсăкланчĕç. «Пирĕнпе пĕрле ĕçлес кăмăллă маррисене хăшне-пĕрне улăштарма тивессине» хирĕçлемерĕ пулин те, çук, Михаил Васильевич айăплисене шырама, уйрăм хушаматсем асăнма васкамарĕ. Çапла, Çĕнĕ Шупашкарта «Пĕрлĕхлĕ Раççей» представителĕ çĕнтереймен - 83 сасă выляса янă. Президент химиксен хулине çĕр-шыври 35 монохула шутне кĕртме май килнине кура çĕр-çĕр млн тенкĕ укçа пани çинчен аса илтерчĕ. Пытармарĕ: «Мана - намăс. Çĕнĕ Шупашкара çавăн чухлĕ укçа патăмăр тейĕç те - мĕнле ăнлантарас? Манăн ăнлантару çук... Унти сасăлав кăтартăвĕсем тăрăх Улатăр тĕлĕшпе те монохула тесе пулăшу илессине хÿтĕлеме халĕ йывăртарах пулĕ». Çапах çакăнта та республика пуçлăхĕ темĕнле трагеди курмасть: «Юлашки 15 çул хушшинче ял çыннисем суйлавра яланах хастартарах пулнă. Эппин, хула çыннисемпе лайăхрах ĕçлемелле». 
Дума депутачĕсен суйлавĕн списокĕнче Михаил Игнатьев 1-мĕш номер пулнине кура журналистсен ыйту çуралчĕ: «Нивушлĕ Думăна каятăр?» Паллах, каймасть. «1-мĕш» пирки каланă май Михаил Васильевич çакна Раççей ертÿçисем хăйне шаннипе ăнлантарчĕ. Тата - республикăра пурăнакансем шанни. Йĕрки çапла: списокра маларах тăраканни хăйĕн Думăри вырăнне «ранжирпа» килĕшÿллĕн аялараххине пама пултарать. Республика списокĕнче 2-мĕш вырăнта - Константин Косачев. Вăл депутат пулнă, пулĕ те. Малалла вара - Самойлова, Тихонов, Попов, Иванова, Баранов. Журналистсем çак списокри хăш çын Дума депутачĕн мандатне илессипе кăсăкланса апла та, капла та ыйтрĕç - хальлĕхе татăклă хушамат янăрамарĕ-ха. 
Татăклăх тени вара массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене ытти енĕпе те кирлĕ. Калăпăр, кăтартусем чакнине пула «Пĕрлĕхлĕ Раççей» хăйĕн речĕсене тасатас темĕ-и, çакă Чăваш Ене те пырса тивмĕ-и? Михаил Алексеевичшăн ку ыйту кĕтменлĕх пулмарĕ. Партин вырăнти уйрăмĕн секретарьне икĕ тапхăрлăха суйлаççĕ. Халĕ шăпах унăн иккĕмĕш тапхăрĕ пырать, вăл тата икĕ çул çурăран вĕçленмелле - унăн шăпине çавăн чухне татса парĕç. Парламент спикерĕн должноçне илес тĕк - ку çĕнĕ суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсенчен килет. Кирек мĕнле пулсан та Михаил Алексеевич спикер должноçĕшĕн кĕрешĕп тесе те, вăл кирлĕ мар тесе те каламарĕ. 
Хăй парламент тилхепине тытса пынă çулсене пĕтĕмлетнĕ май Михаил Алексеевич ĕçĕпе кăмăллă пулнине, çав вăхăтрах пур енĕпе те кăмăллă пулма май çуккине палăртрĕ. Чи кирли - ĕç тăвакан влаçа экономикăна, пурнăç шайне çĕклеме пулăшакан саккунсем йышăнасси. «Çак енĕпе ĕçленĕ, малашне те ĕçлĕпĕр, - терĕ вăл. - Çапла тусан тивĕçлĕ кăтартусем пулĕç. Юлашки вунă çул хушшинче эпир йышăннă пĕр саккуна та Президент çĕнĕрен хатĕрлеме тавăрса паман. Çакă - тĕп кăтарту». 
Журналистсем республика ертÿçисем Думăри Чăваш Енрен суйланнă ытти фракцири депутатсемпе пĕрле ĕçлесси пирки ыйтрĕç те - ку кăвайт çине краççын сапнăнах пулчĕ. Сăмах, паллах, Валентин Шурчановпа Анатолий Аксаков пирки. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» депутачĕсене эпĕ çирĕп шанатăп, - терĕ Михаил Игнатьев. - РФКП тата «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» депутачĕсем тĕлĕшпе шанăç пулман, çук, пулмĕ те. Вĕсем Думăн пĕр суйлавĕнче кăна ĕçлемеççĕ вĕт. Шурчановăн та, Аксаковăн та çыхăнусем анлă - Чăваш Еншĕн нимĕн те тумаççĕ. Аксаковпа эпĕ суйлав умĕн тĕл пултăм, Мускавран Левичев та килнĕччĕ. 
Таса мар технологисемпе усă курмастпăр тесе калаçса татăлтăмăр. Анчах 350-500-шер пин экземплярлă хаçатсем кăларса пылчăк тăкма пуçларĕç. Анатолий Геннадьевич банксен ассоциацийĕн ертÿçи пулнă май Чăваш Енре пĕр-пĕр производство йĕркелеме тесе площадка ыйтнăччĕ. Çынсем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пуласса шаннăччĕ. Анчах унран Министрсен Кабинечĕн ячĕпе нимĕнле сĕнÿсем те кĕтсе илеймерĕмĕр. Шурчанова та лайăх пĕлетĕр - ун пирки каласа та тăмастăп. ВТКн ĕçсĕр юлнă çыннисем, «Савва» компанийĕсене пула хваттерсĕр юлнисем митингсене кайнă чух коммунистсем вĕсемпе пĕрлеччĕ. Хăйсене укçа çăл куçĕсем кирлĕ пулсан вара вăл «Саввăна» хÿтĕлесе çыру кăна мар, депутат ыйтăвĕ çырнă. Çакнашкал япаласене ăнланма пултараймастăп. Çĕнĕ Шупашкарти «Новэк» хваттер хуçисем тÿленĕ 78 млн тенке айккине илсе тухнă, Аксаков вара официаллă майпа ăна хÿтĕлеме полпредран пулăшу ыйтать... Пирĕн çурăм хыçĕнче кам кампа туслашать - çак ыйтусен хуравĕсем çук, суйлавçăсем улталанаççĕ».
Суйлавсем каяççĕ те... килеççĕ. Кĕçех акă Раççей Президенчĕн суйлавĕ те çитĕ. Меллĕ самантпа усă курса журналистсем Президентран ун пирки те ыйтрĕç. «Тепĕр суйлав çывхарать. Çынсене пирĕн тĕрĕслĕхе курма вĕрентмелле. Хама илес тĕк эпĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» съезчĕн делегачĕ пулнă май унта Владимир Владимирович Путин кандидатуришĕн алă çĕклерĕм. Уншăн çине тăрса ĕçлĕп. Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕпе танлаштарсан ку хутĕнче пирĕн лайăхрах ĕçлемелле», - терĕ Михаил Игнатьев.
Миçе çын пăхнă: 490 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024